Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алёнкӑн кӗпе арки часах йӗп-йӗпе пулчӗ, халӗ ури ҫумне ҫыпӑҫса пырать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хура ҫӗрӗк тункатасем ҫине шурӑ пӑталлӑ хӑмӑр шӗпӗнсем ҫыпӑҫса ларнӑ.К черным трухлявым пням прилепились коричневые с белым бородавки.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сарӑ пир пек тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫулпа ҫынсен тӗттӗм кӗлеткисем сулланкаласа пыраҫҫӗ, — вӗсем фабрика патнелле шуса анаҫҫӗ; фабрикӑн кӗтеслӗ вырнаҫнӑ виҫӗ корпусӗ, сӑрса янӑ виҫӗ хӗрлӗ пӳрне пек, ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Стенасем ҫинче кӗвентесемпе чей ҫыххисем ҫӗклесе пыракан вӑрӑм мӑйӑхлӑ китаецсем эрешлӗн ҫыпӑҫса тӑнӑ; кашни шпалер ҫинче икшеррӗн юнашар тӑракан вунсакӑр китаец пулнӑ, вӗсен пӗр речӗ мачча патнелле хӑпарнӑ, тепри аялалла аннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗр ун ҫумне хытӑрах та хытӑрах ҫыпӑҫса, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Женя чарӑнчӗ, тӗреклӗ ҫан-ҫурӑмне ҫат ҫыпӑҫса тӑракан кӑвак свитерне турткаласа тӳрлетрӗ те Гречкинпа юнашар хӑйӗн пуканӗ ҫине ларчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Таса ҫитса кӗпи унӑн кӗрнеклӗ кӗлетки ҫинче лайӑх та ҫат ҫыпӑҫса тӑрать.Чистое ситцевое платье хорошо и плотно облегало ее стройную фигуру.
Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсенӗн вӗтҫеҫ пайӗсем пурте хӑйсем тӗллӗнех ҫавӑрӑнса хӑйсене кирлӗ енӗпе пырса ҫыпӑҫса лараҫҫӗ.Все маленькие порошинки сами ворочаются и приставляются той стороной, какой надо.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӗсен хӑйсен ӳт-тирне ним ҫыпӑҫусӑр сӑрласа килӗшӳсӗрлетни те тата таса мар пирки ҫыпӑҫса ларнӑ вӑрӑм хура ҫӳҫӗсене татах лаша ҫилхи пайӑркисем хушса вӑрӑмлатни те вӗсен илемне пӑсма пултараймасть.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Мӗскерле усал ҫыпӑҫса ухмаха ертнӗ сана?
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Касса ярсан, эпир тарҫӑсемпе ӑна аяккалла сӗтерме тытӑнтӑмӑр, анчах, темӗн тӗрлӗ тӑрӑшсан та, вырӑнӗнчен тапратаймарӑмӑр: вӑл ҫыпӑҫса тӑнӑ пек выртать.
Йывӑҫсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрени // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ӑна вара туртса та илме ҫукчӗ, сӑвӑс пек ҫыпӑҫса ларатчӗ.
Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑй ҫинчен сӗлкӗш шыв шапӑртатать кӑна, лачкам йӗпе тумтирӗ урисемпе кӑкӑрӗ ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ, ҫапах та хӑй шӑннине сисмест.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ваҫҫук, сиксе тӑрса, ҫӳлӗ чӑрӑш ҫине хӑпарса кайрӗ; ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне самантрах сухӑр ҫыпӑҫса тулчӗ.Васек вскакивает и карабкается на высокую сосну; смолистые чешуйки прилипают к его коленкам.
12 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Арҫын ачасем те ҫывӑрмаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ, хӗрачасем пурте пӗрле пӗр палаткӑна пуҫтарӑнса, тачӑ ҫыпӑҫса, пуҫ ҫинченех утиялсемпе пӗркенсе выртнӑ.
11 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хай ҫумне ҫыпӑҫса пӗтнӗ турпассене шӑлса пӑрахнӑ.
Адмиралтейски верфь // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Ҫыпӑҫса тӑракан хаклӑ материалсем (хулӑм пурҫӑн, панбархат, ука, чӗнтӗр т. ыт. те) ҫамрӑксем валли мар.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫав тери вӑрӑм черет пулсан та, пӗр-пӗрин ҫумне ҫат ҫыпӑҫса тӗрткелешсе тӑмалла мар.
Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑкӑ пӗр старике йӑтса тухрӗҫ, — вӑл йӗп-йӗпе, ырхан пулнӑ, унӑн ҫӳҫесем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ, хӑй ӑсран тухса кайнӑ ҫын тӗслӗ пулнӑ.Вытащили старика; мокрый, худой, со слипшимися волосами, он походил на безумного.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, варланса пӗтнӗскерсем, вӗсем ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлерӗҫ, нумай вӑхӑт выртнипе пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ чулсене ватрӗҫ, хӑйпӑта-хӑйпӑта ывӑтрӗҫ.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.