Короткие
Районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Михайлова культурӑпа спорт фестивальне ирттерме пулӑшнӑ тренерсене, спонсорсене - «Ритуальные услуги» ООО, «Интермедсервис» ООО, «Спутник-1» ООО, «Стойэнергосервис» ООО ертӳҫисене, «Россельхозбанк» акционер обществин хушма офисӗн Елчӗкри уйрӑмӗн управляющине, «Промсервис» НПО АХОн, Елчӗкри техникӑпа инвентаризаци бюровӗн ертӳҫине, «Прогресс» АХО дирекцине, А.Воробьев адвокат кантурне, «Наско» УАО ертӳҫине, Елчӗкри ҫӑкӑр завочӗн дирекцине, Чӑвашстатӑн Елчӗкри пайне, «ЭлектроНикс» салона, В.Изратов уйрӑм предпринимателе чун-чӗререн тав тӑвать.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Кун йӗркинче тӗрлӗ темӑсем пулчӗҫ: 2019 ҫулта Чӑваш Республикинче «Экологи» наци проекчӗ мӗнле пурнӑҫланса пыни; республика территорийӗнче пурӑнакан граждансене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси; 2019-2020 ҫулсенчи кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта уйрӑм кил-ҫуртсенче тата хваттерсенче газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес мерӑсем пирки; банксен карттисемпе, мобильлӗ ҫыхӑну хатӗрӗсемпе усӑ курса, Интернет урлӑ тӑвакан ултавлӑ ӗҫсенчен асӑрханасси; республикӑри ял, хула тӑрӑхӗсенче йӗркене пӑснине профилактикӑлас тӗлӗшпе ӗҫлекен канашсен ӗҫӗ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.
Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21
Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Водитель пулнӑ май салтаксене илсе ҫӳретӗп, тӗрлӗ тиевсем турттаратӑп, связист ӗҫне пурнӑҫлатӑп, эвакуаци енӗпе ӗҫлетӗп тата ытти те. УАЗ автомашинӑпа чупатӑп. Дронсенчен сыхланса ӑна РЭБ хатӗрӗпе /радио-электронная борьба тивӗҫтернӗ, — тет Тимур Анатольевич. — Волонтерсен пулӑшӑвне палӑртса хӑварас килет. Вӑрмар округӗн волонтерӗсем салтаксене пулӑшу кӳрес ӗҫе питӗ лайӑх йӗркеленӗ, активлӑ, туслӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн ыйтнине пирӗн пата кӗске вӑхӑтра ҫитерсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа СВО волонтерӗсене те, гуманитарлӑ пулӑшу пуҫтарса паракан ҫынсене те — пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр».
Тӑван ҫӗршывшӑн, тӗрӗслӗхшӗн, ирӗклӗхшӗн // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12470-t-van- ... -kl-khsh-n
Уява хатӗрлекенсемпе хӑнасен ретӗнче шкул директорӗ Борис Терентьевич Семенов, физкультурӑпа спорт ӗҫӗсен тата патриотла мероприятисен организаторӗ Николай Дмитриевич Павлов, Кӗҫӗн Кипек ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлевич Верендеев, район администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ Денис Юрьевич Трофимов, паллӑ математик – Пӗтӗм тӗнчери Геннадий Никандрович Волков академик ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ Вера Михайловна Гурьева, учительсем, космонавт пулма хатӗрленекен ачасем, фронтпа тыл ветеранӗсем тата, паллах, чаплӑ тӗл пулу пуҫаруҫи Эрик Васильевич Васильев.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Мардарьева, ӑмӑртусен тӗп партнерӗ — «Пионер» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Николай Николаев, СССР спорт мастерӗсем, пӗтӗм тӗнчери Универсиада тата Тӗнче кубокӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александра Деверинская, олимп чемпионӗн Елена Николевӑн пӗрремӗш тренерӗ Николай Васильев, 1978 ҫулта Ҫӗнӗ Шелттем шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ СССР спорт мастерӗ Л. Алексеева, Вячеслав Красновӑн тӑванӗсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем уҫнӑ.
Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/
-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн Председателӗн ҫумӗ – Федор Степанов, «Коммунистическая партия Российской Федерации» Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Шурчанов, «Российская партия пенсионеров «За социальную справедливость» Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн Николай Степанов, «НОВЫЕ ЛЮДИ» Политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьӗ Ксения Семенова тата Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин, обществӑлла организацисенче тӑрӑшакансем, Шупашкарта пурӑнакансем, тӗп хулана курма килнӗ хӑнасем чылайӑн хутшӑннӑ.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn
Фонетикӑпа фонологи ӑнлавӗсене ҫакӑн пек ушкӑнлама пулать: фонетика наукин тытӑмӗ, унӑн пайӗсем тата тӗпчев меслечӗсем; чӗлхен матери (сасӑ) единицисем тата вӗсен функцийӗсем; конкретлӑ чӗлхере (пирӗншӗн — чӑваш чӗлхинче) тата пур чӗлхесенче те палӑракан сасӑ законӗсем; сасӑсен артикуляци аспекчӗ (пуплев органӗсем ӗҫлени); сасӑсен акустика аспекчӗ (сасӑсем илтӗнни); сасӑсене ушкӑнласси (классификацилесси); фонологин тӗп ӑнлавӗсем; фонемӑсем пуплев юхӑмӗнче улшӑнни; сасӑ ылмашӑвӗсем; сыпӑк тата ӑна ӑнлантарса паракан теорисем; пуплевӗн суперсегментла, ӗнерӳ единицисем (ударени, интонаци) т. ыт. те.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Сергей Смирнов хӑй «Герои блока смерти» кӗнекинче тупӑннӑ ҫичӗ ҫын ятне асӑнать: Виктор Украинцевпа (Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск хулинчен) Иван Битюков (Луганск облаҫӗнчен) — вӗсем Австри бургомистрӗн хуторӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса кайран малалла тараҫҫӗ, Иван Баклановпа (Курган облаҫӗнчен), Владимир Соседко (Краснодартан) — вӑрманта пытанса пурӑнса ҫӗнтерӗве те унтах кӗтсе илеҫҫӗ, Александр Михеенковпа (Смоленск облаҫӗнчен) Владимир Шепетя (Полтавӑран) — Австрири хресченсен сарайӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса илнӗ хыҫҫӑн кайран малалла каяҫҫӗ, Иван Сердюк (Донбассран) — мӗнле хӑтӑлнине ҫырса кӑтартман.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Канашри автоагрегат завочӗ (КЯ, 18.ХI.80) вырӑнне Канаш автоагрегат завочӗ, Етӗрнери халӑх театрӗ (КЯ, 12.ХI.80) вырӑнне Етӗрне халӑх театрӗ, Ҫӗмӗрлери культура ҫурчӗ (КЯ, 12.ХI.80) вырӑнне Ҫӗмӗрле культура ҫурчӗ, Хусанти художество музейӗ (КЯ, 6.ХI.80) вырӑнне Хусан художество музейӗ, Йӗпреҫри ҫыхӑну узелӗ (КЯ, 18.ХI.80) вырӑнне Йӗпреҫ ҫыхӑну узелӗ, Ҫӗрпӳри ялхуҫалӑх техникумӗ (КЯ, 18.ХI.80) вырӑнне Ҫӗрпӳ ялхуҫалӑх техникумӗ тесен, предприяти, заведени ячӗсем тачӑрах та ҫирӗпрех тӑни курӑнать, пӗрремӗш компонент ҫумне -ри/-ти/-чи сегмента хушни вара — ятӑн пӗрпӗтӗмлӗхне ҫирӗплетес вырӑнне ӑна пайсем ҫине уйӑрма ирӗк парать.
Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.
«Ачасем хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн панӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн тивӗҫне вӗҫне ҫитичченех пурнӑҫланӑ. Вӗсем чӑн-чӑн геройсем, пирӗн пӗрлехи задача – вӗсем ҫинчен астӑвӑма упрасси, - тенӗ Радий Хабиров. – Эсир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн арҫынсене, патриотсене, хӑйсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа вилнӗ ҫынсене пӑхса ӳстернӗ. Сирӗн ывӑлӑрсемшӗн пысӑк тав сире. Пирӗн тӗп тӗллев - вӗсене асра тытасси, вӗсен ятне ӗмӗрлӗхех асра тытасси, ялан тӑрӑшасси, ашшӗ-амӑшӗсене, вӗсен ҫемйисене, ачисене тимлӗ пӑхасси. Эпир, ятарлӑ ҫар операцийӗ пӗтсен, пуҫне хунӑ хамӑр салтаксене асӑнса Уфара мемориал лартатпӑрах».
Пишпӳлек районӗнче Радий Хабиров пуҫне хунӑ боецсен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... ln-4047716
Афганистан, Чечен хирӗҫтӑрӑвӗсен, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалланӑ палӑка уҫма Кӗлкешри территори пайӗн начальникӗ Олег Кузьмин, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗсем Николай Павлов, Виктор Павлов, Иван Иванов, запасри подполковник Михаил Пуклаков, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн президенчӗ Иван Аверьянов, Афганистанпа ятарлӑ ҫар операцийӗсен ветеранӗсен Чӑваш Енри Союзӗн руководителӗ Игорь Кашаев, Афганистан, Чечен хирӗҫтӑрӑвӗсен Вӑрмар округӗнчи ветеранӗсем, ГСВГ, СВО ветеранӗсем, СВОри ентешсене пулӑшу кӳрекен волонтерсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Паттӑрлӑх нихӑҫан та манӑҫмасть // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12452-patt-r ... -man-cmast
Депутата суйлама Горький хулинчи медицина институтӗнчи профессорсемпе преподавательсен тата студентсен пухӑвӗ, А. А. Жданов ячӗпе тӑракан тӑватӑ хут орден илнӗ «Красное Сормово» заводри, Горькири В. М. Молотов ячӗпе тӑракан виҫӗ хут орден илнӗ автозаводри, Чӑваш АССР-ӗнчи Канашри вагонсем юсакан заводри рабочисен, инженерсемпе техниксен тата служащисен пухӑвӗсем, Горький облаҫӗнчи Мухтолово районӗнчи «Красный восток» колхоз членӗсен, Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи К. Е. Ворошилов ячӗпе тӑракан колхоз членӗсен пухӑвӗсем, пурте пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса, Николай Николаевич БЛОХИНА кандидата тӑратрӗҫ.
Николай Николаевич Блохин — СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 16 с.
Жалуем сим имянным указом с монаршим и отеческим наших милосердием всех, находившихся прежде в крестьянстве и в подданстве помещиков, быть верноподданными рабами собственной нашей короне и награждаем древним крестом и молитвою, головами и бородами, волностию и свободою и вечно козаками, не требуя рекрутских наборов, подушных и протчих денежных податей, владением землями, лесными, сенокосными угодьями и рыбными ловлями, и соляными озерами без покупки и без оброку и освобождаем всех прежде чинимых от злодеев дворян и градских мздоимцев-судей крестьяном и всему народу налагаемых податей и отягощением.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Усал шухӑшлӑ ҫынсем энергосбыт компанин сотрудникӗсем пек шӑнкӑравлаҫҫӗ. Унтан вӗсем электроэнерги счетчикне улӑштарма халех заявка ҫырса хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ, вӑхӑтлӑ улӑштармасан, улӑштарнӑшӑн тӳлемелле пулать тесе хӑратаҫҫӗ. Заявкӑна йӗркелеме СНИЛС номерӗпе паспорт даннӑйӗсем ыйтаҫҫӗ, черете ҫирӗплетме СМС кодне ыйтаҫҫӗ е заявкӑна регистраци ссылки ҫине куҫма ыйтаҫҫӗ. Ҫапла вара, телефон мошенникӗсем «Госуслугари» клиент аккаунчӗпе усӑ курма тата персональнӑй даннӑйӗсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ«, - Уфа мэри пӗлтерет. «Башэлектросбыт» сотрудникӗсем нихҫан та телефонпа парольсемпе кодсем ыйтмаҫҫӗ.
Телефон мошенникӗсем укҫа хайӑрса илмелли ҫӗнӗ меслетпе хӑратаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ta-4063559


