Корпус чувашского языка

Короткие

Иртни ҫинчен калакан кӗнеке пурнӑҫ хуҫисем хӑйсем пулса тӑнӑ совет вулаканӗсемшӗн чуна кӑтӑклантармалли, тунсӑх килсен йӑпанмалли кӑсӑк истори мар, чӑннипех те тарӑн шухӑша яракан, чӗрене хумхантаракан, ӑс паракан кӗнеке пултӑр.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Воевотӑ ҫурчӗн аялти хутӗнче Купсасем ун патне парнесем кӳреҫҫӗ: Пир-ар та, пустав та, илемлӗ парчче, Кӗмӗлтен шӑратнӑ тирек, ҫӑпала, Сулӑсем, алкасем, мерчен куҫлӑ ҫӗрӗсем, Татах та нумай ытти япала: Тутлӑ апат-ҫимӗҫ, хаклӑ эрехсем…

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Эпир «КамАЗ» тата Тутарстан Республикин ертӳҫисемпе 2008 ҫулӑн III кварталӗнче компание ку тӗлӗшпе пулӑшасси тата патшалӑх тӳпи шутӗнчен унта хушма акцисем вырнаҫтарасси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр, – пӗлтернӗ форумра Герман Греф.

Помоги переводом

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ӑна ҫаклатса яраканни, сӑлтав тупма май пултӑр тесе, пӑс кранне пӗтӗмпех уҫрӗ, пӑсӗ вара ҫӑра тӗтӗм пекех йӑсӑрланчӗ, калама ҫук пысӑк тимӗре хӗп-хӗрлӗ хӗртсе шыва пӑрахнӑ чухнехи пек чашкӑрчӗ, — хӑлхапа итлетӗн те чунпа ҫӳҫенетӗн.

Помоги переводом

Пирвайхи тӗлпулу // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫамрӑк натуралистсен кружокӗн старости Коля Симуков, Валя Алексеева, кӑшт хытканрах та, анчах ӗҫе питӗ тӑрӑшса тӑвакан Гена Корнилов тата яланах ҫивчӗ ҫӳрекен Валя Мозяков пилӗк таран юр ашса, ҫакӑнта каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ.

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Темиҫе ҫаврӑм хушши икӗ командӑн тапӑнса выляканӗсем футбол хапхине улшӑна-улшӑна мечӗксем тапрӗҫ - ӑна хӳтӗлекенсем пур мечӗке те сирсе ячӗҫ пулин те, ку хутӗнче ӑнӑҫу «АТП» команди енче пулчӗ - юлашки мечӗке вӗсем тапса кӗртрӗҫ.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Пирӗн тӗллев — Бердянск округне ҫитес 6 ҫулта аталантармалли комплекслӑ план йӗркелесси. Ҫак документ округа пур енпе те ӳсӗмсем тума, 6 ҫулта Раҫҫейри вӑтам пурнӑҫ стандарчӗсене хӑваласа ҫитме пулӑшӗ», — палӑртнӑ Олег Николаев.

Помоги переводом

Чӑваш Ен ал пама хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d1%87%d3%9 ... %97%d1%80/

Ҫӗньял тата Нӑрваш Шӑхаль территори пайӗсенчи граждансен пухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗ пирки Иртнӗ эрнере пӗр кунта умлӑ-хыҫлах икӗ территори пайӗнчи ял ҫыннисем вырӑнти влаҫ ҫулталӑк тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем пирки отчетсем итлерӗҫ.

Помоги переводом

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

1994 ҫулта хатӗрленӗ вут-шанкӑ пӗтӗмпех пӗтсе ҫитнине, ялта газ яма шутланине пула нумай хатӗрлеменнине аса илеҫҫӗ, анчах ку таранччен кӗтмелле пулнӑ, чӗрӗ вутта солярка сапса хутнӑ (юрать-ха, Вячеслав ҫав вӑхӑтра бензовозпа ӗҫленӗ).

Помоги переводом

Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхӗпе экзамен ӑнӑҫлӑ панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-12- ... an-4055661

Вӗсене ӗнтӗ вӑрман уҫлӑхӗнчен вырӑссемпе тутарсем хӳме патӗнче мӗнле ҫапӑҫни те, посадри ҫуртсем ялкӑшса ҫупни те, крепоҫелле тем пысӑкӑш етресем кӗрлесе иртни те, хула хӳми ҫинче тутар воинӗсем чупкаласа ҫӳрени те лайӑх курӑнчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле килме пуҫтарӑнсан, уйрӑлнӑ чух йӗретӗп те: «Тек хӑрамалли ҫук. Ӗнтӗ эпӗ айӑпсӑррине пӗлеҫҫӗ. Кӗҫех яраҫҫӗ пулӗ тетӗп. Тен, кӑҫалах пӗрле пулӑпӑр. Ҫӗр ҫула ҫитиччен савӑнса, ташласа-юрласа пурӑнатпӑр вара», — тесе йӑпатать мана.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Похочӗ интереслӗ иртнӗ иккен: велисопедпа та кайнӑ, ҫуран та утнӑ, сулӑпа та ишнӗ, ҫула май ялсене кӗре-кӗре тухнӑ, вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен сӑмахӗсене, ваттисен халапӗ-юмахӗсене, халӑх сӑвви-юррисене магнитофонпа ҫыртара-ҫыртара илнӗ.

Помоги переводом

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Саккунсен йӗркине пӑснӑшӑн, вӑхӑтра шалу укҫипе халӑха тивӗҫтерейменшӗн административлӑ майпа должноҫре тӑракан 7 ҫынна явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 85 асӑрхаттару туса хӑварнӑ регионти предприятисемпе организацисенче тӑрӑшакансене.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

«Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» наци проекчӗн шайӗнче Пушкӑртри пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйӗн ӗҫне аталантарас енӗпе комплекслӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курма пултарать.

Помоги переводом

Пушкӑрт туризм компанийӗсем бизнеса аталантарма пулӑшу илме пултараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3877185

Ҫынсем, сенӗкӗсене, кӗреплисене сӗвентерсе ӗҫ вырӑнӗсенчен аякках хӑпмасӑр, кам ӑҫта ҫавӑнта — кӗлтесем ҫине, тырӑ кӑшӑлӗ, улӑм кули кутне лара-лара тухнӑ, кам, тӑвар сапса, ҫӑкӑрпа ҫӗрулми, хӑяр ҫиет; шӳтлеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ — канаҫҫӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унсӑр пуҫне Пӗрлехи информаци кунӗсенче ялта пурӑнакансемпе тӗлпулусем йӗркелени, Ленин ячӗллӗ ялхуҫалӑх производство кооперативӗн пухӑвӗсене хутшӑнни тата ытти мероприятисем ирттерни те ҫынсен кӑмӑл-шухӑшне пӗлмелли майсем.

Помоги переводом

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Агрегат заводӗнчи ВЛКСМ комитечӗпе сӑмах татнӑ — ҫитес шӑматкунпа вырсарникун унта ҫамрӑксем субботникпа воскресника тухӗҫ, — «Спецстроймеханизаци» тресчӗпе те калаҫса татӑлӑпӑр — территорие тирпейлеме техника та ярса парӗҫ.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Капмар пӳртпе Таранов нумаях киленсе тӑмарӗ — хапхан кӗҫӗн алӑкне хӑвӑртрах уҫма тимлерӗ, ҫав хушӑрах анаталла-тӑвалла вӑльть-вальть пӑхкаларӗ: урама ӑнсӑртран сиксе тухса кашниех ӑна: «Курӑрха, курӑр, Илья Семенович ывӑлӗ килнӗ!

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тамара ҫапла каларӗ те, съемщица пырса ҫитиччен тулли йӗкесене, йӑран ҫинчи симӗс сухана ҫӑлнӑ-иртнӗ пек, питӗ хӑвӑрт улӑштарчӗ, вӗсен вырӑнне пушшисене лартрӗ, машинине хута ярса, тепӗр тӑкӑрлӑкпа Машӑн комплектне пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Тӑватӑ хӗр // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӗсене чӑваш культурине аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тунӑшӑн Асанкасси культура ҫурчӗн культорганизаторӗ И. И. Карпова, заведующийӗ Е. А. Маштанова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ халӑх театрӗн режиссерӗ М. П. Шумилкина тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Сайт:

 

Статистика

...подробней