Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вера Павловна аллисем ҫине пӑхса илет те вӗсене ҫӑмӑл пеньюар айӗнчен лайӑх палӑрса тӑракан чӗркуҫҫийӗ ҫинелле антарать, вара каллех: «вӑл тӗрӗсне калать», — тесе шухӑшласа илет те йӑл кулать, ун алли майӗпен кӑкӑрӗ патнелле хӑйӑрать те кӑкӑрӗ ҫине ҫат ҫыпӑҫса выртать, «тӗрӗс», шухӑшлать Вера Павловна кӑмӑллӑн.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Питне тӗксӗмлетсе, вӑл ӗнтӗ юлашки сӑмаха ҫырса пӗтеретчӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра чӑмласа йӗпетнӗ пӗчӗк хут ҫӑмхи ун ҫамкине ҫемҫен ҫатлаттарса, ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ ун пекех тӑмсай пулсан, апла ыйтма та кирлӗ мар, — халӗ ӗнтӗ кӳренсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, вара, сӑпса пекех ҫыпӑҫса ыйтусем панӑшӑн ҫилленнине уҫҫӑнах палӑртса, кӳренчӗклӗн мӑшӑлтатма пуҫларӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун таврашӗнче ҫумӑрпа ҫыпӑҫса ларнӑ вӗтӗ-вӗтӗ тӗксем, ҫӑмарта хуппин тӗпренчӗкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.Около него валялись слипшиеся после дождей крохотные перышки, мелкие кусочки яичной скорлупы.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Тав тӑватӑп сана, ман патшам, мӗнпуриншӗн: сан юратӑвушӑн, сан илемӳшӗн, сан ӑслӑлӑхушӑн, — ун ҫумне, шерпетлӗ ҫӑлкуҫ ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех, тута-ҫӑварӑмпа сӗртӗнмешкӗн чармарӑн эсӗ мана.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах майра-патша ӑна хай патнелле туртса илнӗ те хӑйӗн вӗри тутипе те чӗлхипеле ҫаттӑн ҫыпӑҫса ларнӑ ун ҫӑварӗ ҫумне.Но царица притянула его к себе и прильнула к его рту своими жаркими губами и языком.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тирек йывӑҫҫисен карӑнса ҫите пуҫланӑ папакисем кӑларакан пыл тутиллӗ шӑршӑ йӗкленмелле пылак, ҫавӑнпа та хӑй калаҫма тытӑнсан Давыдова тути хӗррисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑнах туйӑнса кайрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑкӑрсем шӑнса ҫыпӑҫса ларассине пӗлмен-и?
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Совет влаҫӗ ҫумне вӑл питӗ ҫирӗппӗн, уйӑрса уйӑрӑлмиех ӳтленсе ҫыпӑҫса ларнӑ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урине ҫӑтах ҫыпӑҫса тӑракан хура чӑлхине пӑхса савӑннӑ хушӑра, Лушка Давыдов еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, аялти кӗпи умӗнчи ҫуха ҫурӑкӗнче унӑн тӗксӗм сарӑ тӗслӗ чӑмӑр ҫирӗп кӑкрисем чӗтренсе илчӗҫ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрӗн чӗнекен ҫӑварӗ ҫумне ҫӑткӑнлансах ҫыпӑҫса ларать Соломон.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Санька ун ҫинче сӑпса пекех ҫыпӑҫса ларнӑ.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл картузне вӗҫен кайӑк ҫӑмартисем тап-туллиех пуҫтарчӗ, ун ҫине эрешмен карти пӗтӗмпех ҫыпӑҫса пӗтрӗ, сухӑрпа та вараланчӗ вӑл.Он набрал полную фуражку птичьих яиц, весь был облеплен паутиной, измазался смолой.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ку шӑтӑк ҫумне ыратакан енӗпе ҫыпӑҫса лартӑм: уйрӑлсанах — вилетӗп.Я прирос к этой яме больным местом: попробуй оторвать — будет смерть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Питпе Олеся хулпуҫҫийӗ ҫумне ҫыпӑҫса, пӗтӗм кӗлеткепе сиксе-силленсе, ним сассӑр та питӗ эрленсе йӗрсе ятӑм вара эпӗ.Припав лицом к плечу Олеси, я беззвучно и горько зарыдал, сотрясаясь всем телом.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тепӗр пӳрт, чӗкеҫ йӑви пек, ту айккине ҫыпӑҫса ларнӑ; унтах тата виҫӗ пӳрт юнашар лараҫҫӗ, иккӗшӗ вара типӗ ҫырма тӗпнех вырнаҫнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ӑнсӑртран» килсе тухман ҫак пурнӑҫ — вӗресе тӑратчӗ вӑл — ҫавӑ пур енчен те курӑнатчӗ, ҫынсем тата командующинчен пуҫласа пӗтӗм краснофлотецсене ҫитиех ҫак чурӑс чулсем хушшине ҫыпӑҫса ларнӑ пекех ҫирӗп вырнаҫнӑччӗ, вӗсем кӗрешессе те ҫӗнтерӳ пуличенех кӗрешетчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эксцентриксем, йӗс дисксем, золотниксем, пӑхсан паллӑ мар, анчах питӗ кирлӗ ӗҫне кӑтартса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса, хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949