Короткие
Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Уява хутшӑнма ятарласа ҫитнӗ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев малтан комплекс цехӗсенче пулса кунта туса кӑларакан тӗрлӗ пичет продукцийӗпе, ҫав шутра «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ пичете ӑсатакан хаҫат-журналпа, ҫӗр-ҫӗр тӗрлӗ кӗнекепе паллашрӗ.
«Чӑваш Ен» ИПК — 55 ҫулта // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-i ... k-55-culta
Акӑ пирӗн тӑрӑхран тухнӑ авторсем пирки Аслан ҫапла ҫырнӑ: «Трофим Иванов-Таҫук, уроженец деревни Богурданы, с юных лет начал писать в нашу газету. Присылал смелые и резкие корреспонденции. Он создал большую поэму «Такташ», но потерял ее в годы войны.
Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/
Пароход хӑй анчах куҫса пынӑ пулсан, О точкӑра тӑракан пассажир та ОА₃ линипе куҫса пынӑ пулӗччӗ, 1 секундӑран А₁ точкӑна, 2 секундаран А₂ точкӑна, 3 секундӑран А₃ точкӑна ҫитнӗ пулӗччӗ, О, А₁, А₂, А₃ точкӑсен умлӑ-хыҫлӑ пыракан хушшисем пурте пӗртан.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пирӗн ҫӗршывра, республикӑра, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет округӗнче те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене, унта пуҫ хунӑ паттӑрсен ҫемйисене, аманнисене, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене социаллӑ пулӑшу парас тӗллевпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev
Ӗҫ вӑл япалана пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарнипе ҫыхӑнса тарать, ҫавӑнпа ӑна ҫав куҫарнипе пропорциллӗ тесе шутлани вырӑнлӑ: икӗ хут вӑрӑм ҫул ҫинче ҫав вӑях икӗ хут ытла ӗҫ тӑвать, виҫӗ хут вӑрӑм ҫул ҫинче виҫӗ хут ытла ӗҫ тӑвать, малалла та ҫаплах.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ӗҫӗ ака мӗнле пулса иртнӗ-мӗн: журнал тиражӗ саланас умӗн тахӑшӗ ҫамрӑк авторӑн «сиенлӗ сӑввисем» пирки редакцие асӑрхаттарнӑ та редакци вара, ним тума аптранипе, шӑп икӗ страницӑлӑх статья ҫырса, ӑна уйрӑм наборласа, страница ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ.
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Пухӑва Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ — райадминистрацин ӗҫсен управленийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ В.Александров, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ В.Павлов, Вӑрмар райпо Канашӗн председателӗ С.Харитонов хутшӑнчӗҫ.
Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta
Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Владимр Павлович, «Централизациленӗ клуб системи» АУ директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулнӑ май, тӗп культура ҫуртӗнче вӑй хуракан В. П. Алексеева, С. В. Герасимов, Д. Г. Иванов, А. Г. Клупанов, Н. В. Скоблев, И. С. Ятманова ӗҫченсене те наградӑсемпе чысланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсен кашни 100 гектарӗ пуҫне аш туса илессипе Надежда Федорова, Валерий Грачев хресчен-фермер хуҫалӑхӗ-сем, сӗтпе Сергей Илларионов, Валерий Грачев хуҫалӑхӗсемпе «Акконд-агро фирма» акционерлӑ общество малтисен шутӗнче.
Выльӑх-чӗрлӗхрен — ытларах продукци // Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -produkci/
Кукӑр лини тӑрӑх пулакан движенире хӑвӑртлӑх хӑш еннелле выртнине пӗлес тесен, панӑ кукӑр линие вӑхӑтлӑха мӗнле те пулин хуҫкаланчӑк АВСD линипе улӑштарма юрать; ҫакӑнта ӗнтӗ япала куҫса пынӑ енӗ хуҫкаланчӑк линин тӑррисенче улшӑнать, тесе калӑпӑр.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫапла шутланӑччӗ эпӗ паҫӑр, Кудряшовпа Серебряков калаҫӑвне итлесе тӑнӑ хушӑра: Григориу ертсе пыракан СУ плана мӗншӗн тултарайманнине, Турунов бригадинчи хирӗҫӳ сӑлтавӗсене хӑйӗн тишкерсе пӗлес килнӗ партком секретарӗн, хӑйӗн ӑнланса илес килнӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Наци культурин паха пайӗ тата чӑваш хӗрарӑмӗсен юратнӑ ӗҫӗ пулса тӑракан тӗрӗ ӑсталӑхне сыхласа хӑварма тата анлӑрах сарма, пирӗн шутпа, ятарласа словарь тумалла, тӗрӗ тӗсӗсемпе мелӗсене унта сӑмахпа каласа кӑна мар, ӳкерчӗксем туса та кӑтартмалла.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Совет Союзӗн Геройне Ф.Чернова, спорт ветеранне П.Матросова, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса йӗркелекен турнирсене округра пурӑнакан спорт тусӗсемпе пӗрлех республикӑри тата унӑн тулашӗнчи хӑнасем те йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/
Акӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «Нарспи» поэмӑна чи лайӑх вулакан» конкурс, «Шетмӗ ҫыравҫисем» поэзипе музыка каҫӗсем, Кӗҫӗн Шетмӗ ялне йӗркелесе янӑранпа 415 ҫул ҫитнӗ май ӳкерчӗксен конкурсӗ, уяв концерчӗ /пурӗ 320 мероприяти/ йӗркеленӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ун ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/
Лунатиков темиҫе ҫул каярах каланине, Ярусов ҫырура ӳпкелешнине ӗненес-тӗк, вӗсене ертсе пымалла та мар иккен, ун вырӑнне стройкӑри парторганизаципе ӗҫлемелле имӗш, парторганизаци ҫине таянса, кадрсене тӗрӗс вырнаҫтарма, воспитани пама тӑрӑшмалла.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫмалли мероприятире, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов тата ҫутӗҫ, культура, ҫамрӑксен ӗҫӗсем, спорт тата туризм уйрӑмӗсен представителӗсем те пурччӗ.
Тимур Сулейманов: «Чи пысӑк вӑй вӑл — эсир хӑвӑр» // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... a-xutsancc
— Йӗс-йӗс карта, йӗс карта, йӗс картара тимӗр карта, тимӗр картара хӗрлӗ вӑкӑр, мӗкӗрет, тулхӑрать, хӳрине тӑратать, — тесе, вӑл, хӗрелсе кайнӑскер, сӑмавара сӗтел варрине лартрӗ те ун ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ, аллисене саркаласа, кулкаласа калаҫрӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.


