Короткие
Мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ - экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, ЧР «Агро-инноваци» унитарлӑ предприятин консультанчӗ В. Мутиков профессор тата И. Нурсов консультант, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн эпизотологи, паразитологи тата ветеринарипе санитари экспертиза кафедрин доценчӗ, ветеринари наукисен кандидачӗ В. Тихонов, морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ, ветеринари наукисен кандидачӗ С. Кондручина, «Мустанг технология кормления» пӗрлешӗвӗн апат ҫитерессипе ӗҫлекен специалисчӗ М. Душанин тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
«Пенсире те пирӗн аслӑ ӑру представителӗсем активлӑ, интереслӗ, тулли пурӑнни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хамӑрӑн интереслӗ те уйрӑм республикӑна кӑтартасшӑн,- ӑнлантарнӑ республика Пуҫлӑхӗ. — Час-часах ҫапла пулать: ҫын ҫуралнӑ та ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр районта ӗҫленӗ. Командировкӑна тата ытти регионсене канма кайнӑ, Пушкӑртстан тӑрӑх ҫӳресе те курман. Кирлех те пулман, тата мӗншӗн, ҫавӑнпа эпӗ ҫакна питӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Пирӗн интереслӗ вырӑнсем туллиех. Ҫавӑнпа та эпир «Башкирское долголетие» программӑна малалла та аталантаратпӑр«. Елена Ивановна АНДРЕЕВА, районти ветерансен Совечӗн председателӗн заместителӗ:
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... at-3926564
«Вӑрҫа хутшӑнни ҫыннӑн шалти туйӑмӗсене, тавракурӑмне улӑштарать. Ҫемьерен аякра пулни кӑмӑла пусӑрӑнтарать паллах, мӑшӑршӑн, пӗчӗк ывӑлӑмшӑн тунсӑхлатӑп. Вӗсене те ҫемье пуҫлӑхӗсӗр ҫӑмӑл мар. Анчах мӑшӑрӑм эпӗ таврӑнасса кӗтни, телефонпа ҫыхӑнӑва тухсан кашнинчех ӑшӑ сӑмах калани хавхалантарать. Ҫавӑншӑн эпӗ ӑна юрататӑп тата хисеплетӗп, — чунри туймӗсене уҫса пачӗ салтак. — Кирек мӗнле пулсан та эпӗ те, ҫумри юлташӑмсем те пуҫсене усмастпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗн кирлӗлӗхне ӑнланатпӑр, унсӑрӑн пирӗн чӑваш ҫӗрӗсем ҫинче те лӑпкӑлӑх пулмӗччӗ. Хамӑрӑн тивӗҫӗмӗрсене яваплӑн пурнӑҫласа тӑван тӑрӑха Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах».
«Тӑван тӑрӑха Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах!» // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12412-t-van- ... -natp-rakh
Аса илтеретпӗр, уява пухӑннисене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, Финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Петрова, Атӑлҫи федераци округӗн Строительсен Союзӗн вице-президенчӗ, Чӑваш Енӗн Строителӗсен Союзӗн председателӗ Энвер Аблякимов, Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ строителӗ Владимир Скосырский, «Саморегулируемая организация «Строители Чувашии» Ассоциацийӗн Правленийӗн председателӗ Алексей Грищенко тата та ытти сумлӑ строительсем пухӑннӑ.
Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a
Пӗрлехи информаци информаци кунне ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «АККОНД» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ В.Иванов, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, Чӑваш Ен — ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров, «Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» ЧР бюджетлӑ учрежденийӗн директорӗ Т.Григорьева, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, унӑн заместителӗсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20
«Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ те ҫак уява ирттермесӗр юлмарӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ял-йыш пӗр ҫӗре — виҫӗ кас пӗрлешнӗ тӗлте чӑвашсен хитре тумтирӗсемпе пуҫтарӑнчӗ. А.Кузьмин купӑсҫӑ Шупашкартанах уява илем кӗртме мӑшӑрӗпе, Светӑпа, килсе ҫитнӗ. Иккӗшӗ те юрра-ташша ӑстаскерсем, чӑннипех те маттур. Ял ҫыннисем юрӑсем юрласа, карталанса урампа утрӗҫ. Ялта ҫак кун хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑвакансем те пулчӗҫ. Таисия Николаевна Чульмакова 98 ҫул, Александра Алексеевна Петрова 79 ҫул тултарчӗ. Вӑйӑ картине тӑнисем вӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламларӗҫ. И.Н. Кокшина вӗрентекен ҫак йӑла-йӗрке малашне те ан сӳнтӗр, малалла та аталанса пытӑр тесе сӑмах каларӗ».
Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/
«Анне, эпӗ сана юрататӑп, — ҫапла вӗҫлет тав сӑмахне салтаксенчен пӗри, пирӗн ентеш, Алешкин-Саплӑк ялӗн каччи Евгений Клементьев. Женя пӗлтӗр август уйӑхӗнче контрактпа ҫара кайнӑ. Вӑл — разведчик, беспилотник операторӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи лару-тӑру ҫак специалистсенчен нумай килет. Ҫавӑнпа тӑшман разведки уйрӑмах вӑйлӑ йӗрлет вӗсене. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ ентешӗмӗрӗн службин вырӑнне хамӑр статьяра палӑртмастпӑр. Икӗ уйӑх каялла Женя амӑшӗпе, Наталия Николаевнапа, телефонпа ҫыхӑнсан: «Анне, мӗнле те пулсан гуманитарка пӗлтерсе укҫа пуҫтарма пулмасть-и районта?» — тесе ыйтнӑ, подразделение УАЗ «Буханка» сывлӑш пекех кирлине пӗлтерсе.
«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.
Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
«Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.И.Никифорова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ОБЖ вӗрентекенӗ Г.Н. Миронов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ О.А.Кошкина, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Данилова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи тутар чӗлхипе литературин учителӗ Д.М.Гималтдинова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи биологи учителӗ А.Р. Самкина, Шурут вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Тарасова тивӗҫнӗ.
Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/
Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ытти ҫулхисенчи пекех кӑҫал та тӑван хаҫатӑмӑра пуянлатма Аслӑ Чементи Надежда Кошелева, Сителти Ирина Лякова, Патӑрьелӗнчи Талгать Шакуров, Николай Ларионов, Алена Горшкова, Андрей Тукмаков, Мая Салампи, Нина Мазякова, Петр Ефимов, Шӑнкӑртамри Гелсирень Абейдуллова, Фирия Хафизова, Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи Николай Краснов, Мускаври Альбина Плечова, Ҫӗнӗ Ахпӳртри Николай Чумерин, Ҫӗньялти Надежда Квасова, Мария Мадюкова, Чӑваш Ишекӗнчи Светлана Кулакова, Первомайскинчи Яков Степанов, Анат Туҫари Надежда Зайцева, Алманчӑри Петр Киргизов, Тӑрӑнти Василий Петров, Упамсари Елена Сымова, Тутар Сӑкӑтӗнчи Гелия Начаева тата ыттисем те пулӑшса пычӗҫ.
Яланах пӗрле пулар! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52168-yala ... -rle-pular
Тӳрӗ эфирта социаллӑ тивӗҫтерӳ пирки - 37, хула хутлӑхӗ тата хӑтлӑхӗпе - 37, ҫул-йӗр тата инфраструктура объекчӗсемпе - 28, физкультурӑпа тата спортпа - 26, экологипе - 21, ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑхпа - 20, вӗрентӳпе - 18, медицинӑпа - 16, хуҫасӑр чӗрчунсемпе - 15, транспорт тивӗҫтерӗвӗпе - 13, шкулсемпе ача сачӗсене тӑвассипе тата юсассипе - 11, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе - 10, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе - 8, ҫул куҫӑмне йӗркелессипе - 4, бюрократипе - 3, Украинӑри ятарлӑ ҫар операципе - 3, культурӑпа - 2, шалупа - 2, строительствӑпа - 2, туризмпа тата канупа - 1, экономикӑпа - 1, тарифсемпе 1 ыйту панӑ, ытти темӑсене те хускатнӑ.
Халӑха хумхантаракан ыйтусем – тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51130-khal ... -timl-khre
«Ринас Садаров корэш енӗпе курӑмлӑ ҫитӗнӳсем турӗ. Ҫамрӑк халӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Шамиль Вахитов корэш енӗпе тӗнче кубокне тивӗҫрӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне тултарчӗ. Сабир Асеинов призер пулчӗ. Раҫҫей ҫамрӑкӗсем хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Кристина Иванова ҫӑмӑл атлетикӑпа федерацин Атӑлҫи округӗнче призер, Михаил Киргизов сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта ҫуран чупассипе Раҫҫей чемпионӗ, Кристина Ильина велосипед спорчӗн маутинбайк енӗпе икӗ хутчен Раҫҫей чемпионӗ пулчӗҫ. Муниципалитет округӗнчи професси тӗлӗшпе «Чи лайӑх спортсмен» ята тивӗҫнӗ Николай Соколов ҫӑмӑл атлет кӑтартӑвӗсене лайӑхлатсах пырать.
Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r
Администрацин культура, туризм тата информаци тивӗҫтерӗвӗн пай начальникӗ Наталия Никитина культура учрежденийӗсем ҫул ҫитмен ачасене обществӑра хӑйсене кирлӗ пек тытма хӑнӑхтарас, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗпе тимлекен инспектор Венера Камалетдинова ҫул ҫитмен ачасем каҫхине обществӑлла вырӑнта ан ҫӳреччӗр, вӗсене магазинсенче табак изделийӗсем тата спирт тытӑмлӑ продукци ан сутчӑр тесе полици сотрудникӗсем йӗркелекен мероприятисем, Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри врач-педиатр Ольга Ялукова ҫул ҫитмен ачасем тулаш сӑлтавпа вилесрен пурнӑҫлакан профилактика ӗҫӗсем пирки чарӑнса тӑчӗҫ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Чаплӑ мероприятире Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн депутачӗ Рамиль Шафкатович Бадамшин, Пушкӑрт Республикин правительствин официаллӑ представителӗ, спорт министрӗн заместителӗ Эльза Акрамовна Карамурзина, Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Усак-Кичу ялӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ПР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Рамил Рамзилович Нуриахметов, Пишпӳлек район Совечӗн председателӗ Юрий Григорьевич Павлов, Пишпӳлек районӗн прокурорӗ Дмитрий Валерьевич Герасимов, «Альянс» ООО участокӗн начальникӗ Армен Рудикович Матевосян, ҫавӑн пекех шкулти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем хутшӑннӑ.
21-мӗш ӗмӗрти шкул // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ul-3911028
Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫине Петр Скворцова, «Мои документы» нумай функциллӗ центр директорне Людмила Викторовӑна, ДПМК «Яльчикское» ООО ертӳҫине Вячеслав Сядукова, Елчӗк халӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр директорне Владимир Федорова тата вӗсен коллективӗсене, Валерий Изратов пайтаҫӑна уйрӑммӑн тав турӗ, Елчӗк шкулӗн тата искусство шкулӗн коллективӗсене, Светлана Карамаликова преподавателе, Мария Адюковӑпа Анастасия Архипова вӗренекенсене (Елчӗк шкулӗ), Андрей Мисякова (Елчӗк), Александр Журавлева (Ҫӗнӗ Эйпеҫ), Николай Енедерова (Тӑрӑм), Николай Чернова (Тӳскел), Андрей Смирнова (Патреккел) округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/
Вӗсем - Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бригадирӗ Надежда Афанасьева, операторӗ Ирина Григорьева, «Санары» агрофирма тӗп бухгалтерӗн заместителӗ Наталия Яковлева, «Янгорчино» хуҫалӑх механизаторӗ Валерий Николаев, «Мураты» кооператив водителӗсем Илья Петровпа Олег Петров, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн зоотехникӗ Людмила Ермолаева, водителӗ Михаил Ильин, тракторисчӗ Андрей Семенов, обвальщикӗ Алексей Ильин, аш-пӑш техӗмлекенӗ Татьяна Петрова, сысна комплексӗн ӗҫченӗ Мария Захарова, Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн лаборанчӗ Надежда Антонова, аппаратчикӗ Наталья Васильева, маҫтӑрӗ Надежда Семенова тата Уйкас Кипекри ветучасток заведующийӗ Галина Иванова.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
Халӗ хаҫат-журналта ҫапла ҫыраҫҫӗ: асфальтпа бетон тӑвакан завод, тутлӑ шывсем тӑвакан завод, автофургонсем тӑвакан завод, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инспекци, гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен инженер, пассажирсем илсе ҫӳрекен автотранспорт, суднӑсем ҫӳремелли шлюз, груз лифтне ӗҫлеттерекен лифтер, груз турттаракан автомобиль, ковёр тӗртекен цех, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинат, лента тӗртекен фабрика, физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен комитет, профтехвӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет, снабжени енӗпе ӗҫлекен агент, НОТ енӗпе ӗҫлекен инженер, хӑрушсӑрлӑх техники енӗпе ӗҫлекен инженер, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инженер, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем т. ыт. те.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.


