Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗриленсе кайнӑ ӳчӗ ҫумне ҫыпӑҫса тӑракан ҫӳхе платье тӑхӑнса янӑ Варвара поднос йӑтса тухрӗ.Варвара в легоньком платьице, прилипающем к разгоряченному телу, вышла с подносом в руке.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫакӑнта мӗн пулса иртнин картинине пурнӑҫ пӗр самантлӑха та пулин ҫӗнӗрен кӑтартса парас пулсан, — ҫук, мӗн пулса иртнин картинине мар, ҫав картинӑн сассисене кӑна, ҫапӑҫӑвӑн хӑрушӑ шавне кӑна, — американецӑн чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пулӗччӗ, Гаррис ҫав «хӑйне хӑй пӗлми пулни» текен сасӑсене илтес пулсан, вырӑс ҫапӑҫӑвӗ хӑй тӗллӗн епле хӗрсе кайнине курас пулсан, унӑн эрехпе скептицизм сӑхнӑ чӗри яланлӑхах чарӑнса ларнӑ пулӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ун чух май уйӑхӗччӗ, каҫӗ нӳрлӗччӗ, урамри тусан ура ҫумне сиввӗн ҫыпӑҫса, пӳрнесем хушшине тулса пырать.Был май, ночь была свежа, пыль улицы холодно приставала к ногам, набиваясь между пальцами.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Каҫхи тӗттӗмре пытанса, пур сассене те путарса лартакан ҫил-тӑманпа хупланса, вӗсем халь ял патнелле йӑпшӑнса пыраҫҫӗ, унтан сасартӑк аслати пек ҫитсе ҫапаҫҫӗ, ял ҫумне ҫыпӑҫса ларса унӑн юнне ӗҫекен нимӗҫсен бандине ҫӗмӗрсе, аркатса, хӑнклана лапчӑтнӑ пек лапчӑтса пӑрахаҫҫӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ним ӑссӑр кулӑ Пуҫҫӑн тутисем ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех пулнӑ, анчах вӑл Олёна ҫинчен шухӑшламан та, ыйтусемпе ответсене те илтмен.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ывӑлӗ халь юр ӑшне шӑнса ларнӑ, пӑрпа ҫыпӑҫса хытнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫамки ҫинчи пӗр пайӑрка ҫӳҫ юрланса, ҫыпӑҫса ларнӑ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл шывланнӑ куҫӗсемпе таврана тинкерсе пӑхрӗ, пӑрланса кайнипе ҫыпӑҫса ларнӑ куҫ хӑрпӑкӗсене хӑпӑтма тӑрӑшрӗ.Он всматривался слезящимися глазами, щурил заледенелые липкие ресницы.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӳлӗмре хӗрарӑмсем иккӗшӗ те чӳрече умӗнче ҫыпӑҫса тӑраҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл сухалне хырнӑ ҫӳллӗ ҫын ҫумне таччӑн ҫыпӑҫса тӑчӗ, лешӗ хӑрах куҫлӑ та, амӑшӗ ҫине пӑхас тесе, пуҫне пӗтӗмпех ун еннелле ҫавӑрчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Выртасчӗ те санӑн ҫак сӑваплӑ ҫӑл куҫӗ ҫумне тутупа ҫыпӑҫса, унӑн шывне ӗҫесчӗ, ҫав ырлӑха эсӗ ӗмӗрне те манайман пулӑттӑн.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Колонисем, паркет татӑкӗсем пек, пӗр-пӗрин ҫумне тӳрӗ кӗтессемпе ҫыпӑҫса тӑраҫҫӗ.Колонии примыкают одна к другой правильными прямоугольниками, как куски паркета.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Урисем ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах манӑн пушмак тӗпӗсем вӗри асфальт ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех урасем ҫӗкленмерӗҫ, эпӗ вара сулӑнса кайса, магазин витрини умӗнчи ҫап-ҫутӑ карлӑка ярса тытрӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Манӑн брюки кивелсе якалнӑччӗ ӗнтӗ, унта та кунта ҫу ҫыпӑҫса пӗтнӗччӗ, вӗсене бензинпа тасатма хӑтланса кухньӑра эпӗ нумайччен тӑрмашрӑм.Брюки у меня были потертые, в масляных пятнах, и я долго возился на кухне, отчищая их бензином.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ун пичӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ; вӑл вырӑнтан тапранасшӑн пулчӗ, анчах урисем урай ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ тейӗн, хускалмаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫемҫе, кӑпка юр унӑн ҫурӑмӗ ҫине тата пуҫӗ ҫине ҫыпӑҫса тулсан, вӑл вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе, йывӑррӑн тӗлӗрме тытӑннӑ, сасартӑк, пӳртум алӑкӗ шалтлатса уҫӑлнӑ та, ҫухӑрса ярса, ӑна айккинчен пырса ҫапнӑ.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӑл, пуҫ пӳрне ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ тейӗн, Сергей тем тери тӑрӑшсан та хӑпмасть.Он словно прирос к большому, и все попытки Сергея оторвать его не приносили успеха.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Мажаров, ҫул ҫинчен айккинелле ярса пусса, тӳрех кӑпӑш юр ӑшне чӗркуҫҫи таран путса ларчӗ, юр ҫыпӑҫса тулнӑ карчӑк, курпунне кӑларса, туратпа ҫапӑ тиенӗ йывӑр ҫунашка туртса, ун ҫумӗнчен иртсе кайрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте хӑй вырӑнӗнче пек — унӑн сӗтелӗпе ҫыпӑҫса тӑракан, икӗ айккипе пукансем лартса тухнӑ вӑрӑм сӗтел те, хӗрлӗ ҫи витти ҫинчи кӗленче пепельницӑ та, хӗле кӗме хатӗрлесе, хашакисен хушшине шурӑ ваткӑпа хура кӑмрӑк хунӑ таса чӳречесем те, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче кӗтесре тӑракан ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ шултра шерепеллӗ, ҫурри сарса янӑ сарлака ялав та.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.