Корпус чувашского языка

Короткие

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова та залра ларакансене Аннесен кунӗ ячӗпе саламланӑ май искусствӑсен шкулӗн преподавателӗсене, воспитанникӗсене пултаруллӑ пулнӑшӑн тав турӗҫ.

Помоги переводом

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тивӗҫӗ — коррупциллӗ преступленисемпе вӗсен тӗсӗсем пирки ҫынсене пӗлтересси, коррупцие хирӗҫле ӗҫ-хӗлӗн проблемӑллӑ ыйтӑвӗсене ҫӗклесси, коррупципе кӗрешсе пурнӑҫланӑ ӑнӑҫлӑ ӗҫсем пирки каласа парасси тата ытти те.

Помоги переводом

Коррупци пуҫне ан ҫӗклейтӗр // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12633-korrup ... -c-klejt-r

Ула Тимӗр пилӗкӗнчен хуҫӑлса хӑй умӗнче ҫӗре ал сӗмӗпе хыпашлакалама пикенчӗ — аллине мӑкланнӑ тунката, унтан сарлака ҫулҫӑллӑ курӑк лекрӗ (ҫӗртен шыв сӑххӑн сӑхакан ачӑлташпа мачӑлташ пулчӗ пулинех?), тем хытти те сӗртӗнсе илчӗ (тӗкӗрчен тымарӗ-ши?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Программӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ йышри ҫынсенчен патшалӑх тата муниципалитет шайӗнчи влаҫ органӗсенче, патриотла воспитани тата ҫамрӑксемпе ӗҫлессин тытӑмӗнче, корпоративлӑ сферӑра ӗҫлеме компетентлӑ ертӳҫӗсене хатӗрлесси.

Помоги переводом

Паттӑрсем гражданкӑра та стройра // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53026-patt ... ta-strojra

Иккӗшӗ те сывлама чарӑнсах тӑнларӗҫ: кухньӑран нӑрӑ нӑрлатнӑ пекрех сасӑ илтӗнет, ҫакӑ мӗне пӗлтернине чухласа илсен, Керал, «нивушлӗ?!» тесе, холодильник патне чупса пычӗ, алӑкне уҫса пӑхрӗ, вӑл ӗҫленине ҫаплах-ха ӗненмесӗр аллине шала чикрӗ, унтан…

Помоги переводом

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тепӗр тесен, участокра йӗрке ҫирӗп, сывӑ йӑла-йӗрке ниҫта ҫырман саккун пекех — ӑна пурте пӑхӑнаҫҫӗ, ӑна тытса пынине тимлӗн тӗрӗслекенсем пур; участок начальникӗ Сергей Акимович, парторг Александр Прокопьевич, вырӑнти чрезвычайлӑ комисси, райком…

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Темӗнле кӗтсен те, тем тусан та (Лена ку хуйхӑпа пӗрре ҫеҫ мар тухтӑрсем патӗнче пулчӗ, Павӑл амӑшӗ ӳкӗтленипе юмӑҫ патне те ҫитсе пӑхрӗ), пулмарӗ Ленӑпа Павӑлӑн иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрасси, тӑван пепкене утьӑкка сиктерсе, унпа выляса-кулса киленесси.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Акимов шучӗпе, кирек хӑш йӗркеллӗ ҫын та пуҫлӑхран хӑрама кирлӗ, хӑраманнисем — е ӑстӑн енчен кӑштах йӗркеллех мар, е ҫӗршыври йӗркене ӑнланмаҫҫӗ, е пуҫлӑхӑн пӗр-пӗр пысӑк ҫитменлӗхне пӗлеҫҫӗ, ҫав пысӑк ҫитменлӗхпе усӑ курма май пуррипе хӑюлланаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Аллисене саркаласа, кула-кула тапӑнса пыракан йӗкӗт серепинчен хӑтӑласла, кӑмака ҫывӑхӗнче пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле пӑр та пӑр варкӑшма тытӑннӑччӗ кӑна хӗр — шӑп ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте йӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ Елькка кӗрех тӑчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Таҫта тахӑш хусах» ҫапла майпа савни тупнине ытла та ӗненмелле мар, хаҫатри сӑнӳкерчӗке курсан, теприсем хӗр патне ҫыру яма пултараҫҫӗ ӗнтӗ, анчах хальччен евчӗсене тавӑра-тавӑра янӑ ҫӗртех Наҫтаҫ ҫыру урлӑ «юрӗ, санпа килӗшӗп» тесе хурав памастех.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пирӗн шутпа, медицина факультетӗнчи преподавательсемпе студентсем пурте пекех чӑваш пулас пулсан та (тӗрӗссипе вара, пӗлетпӗр, унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пур), вӗсем лекцисемпе ытти занятисенче вӗренекен темӑсем пирки чӑвашла сахал калаҫнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кӗҫени, аптӑратнине ирттерсе ярасла, упӑшкине те вӑратас темерӗ, инкекӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах, суракан, каплана-каплана тарӑхтаракан шалти чӑмаккана пӗрре, алӑ лаппипе сӑтӑра-сӑтӑра, тепре минтерпе пусахла-пусахла пусӑрӑнтарма-лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Артур Амурович ГАЛЕЕВ, Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, районти ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — Патшалӑх ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене, опытлӑ тата ӗҫе пуҫлакан аграрисене тӗрлӗ субсиди евӗр пулӑшу сӗнет.

Помоги переводом

Чи кирли — тухӑҫа пухса кӗртесси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... si-3912320

Ҫапах та стена ҫумӗнче, тусан хупланӑ тумтирсем хушшинче, эпӗ ача алли ӳкернӗ картинкӑсене асӑрхарӑм: чӗрчунсем, шатрун тӑрӑллӑ пӳртпе катӑк уйӑх; акӑ тата арҫынпа хӗрарӑм кӗлеткисем, вӗсен айӗнче — шултра саспаллисемпе ҫырнӑ икӗ сӑмах: «Атте-анне».

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑвӑртлӑха кирек епле пысӑклатсан та М тата М₁ шариксем инерцие пула тӗнӗлтен уйӑрӑлса каяҫҫӗ те муфтӑна хӑпартаҫҫӗ; унпа пӗрлешсе тӑракан рычаг, заслонкӑна питӗрсе, цилиндра пӑс пырса кӗрессине чакарать, вара машина хӑвӑртлӑхӗ ӳссе пыма чарӑнать.

Помоги переводом

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Самани пӑсӑлчӗ тесе ӳпкелешес вырӑнне Ҫӗрпелсемпе Кайри Тукайсем хӗрсех утӑ ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулмине кӑпкалатаҫҫӗ, фермӑра витесене юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ сарай янтӑлама тӗллев тытнӑ та — унта алла пуртӑ-мӑлатук, сава илнӗ арҫынсем ҫичӗ хут тара ӳксех тӑрмашаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

«Хамӑрӑн ӳсӗмсене упрӑпӑр, халӑх суйланӑ влаҫ халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлетӗр, обществӑшӑн тӑрӑштӑр тесе пӗтӗмпех тӑвӑпӑр. Ку манӑн принциплӑ позици пулнӑ, пулӗ те», — терӗ Михаил Игнатьев суйлав хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансене хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ май.

Помоги переводом

15-мӗш ҫулхи асра юлнӑ 15 пулӑм // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/15-mesh-culhi-asra-yu ... a-15-pulam

«Юсуф князь, эс мана хӑвӑн тусу тесе шутла, хӑвӑн тӑшманусене ман тӑшмансем тесе шутла. Эпир тахҫанах ҫапла каласа хупӑ: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пӗр юртра пурӑнмалла, вӗсен пурин те пӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешмелле», — тенӗччӗ унта султан.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем валли пурне те шухӑшласа хунӑ: класс пӳлӗмӗсем хатӗрленӗ, столовӑйра тутлӑ апат кӗтет, куллен интереслӗ мероприятисем, мастер-классем, квизсем, квестсем, викторинӑсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, эстафетӑсем, тӗрлӗ темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫу ҫитни мӗн тери телей... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ey-3797514

Матви те, ни ырӑ, ни усал палӑртмарӗ урӑх, хӗрӗн татӑклӑ сӑмахне чӗри патне ҫитернӗрен тӑн-н хытрӗ те пӗр саманта, ӗнтӗ нимӗн те ҫӗнӗлетме ҫуккине ӑнкарсан, пусӑрӑнма тапратнӑ юра татах та пусӑрӑнтарса, хӑйсен пӑрӑнкӑҫнелле — Ҫуткасалла — анса кайрӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней