Короткие
Ахтупайӑн ку ыйткалакансене курсан чунӗ хурланса килчӗ — иккӗшӗ те кӗпесӗр вӗсем, иккӗшӗ те ҫара уран, ҫийӗнчи йӗмӗсене вара йӗм тесе калама та май ҫук, кантраран кӑшт тыттарнӑ ҫӗтӗк таткисем намӑс вырӑна та чиперрӗн хуплаймаҫҫӗ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Светлана Валерьевна Ял хуҫалӑх министерствин тата Ӗҫлевпе социаллӑ аталану министерствин специалисчӗсем инвестици проекчӗсем, ял территорийӗсен аталанӑвӗ пирки лекцисем вулани, уҫӑ калаҫу йӗркелени те усӑллӑ пулнине палӑртнӑ.
Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %bdace-14/
Ҫак нумай халӑхсем вӑрҫас вӑрҫӑра Эпир пӗччен мар: пирӗнпе пӗрле Пирӗн ырӑ юлташсем те тӑчӗҫ, нимӗҫ патшалӑхӗсем ытти патшалӑхсен канӑҫлӑхне, лӑпкӑ пурӑнӑҫне пӗр майах хӑратса тӑнине пӗтермешкӗн вӗсен те хӗҫ-пӑшал йӑтмалла пулчӗ.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
Ас тӑватӑп-ха: унӑн икӗ енӗпе олеандр, шӑлан, тамариск, уртӑш тӗммисем ешереҫҫӗ, вӗсен хушшинче ӗретӗн-ӗретӗн яштак, вӗшлеке тирексем, магноли, груша, персик, туя, самшит, мирт, сандал йывӑҫҫисем мӑнаҫлӑн, кӑтраланса, ытарлӑн лараҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫынсем умӗнче унпа юнашар утма, унпа калаҫма мана яланах аван мар пекчӗ, ҫав вӑхӑтрах тепӗр туйӑм та хӑй ҫинчен систерсех тӑрать: эпӗ, сӑн-сӑпатран та, ҫи-пуҫран та начар кӑнаскер, калама ҫук чипер те илемлӗ хӗрарӑмпа юнашар утатӑп…
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Варринелле туртакан вӑйӑн пысӑкӑшне механикӑн иккӗмӗш ааконӗ тӑрӑх шутласа кӑлараҫҫӗ: F = mа; а вырӑнне варринелле хӑвӑртланнин 117 §-ра кӑтартса панӑ пӗлтерӗшне лартсан, варринелле туртакан вӑй валли пирӗн ҫакӑн пек формула пулать:
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра трактористӑн ӗҫӗ яланах мӑй таран, апла пулин те хӑш-пӗр чухне Илюш килтех пулатчӗ, анчах Альбина ӑна сӑмах хушса чӑрмантармастчӗ — ытларах унӑн амӑшӗпе калаҫатчӗ, ӗҫне туса пӗтерсен тӳрех сывпуллашма васкатчӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Вӑл васкамасӑр ура ҫинӗ тӑчӗ, кӗхле-кӗхле тӳмесӗр кӑвак кӗпине, хӑмӑрпа тумхаланнӑ кивӗ хура пиншакне тӑхӑнчӗ, вара хавшак ҫунакан ҫурта пек мӗлт-мӗлт мӗлтлетекен ыйтуллӑ-тавлӑ куҫӗпе хӑйне сиплекен куҫне «солидол сӗрме» пуҫларӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Наука та ял хуҫалӑхне, чӗм кӗртсе, хӑват илтерсе, сипетлӗ витӗм кӳме ӗлкӗрейменччӗ, ҫавна пула пиҫенлӗ, сӳсенлӗ (ырашӗ тата вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫатра, вутпуҫҫиллӗ) тырпул тухӑҫлӑхӗ те килограммшарӑн (сайра хутра пӑтшарӑн) ҫеҫ ӳссе пычӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сылтӑм аллине вӑл кӗрекенсене пилленӗ пек тытнӑ, сулахай аллинче — уҫӑ кӗнеке: «Заповедь новую даю вам: да любите друг друга, якоже азвозлюбих вы, да и вы любите», — тесе славянла ҫырнӑ сӑмахсем питех паллӑ мар, анчах вулама пулать.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ман ӗлӗкхи пускил, пуш параппан ҫапса паврама юратакан карчӑк, ман Дружок ҫакӑнта пурӑнать, терӗ, сӳпӗлтетмест-и вӑл? — тӑмплатрӗ ҫакскер, пир йывӑҫҫи ҫырли пек куҫне мӑнтӑр хупанккисен айӗнчен усаллӑн, ҫунтарасла сапаласа ярса.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Миххапа Лукарьен хӗрачи Клавье унӑн тӑван хӗрӗ пулнине Анукпа ял-йышӗ пӗлессинчен сехӗрленнӗ чухне, Михха пуянлӑхне ӑмсаннӑ чухне, хӑйӗн арӑмӗн илемӗпе тата ывӑлӗн пултарулӑхӗпе, кӳршӗ-аршӑна пӗчӗк ырлӑхсем кӳнипе киленнӗ чухне.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.
Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/
Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Строительство министрӗн заместителӗ Михаил Коледа пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑри кӑҫалхи ӗҫсен шутӗнче — 22 фельдшерпа акушер пункчӗн, 4 врач амбулаторийӗн, Канаш районӗн больницин поликлиникин ҫурчӗн строительствипе юсавӗ.
Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu
Ҫыру литература чӗлхин орфографийӗпе орфоэпийӗнчи традицие ҫирӗпленме, ҫав традицие тытса пыма, кулленхи пурнӑҫра ҫуралакан ҫӗнӗ сӑмахсене пӗтӗм халӑх чӗлхине кӗрсе тымарланма, манӑҫа тухакан сӑмахсене упраса хӑварма пулӑшать.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Сахар, картишӗнчи вут ҫутине курса тата унти шӑв-шава илтсе, шӑналӑк витсе вӗренсемпе урлӑ-пирлӗ каркаласа ҫыхнӑ лавӗ ҫинчен ялт! кӑна сиксе анчӗ те крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ, шалти карлӑк урлӑ ывтӑнса каҫса, картишне анса та тӑчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Рабочисем пуху пирки ыйтсан-тусан, вӑл халлӗхе нимех те уҫӑмлӑн калаймасть, ҫавӑнпа Пантиков вӗсен куҫне курӑнма тӑхтарӗ: е кантурта телеграмма кӗтсе ларчӗ, е будкӑра пулчӗ, райкома, унтан телеграф пунктне икӗ хутчен кая-кая килчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗр енчен, Наҫтаҫ ӑна шӑпах ӗҫ пӗтерсе, герой пек, халӑх шанӑҫне тивӗҫлӗ пулнӑ ҫын пек таврӑнасса кӗтет; тепӗр енчен илсен, пурте унашкал туха-туха кайма тытӑнсан, стройучасток шӑмӑрӗ-тӗрекӗ саланса каять, Риммӑсене вара кам хӳтӗлӗ?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Хыпар» хаҫат тӗпелне ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятельне, «Янташ» эстрада ушкӑнӗн ертӳҫине, РФ Культура министерствин «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллине тивӗҫнӗ Анатолий НИКИТИН композитора йыхравлама вӑхӑт ҫитрӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№


