Корпус чувашского языка

Короткие

«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ хисеплӗ Евлалия Васильева ҫинчен аса илнӗ май Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хӑйне сӑмах панипе усӑ курса: «Пирӗн округри 3 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ. 9 ҫын — Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Вӗсенчен 8-шӗ Василий Зайцев ертсе пынӑ Совет Союзӗпе паллӑ «Победа» хуҫалӑхран. Вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗн историйӗнче ӗмӗрлӗх уйрӑм страницӑра ҫырӑнса юлӗҫ», — тесе уйрӑммӑн палӑртни те ҫамрӑксене иртнине астуса тӑма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме хистекен чӗнӳ пекех пулчӗ.

Помоги переводом

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Ҫапла ӗнтӗ, чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхинчен тата ун урлӑ ытти чӗлхесенчен тахҫанах кӗрсе ҫирӗпленнӗ терминсене (ан тив, пӗр-пӗр ӑнлава палӑртма чӑваш сӑмахӗсем пур ҫинченех йышӑннӑ пулсан та) пӑрахӑҫласа, вӗсем вырӑнне пуҫа шӑнӑҫайми сӑмахсем туса тултарас туртӑма ҫине тӑрсах сивлемелле: термин, ан тив, вӑл урӑх чӗлхерен кӗнӗ пултӑр, ӑнлава тӗп-тӗрӗс палӑртать тата унпа калаҫу чӗлхинче те, ҫыру чӗлхинче те анлӑ усӑ кураҫҫӗ пулсан, ӑна пӑрахӑҫлама пӑхни хальхи вӑхӑтра чӗлхе аталанӑвӗн туртӑмне хирӗҫ пынине ҫеҫ пӗлтерет.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.

Помоги переводом

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Тепӗр ҫырӑвӗнче Лева трестри ӗҫсем ҫинчен хыпарлать: пӗлтӗрхинчен миллион тенкӗлӗх ытларах ҫурт-йӗр лартма палӑртнӑ иккен те, — плансене пурнӑҫлама йывӑрланнӑ; партком секретарӗ Усанов управляющи денщикӗ пек ҫӳрет, Пятин кантура килсе кӗрсенех, ун патне чупса пырса мӗн тумаллине ыйтать е мӗн туни ҫинчен пӗлтерет; Левӑпа Тылымри ӗҫсем ҫинчен никам та ятарласах калаҫман, пӗртен-пӗр Пантиков редактор ҫеҫ «Чувашия» стройучастокпа интересленнӗ, анчах вӑл тӳрех сӑрласа кӑларасран хӑраса, ӑна ытлашши нимех те пӗлтермен.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Гаврил техника ҫӑвӗпе вараланнӑ аллисене пир татӑкӗпе шӑлкаларӗ, мотор виткӗҫне антарса хупрӗ, хӗр ҫине тӗпер хут пӑхса илчӗ: ӗҫ пӗтерсен, будкӑна кӗрсе ҫипуҫ улӑштарма та ӗлкӗрнӗ вӑл, шурӑ сарӑрах, кӗлеткине ҫӑт тытакан платье ҫийӗн кӑвак кофта тӑхӑннӑ, ӑна тӳмелемен, хӗрлӗ косынкине мӑйне яваланӑ, чӑлха тӑхӑнман, ҫара урисене ҫӑмӑл пушмак тӑхӑннӑ; питне малтанхи — пульницӑна выртичченхи — сӑн ҫапа пуҫланӑ, пысӑк куҫӗсенче — ни яланхи тӗлӗнӳ, ни тунсӑх-савӑнӑҫ ҫук, ҫывӑх тӑванӗ е тантӑшӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пурӑнма чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ. Аттене Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Аслӑ тетене те вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче эпир ҫӑкӑр курманпа пӗрех. Пире вилӗмрен ҫӗр улмипе ӗне хӑтарнӑ. Аттерен малтанласа ҫырусем килетчӗҫ, кайран питех те сайра. 6 ҫултанпа эпӗ атте таврӑнасса кӗтнӗ. Унӑн ҫырӑвӗсене вуланӑ чухне вӑл алкумӗнче тӑнӑн туйӑнатчӗ, алӑкран уҫса кӗрессе кӗтеттӗм. Вӑл вӑйлӑччӗ, кӗрнеклӗ, ҫамрӑк, илемлӗ. Кӗтмен ҫӗртен киле ют алӑпа ҫырнӑ ҫыру килнӗ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне атте вилнӗ. Ӑна унтах пытарнӑ».

Помоги переводом

Аса илӳсем, виҫ кӗтеслӗ ҫырусем // Эвелина КАРЯГИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/52931-asa- ... sl-cyrusem

«Хула хӑйӗн юбилейлӑ ҫулне пысӑк улшӑнусемпе кӗтсе илни савӑнтарать. Пирӗншӗн ҫитӗнекен ӑрӑва хӑтлӑ, ӑнӑҫлӑ условисемпе тивӗҫтересси малти вырӑнта. Ку енӗпе 2021 ҫултанпах ӗҫлетпӗр, ачасем тарӑн пӗлӳ илччӗр, пултӑруллӑ пулччӑр, спорт енӗпе аталанччӑр тесе стандартсем палӑртрӑмӑр. 2002 ҫулта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин шкул тытӑмне ҫӗнетмелли федераллӑ программӑна хута янӑ. Унта шкул ҫумӗнчи территорисене хӑтлӑлатасси кӗмест, эпир ӑна хамӑрӑн регионти программӑна кӗртрӗмӗр», — тенӗ Олег Алексеевич.

Помоги переводом

Шкулсен территорийӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12353-shkuls ... -tl-latacc

Ӗнтӗ ылмаш-тӗлмӗш йӑкӑш-йӑкӑш, тӗпӗр-тӗпӗр е «ҫиҫӗм» ташши те, чӑвашра чӑвашлӑха вӑратса «чӗрӗ шыв сапакан, папкалантаракан» ҫепӗҫ чӑваш юрри те, тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ, ирхи сывлӑм сыпнӑ ҫурхи чечек пек таса та ачаш туйӑмсене вӗлкӗштерекен урӑх юрӑ-кӗвӗ те, ӑслӑ, пархатарлӑ шухӑшсем те, ӑс-пуҫ пуянлӑхӗсене чӑн е шӳтлӗ сӑмах-юмах чӗлхине кӗртекен ытти чун уҫҫисем те пулчӗҫ, анчах Ула Тимӗрпе Полинан, уяв «рулеткине» хӑйсем пӗрлех ҫавӑрттарчӗҫ пулин те, хӑйсен малашлӑхӗ ҫинчен пӗр-ик сӑмах та пулин тапратма май ҫаврӑнмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ЧР культура, архив тата наци ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богоусловский, ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Алексей Автономов, Патӑрьел район прокурорӗ Андрей Афанасьев, ЧР мӑсӑльман Тӗн управленийӗн председателӗ, Общество палатин членӗ Мансур Хайбуллов, Шӑнкӑртам территори пайӗн начальникӗ Марат Айзатуллов, прихут ертӳҫисем, имамсем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Районӑмӑрӑн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пуласлӑхӗ, нефть предприятийӗсемпе ял хуҫалӑхӗ пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси, ял таврашне нефть индустрийӗ ҫывхарнӑ май уй-хирсене, вӑрмансене, улӑхсене, шыв-шурсене тасӑн сыхласси, районта рабочи класс ӳснӗ май пахча культурисене ытларах акса ӳстересси, кӑҫалхи тырпула ҫухатусӑр пухса кӗртесси, патшалӑх умӗнчи парӑмсене татасси, выльӑх-чӗрлӗхе ҫухатусӑр хӗл каҫарасси, пысӑк вольтлӑ электричество линийӗсем ҫывӑхӗнчи ялсене электричество кӗртме хатӗрленесси тата ытти ыйтусем те пулма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ларура РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн полици начальникӗ Александр Сопрунов подполковник ачасем урамра, ытти обществӑлла вырӑнсенче преступлени ан туччӑр тесен профилактика субъекчӗсен пӗрлехи ӗҫне мӗнле йӗркелемелли пирки, ҫавӑн пекех профилактика субъекчӗсен мошенниксем контактсӑр мелпе тӑвакан преступленисене, банк карттисем ҫинчен укҫа-тенкӗне тӗрлӗ мелпе вӑрлакансене чарма пулӑшас, ку тӗлӗшпе территори пайӗсенче вырӑнти халӑхпа тӑтӑшах ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермеллине ҫивӗчлетрӗ.

Помоги переводом

Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl

Кунта ӗҫлеме килӗшет-и?» — ыйтусем ҫине ҫапларах хуравларӗ: «Ӗҫе чунтан юрататӑп. Ӗҫ условийӗсемпе эпӗ кӑмӑллӑ. Лавккана шыв кӗрет-тухать, газ та кӗртнӗ, ҫавӑнпа хӗлле те ӑшӑ. Ӗҫе килес килет, тӑрӑшса, хавхаланса ӗҫлес килет. Иртнӗ ҫул лавккана тӗпрен юсаса майӑн 5-мӗшӗнче уҫрӗҫ. Канашри райпо тытӑмӗнчеччӗ эпир ун чухне. Ӗҫре тӗрлӗ енлӗ пулӑшса пынӑ Эдуард Николаевич Игнатьев ертӳҫӗне ырӑпа палӑртатӑп. Ӗҫлеме условисем туни, лавккана тӗпрен юсани — ырӑ пулӑм. «Магнит», «Пятерочка» йышши лавккасенчен пӗрре те кая мар кунта.

Помоги переводом

Райпо лавккинче туянакансене хапӑл // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bfa%d0%bb/

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Агропромышленность комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АО-н сысна комплексӗн директорӗ Иван Федоров, техник-осеменаторӗ Надежда Емельянова, операторӗ Мария Большакова, выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн доярки Лия Зайцева, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн аш-какай деликатесӗсене хатӗрлекен Раиса Волкова, выльӑх пусакан цех ӗҫченӗ Александр Дмитриев, «Санары» агрофирма склачӗн ертӳҫи Ольга Плешкова Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотисене илчӗҫ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Акӑ, Хветӗр Ҫиттан (Кӗҫӗн Патӑрьел) вӑрҫӑ хирӗнчен 1942 ҫулта килне янӑ пӗр ҫырӑвӗнчи йӗркесем: «Хӗле май татах хӗрӳллӗ ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Ҫак хӗлле тӑшмана ҫӗнтерсе вӑрҫӑ вӗҫленессе шанатпӑр. Унччен мӗнле те пулин сывлӑхӑрсене упрӑр. Эпир кунта самаях пурӑнатпӑр. Аннушка (мӑшӑрӗ) ман пата килкелесех каять. Вӑл та ҫаплах йывӑр тесе йынӑшма пӑхать. Эпӗ ӑна ятлатӑп та тата лӑплантаратӑп. Паллах, салтак пурнӑҫӗ хӗрарӑмшӑн пиртен темиҫе хут йывӑр. Ну, мӗн тӑвас тетӗн, тӑшмана ҫӗнтерме мӗн пур вӑя хумалла, унсӑрӑн ҫӗнтерӳ хӑй килмест».

Помоги переводом

Аса илӳсем, виҫ кӗтеслӗ ҫырусем // Эвелина КАРЯГИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/52931-asa- ... sl-cyrusem

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Тӗслӗхрен, микрорайона котельнӑй хута ямасӑр туса пӗтереймӗн, котельнӑйне иртерех лартас тесен, ун валли оборудовани тӑвакан предприятисен плансемпе графиксене улӑштармалла, ӑшӑ трасси валли пӑрӑхсемпе компессаторсем тата ытти хатӗр-хӗтӗр тӑратакан завода васкатмалла, микрорайона тума уйӑрнӑ укҫа-тенке маларах — тепӗр ҫултан ку ҫула, тепӗр кварталтан ку квартала — «куҫарса» пымалла, хайхи улӑштарнӑ графиксемпе, нормӑсемпе килӗшӳллӗн треста стройматериал тӑратмалли ҫӗнетнӗ график ярса памалла, ӑна ҫирӗплеттермелле…

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Акӑ мӗн пӗлтерчӗ «Авангард» хаҫат редакцине ҫул-йӗр ҫинчи аварисем, ГИБДД сотрудникӗсен ӗҫӗ пирки РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Марат Юнусов (сӑн ӳкерчӗкре): - Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх инспекторӗсен тӗп тӗллевӗ - ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне тата пурлӑхне сыхласа хӑварасси, вӗсен саккунлӑ прависемпе интересӗсене, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесси, транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме хӑрушсӑрлӑх условийӗпе тивӗҫтересси.

Помоги переводом

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Сайт:

 

Статистика

...подробней