Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIV

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.11 20:43

Предложений: 236; Слово: 2361

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Тепӗр ирхине Григорий ыттисенчен кайран вӑранчӗ. Унӑн ыйхине ҫерҫисем пӳрт ҫунаттипе чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче ҫуркуннехи пек ҫуйхашса чӗвӗлтетни татрӗ. Чӳрече хуппи ҫурӑкӗсенчен хӗвел шевлисем ылтӑн тусанӗ пек сӑрхӑнса тӑраҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи кӗлле кӗме чан ҫапни илтӗнет. Григорий паян вырсарникун иккенне аса илчӗ. Наталья ҫумра ҫук, анчах халӗ те ун ӑшши тӳшек ҫинчен сивӗнмен-ха. Ахӑртнех, тин ҫеҫ тӑрса кайнӑ пулмалла.

— Наташа! — чӗнчӗ Григорий.

Пӳрте Дуняшка кӗчӗ.

— Сана мӗнччӗ, пичче?

— Кантӑк уҫса кӑшкӑр-ха Наталйӑна. Вӑл мӗн тӑвать унта?

— Аннепе иккӗш апат пӗҫереҫҫӗ, хӑех килет ав. Наталья, алӑкран кӗрсе, тӗттӗмре куҫне хӗстерсе тӑчӗ.

— Вӑрантӑн-и?

Ун аллисенчен чӗрӗ чуста шӑрши кӗрет. Ӑна Григорий выртнӑ ҫӗртех ҫупӑрласа ыталарӗ те, ҫӗрлехине ас туса, хӑй ӑссӗн кулса илчӗ.

— Юлтӑн-и ҫывӑрса?

— Ӑхӑ! Ывӑнтарчӗ… ҫӗр каҫа, — Наталья, хӗрелсе кайса, пуҫне Григорий кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ, вӑтанчӑклӑн йӑлкӑшса кулчӗ.

Унтан вӑл Григорие пӗҫҫинчи сурана майласа ҫыхма пулӑшрӗ, арчаран праҫниксенче тӑхӑнмалли ҫӗнӗ шӑлавар туртса кӑларчӗ.

— Мундирне хӗрессем ҫакнине тӑхӑнатӑн пулӗ?

— Ну унпа! — хӑравҫӑллӑн алӑ сулчӗ Григорий. Анчах Наталья хӑпма пӗлмесӗр ӳкӗтлерӗ:

— Тӑхӑн! Атте хӗпӗртӗ. Мӗн эс, сана арчара йӑвалантарма паман-иҫ вӗсене?

Наталья тилмӗрнине кура, Григорий килӗшрӗ. Вӑл, вырӑн ҫинчен тӑрса, Петроран бритва ыйтса илчӗ, хырӑнчӗ, пичӗпе мӑйне ҫуса тасатрӗ.

— Ӗнсӳне хыртӑн-и? — ыйтрӗ Петро.

— Эх, маннӑ, эсрел!

— Эппин лар, хам хырса ярам.

Мӑя сивӗ сӗркӗч ҫӳҫентерсе кайрӗ. Чӗлхине пӗчӗк ача пек кӑларса янӑ Петро ҫине Григорий тӗкӗр витӗр пӑхса тӑчӗ.

— Мӑю сан сухана кӳлнӗ вӑкӑрӑн пек ҫӳхелсе кайнӑ, — кулса илчӗ Петро.

— Хысна ҫӑкӑрӗ ҫинче питех ӳт хушаймӑн. Григорий кӑкӑр тулли хӗреслӗ, хорунжи пакунлӗ мундир тӑхӑнчӗ. Тарласа кайнӑ тӗкӗр ҫине пӑхрӗ те хӑйне хӑй те паллаймарӗ тейӗн: ӑна унтан каснӑ-лартнӑ хӑйнешкел сӑн-питлӗ, ҫӳллӗ те типшӗмкке, чикан сӑнлӑ хура офицер хирӗҫ пӑхнӑн туйӑнчӗ.

— Капла полковник пекех эсӗ! — пӗтӗм чун хавалӗпе хӗпӗртесе каларӗ Петро, шӑлнӗ ҫине ӑмсанмасӑр киленсе пӑхса.

Ку сӑмахсем Григорие ирӗксӗрех хаваслантарса ячӗҫ. Вӑл кухньӑна тухрӗ. Ун ҫине Дарья ытараймасӑр пӑхса тӑрать. Дуняшка ахлатса илчӗ.

Ильинична хальхинче те куҫҫульсӗр ирттерсе яраймарӗ. Вӑл вараланчӑк саппун вӗҫӗпе ҫутӑ тумламсене шӑлса илчӗ те Дуняшка тӑрӑхланине хирӗҫ хӑтӑрса хуравларӗ:

— Ху ҫуратса пӑх малтан ҫакӑн пеккисене, йӗке хӳре! Икӗ ывӑл та пулин ту та — иккӗшӗ те ҫын ҫине тухчӑр!

Наталья вӗри юратупа тӗтреленсе ҫунакан куҫӗсене упӑшки ҫинчен пӗр самант та вӗҫертме пӗлмерӗ.

Шинельне хулпуҫҫийӗ ҫине уртса, Григорий картишне тухрӗ. Суранлӑ ури кансӗрленӗ пирки ӑна крыльца ҫинчен анма йывӑртарах пулчӗ. «Туясӑр ҫӳресе пулмасть», — шухӑшларӗ вӑл, картлашка тӑрӑх карлӑкран тытса анса.

Унӑн пӗҫҫинчи пульӑна Миллеровӑра касса кӑларчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн суранланнӑ вырӑна хӑмӑр кӗсен витсе илчӗ те, халӗ вӑл, ӳте туртӑнтарса, урана ирӗклӗн хуҫлатма кансӗрлесе ҫӳрет.

Тӑпрас ҫинче кушак аҫи хӗртӗнсе выртать. Крыльца умӗнче, хӗвел питтинчерех, юр пӗтемпех ирӗлнӗ, — вырӑнӗ-вырӑнӗпе шыв кӳлленчӗкӗсем палӑраҫҫӗ. Тимлесе те хаваслӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ Григорий картишне. Кунтах, крыльца ҫумӗнче, тӑррине урапа кустӑрми тӑхӑнтарса ҫирӗплетнӗ юпа кантарса тӑрать. Хӗрарӑмсене кирлӗ пирки ҫапла майлаштарса ҫыхнӑ ҫак кустӑрмана Григорий мӗн ачаран лайах ас тӑвать: ун ҫине, крыльца ҫинчен анса чӑрманмасӑр, ҫӗр каҫма сӗт чӗрессисем лартатчӗҫ, кӑнтӑрла савӑт-сапасем типӗтетчӗҫ, хӗвел ҫинче тӑм чӳлмексем хӗртӗнсе ларатчӗҫ. Куҫ умне картишӗнчи хӑш-пӗр улшӑнусем те шӑвӑнса тухрӗҫ: сӑрри кайнӑ кӗлет алӑкне сарӑ тӑмпа шӑлнӑ, сарай ҫине хӑмӑрланма ӗлкӗреймен ыраш улӑмӗ витнӗ; сарай ҫи виттийӗ ҫинчи йывӑрлӑхсем сайрарах курӑнаҫҫӗ, — ахӑртнех пӗр пайне карта юсама янӑ пулас. Ҫиелтен тӑпра витсе купаланӑ мӑкӑрӑлчӑк нӳхреп ҫинче кӑвак кӗл сапаланса выртать; унта, йӑхлӑх хӑварнӑ вун-вун икӗ чӑпар чӑх хушшинче, хӑрах урине шӑнса кӳтнӗ пек хутлатса, ҫӑхан пек йӑм-хура автан каҫӑрӑлса тӑрать. Сарайӗнче хуҫалӑх ӗҫӗнче кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсем хӗллехи ҫил-тӑманран упранаҫҫӗ: армак-чармаккӑн курӑнса, вӑрӑм урапасем лараҫҫӗ; хуралтӑ тӑрринчи тӑвӑр хушӑкран сӑрхӑнакан хӗвел ҫутинчи косилкӑн темле тимӗрӗ йӑлкӑшса ҫунать. Лаша вити ҫывӑхӗнчи ӑшӑ тислӗк ҫинче хурсем лараҫҫӗ. Тӗпеклӗ хур аҫи хӑйӗн ҫывӑхӗнчен уксахласа иртнӗ Григорий ҫине пуҫне мӑнаҫлӑн чалӑштарса пӑхса илчӗ.

Григорий, килти хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнса, пӳрте кӗчӗ. Кухьнӑра сар ҫупа кӑмакаран кӑларнӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши сарӑлнӑ. Дуняшка чечеклӗ турилкке ҫинче йӳҫӗтнӗ пан улми суса тӑрать. Григорий пан улмисем ҫине пӑхса илчӗ те хумханчӑклӑн ыйтрӗ:

— Йӳҫӗтнӗ арпус пур-и?

— Анса ил, Наталья, — сасӑ пачӗ Ильинична. Чиркӳрен Пантелей Прокофьевич таврӑнчӗ. Турӑ ҫӑкӑрне, касса кӗл тутарнӑ татӑкӗпе пӗрле, килти ҫын шучӗ тӑрӑх валӗ туса вакларӗ те сӗтел хушшинче кашнинех пӗрер татӑк валеҫсе тухрӗ. Ирхи апата ларчӗҫ. Шӑллӗ пекех шукӑль тумланнӑ Петро, ҫитменнине тата мӑйӑхне те ҫу сӗрнӗскер, Григорипе юнашар кӗрсе ларчӗ. Вӗсене хирӗҫ, пукан хӗррине, Дарья вырнаҫрӗ. Хӗвел ури унӑн ҫу сӗрнӗ хӗрлӗ пичӗ ҫине пайӑркаланса ӳкет. Вӑл, хӗвелпе йӑлтӑртатакан хура куҫ харшисен авӑнчӑк кӑшӑлӗсене кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерсе, куҫне хӗскелесе ларчӗ. Наталья ачисене пӗҫернӗ кавӑн ҫитерчӗ, хушшӑн-хушшӑн Григорий ҫине кулкаласа пӑхрӗ. Дуняшка ашшӗпе юнашар кӗрсе ларчӗ. Ильинична сӗтел кӗтессине, кӑмака ҫывӑхнерех вырнаҫрӗ.

Праҫник чухнехи йӑлапа тутлӑ та нумай ҫирӗҫ. Така ашӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки хыҫҫӑн лапшу, унтан така ашӗ, чӑх ашӗ, така урисенчен пӗҫернӗ стутен, ӑшаланӑ ҫӗр улми, услам ҫу ярса вир пӑтти, кулага, хӑймапа икерчӗ, йуҫӗтнӗ арпус ҫирӗҫ. Ҫӑвартан курӑнас пек чыхса тултарнӑ Григорий сӗтел хушшинчен йывӑррӑн йӑраланса тухрӗ те, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, сӑхсӑхса илчӗ; унтан, какӑркаласа, кравать ҫине кайса выртрӗ. Пантелей Прокофьевич ҫаплах пӑтта хирсе ларчӗ: ӑна кашӑкӗпе сирсе варрине куҫ пекки турӗ те, йӑлтӑркка сарӑ ҫу ярса, ҫуллӑ пӑтта тирпейлӗн ӑса-ӑса хыпрӗ. Петро, пӗчӗк ачасемшӗн каҫсах каяканскер, Мишаткӑна ҫитерсе аппаланчӗ; выляса, унӑн пичӗпе сӑмсине турӑхпа сӗре-сӗре вараларӗ.

— Тете, ан аташса лар!

— Вара мӗн!

— Мӗн питрен сӗрен?

— Вара мӗн?

— Каласа паратӑп аннене!

— Вара мӗн?

Мишаткӑн пӗтӗмпех Мелеховсен йӑхне хывнӑ сивлек куҫӗсем ҫилӗллӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ, вӗсенче тарӑху куҫҫулӗсем ҫуталса чӗтренчӗҫ; вӑл, тетӗшне ыррӑн каласа ӳкӗте кӗртейменнипе халтан кайса, сӑмсине чышкипе шӑла-шӑла кӑшкӑрса вӑрҫрӗ:

— Ан варала!.. Сурӑх!.. Ухмантей!

Петро, чунӗ килениччен ахӑлтатса, каллех шӑллӗне сӑйлама пуҫларӗ: пӗр кашӑкне ҫӑвара сыптарать, теприне сӑмси тӑрӑх ярать.

— Чисти пӗчӗк ачах… тупнӑ вӑйӑ, — мӑкӑртатса илчӗ Ильинична.

Дуняшка, Григорий ҫумне пырса ларса, каласа пама тытӑнчӗ:

— Петро вӑл юратать ухмахланма: ялан мӗн те пулин шутласа тупать. Пӗркун ҫапла, Мишаткӑпа иккӗшӗ картишне тухнӑ та, Мишакин пысӑккипе сарай хыҫне каяс килнӗ. Ыйтать хайхи ҫакӑнтан: «Пичче, тет, юрать-и крыльца патне?» Петро калать: «Ҫук, юрамасть. Аяккарах кай», тет. Мишатка аяккарах кайса ларать: «Кунта тата?»  — «Ҫук, ҫук. Чуп ав кӗлет патне». Кӗлет патӗнчен — лаша вити патне, унтан — йӗтем ҫине чуптарать. Хӑвалать, хӑвалать ҫакна, юлашкинчен вара Мишатка йӗм ҫинех кӑларса янӑ… Эх, вӑрҫрӗ уншӑн Наталья!

— Кӳр, хам ҫиетӗп! — почта шӑнкӑравӗ пек йӑнкӑлтатрӗ Мишатка.

Мӑйӑхне кулӑшла мӗкӗлтеттерсе, Петро килӗшмесӗр тӑчӗ:

— Ҫук, йӗкӗт! Эпех ҫитерем-ха сана!

— Хам ҫиетӗп, ами!

— Амипе аҫи пирӗн витере лараҫҫӗ — курнӑ-и? Асаннӳ вӗсене мӑшкӑлтӑкпа тӑрантарать.

Вӗсем калаҫнине итлесе кулса выртнӑ хушӑра Григорий чӗлӗм чӗркерӗ. Ун патне Пантелей Прокофьевич лӑкӑштатса пычӗ.

— Паян Вешкине ҫитме шут пур.

— Мӗн ӗҫпе?

Пантелей Прокофьевич, кулага ҫинипе ҫӑран какӑрса, сухалне шӑлса илчӗ.

— Шорник патне ҫитмелле: юсаттарма икӗ хӑмӑт леҫсе панӑччӗ те кайса илес.

— Паянах таврӑнатӑн пулӗ?

— Унта мӗн тесе ҫӗр каҫас? Каҫалапа таврӑнатӑп. Пӑртак канса илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫак хӗле кӗрсен суккӑрланнӑ кӗсрине кӳлчӗ те, ҫара ҫуна ҫине ларса, ҫул ҫине тухрӗ. Станица ҫулӗ улӑхпа ҫаврӑнса каять. Тепӗр икӗ сехетренех вӑл Вешенскине карлаттарса ҫитрӗ. Малтан почтӑна кӗрсе тухрӗ, хӑмӑтсене кайса илчӗ, унтан вара лашине тахҫантанпа туслӑ-пӗлӗшлӗ пурӑнакан кумӑшӗсен килӗ еннелле ҫавӑрчӗ. Кумӑшӗ ун ҫӗнӗ чиркӗве хирӗҫ пекех пурӑнать. Хӑна тесен, кирек хӑҫан та тараватскер, кил хуҫи ӑна пынӑ-пыман апат лартрӗ.

— Почтӑра пултӑн эппин? — ыйтрӗ вӑл, черккене темскер тултарса.

— Пултӑм ҫав, — пӗчӗкҫӗ графин ҫине тӗлӗннӗ пек чӑл-чӑл пӑхса ларнӑ май тасарах хуравларӗ те Пантелей Прокофьевич, тискер кайӑк йӗрӗ ҫине ӳкнӗ пек, сывлӑша нӑшӑк-нӑшӑк тутарса шӑршласа илчӗ.

— Ҫӗннине нимех те илтмерӗн-и?

— Ҫӗнни? Ҫук-ҫке, ним те илтмерӗм. Мӗн тата?

— Каледин, ара, Алексей Максимович, нумай пурӑнма хушса хӑварнӑ.

— Темскер ан калаҫ-ха эсӗ?!

Пантелей Прокофьевич палӑрмаллах кӑвакарса-симӗсленсе кайрӗ, ытарлӑ графинпа пӳртре сарӑлнӑ шӑршӑ ҫинчен манса, лаках пукан хыҫӗ ҫумне сӗвенчӗ.

— Телеграфпа пӗлтернӗ: тин анчах Новочеркасскра перӗннӗ, тет, — куҫне хурлӑхлӑн мӑчлаттарса каласа пачӗ ӑна кил хуҫи. — Пӗтӗм облаҫӗпе пӗртен пӗр генерал пулнӑччӗ. Кавалерччӗ, ҫынни мӗнлерехчӗ тата! Казаксене кӳрентерме парас ҫукчӗ те-ха вӑл, мӗн тӑвӑн.

— Чим-ха, кум! Апла мӗнле пурӑнӑпӑр халӗ? — хыпӑнса ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич, черккине хӑй умӗнчен аяккарах шутарса.

— Турӑ пӗлет-и, йывӑр вӑхӑтсем пуҫланаҫҫӗ. Ҫын чипер ырӑ пурнӑҫранах перӗнес ҫук.

— Мӗн пирки пулнӑ-ши?

Кумӑшӗ — авалхи казаксем пек тӗреклӗскер — ҫилӗллӗн алӑ сулчӗ.

— Пӑрӑнса пӗтнӗ унран фронтовиксем, большевиксен енне сулӑнса кайнӑ, — ҫавӑнпа турра чунне панӑ та атаман. Тупӑнӗҫ-ши-ха урӑх ун пеккисем? Кам хӳтӗлекен пулӗ пире? Каменскинче темле рыхком тунӑ та унта пӗтӗмпех фронтран килнӗ казаксене лартса тултарнӑ, теҫҫӗ… Кунта та акӑ… илтнӗ пулӗ эсӗ? Приказ ярса панӑ вӗсем: атамансене вырӑнтан кӑларса пӑрахмалла иккен те леш хайхи рыхком текеннине суйламалла. Ахаль-и-ха мужиксем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ! Ҫав лӑпӑр-лапӑр платниксем, тимӗрҫӗсем, тӗрлӗрен вӑрӑ-хурах таврашӗсем, — ҫаран ҫине ӳпре сырӑннӑ пек, Вешкине сырса тулнӑ!

Пантелей Прокофьевич, чаларнӑ пуҫне усса, вӑрах хушӑ шӑпӑрт ларчӗ; унтан пуҫне ҫӗклерӗ те — куҫӗсем сивлек те хаяр ҫутӑпа йӑлкӑшса пӑхрӗҫ.

— Графинра мӗн сан?

— Спирт. Шӑллӑм Кавказран илсе килнӗ.

— Ну, кил эппин, кум, Каледина, вилнӗ атамана, асӑнӑпӑр. Ҫӳлти патшалӑха кайтӑр!

Ӗҫрӗҫ. Кил хуҫин ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, чӗкеҫ шатриллӗ хӗрӗ сӗтел ҫине ҫыртмаллисем пырса лартрӗ. Малтан Пантелей Прокофьевич кил хуҫисен ҫуни патӗнче пуҫне усса тӑракан кӗсри ҫине пӑха-пӑха илчӗ; анчах кумӑшӗ хӑй ҫине илсе шантарчӗ:

— Лашушӑн ан хӑра. Шӑварса апат пама хушатӑп эпӗ.

Унтан кӗҫех, графина хухтарса пынӑ май хӗрӳ калаҫӑва кӗрсе кайса, Пантелей Прокофьевич хӑйӗн лаши ҫинчен ҫеҫ мар, ҫут тӗнчере мӗн пулса иртни ҫинчен те йӑлтах манчӗ. Григорий ҫинчен темскер сӳтӗлсе каласа пачӗ, ӳсӗрӗлсе кайнӑ кумӑшӗпе тавлашса илчӗ, мӗн пирки тавлашни ҫинчен хӑй те кайран ас туса илме пултараймарӗ. Каҫхине тин вӗткеленме пуҫларӗ. Кунтах ҫӗр каҫма ӳкӗтлерӗҫ пулин те, вӑл ӑна-кӑна пӑхмасӑр килне кайма шут турӗ. Кӗсрине ӑна кил хуҫи ывӑлӗ кӳлсе пачӗ, ҫуна ҫине ларма кумӑшӗ пулӑшрӗ. Кумӑшӗ пуҫне хӑнине хӑйӗн ӑсатса ярас шухӑш килсе кӗчӗ; хыҫсӑр ҫуна ҫине иккӗшӗ ҫума-ҫумӑн кӗрсе выртрӗҫ те ыталанса илчӗҫ. Ҫуни хапхаран ҫакланса ларчӗ, кайран та, мӗн улӑха тухичченех, кашни кӗтесрен ҫаклана-ҫаклана пычӗ. Улӑхра кумӑшӗ макӑрса кӑтартрӗ, хӑй еккипех ҫуна ҫинчен ӳксе юлчӗ. Чылайччен вӑл юр ҫинче тӑват уран мекеҫленсе тӑчӗ, ура ҫине тӑраймасӑр тулашса ятлаҫрӗ. Пантелей Прокофьевич кӗсрене юртӑпа хӑваларӗ, ӑсатма тухнӑ кумӑшӗ юр ҫинче тӑватӑ уран упаленсе юлнине курмарӗ те. Лешӗ, сӑмсипе юр ҫине тӑрӑна-тӑрӑна кайса, телейлӗн ахӑлтатса кулчӗ, хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа такама тархасларӗ:

— Ан кӑтӑкла!.. Ан кӑтӑкла, тар-хас-шӑн!

Темиҫе хутчен пушӑпа ӑшалантарса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич кӗсри уҫӑрах, анчах шанчӑксӑр, суккӑр юртӑпа малалла кайрӗ. Кӗҫех ун мухмӑрпа ӗнтӗркенӗ хуҫи, ҫуна ӳречи ҫумне тӗршӗнсе, шӑпланса выртрӗ. Чӑпӑрккине сисмен ҫӗртен хӑй айне тӗркелесе чикрӗ. Вара кӗсре, тытса пырса ҫул кӑтартакан ҫук пирки, майӗпентерех утма пуҫларӗ. Пирвайхи ҫул юппинчех вӑл Кӗҫӗн Кремечке хуторне каякан ҫул ҫине аташса кӗчӗ те ҫав ҫулпа кайрӗ. Тепӗр темиҫе минутран ӑна та ҫӗтерчӗ. Ҫӗтмен ҫеремсемпе, алтӑк-путаклӑ вырӑнсемпе, ҫулсӑр-мӗнсӗр утрӗ вӑл; вӑрман хӗрринчи юр ӑшне кӗре-кӗре ларчӗ, хартлаткаласа, лапамлӑ варсене ана-ана кайрӗ. Ҫуна темле йывӑҫ тӗмескинчен пырса ҫаклансан, кӗсре чарӑнса тӑчӗ. Сасартӑк темскер ҫине ҫитсе тӑрӑннипе старик самантлӑха вӑранса кайрӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те урмӑшшӑн хайӑлтатса тӑкрӗ:

— Ну, явӑл!.. — унтан каллех ҫуна тӗпне тӗшӗрӗлчӗ. Кӗсре вӑрман хӗррипе чиперех иртрӗ, йӗркеллӗн Дон еннелле анса пычӗ, унтан хӗвелтухӑҫ енчен кизек тӗтӗмӗн шӑршине вӑркӑштарса килекен ҫиле май Семеновски хуторӗ ҫине ҫул тытрӗ.

Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать. Ҫав ланкашка патӗнчи хӑйӑрлӑ ҫыран айӗпе вӗре ҫӑлсем тапса тухаҫҫӗ — хӗл каҫипе те унта шыв пӑрланса лармасть; сарлака шыв куҫӗн симӗс кӗленчи ӑшӑ сывлӑшпа сывлать те, Дон тӑрӑх выртакан хӗллехи ҫул, ҫак вырӑнтан шиклӗн пӑрӑнса, питӗ аякран ҫаврӑнса каять. Ҫуркунне, чакса пыракан ейӳ Дон ҫине юхса кӗнӗ вӑхӑтра, ку тӗлте шыв айӑн-ҫийӗн явӑнса пӑтранать, кӑпӑкланса вӗрет, тӗрлӗрен пӗчӗкҫӗ юхӑмсене чӑлхантарса, шыв тӗпне ҫуса тасатать; ҫу каҫипех унта, шыв юхтарса аннӑ ҫывӑхри ҫатрака купи патне ишсе пыма тӗрмекленсе, темиҫе чалӑш тарӑнӑшӗнче сазан-пулӑсем пурӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑнти шыв куҫӗн сулахай хӗрринелле утса кайрӗ те Мелеховсен суккӑр кӗсри. Пантелей Прокофьевич йӑшӑлтаткаласа хӑрах куҫне уҫса пӑхнӑ вӑхӑтра унта ҫитесси пӗр ҫирӗм чалӑш пек кӑна юлнӑччӗ. Хӑрӑм пек хура тӳперен симӗсрех сарӑ ҫӑлтӑрсен пиҫсе ҫитеймен ҫупкӑмӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ. «Ҫӗрле пулнӑ…» — тӗтреллӗн тавҫӑрса илчӗ те Пантелей Прокофьевич тилхепене ҫилӗллӗн карӑнтарса туртрӗ:

— Ну, ну-у!.. Эпӗ сана, ватӑ кӗсен!

Кӗсре ҫӑмӑллӑн юрттарса кайрӗ. Унӑн сӑмсине сасартӑк ҫывӑхри шыв шӑрши пырса ҫапрӗ. Вӑл хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ те, нимӗн тавҫӑрайманнипе, суккӑр куҫне хуҫи еннелле чалӑштарса пӑхрӗ. Сасартӑках унӑн хӑлхине шыв шампӑртатнӑ сасӑ килсе кӗчӗ. Тискеррӗн хартлатса илсе, кӗсре аяккалла туртӑнчӗ, каялла чакма пикенчӗ. Тӗпӗнчен шыв ҫисе якатнӑ ҫӳхе пӑр катрамӗ, кӗсре урисен айӗнче ҫемҫен ҫатӑртатса ҫурӑлса, юрлӑ сӑмсипе ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Кӗсре, вилес пек хӑраса, хартлатса ячӗ. Пӗтӗм вӑйран вӑл кайри урисем ҫинче тӗрев тупма пикенчӗ; анчах малтисем вӗҫерӗнсе кайса шыва путма пуҫласанах, пӑр кайри урисем айӗнче те катӑлса тухрӗ. Йывӑррӑн ухӑнса, пӑр катрамӗ икӗ еннелле чашӑлтатса сирӗлчӗ. Шыв куҫӗ хӑйне лӑнкӑртаттарса ҫӑтнӑ чух кӗсре кайри урине шӑнӑр туртса хутлатнӑ пек силлентерсе илчӗ те туртана хыттӑн тапса ячӗ. Темле ырӑ мар япала пулса иртнине сиссе, Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫуна ҫинчен сикрӗ, хырӑмӗпе хӑвӑрт каялла шуса кайрӗ. Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ. Пӑр ванчӑкӗсемпе хутӑшса кайнӑ шыв, ҫемҫен чӑштӑртатса, хум юхӑмне темле ҫеҫ Пантелей Прокофьевич патне кустарса ҫитереймерӗ. Пантелей Прокофьевич ӗненмелле мар хӑвӑрт кутӑн шуса кайрӗ, унтан тин, ура ҫине ҫирӗппӗн сиксе тӑрса, хӑрушӑ сасӑпа ҫинҫен мӗкӗрсе ячӗ:

— Ху-ра-а-а-ах, ырӑ ҫынсем!.. Пу-та-а-ат-пӑ-ӑр!

Унӑн мухмӑр-сухмӑрӗ, савӑлпа ҫапса кӑларнӑ пек, хӑвӑрт сӗвӗрӗлсе кайрӗ. Вӑл тепӗр хут шыв куҫӗ патне вӑркӑнса пычӗ. Ун умӗнче тин ҫеҫ катӑлса тухнӑ пӑр йӑлтӑртатса чӳхенет. Шыв юхӑмӗпе ҫил сарлака шыв куҫӗн хура ҫӑварӗ тӑрӑх пӑр катӑкӗсене юхтараҫҫӗ; ҫавра ҫил пек пӗтӗрӗнсе, хумсем явӑнаҫҫӗ, сивлеккӗн чӑштӑртатса чӳхенеҫҫӗ. Таврара масар ҫинчи пек шӑп. Тӗттӗмре инҫетри хуторӑн сарӑ ҫутисем сӑрхӑнаҫҫӗ. Тӳпен тӗссӗр чаршавӗ айӗнчи вӗтӗ ҫӑлтӑрсем, хальхаҫҫӑн сӑвӑрса янӑ пӑрҫа пек курӑнса, вӑйсӑррӑн чӗтренсе ҫунаҫҫӗ. Ҫил кӗрпеклӗ юра ҫӗр ҫумӗпе шӑлса вӗҫтерет, вичкӗннӗн тулашать, ҫӑнӑх тусанӗ пек юр пӗрчисене симӗс авӑрӑн хура шӑтӑкне пӗрӗхтерет. Шыв куҫӗ вара, кӑшт кӑна палӑракан сивӗ пӑспа сывласа, ҫав-ҫавах хаваслӑ та хӑрушӑ тӗспе йӑлтӑртатса хуралать.

Тинех кӑшкӑрни айванла та усӑсӑр пулнине Пантелей Прокофьевич туйрӗ. Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ӳсӗр пуҫпа ӑҫта килсе ҫакланнине тавҫӑрса, хӑйне тата анчахрах пулса иртнӗ инкек ҫине чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ. Аллинче ун ҫуна ҫинчен сикнӗ чух пӗрле илме ӗлкӗрнӗ чӑпӑркки ҫеҫ юлнӑ. Вӑл, усаллӑн ятлаҫкаласа, самайччен хӑйне ҫурӑмӗ тӑрӑх пушӑпа ӑшалантарса тӑчӗ; анчах ыратни ҫав-ҫавах сисӗнмерӗ, — кӗрӗкӗ хӳтӗлерӗ, пӗр ҫакӑншӑн кӑна хывӑнасси усӑсӑр пек туйӑнчӗ. Пантелей Прокофьевич пӗр чӗптӗм сухал кӑкласа кӑларчӗ те, сутӑн илсе ҫухатнӑ япаласен, кӗсрен тата ҫунапа хӑмӑт таврашӗсен хакне шутласа пӑхса, урса кайнӑ пек тарӑхса ятлаҫрӗ, юлашкинчен шыв куҫӗ патнех уксахласа пычӗ.

— Суккӑр шуйттан!.. — сассине хурлӑхлӑн чӗтрентерсе каларӗ вӑл шыва путнӑ кӗсрине. — Курва! Ху путрӑн, мана та кӗҫех путарса вӗлереттӗн! Ӑҫта сӗтӗрсе килнӗ-ха сана эсрелсем? Унта кӳлсе чупӗҫ сана шуйттансем — хӑвалама япали пулмӗ!.. Мейӗр, пушшине те илӗр эппин!.. — Вӑл, аллипе хаяррӑн сулса ярса, чие хуллинчен тунӑ пушӑ аврине шыв куҫӗн варрине вӑркӑнтарчӗ.

Чӑпӑркка, шӑрлатса илсе, шыва ҫитсе тӑрӑнчӗ, тӗпсӗр авӑра анса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней