Корпус чувашского языка

Короткие

Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Хурлӑхлӑ митингра (вӑл ял варринчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче иртрӗ) Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн представителӗ, ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Марат Шафиков, Ермеккей район администраци пуҫлӑхӗ Ильшат Райманов, Пелепей тата Ермеккей районӗсен ҫар комиссарӗ Рустам Сахабов, Иван Дзетовецкий сержант, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксен политикипе ӗҫлекен комисси ертӳҫи Борис Гордеев полицин отставкӑри полковникӗ, Эрехӗрри ял хутлӑх администрацин пуҫлӑхӗ Ольга Зарянова, паттӑрӑн тӑванӗсен ятӗнчен Мария Биткина сӑмах каларӗҫ, паттӑр салтакӑн ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

«Законпа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх выльӑхӗсене кӗтес тата хӑвалас йӗркене пӑснӑшӑн тӳлеттерекен штраф виҫине ӳстернӗ, – палӑртнӑ ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн спикерӗ Константин Толкачев. – Выльӑх-чӗрлӗхе асӑрханусӑр кӑларса янипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗчлӗхне ҫухатмасть. Вӗсем курӑксемпе чечек йӑранӗсене таптаҫҫӗ, каяшӗсем ял урамӗсене варалаҫҫӗ, автомобильпе тата ҫуран ҫӳрекенсене чӑрмав кӳреҫҫӗ. Машинӑсем иртсе ҫӳрекен енӗпе пынӑ чух хӑрушӑ ҫул-йӗр инкекӗн сӑлтавӗ пулма пултараҫҫӗ. Халӑхпа калаҫни яланах витӗмлӗ мар, палӑрмалла санкцисем кирлӗ, саккуна тепӗр хут пӑснӑшӑн яваплӑх тата ҫирӗпрех пулмалла».

Помоги переводом

Картари выльӑх-чӗрлӗхшӗн хуҫисем яваплӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-l-kh/2024-07- ... pl-3850143

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравласа ҫапла каларӗ: «Ҫав общество акцийӗсен 49% ҫеҫ республика аллинче. Ҫавӑнпа эпир предприятин укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ операцийӗсене тӳрремӗнех витӗм кӳрейместпӗр. Эпӗ обществӑн тӗп акционерӗ - Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Четвериков - актива предприяти тулашне кӑлармӗ-ши тесе кӑсӑклансах тӑратӑп. Чӑх-чӗп валли апат туянас тӗллевпе панкрута тухасси патне ҫитнӗ фирмӑна чи пысӑк сумма - 14 млн тенкӗ - куҫарса панӑ. Фабрика ертӳҫисем укҫа куҫарни саккунпа еплерех килӗшсе тӑнине, хальхи вӑхӑтра вӑл кӗмӗл ӑҫтине уҫӑмлатма право органӗсене тивӗҫлӗ материалсем ярса патӑмӑр».

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Тӗслӗхрен: асцит (хырӑмра шӗвек пуҫтарӑнни), артродез (шӑмӑ сыпписене операци туса пӗрлештерни), аневризм (юн тымарӗ ытлашши сарӑлни), анкилоз (шӑмӑ сыппи хуҫланми пулни), анаэроб (кислородсӑр пурӑнма пултаракан микроб), аднексит (хӗрарӑмӑн ҫӑмарталӑхпа ар кӗпҫи шыҫни), аборт (искусствӑллӑ майпа хырӑм пӑрахтарни), абсапс (тытамак тытнипе вӑхӑтлӑха тӑн ҫухатни), абсцесс (пӳр пуҫтарӑнса шыҫни), пеницилин (эмел), пенталгин (эмел), адофен (эмел), валерьянка (эмел), инфаркт (органӑн пӗр-пӗр пайӗ юн пыма чарӑннипе ӗҫлеме пӑрахни), температура, терапевт (ӑш чирӗсен врачӗ), травматологи (суран ҫинчен вӗрентекен наука) т. ыт. те.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫӗнтерӳҫӗсен ятне тивӗҫнисем: «Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике» АНО ертӳҫин ҫумӗ Владимир Терентьев, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи «Городская стоматологическая поликлиника» АУ тӗп врачӑн ҫумӗ Милана Быстрова, Шупашкар хулинчи «Релематика» ООО рекламӑсемпе ӗҫлекен ертсе пыракан менеджерӗ Евгения Иванова, Улатӑр районӗнчи Ахматри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӑн директорӗ Татьяна Емельянова, Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 45-мӗш №-лӗ шкулӑн директорӗ Татьяна Юдина.

Помоги переводом

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

«Павел Афандерова питӗ лайӑх пӗлетӗп, сӑнне хаҫатра курсанах палласа илтӗм. Салтакран таврӑнсан авланнӑ, мӑшӑрӗ Вера ятлӑ пулнӑ. Пӗр тӑван Иванпа Егор вара вӑрҫӑчченех ҫӗре кӗнӗ. Павел Хыркасси ҫывӑхӗнчи ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн асфальт бетон заводӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ҫав вырӑнта «Дорожный» автобус чарӑнӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна «бронь» ят панӑ. Ялтан иккӗн кӑна пулнӑ броньпа. Тепри, Валериан Бусов, Чалтан (финн) вӑрҫине хутшӑннӑ салтак пулнӑ. Павел мучине ачасем «Баламут» тесе чӗннӗ. Хӑйсен ача пулманран пӗчӗккисене юратнӑ. Ачасене панулмисем илсе тухса ҫитернӗ. Вӑл 1965 ҫулсенче ҫӗре кӗнӗ», – терӗ Илья Фомин.

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Женя шкулта питӗ лайӑх вӗреннӗ, унӑн ашшӗ те — Николай Дмитриевич — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулнӑ /шел, 5 ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ. Темшӗн шкул хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳ илес темерӗ, тӳрех салтака кайрӗ, — каласа парать Галина Петровна ывӑлӗ пирки. — Унта вӑл мир тӑвакан ҫарсен йышӗнче Абхазинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. 2 ҫултан киле таврӑнчӗ, ӗҫлеме тытӑнчӗ, ҫемьеленсе мӑшӑрӗпе Татьянӑпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан вара, хӗрӳ вырӑнта пӗрре пулнӑран ӗнтӗ, ҫав ҫулхинех мобилизацилерӗҫ. Паллах, Женьӑшӑн питӗ кулянатпӑр, ҫав вӑхӑтрах унпа мӑнаҫланатпӑр та, вӑл чӑн-чӑн патриот, ҫирӗп кӑмӑллӑ тата харсӑр».

Помоги переводом

Ҫар задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12351-car-za ... -purn-clat

Пӗр-пӗр сӑлтавпа ӑна унта ан яччӑр, е парткомра: «Юрӗ, санӑн кунашкал биографипе кайнинчен кайманни лайӑхрах — урӑх ӳкӗтлесе тӑмӑпӑр», — тесе калаччӑр — тепӗр пысӑк хуйхӑ тупатчӗ, пурнӑҫран таҫта аякра тӑнӑн туятчӗ хӑйне; вунулттӑрах мана вӑрҫа ярӑр тесе Ҫар комиссариатне аптратса ҫитернӗскер, ҫакнашкал пит кирлӗ ӗҫрен тӑрса юлтӑр-и; сӑрт-ту районӗнче «Чувашия» стройучасток йӗркелеҫҫӗ, ҫутҫанталӑк инкекне пула инҫетри туссем ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ — вӑл, строитель, коммунист фронтовик, Данил юлташӗ сӗннӗ пек, кӑнтӑрти курорт хулана куҫса кайса, унти Хисеп хӑми ҫинче хӑй валли «вырӑн пуррине» пӑхса ҫӳретӗр-и?

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Ӗмӗр ҫурӑ ытларахра больница анлӑ ҫул утса тухнӑ. Аслӑ Патӑрьел ялӗнчи пуҫламӑш медицина пунктӗнчен ку чухнехи нумай профильлӗ диагностикӑпа сиплев учрежденине ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ технологийӗсем, сиплев мелӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ, инфратытӑм улшӑнать. ФАПсем, врач амбулаторийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, оборудованисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн системине ҫӗнетсе пынӑран ҫывӑх вӑхӑтрах тата больницӑра юн тымарӗсен чирӗсене сиплекен центр уҫӑлмалла. Пӗри ҫеҫ пурнӑҫра улшӑнмасӑр юлать: професси ӑсталӑхне ӳстерсе пырасси, пациентсем патне тимлӗх уйӑрасси, чӑтӑмлӑх, тӑрӑшуллӑ ӗҫ», - палӑртнӑ Олег Алексеевич саламра.

Помоги переводом

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Очеркист, романист е калавҫӑ пекех ирӗклӗн мар пулин те, художествӑллӑ приемсемпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курать: вӑл хӑй суйласа илнӗ типичнӑй явленисем ҫинчен кӑна ҫырать, ыттисене, очеркра кирлех маррисене, пӑрахса хӑварма та пултарать; автор хӑйӗн геройӗсен ик-виҫ сӑмахӗнченех вӑрӑм монологсемех тума ирӗклӗ, анчах вӑл монологсем герой каланӑ тӗп шухӑшран тухса тӑччӑр; автор диалогсемпе хӑшпӗр событисене (вӗсем историлле событисем мар пулсан) хӑйне кирлӗ пек куҫарса лартать; геройӑн шухӑш-кӑмӑлне «витӗр курса», ӑна тӗплӗн кӑтартать; очерка хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ персонажсене те хушма пултарать тата ытти те.

Помоги переводом

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Малалла йӗркипе кайӑпӑр: «Тӑван ялӑм - «Хӗрлӗҫыр» /2001\, «Тумхахлӑ та мухтавлӑ ҫулпа» /2003\, «Вӑрмарсем — Олимп ҫулӗпе» /2009\, «Пӗр тӑван Таратинсем» /2010\, «Олимп ҫулӗ такӑр мар» /2012\, «Олимп ҫулӗ такӑр мар», хушма кӑларӑм, «Вӑрмар районӗн спорт энциклопедийӗ» /2014\, «Звезды спорта Урмарского района» /2017\, «Молодость наша — комсомол» /2018\, «К Олимпийским высотам» /2021\, «Манӑн кун-ҫул — манӑн пуянлӑх» /2023. Унсӑр пуҫне Анатолий Ильич «Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики» //2016 кӗнекене редакцилес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, «Энциклопедия Урмарского района» кӑларӑма хатӗрлесси те унран айккинчен иртсе кайман.

Помоги переводом

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

Вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫеҫ илсе кӑтартар: суйлав, суйлавҫӑ, суйлав йӗрки, вӑрттӑн суйлав, тӳрӗ суйлав, кӗрешӳ, кӗрешӳҫӗ, кун йӗрки, хӗрлӗ кӗтес, хӑрушсӑрлӑх, пуху, канашлу, лару, вулав ҫурчӗ, пӗччен хуҫалӑх, пуҫарулӑх, пуҫаруҫӑ, ӑмӑрту (обществӑпа политика терминӗсем); сӑрт-ту ӗҫӗ, йывӑҫ япала, ҫутта тӳсӗмлӗ сӑрӑ, ҫил ҫуна, йывӑрӑш виҫи, вӑрӑмӑш виҫи, калӑпӑш виҫи, уйрӑлакан кӗпер, уҫӑлакан кӗпер, ӗҫ вӑйӗ, ҫыхӑнтаракан ҫул, сывлӑш ҫулӗ, тинӗс ҫулӗ, ҫул-йӗр ӗҫӗ, сӑнав ӗҫӗсем, тӗпчев ӗҫӗ, тишкерӳ (наукӑпа техника терминӗсем); калав, юптару, юптаруҫӑ, калавҫӑ, сӑвӑҫӑ, сӑнар, тӗп шухӑш, меслет, ырӑ сӑнар (литература терминӗсем) т. ыт. те.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Номинацисенчи ҫӗнтерӳҫӗсем - эстрада юрри (ансамбль) - «Янкӑр юрӑ» (Пишпӳлек районӗ, Пишпӳлек ялӗ), эстрада юрри (пӗчченшер) - Валентина Кобякова (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ), халӑх юрри (ансамбль) - «Тӑванлӑх» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Пишпӳлек районӗ, Ситекпуҫ ялӗ), халӑх юрри (пӗчченшер) - Галина Афанасьева (Пишпӳлек районӗ, Ситекпуҫ ялӗ), инструментпа каласси (ансамбль) - «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ), инструментпа каласси (пӗчченшер) - Михаил Кудряшов (Кармаскалӑ районӗ, Йӑмран ялӗ), ҫемье юрӑ ансамблӗ - Светлана Ивановапа Лира Новикова (Пишпӳлек районӗ, Хушӑлка ялӗ).

Помоги переводом

Ситекпуҫӗнче чӑваш юррин уявӗ иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... tr-3811318

«Пушкӑртстанра тырӑ тата пӑрҫӑ йышши культурӑсене 1 млн та 140 пин гектар ҫинчен пуҫтарса илнӗ. Ҫакӑ акса ӳстернӗ тыр-пулӑн 80% танлашать. Хальхи вӑхӑт тӗлне аграрисем 2,5 млн тонна тыр-пул пухса илнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ гектар пуҫне 22 центнерпа танлашать. Давлекан, Гафури, Бакалӑ, Нуриман, Татӑшлӑ, Ермеккей, Буздяк, Илиш районӗсенче кӗрхи ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Чи нумай тыр-пула Ҫтерлӗ районӗнче, пурӗ 150 пин тонна, пуҫтарса илнӗ. Илиш, Чекмагуш, Давлекан тата Мелеуз районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем 100 пин ытла тонна вырса пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тухӑҫ пӳлмесенче упранать», - ҫырнӑ Радий Хабиров хӑйӗн социаллӑ сетӗнчи страницинче.

Помоги переводом

Пушкӑртстан аграрийӗсем кӗрхи ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-09- ... ra-3945548

Ӑна сӳтсе явнӑ май унӑн ҫумӗ В.И. Пундяков, РФ шалти ӗҫсен министерствин округри ветерансен совечӗн председателӗ П.В. Лапшин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн председателӗ Н.И. Смирнов, «Искра» колхозри ветерансен совечӗн вырӑнти председателӗ, «Единая Россия» партин ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М. Макарова, Агропромышленность отраслӗнче тӑрӑшнӑ ветерансен союзӗн ертӳҫи И.Х. Миннетуллин, «Морское братство» союзӗн ветеранӗсен председателӗ Е.А. Орешкин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен советникӗ О.П. Григорьева тата ыттисем те сӑмах илсе калаҫнӑ.

Помоги переводом

Ветерансем тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%91/

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

А. Фадеев, А. Сурков, К. Симонов, Н. Тихонов, А. Корнейчук, М. Шолохов, И. Большаков, А. Софронов, Ф. Панферов, Л. Леонов, Ф. Гладков, В. Кожевнинов, К. Федин, А. Твардовский, Б. Горбатов, Н. Грибачев, А. Венцлова, А. Упит, А. Якобсон, Якуб Колас, Г. Леонидзе, И. Эренбург, П. Бровка, Айбек, М. Чиаурели, В. Тренев, К. Воронков, В. Василевская, Е. Поповкин, Б. Лавренев, Н. Асеев, М. Бувенков, Н. Зарьян, М. Ибрагимов, Вс. Иванов, Г. Владыкин, Б. Полевой, В. Луговской, В. Катаев, С. Маршак, А. Первенцев, П. Тычина, М. Рыльский, Л. Соболев, М. Турсунзаде, С. Евгенов, Б. Ромашов, Н. Погодин, М. Исаковский, А. Караваева, П. Вершигора, Б. Леонтьев, А. Макаров, А. Чаковский т. ыт. те.

Помоги переводом

П. А. Павленко // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 31 с.

Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, халӗ таҫта та паллӑ, ятлӑ Казанковсем — ашшӗпе ывӑлӗ, тата вӗсене ӗҫпе тата чунпа пулӑшакансен пысӑк ушкӑнӗ (унта Тутарстанӑн пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ертӳҫисене те кӗртетӗп) ку енӗпе тахҫанах сахал мар пуҫ ватнӑ. Анчах, вӑтӑр ҫул ытла каялла тӗплӗн шутласа туман тӗлсӗр улшӑнусене пула пур енчен ҫирӗп 15 республикӑллӑ тытӑма, тӗпрен илсен, йӗркеллех аталаннӑ колхоз-совхозсене те сыхласа хӑварма май килмен. Ҫав вӑхӑтрах Казанков аслипе ун майлисем, хӑюллӑ та вӑйлӑскерсем, ҫитменнине питех те ӑслӑ практиксем, хӑйсем чиперех тытса тӑнӑ «Звениговский» совхоза ыттисен аллине куҫарма та, салатса яма та килӗшмен.

Помоги переводом

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Сайт:

 

Статистика

...подробней