Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑлхисене (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача пек, кӗтессе хӗсӗнсе ларать, пуҫне пӗркет, хӑлхисене хуплать те: «Сережа, чарӑнмарӗ-и-ха?» — ыйтать чӗтрекен сасӑпа.

Она, как ребенок, забивалась в угол, укрывала голову, затыкала уши и дрожащим голосом спрашивала: «Сережа, кончилось?»

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӗсене хутортан пӑрахса тарнӑ ҫынсем каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен тин хутортан хӗрӗх ҫухрӑмри Елански станица хирӗнчен тупса килчӗҫ; хӑваласа таврӑннӑ хыҫҫӑн кашни харпӑр хӑйӗнне уйӑрса илме тытӑнчӗҫ те, кӗтӳре ҫурри ытла хӑлхисене урӑхла картса паллӑ тунӑ ют сурӑхсем пулчӗҫ; хӑйсен вара, татарскисен, аллӑ пуҫ ытла катӑлнӑ.

Их нашли за сорок верст от хутора, на земле Еланской станицы, через неделю после того как жители возвратились в покинутый хутор, а когда пригнали и стали разбирать, то оказалось, что в гурте половина чужих овец, с незнакомой метой в ушах, своих же хуторских, недосчитались более пятидесяти штук.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ксени пӳрте кӗме тӑнӑччӗ, анчах Никодим ыйтӑвне илтсен, крыльца ҫинче юпа пек хытса, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ.

Она хотела было скрыться в дохм, но вопрос Никодима заставил ее насторожиться и застыть на крылечке.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Гневышева трибунӑ ҫине тухсан, мӗншӗн пурте сасартӑк хӑлхисене чӑнк тӑратса шӑпӑрт пулнине Ксени ӑнланмарӗ.

Ксении было невдомек, почему появление на трибуне Гневышевой заставило всех сразу насторожиться и замолчать.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун ҫумне Ырхан Сыроваткин кладовщик тӗршӗннӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл хисеплӗ те мӑн кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшать, анчах ӑна кунта пурте питӗ лайӑх пӗлнӗ: Лузгин ҫӑварне уҫсанах, хуть те анасласа ҫеҫ илтӗр Сыроваткин самантрах улшӑнать те хӑлхисене чанк тӑратать.

К нему жался щуплый кладовщик Сыроваткин, временами он напускал на лицо степенную важность, хотя провести здесь ему было некого: все наперечет знали — стоит буркнуть Лузгину, даже зевнуть, как Сыроваткин мгновенно преобразится и навострит уши.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дымшаков, пуҫне каҫӑртса, тапакпа саралса ларнӑ шултра шӑллӑ ҫӑварне карса, аслати- авӑтнӑ пек ахӑлтатса кулса ячӗ, — Аниҫҫе хӑлхисене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ.

Дымшаков захохотал, запрокидывая голову, широко открывая рот, полный крупных, желтых от табака зубов, так оглушительно и раскатисто, что Анисья прикрыла ладонями уши.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ.

Маштаковатый конишка Прохора на ходу тянулся к траве, срывая губами то ветку донника, то желтый венчик сурепки, то кустик горчука; срывал и ел, двигая сторожкими ушами, стараясь выкинуть языком гремящие, натершие десны удила.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сысна ҫури сасси ҫынсен хӑлхисене йӗппе чикнӗ пек тирсе ыраттарчӗ.

Поросячий визг шилом вонзался в уши.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем те, хӑлхисене ҫине-ҫинех выляткаласа, урисене ҫӗре перӗнтермесӗр тенӗ пек иле-иле пусса, шултра та ҫивӗч утӑмсемпе чупса кайрӗҫ.

Лошади — и те пошли шаговитей, подбористей, невесомо неся и переставляя ноги, деловито перепрядывая ушами.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Качака путекки, Григорин кӗрӗк витнӗ хырӑмӗ ҫине хӑпарса кайса, чылайччен айванла пӑхса тӑчӗ, хӑлхисене вылятрӗ, унтан, хӑюлланса, пӗр икӗ хутчен сиккелесе илчӗ те сасартӑк пӗтрешке урисене чармакласа хучӗ.

Козленок, взобравшись на шубу, на живот Григорию, долго и глупо всматривался, сучил ушами, потом, осмелев, подпрыгнул раз и два и вдруг раздвинул курчавые ноги.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлӗрех сарӑ хӑлхисене ҫилӗллӗн ҫӑт вырттарнӑ, малалла кӑрӑн-кӑрӑн тӑсса хунӑ мӑйӗ тикӗссӗн туртӑнкаласа илет.

Рыжие конские уши были плотно и зло прижаты, шея, вытянутая, как на плаху, ритмически вздрагивала.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗрӗллех куҫӗсене чиксе шӑтарчӗҫ, аллисене, хӑлхисене, сӑмсине касрӗҫ, пит-куҫне хӗҫсемпе урлӑ-пирлӗ таткаласа пӗтерчӗҫ.

Живому выкололи ему глаза, отрубили руки, уши, нос, искрестили шашками лицо.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тулхӑра-тулхӑра ҫӑварлӑхне чӑмлать, куклене-куклене илет, чӗввӗн тӑрать, каллех хӑлхисене лӑпчӑнтарса хурса ҫилхе хушшипе ҫил шӑхӑрттарма, йӑлтӑртатса тӑракан тикӗс чӗрнисем айӗнче сивӗпе касӑлнӑ ҫӗре вӑрӑммӑн янӑраттарса йынӑштарма май кӗтет.

Храпя и кусая удила, она приседала, прыгала в дыбошки, просила повод, чтобы опять пойти броским, звонким наметом, чтобы опять ветер заламывал ей уши, свистел в гриве, чтобы снова охала под точеными раковинами копыт гулкая, выжженная морозами земля.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӳсӗр пуҫпала Петро лашине ҫав ҫунаран кӑкарнӑ-мӗн те, лешӗ нӑхталлӑ пуҫне аяккалла кӑрӑн-кӑрӑн пӑрса, хартлата-хартлата илсе тата хӑлхисене вырттарса, ҫӗр каҫичченех ҫапла тӑнӑ.

Коня, спьяну, привязал Петро к этим же саням, и тот все время стоял, до отказа вытянув на недоуздке голову, всхрапывая, прядая ушами.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳрет ҫак учитель делегатсен пӳлӗмӗсем тӑрӑх — вӗчӗрхенсе, вӑрӑмтуна пек нӑйӑлтатса, казаксен ҫӑмлӑ хӑлхисене йӳҫӗхтерет:

Бродил учитель по комнатам делегатов, ядовито, по-комариному звенел в заволосатевшие уши казаков:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача аллинчи япала ҫине пӑхса тӑнӑ, хӑй куҫӗсене те, хӑлхисене те ӗненмен.

Стоит мальчик, смотрит на сверток, не верит ни глазам своим, ни ушам.

Штык // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑл хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ те, нимӗн тавҫӑрайманнипе, суккӑр куҫне хуҫи еннелле чалӑштарса пӑхрӗ.

Она торчмя поставила уши, чуть покосила в сторону хозяина слепым недоумевающим глазом.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кантӑк янаххисем ҫинче ларакансен хӑлхисене, каҫхи кӗлле чӗнсе чан ҫапнӑ тата ҫил шӑхӑрса ӳленӗ сасӑсемпе хутӑшса, пӑравуссем шӑнса пӑсӑлнӑ пек хӑркӑлтатса кӑшкӑртни килсе илтӗнет.

Сидевшие на подоконниках слышали вечерний благовест и сквозь вой ветра — паровозные осиплые гудки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ӑна, савӑннӑ та хӑранӑскерне, утиялӗ-мӗнӗпе ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе, унӑн кулса тӑран тутине, хупӑннӑ та анчах пурне те куракан куҫӗсене, пӗчӗк ҫемҫе хӑлхисене чуптума пуҫларӗ: вӑл ӑна, ҫулҫӳрен ҫын ӑш хыпса ҫитсен сасартӑк ҫӑлкуҫӗ курса тӑранайми шыв ӗҫнӗ пек, васкаса чуптунӑ.

Он легко, вместе с одеялом, приподнял ее, обрадованную и испуганную, и стал целовать и ее улыбающиеся губы, и ее закрытые, но все видящие глаза, и ее уши, маленькие и мягкие; целовал торопливо и с той ненасытной жадностью, с какой уставший, томимый жаждой путник пьет воду, добравшись до родника.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина медале пӑхса Сергей умнех пӗкӗнчӗ те, Сергей ун хӑлхи тӗлӗнче, тӑнлавӗсем ҫинче ҫемҫе ачаш мамӑкне асӑрхарӗ, Ун ҫемҫе тутине, кӑтра ҫӳҫ ҫаврашкисемпе хупланнӑ хӑлхисене, хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ мӑйне чи малтан курнӑ пек туйӑнчӗ Сергее, илӗртекен ҫемҫе ачаш мамӑка чуптӑвас килчӗ.

Рассматривая медаль она нагнулась к нему так низко, что Сергей разглядел у нее на висках нежный пушок, Он точно впервые увидел и ее губы, и уши в завитках волос, и загорелую шею, и этот нежный пушок, к которому так и хотелось прикоснуться губами…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней