Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.27 22:12

Предложений: 66; Слово: 1156

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Юлашки страница

Катьӑна доктор пӳлӗмӗнче хӑварас килместчӗ манӑн, ҫитменнине ҫав пӳлӗм докторӑн та марччӗ-ха, пӗр вилнӗ командирӑнччӗ. Сӗтел-пукансемпе тӗрлӗрен япаласем унӑнахчӗ. Пур енчен те сасартӑк чарӑнса ларнӑ пурнӑҫ курӑнатчӗ — стенасем ҫинче кӗрнеклӗн вырнаҫтарса тухнӑ поляр пейзажӗсем, вӗсене именсе ҫеҫ акварельпе тунӑ та, пӗтереймен пулнӑ, кӗнекисене питӗ тирпейлӗ вырнаҫтарса тухнӑ, фотографисем питӗ нумай, пурин ҫинчен те вӑрӑм ҫиптуниллӗ, украинсен костюмне тӑхӑннӑ хӗр, вӑлах тата аслӑрах чухне ӳкни те пур, аллине ҫара пакарталлӑ хулӑн ача тытнӑ.

Ҫакӑн пек пӳлӗмсенче вара тӗрлӗрен кирлӗ мар шухӑшсем хӑйсем тӗллӗн тупӑнса пыраҫҫӗ, упӑшки авиацире служить тӑвакан хӗрарӑма та ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсенчен пӑрӑнасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Анчах Катя юлмах шутларӗ.

— Мӗнех вара? Унтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ вӑл.

Эпӗ хистесех тӑмарӑм, Полярнӑя мӗн тесен те хутран-ситрен ҫеҫ килкелесе кайма пулатчӗ. Катя Иван Иваныч доктор патӗнче ӗҫлесе ӑна кунсерен курма пултарни маншӑн та аванччӗ. Катя часах ӗҫе те тытӑнчӗ, малтан госпитальте медицински сестрара ӗҫлерӗ, унтан Кивӗ Полярнӑйра, докторӑн унта амбулаторнӑй прием пурччӗ. Тата икӗ эрнерен эпӗ каллех килсен, Катя хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫӗн интересӗсемпе савӑнсах кайнӑччӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне тӗлӗнмелле час хӑнӑхса ҫитнӗ иккен.

Ҫакӑнтан хамӑр карапсем инҫетри те ҫывӑхри тинӗс ҫулӗсемпе килекен союзниксен карапӗсене кетсе илме е Германи конвойӗсене путарма тухса каятчӗҫ, ҫак пӗчӗк хулан пӗтем пурнӑҫӗ мӗнле пулсан та кӗрешӳпех ҫыхӑнса тӑратчӗ. Юратнӑ командирсене, вӗсен ячӗсене тахҫанах пӗтӗм Совет Союзӗпе пӗлсе тӑраҫҫӗ пулин те ятранах паллатчӗҫ.

Н. хулинче фронтпа тыл килти пекех ҫывӑхчӗ, кунта вара ҫавӑ ҫывӑххи тата ытларах палӑрса тӑратчӗ, мӗншӗн тесен Полярнӑйри пурнӑҫ хӑй те кунта кӑткӑсрах та пуянтарах. «Ӑнсӑртран» килсе тухман ҫак пурнӑҫ — вӗресе тӑратчӗ вӑл — ҫавӑ пур енчен те курӑнатчӗ, ҫынсем тата командующинчен пуҫласа пӗтӗм краснофлотецсене ҫитиех ҫак чурӑс чулсем хушшине ҫыпӑҫса ларнӑ пекех ҫирӗп вырнаҫнӑччӗ, вӗсем кӗрешессе те ҫӗнтерӳ пуличенех кӗрешетчӗҫ. Пурте пӗр шухӑшлӑн пурӑннипе кулленхи пурнӑҫра вак япаласенче те пурнӑҫ вӗресе тӑни курӑнатчӗ те.

1942/1943-мӗш ҫулсенчи Полярнӑй хӗлне аса илсен, ҫавӑ пирӗн пурнӑҫра чи телейлӗ те килӗшӳллӗ пулчӗ пулас. Кун сиктерсе эпӗ Германи карапӗсене путарма кайни ҫинчен шухӑшласа илсен, хам ҫапла калани тӗлӗнмелле пек те туйӑнӗ. Анчах Катя кунта иккенне пӗлмен чухне вӗҫни вӑл хӑйне, вӑл Полярнӑйра сывах та чипер, эпӗ ӑна сӗтел хушшинче чей тултарса ларнине ҫитес кунсенчех курасса пӗлсе вӗҫни йӑлтах урӑхла ӗҫ. Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ.

Докторпа ҫыхӑнасчӗ тесе кӑлӑхах темӗнччен тертленнӗ хыҫҫӑн чи пирвайхи катерпах Полярнӑя ҫитеттӗм те, епле кая юлса пыраттӑм пулин те чӗннӗ ҫӗре тусӑмсем пыратчӗҫ. Асра-ха ҫав каҫсем. Кунсем вара, кӑнтӑр варринче те сӗм-тӗттӗм!

Нумай ҫиекен хулӑн доктор хӑй пӳлӗмӗнчен мӑшӑлтатса тухатчӗ, лапсӑркка кӗрӗкпеччӗ вӑл, кӗрекере вырӑн йышӑннӑ чух, ытла куҫ умне ӳкекен вырӑна лараймасан та, чи шавлӑ ҫӗре вырнаҫатчӗ. Вӑл чӑта пӗлми темӗн лайӑххине е кулӑшлине кӗтсе тӑнӑ пек курӑнни те шапӑлтатӑва уҫнӑ пек курӑнатчӗ. Хӑй сӑмах чӗнмесӗр ларсан та е хыттӑн сывлани, е мӑшӑлтатни, е чӑмлани илтӗнетчӗ.

Ун хыҫҫӑн ытларах шавлаканни эпӗ хамахчӗ пулӗ. Чӑнласах та, унччен эпӗ нихҫан та ҫавӑн чухнехи пек нумай калаҫман, ӗҫмен, кулман! Катьӑна курнӑ чухнехи туйӑм чӗремре ҫаплах тӑрса юлчӗ, — пӗтӗмпех таҫта вӗҫетчӗ, таҫта ҫитетчӗ… Ӑҫта? Кам пӗлтӗр ӑна! Телей патне тесе ӗненеттӗм вара. Иван Иваныч доктор тесен, хӑй, ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн ытла чире кайнӑскер, вӑл та ҫав каҫсенче самай уҫӑлатчӗ, е пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе майлаштарса Кузьма Прутков сӑввисене кала-кала кӑтартатчӗ.

Шавлас пирки калаҫсан, чи юлашки вырӑна манӑн штурмана хумалла, вӑл пӗр сӑмах та хушмасть, куҫхаршисене ҫеҫ тарӑн шухӑшлӑн хускаткалать те чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса тӗтӗм ункисем вӗрсе тӑвать. Вӑл ӑста штурман, тесе каларӑм пулас-ха эпӗ, ҫавӑнпа юрататӑп та эпӗ ӑна, вӑл та мана ҫывӑх курать.

Катя вара килти ӗҫпе аппаланатчӗ. Ӗнтӗ мӗнле майпа пултаратчӗ-ши вӑл, — пӗлейместӗп. Хамӑр пата килне хӑнасем лайӑх ӗҫчӗр те, ҫиччӗр те тесе чунтанах тӑрӑшаттӑмӑр та, тӑрӑшнӑ пекех пулса пыратчӗ пирӗн ӗҫ.

Ҫав каҫсем, паллах, пулман та пулӗччӗҫ, Катьӑпа тӗл пулнӑ телейӗм те пулман пулӗччӗ, тен, ирхине вӑл мана ӑсататчӗ-ҫке-ха, ача-пӑча вылямалли хӑмпӑ пек курӑнан вӑтанчӑк ҫамрӑк хӗвел, поляр кунӗн пуҫламӑшне пӗлтерсе, тусен тӑррипе ҫӗкленетчӗ те юри пирӗншӗн ҫутатнӑ пек туйӑнатчӗ… радио пире хамӑр ҫӗнтерӳсем ҫинчен каҫсерен пӗлтерсех тӑман пулсан, пирӗн чӗремӗрсем хӗпӗртесси те пулман пулӗччӗ, е вӑл пулсан та йӑлтах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ-и. Ӑшри хаваслану ӳснӗҫемӗн ӳссе пыни ҫакӑнта, Ҫурҫӗр чиккинче, типӗ ҫӗр ҫинчи чурӑс ту сӑмсахӗнче тӑракан пӗрремӗш салтакран пуҫласа пӗтӗм фрончӗпех туйӑнса тӑратчӗ.

Ӗнтӗ Сталинградра текех пемеҫҫӗ, вӑрҫӑ тӗтӗмӗпе пиҫӗхсе хуралнӑ салтаксем шыв ҫӳрекен шӑтӑксенчен тухса, ҫунса кӗлленнӗ хула ҫине ҫутӑ йӑмӑхтаракан куҫне хӗссе пӑхаҫҫӗ, ҫав аслӑ ҫӗнтерӗвӗн сасси Полярнӑйӑн гранитлӑ тӑвӗсем урлӑ ян каять. Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…

Докторпа Катя тата эпӗ — виҫсӗмӗр — вӑхӑт пур чухне пӗрмаях «Св. Мария» экспедицийӗн материалӗсене майлаштарса вӗрентӗмӗр.

Фотопленкӑна ӳкерсе илес ӗҫ йывӑрччӗ-ши, е экспедици докуменчӗсене вуласси йывӑрччӗ-ши, пӗлместӗп ӗнтӗ. Ӳкерсе илни, паллах, ҫул иртнӗҫемӗн ҫухалса пырать, пасарать вӑл, ахальтен мар-тӑр, ӗлӗк чух пленка футлярӗсем ҫинче пленкӑна фабрикӑран хӑҫан кӑларнӑ: вӑхӑта кӑтартатчӗҫ, ҫав кӑтартнӑ вӑхӑт иртнӗ пулсан, сӑнӳкерчӗкӗ курӑнмасть пулсан та фабрика хӑй ҫине айӑпа йышӑнмасть. «Св. Мария» пленкин вӑхӑчӗ вара 1914-мӗш ҫулхи февральтех иртнӗ пулнӑ. Ҫинчен тата шӑвӑҫ футляр ӑшӗнче туллиех шывччӗ, пленкӑсене пӗтӗмпех шыв витнӗччӗ, тен, вӗсем темиҫе ҫул хушши ҫавӑн пек шыв ҫинче тӑнӑ пулӗ. Ҫурҫӗр флотӗнчи чи лайӑх фотографсем те ку ӗҫ ӑнӑҫас ҫук тесех пӗлтерчӗҫ, вӗсем (фотографсем) чунне парса ӗҫлесен те ҫав пленкӑсенчен сӑнӳкерчӗксем тума пултараймӑпӑр, терӗҫ. Аран ӳкӗте кӗртрӗм вӗсене. Вара пӗтӗм ҫӗр ҫирӗм ӳкерчӗкрен (май ҫитнӗ таран сыхланса типӗтсеттӗмӗр ӗнтӗ вӗсене) аллӑ пленкӑпа ӗҫлеме пулӗ, терӗҫ. Темиҫе хут ӳкерсе хӑтланнӑ хыҫҫӑн ҫирӗм икӗ ӳкерчӗк самаях курӑнмалла тухрӗ.

Тахҫан эпӗ Климов штурманӑн куллен ҫырса пынӑ дневникне вуласаттӑм, вӗсене вӗтӗ саспаллисемпе те тирпейсӗртерех ҫырнӑччӗ, тетрадьне тюлень ҫӑвӗ витнӗччӗ. Ҫапах та вӗсем хушса ҫӗлетнӗ икӗ тетрадьри уйрӑм страницӑсемччӗ-ха. Татариновӑн юлашки ҫырӑвӗсем ытти хутсенчен лайӑхрах упранса юлнӑччӗ, докуменчӗсем вара пӗр-пӗринпе хӗстерсе хунӑ хут купи пек выртатчӗҫ, вӗсене вахта журналӗ майне кӳме те, карттӑсемпе уйрӑмӑн ӳкере-ӳкере илнине чухлама та пӗр хам тӗллӗн ҫеҫ пултараймарӑм эпӗ. Йӗркене кӗртес ӗҫе хӑйне уйрӑм лабораторире турӗҫ, ӗҫре ертсе пыраканӗ те ӑста ҫын пулчӗ. Татаринов капитан хӑйӗн приложенийӗнче пир хупӑллӑ тетрадь пирки те асӑннӑ, унта мӗн вуласа пӗлни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каламӑп эпӗ ку кӗнекере. Мӗн каласси те ҫак кӑна пултӑр — хӑй сӑнаса пынинчен вӑл пӗр шухӑша килме ӗлкӗрнӗ иккен, вӑл ҫырса хӑварнӑ формулӑсем тӑрӑх Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанӑн хуть те хӑш пайӗнче шывпа пӑр мӗнле ҫулпа пынине, вӑл мӗнле хӑвӑрт пынине шутласа илме май пур. «Св. Мария» кӗске вӑхӑт хушшинчех ҫав пысӑк итогсене памалла мар пек вырӑнсенчен иртнӗ те, ҫав формулӑсем вара пулма та пултараймаҫҫӗ пек. Анчах хӑш чухне пӗчӗк-пӗчӗк ӗҫсем те малашне мӗн курасса генилле шухӑшлама май параҫҫӗ.

«Эсӗ Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑччӗ, — терӗм эпӗ хама, — анчах юлашки страница хупӑнчӗ-ха».

«Нимӗскер те пӗтмен-ха, — тенӗччӗ вара. — Кам пӗлет, тен хамӑнах ҫав страницӑна уҫса вуламалла пулӗ», тенӗччӗ.

Ҫитрӗ вӑхӑт. Эпӗ ӑна вуласа тухрӑм та ҫав страница вилӗмсӗрех тӑрса юлчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней