Корпус чувашского языка

Короткие

Ыйтӑва апла та капла сӳткелесе-явкаласа ларнӑ хыҫҫӑн туссем паян ҫӗр ҫӗрлемелли «люкс» вырӑнне Атӑл хӗрринчен чылай аякри, чӑнкӑ, тӑмлӑ ҫыранти хуйха ӳкнӗ лӑс, кахӑр ҫӳҫе айӗнчи пӗр ӳпӗнчӗк вӑрӑм кимме куҫласа хучӗҫ (ун йышшисем ку таврашра сахал мар).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иртнӗ кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров кунта Вӑрмарти газлӑ минераллӑ шывӑн тӗрӗслесе пӑхмалли производствӑн пӗрремӗш партине ӗҫлеттерсе янине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ.

Помоги переводом

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Уйрӑмах сана упӑшку пӑрахни чуна кӑшлать; вӑрҫса-хирӗҫсе е темӗн пайлаймасӑр, е тата пурнӑҫ ҫине ӑрасна пӑхнӑшӑн уйрӑлнине тӳссе ирттерме пулатчӗ, чӑнах та юратмастӑп иккен тесе тухса кайни вара — ытла та нихҫан тӳрленми суран ку, ӗмӗре пыракан хуйхӑ.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Сятров Кавӗрли Палюка мӗнле пулӑшнине те, хурахсем Юман Йӑкӑнатне мӗнле вӗлернине те тӗплӗн каласа панӑ, тет, «Эпӗ пӗрре те пемен ӑна ун чух. Утаманӑн ҫывӑх тусӗ, лаша вӑрри Ишмулла, юман хыҫӗнчен персе амантрӗ, вӑлах юман ҫумне ҫыхтарчӗ», — тенӗ пулать.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Галилей наука тӗлӗшпе утмӑл ҫул хушши ӗҫлесе, хӑйӗн лекцийӗсенче, темӗн чухлӗ сочиненийӗсенче ҫӗнӗ вӗрентӗве сарнӑ, ӑна малалла аталантарнӑ, вӑл тӗрӗсси ҫинчен темӗн чухлӗ доказательствӑсем кӑтартса панӑ, ҫак вӗрентӗве хирӗҫ каланисене аркатса пынӑ.

Помоги переводом

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ялта пӗрисем ӗлӗкхи пекех чухӑн, теприсем кил-ҫуртпа, выльӑх-чӗрлӗхпе пурӑннӑ, виҫҫӗмӗшсен (ун пеккисем ялта питӗ сайра пулнӑ) чӗкеҫ вӗҫсе тухмалла мар ҫуртсем пулнӑ, вӗсем тырӑ акмалли, авӑн ҫапмалли машинӑсем туяннӑ, чухӑнсене тарҫа тытса ӗҫлеттернӗ.

Помоги переводом

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2021-2024 ҫулсенче коррупцие хирӗҫ Наци планне ҫирӗплетнӗ, унта профиль ведомствисем конкретлӑ ӗҫсем ҫырса панӑ, тӗрӗслев, коррупцие хирӗҫ профилактика мероприятийӗсем ирттермелли механизма тата ытти мерӑсене палӑртнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра коррупципе кӗрешме шанчӑклӑн ҫул тытаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ta-4069368

Пуҫтах ҫамрӑксене кирлӗ вырӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн «Октябрь» патӗнчи дежурнӑйпа тӗл пулса калаҫрӗҫ: унта паян пӗчӗк ачасен кӗсйисене тасатнӑ, унтан темле цыгансем хӗрлӗ «Жигулипе» хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳрени ҫинчен хыпар илчӗҫ, вӗсене тахҫанах шыраҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

«Агрегатка» // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 3–48 с.

…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫакна мӗнлерех ӑнланмалла-ха, тейӗ вулакан/ Енчен те гражданин «Россельхозбанкӑн» «шанчӑклӑ» клиенчӗ пулсан пӗр ҫулталӑка 14,9 процентпа, пӗр ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк ҫурӑ таран 15,5 процентран кая мар, ыттисене вара 5 ҫул таран 16,5 процентпа параҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Фашизма тӗппипех аркатса Германие ирӗке кӑларасси, ҫавӑн пекех империализмла агрессипе фашизм йӑви пулса тӑнӑ ытти ҫӗршывсене тасатасси, ҫав ҫӗршывсенче тӗпренех демократилле улшӑнусем тӑвасси, паллах, Америкӑпа Англи империалисчӗсен планне кӗмен.

Помоги переводом

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

«...Юлашки вӑхӑтра кашни каҫ ялти сӑн-сӑпатсемпе аташтарать тӗлӗк. Кам пӗлет, тен, эпӗ яла ҫитсе кураймӑп та-ши? Тен, юлашки тӗлӗксем яла кӑтартаҫҫӗ-ши?..» — ҫак йӗркесем Кӗҫтук Кольцов поэт пиччӗшӗн ывӑлӗ Аркадий Кольцов патне вӑрҫӑ хирӗнчен янӑ ҫыруран.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ҫак кунсенче вӗсем Саруй ялӗнче тата Вӑрмар поселокӗнче, Арапуҫ, Кӗтеснер тата Мӑнҫырма ялӗсенче пурӑнакан, Вӑрмар поселокӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденине хӑйсем тӗллӗн час-часах килсе ҫӳреймен ачасене реабилитаци пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Хевтесӗр ачасем тимлӗхре // Валентина ГУРЬЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028

Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫак мероприятисем чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ К.Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Я.Ухсай, Совет Союзӗн геройӗ Николай Спиридонов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялӗнче кашни ҫулах йӗркеленнине, хӑнасене яланах кӗтсе илме хавас пулнине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑнасем Марий Эл Республикинчи Звенигово районӗнчи Сидельникова ялӗнчи мобильнӑй, районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Взгляд» ташӑ (А. Яковлева), Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ» ушкӑнсен, «Карай ен» ансамблӗн (Л. Алексеева) пултарулӑхне курса савӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Унтан таврӑнсан Красноармейскинчи культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫине вырнаҫнӑ, каярахпа Ҫӗньял Упири библиотека заведующийӗ, районти шалти ӗҫсен пайӗн паспорт службин пуҫлӑхӗ, райхаҫат редакторӗн ҫумӗ, Янкасри культура ҫурчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Фашистла нимӗҫ захватчикӗсене хирӗҫ пынӑ ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗсемпе, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе, мирлӗ вӑхӑтра – юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Хӗлип куккан фронтри ҫулӗсем // Юрий НИКИТИН. https://kanashen.ru/2025/02/21/%d1%85e%d ... %b5%d0%bc/

Чӑваш Республикин «Республикӑри яллӑ вырӑнта пурӑнакансене пирвайхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатмалли хушма мерӑсем ҫинчен» указӗпе килӗшӳллӗн, 2013-2015 ҫулсенче республикӑра пурӗ модульлӗ 100 фельдшерпа акушер пункчӗ туса пӗтернӗ.

Помоги переводом

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Афганистанра пуҫ хунӑ, икӗ хутчен Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ Владимир Михайлов ентешӗмӗр ячӗпе хисепленекен 8-мӗш класс вӗренекенӗсемпе тӗлпулӑва «Герои наших дней» кӗнеке авторӗ, запасри офицер Николай Васильев, ҫавӑн пекех Виктор Ишмулин ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche

Сайт:

 

Статистика

...подробней