Короткие
Абсциссӑсен тӗнӗлне t вӑхӑтсен тӗнӗлӗ тесе шутлар та ун ҫине пӗртан вӑхӑтсене пӗлтерекен пӗртан лини татӑкӗсем хурса тухар; ординатӑсен тӗнӗлне v хӑвӑртлӑхсен тӗнӗлӗ тесе шутлар та ун ҫине хӑвӑртлӑх единицине пӗлтерекен пӗртан татӑксем хурса тухар.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
«Ҫакнашкал пӗрлехи мероприятисем тӗрлӗ ӑрури ҫынсене ҫывӑхлатаҫҫӗ те. Ырӑ йӑлана малалла тӑсни те кӑмӑллӑ. Хунавсене лайӑх пӑхса ӳстересчӗ. Вӗсем тымар ярасса шанатӑпах. Ун чухне больница территорийӗтата илемленӗ»,- терӗ Николай Тинюков тӗп тухтӑр.
Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana
Ахальтен мар республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Эпӗ час-часах калатӑп, Пуҫлӑх тата республика ҫынни пулнӑран манӑн ӗмӗт — республика аталантӑр, тата кунта килсе ҫӳрекенсем ӑна юратчӑр тесе хамран мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласси».
Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/
Камиль Гаджиевич, райӗҫтӑвком председателӗ, стройучастока пӑхса ҫаврӑнсан, Курмышовпа пӗрле Благий пӳлӗмне кӗчӗ, «Туслӑх» колхоза витесем юсама пулӑшнӑшӑн строительсене тав турӗ, чӑвашсен концерчӗ тылымсене, ҫав хушӑрах хӑйне те питӗ килӗшрӗ терӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сӑмахран, Ирина Сергеевна Ильина (сӑн ӳкерчӗкре Рамзия Аминевапа пӗрле) нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Пушкӑртстан Республикин вӗрентӳ отличникӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш наци академикӗ» ятсене тивӗҫнӗ.
Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193
Ак ӗнтӗ вӗсем вальсӑн тӑнӑҫ сыпӑкӗпе килӗшӳллӗн, пӗрремӗш лапка юрӑн ытамлашнӑ икӗ пӗрчи пек ҫаврӑнма-ярӑнма пӑрахрӗҫ те, пӗр-пӗрне куҫӗсенчи юрату хӗвелӗпе ӑшӑтса, урисене урайран уйӑрмасӑр калла-малла йӑкӑштаттарса ҫеҫ лӑпкӑ ташӑ манерӗнче юлчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗҫре професси тӗлӗшӗпе палӑрнӑ педагогсене Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ӗҫ министерствин, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин, район администрацийӗн хисеп грамотисемпе тав ҫырӑвӗсем, тата ытти ведомство наградисемпе чысларӗҫ.
Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/
— Пирӗн командовани хӑйӗн ҫар служащийӗсене палӑртнӑ ҫар задачисене тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫланӑшӑн тата тӑшманӑн оборона вӑйӗсемпе перӗнес енӗпе локаллӑ тытӑҫусене ӑнӑҫлӑ ирттернӗшӗн яланах хавхалантарма тӑрӑшать, - тет вӑтӑр сакӑр ҫулхи отпускник.
Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3877345
«Чувашия» стройучастокран Акимова ӑсатнӑранпа кӗре кӗрсе хӗл каҫрӗҫ, — Курмышов ҫаплах-ха тӗлӗнме пӑрахмасть: мӗн-ма шӑпах ун пеккисене хӑпартса пыраҫҫӗ, е пурнӑҫ картлашкипе хӑпарасшӑннисем питӗ чее те сӗмсӗр-и, е хӑпартаканӗсем юри ҫапла тӑваҫҫӗ?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗлтернинче, уйрӑмах илсен, ҫапла каланӑ: «Коммунистсем «Европӑри оборона пӗрлешӗвӗ» хирӗҫ тӑнине кӑтартса панӑ тата хӑйӗн кандидатура тавра парламент палатисенчи членсен ытларахӑшне пӗрлештерме пултаракан республика деятелӗшӗн сасӑлама хатӗр».
Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.
«Сталин», микрофон умӗнче калаҫакан ҫын самантрах «хура кӗпине шуррипе улӑштарса тӑхӑннипе» тӗлӗнсе куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑнӑскер, пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара, кӑмӑлӗ авӑна-авӑна хуҫӑлнӑ пек мӑраннӑн сулахаялла ҫаврӑнчӗ те васкамасӑр малалла утрӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑваш халӑх наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас, вӗренекенсем хушшинче талантлӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Патӑрьелӗнчи искусствӑсен ача-пӑча шкулӗнче регионсем хушшинчи чӑваш наци культурин «Чувашия!» конкурсӗ иртрӗ.
Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ // Л.Петрова. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/
а хӑвӑртланни, хисеп енчен илсен, ВN татӑка АВ пӗкӗ тӑрӑх кайма кирлӗ t секунда вӑхӑт ҫине пайласан пулнӑ частнӑйпа пӗртан; иртнӗ вӑхӑт хушши мӗн чухлӗ сахалрах, ҫак пысӑкӑш та вара А точкӑри чӑн-чӑн хӑвӑртланнине ҫавӑн чухлех тӗрӗсрех кӑтартса парать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Милицире ӗҫлекенсем пур ҫӗрте те, пур чухне те — кӑнтӑрла та, каҫ та — сыхӑ, вӗсем обществӑри йӗркелӗхшӗн кӗрешеҫҫӗ, усал шухӑшлӑ ҫынсен, преступниксен ҫулӗсене пӳлеҫҫӗ, вӗсен ирсӗр те халӑхшӑн сиенлӗ ӗҫӗсене йӗрлесе тупса ответ тыттармалла тӑваҫҫӗ.
Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Алла аттестат илсен вӗсем мӗн пӗчӗкрен пӗр парта хушшинче ларнӑ Н.И.Чумаковпа (каярахпа Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ) Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗме шутланӑ.
Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/
Ак офис алӑкӗн ҫӑра шӑтӑкӗнче шӑкӑртаттарнӑ-чӑнкӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах алӑк, кӗсье вӑррилле ытла та вӑрттӑн, йӑпӑлтилле ҫемҫен, шӑппӑн уҫӑлчӗ, унтан ӑррӑн-тӑррӑн пӑхкаласа, ун-кун куҫ ывӑткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ҫамрӑк каччӑ тухрӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Кунта чӑваш халӑх культурипе ӑслӑлӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ таврапӗлӳ ӗҫӗсем, чӑваш тата тӗнче культури аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан хаклӑ тата сайра тӗл пулакан чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесен электронлӑ версийӗсемпе паллашма пулать.
Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/
Сухов отчечӗ урлӑ эпир вӗсем икӗ уйӑхра 4518 ҫынна эмелленине, пуҫласа 3638 ҫынна йышӑннине, иккӗмӗш хут 6956 ҫынна эмелленине, мӗн пурӗ куҫ чирӗнчен сывалма 10594 клиент пынине, ҫав хушӑра 256 операци тунине, инҫетрен килекенсем валли столовай уҫнине куратпӑр.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Акӑ, сӑмахран, Ятмана ӗнтӗ вӑл ӗмӗрлӗхех тӑшман тесе шутланӑ — миҫе ҫул вӗсем патне кайса кӗмен, миҫе ҫул ӑна сӑмах чӗнмен, урамра курсан та айккинерех пӑрӑнса утма тӑрӑшнӑ, хӑйне уй хуралҫинчен кӑларттарнӑранпа кашни утӑмра ӑна усал ятпа кӑна асӑннӑ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.


