Корпус чувашского языка

Короткие

«Ҫак акци ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм туйӑмӗпе воспитани парас ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑксен тимлӗхне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене явӑҫтарасси, ҫав пулӑмсене тӗрӗс хак парассине йӗркелесси. Кун пек акцисем историлле асаилӗве упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ», — тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, диктант ҫырнӑ май.

Помоги переводом

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» ҫырнӑ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... iktanc-yrn

Тӗл пулура Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Культурӑсен диалогӗ» ҫамрӑксен лагерьне ирттересси пирки калаҫнӑ, республикӑра чӑваш наци политикине пурнӑҫа кӗртес, Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш общество организацийӗсене пӗрлештерекен Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономине тата чӑваш наци диаспорине пулӑшмалли мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Ашшӗпе амӑшӗ, кӑтра, кӗрнеклӗ Кӗркурипе лутра, тӑпӑл-тӑпӑл Лисук, колхоз ӗҫне сиктермесӗр ҫӳресе, вӗсене, киле пӑхма ватӑсем е урӑхларах «няня» пулман пирки, час-часах хӑйсен тӗллӗнех пӑрахса хӑваркаланӑ (ку саланчӑк ялта кил-ҫурт шучӗ йывӑр хӗрарӑмӑн алли-ури пӳрнисен шутӗнчен те иртейменрен-ши, ача-пӑча сачӗ пирки никам та, нихӑҫан та ҫӑвар уҫман).

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Кризиса хирӗҫ программӑна эффективлӑ майпа пурнӑҫланӑшӑн» номинацире «КАМАЗ» УАО (Ҫырчалли) генеральнӑй директорӗ Сергей Анатольевич Когогин, «Завод ТЕХНО» тулли мар яваплӑхлӑ общество (Заинск) филиалӗн директорӗ Андрей Валерьевич Мамонтов, Нур Баян ячӗллӗ тулли мар яваплӑхлӑ общество (Актаныш районӗ) директорӗ Айрат Салихоянович Гапсаламов;

Помоги переводом

Ертӳҫӗсене палӑртрӗҫ // Светлана Садыкова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Халӑхпа тӗл пулнӑ май район администрацийӗн ответлӑ ӗҫченӗсем районӑн отчетлӑ тапхӑрти экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе, малашлӑх задачисемпе паллаштараҫҫӗ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, депутатсем, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчетсем туса параҫҫӗ, вырӑнсенчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

Райпо (Федоров В.Н. ), «Акконд-агро» фирма (Иванов В.П., Саперов В.И. ) сварка ӗҫӗсем туса, «Дорстрой» (Васильев В.В. ) рельссемпе, тимӗр юпасемпе, плиткӑсемпе, вӗсене сарассипе, вӑтам шкул (Кириллов А.Н. ) швеллерсемпе, кирпӗч завочӗ (Федотова Е.И. ) сӑнчӑрпа, «МСО» (Муханов А.К. ) бетон растворӗпе, «Сельэнерго» (Смирнов Н.П. ) бур машинӑпа укҫасӑрах тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика, пурлӑх, ҫӗр хутшӑнӑвӗсен, инвестици ӗҫ-хӗлӗн пайӗн начальникӗ Марина Павлова ялта хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене федераци тата регион шайӗнчи патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫак тӗсӗсем пирки тата тӗплӗнрех чарӑнса тӑчӗ: пӗр ӗнешӗн — 5500-7500, аш-какай валли усӑ куракан ӑратлӑ пӗр ӗнешӗн — 5500, пӗр качакашӑн — 500 тенкӗ.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫапла вара, вӗсем пӗтӗмӗшпех лӑпланман, вӗсем Раҫҫейри пролетариата унӑн партийӗ, большевиксен партийӗ ертсе пынипе малалла та кӗрешсе пынӑ, юлашкинчен, 1917-мӗш ҫулхи Октабрь революцинче рабочисемпе хресченсем ҫӗрулпучӗсемпе капиталистсене ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, влаҫа хӑйсен аллине илчӗҫ, халӗ хӑйсен культурӑлла, социализмла пурнӑҫне ӑнӑҫлӑн тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Библиотекӑн чи лайӑх ӗҫченӗсем вара ҫаксем: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӑстакасси ялӗнчи Инна Великанова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мучикассинчи Венера Романова, Комсомольски районӗнчи Йӑлмахвари Альбина Ефремова, Муркаш районӗнчи Кашмашри Ольга Семенова, Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерти Светлана Скворцова тата Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Наталья Николаева.

Помоги переводом

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӗсенчен пӗри, сӑнӗпе этеме мар, ытларах упана аса илтерекенскер, алӑкран кӗнӗ-кӗмен унталла-кунталла чӑл-чал пӑхса илчӗ, Антунпа юлташӗн аялти нар ҫинчи — ыттисем тухса кайсан, тахҫанах ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркепе, вӗсем унта куҫнӑччӗ — япалисем ҫине тачка пӳрнипе тӗллерӗ те: — Халех тасатӑр ман вырӑна ҫав ӑпӑр-тапӑртан! — хушрӗ хӑйпе килнӗ тусӗсене.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Гоголь столицӑра илемлӗ Невски проспекта ҫеҫ мар, ун тӑрӑх вӗҫӗмсӗр чаплӑ каретӑсем, вӗҫкӗнле тумланнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем иртнине ҫеҫ мар, унпа юнашар чухӑнсем пурӑнакан тӗттӗм урамсене, «пӗчӗк ҫынсем» ҫав тери асапланса пурӑннине, вӗсене Ковалевсемпе Пироговсем таптаса тӑнине, чинлӑ тата укҫаллӑ ҫынсем аскӑн пурнӑҫпа пурӑннине те курма пултарнӑ.

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи пурнӑҫа аса илентӗн те — ӑшшӑн пӑхмалли пайтах ҫав: Чӑваш Республикин экономики ун чухне тӗреклӗрехчӗ, республикӑри аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче самаях тарӑн пӗлӳ паратчӗҫ, пысӑк шайлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пайтахчӗ, чӑваш чӗлхиллӗ хаҫат-журналсем вӑйлӑччӗ, писательсемпе журналистсем еплерех тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсемпе савӑнтаратчӗҫ.

Помоги переводом

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Редакцирен: материала пичете хатӗрленӗ хушӑра Леонид Кузнецов (ӳкерчӗкре, сылтӑмран иккӗмӗшӗ) ертсе пынӑ волонтерсен ушкӑнӗ Запорожье тӑрӑхӗнчи салтаксем патне ҫитсе халӑх пухса панӑ япаласене, кучченеҫсене тата Рефкат Шамсутдинов патне УАЗ автомашинӑна ҫитернине пӗлтерчӗҫ, сӑн ӳкерчӗк ярса пачӗҫ, пӗрлех тивӗҫлӗ пулӑшушӑн тав тунине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӳ пулатех! // Ольга БЕЛЬДЕКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51746-p-rl ... r-pulatekh

Лева Шупашкара ҫитсен тепӗр кунӗнчех ҫыру ячӗ: «Санран салам калани питӗ юрӑхлӑ пулчӗ, Людмила Викторовна мана хӑй патне — трестри производствӑпа техника пайне — вырнаҫтарать, ху пӗлетӗн, ӗҫ тупасси питӗ шутлаттарнӑччӗ, мӗн тесен те, эпӗ унти участока пӑрахса килнӗскер-ҫке, ун пеккисем ҫине ӑшшӑн пӑхманни каламасӑрах паллӑ» — тесе ҫырать Баринов.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сӑмах май, Марадона, Дзанетти, Месси /Аргентина/, Кройф, Неескенс, Ван Бастен /Голланди/, Эйсебио, Криштиано Рональдо /Португали/, Платини, Зидан, Анри /Франци/, Дзофф, Росси, Дель Пьеро /Итали/, Бэкенбауэр, Мюллер, Клинсманн /Германи/, Робсон, Киган /Англи/, Рауль, Иньеста /Испани/ тата ыттисем футбол историйӗнче яланлӑхах ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлчӗҫ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Уява пурте пӗлекен, юратакан Светлана Асамат, Августа Уляндина, Алексей Московский тата ытти ҫӗр-ҫӗр хӑна хӑйсен талантне кӑтартнисӗр пуҫне йӗркелӳ ӗҫне те хутшӑнни чӑвашсем, чӑвашсем кӑна мар, ытти хӑнасем те пӗрлӗхпе туслӑха мӗн тери кӑмӑлланине палӑртрӗ, яланах пӗр-пӗринпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлемеллине тата пурӑнмаллине ӗненмелле ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Вӗсем сисмесӗр тӑма пултараймарӗҫ: тутар ханӗ пулнӑ май Шигалейӗн ҫакӑн пек калама сӑлтав та ҫук мар, вырӑссене хулана кӗртсе яма чӑнах та йывӑр ӑна, ҫав вӑхӑтрах воеводӑсен Хусан хулине алӑран та вӗҫертес килмерӗ, — ытла нумайччен тавлашса пурӑнчӗ вӑл мӑн кӑмӑллӑ та вӑйлӑ Руҫпе, ытла нумай вӑй хучӗҫ вырӑссем ӑна ӗмӗрлӗхех хӑйсене парӑнтарассишӗн.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуран тавра вупкӑн майлах, анчах кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ шуйттансен кӗтӗвӗ (ҫав шутра Ула Тимӗре ҫамрӑк чух куҫ пӑвса, фокус-мокус туса, кӗсье тасатнӑ чикан майрисем те) кӗшӗлтетет: пӗрисем ун айне вутӑ пӑрахса тӑраҫҫӗ, теприсем хуранта вӗрекен шыври ҫынсен ӗмӗлке пек курӑнакан чунӗсене алтӑрпа пӑтраткалаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн ҫавӑркалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ачан тата амӑшӗн сывлӑхне сыхлани, ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗклени, ача ҫуратнӑшӑн паракан сертификатсемпе, пособисемпе, амӑшӗн капиталӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене хӑват парать тата ҫирӗплетет. Пирӗн тӗллев: ҫитӗнӳсене никӗслесе ҫемье пуянлӑх-хаклавне тӗреклетесси», - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Хусанти Магмет-Эминь патша чирлӗ текен хыпар пур, эпӗ ҫав юртра патша пулма хамӑн шӑллӑма Сахиб-Гирее лартма шутлатӑп; халь Магмед-Эмиль патша шӑпи мӗнле пулать, эпир Сагиб-Гирее ҫав юртра патша тӑватпӑр, ҫавӑн пек калаҫса татӑлтӑмӑр; урӑх юртран кам та пулин патшана килсе ларсан ман тӑванӑм аслӑ князь та айӑплӑ пулать, ку пирӗншӗн те ырӑ пулас ҫук».

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней