Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑлхисене (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк шишельный цехра кӗрленӗ сасӑ вӗсен хӑлхисене хупласа илчӗ.

В обширном и холодном шишельном цехе их оглушил шум.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Таня вӗсем хушшинче Филимонова палласа илчӗ; вӑл тӑлӑпне йӳле янӑ, ҫӗлӗкӗн хӑлхисене уснӑ.

Таня узнала среди них Филимонова: он был в распахнутом черном тулупе и шапке с опущенными ушами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Борин хӑлхисене тӑратрӗ.

Борин прислушался.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Офицер повозкин чарӑнса тӑма тӳр килчӗ, ҫул ҫинче ҫӑра пӗлет евӗр тусан ҫӗкленчӗ, офицерӗн куҫӗсене, хӑлхисене кӗре-кӗре тулчӗ вӑл, тарланӑ пичӗ ҫине ларма тытӑнчӗ, офицер вара, тусан кӗресрен, куҫӗсене хӗссе, пит-куҫне чалӑштаркаласа, чирлисемпе аманнисене пӗр пӑлханмасӑр, сиввӗнрех пӑхса ирттере-ирттере ячӗ.

Офицерская повозочка должна была остановиться, и офицер, щурясь и морщась от пыли, густым, неподвижным облаком поднявшейся на дороге, набивавшейся ему в глаза и уши и липнувшей на потное лицо, с озлобленным равнодушием смотрел на лица больных и раненых, двигавшихся мимо него.

1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫул ҫинче ҫурхи сывлӑшпа, хӗвелпе ӳсӗрӗлнӗ вӑрӑм ураллӑ кӑнттам пӑру, хӑлхисене хупах пек сарса пӑрахнӑ та, ярапа вӗҫлӗ хӳрине килӗшӳсӗр ҫӳлелле тӑратса, сиккелесе ҫӳрет.

По дороге скакал, опьяненный солнцем, весной и воздухом, неуклюжий длинноногий теленок; расставив уши лопухами и нелепо задрав хвост с кисточкой на конце.

Хыпарҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл хӳрине хӗсни те, хӑлхисене лапчӑтни те лайӑхах курӑнать, карӑннӑ ырхан кӗлетки палӑрать.

Уже виден его поджатый хвост, прижатые к затылку уши, все напряженное, худое, вытянутое тело.

Морзе азбуки // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӑраса ӳкнӗ мулкач ҫеҫ тӗм хыҫӗнчен сасартӑк сиксе тухрӗ те, сехри хӑпнипе хӑлхисене лӑпчӑтса, кайри урисене малти урисенчен ирттерсе, аяккалла ыткӑнчӗ.

Только вспугнутый беляк вдруг вырвался из куста и, испуганно прижав уши, бросился наутек, обгоняя задними лапами передние свои ноги.

Морзе азбуки // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл гектар, центнер, суперфосфат мӗнне начар ӑнланать, пуринчен ытла, — сӑввине манса каясран хӑрать, ҫавӑнпа хӑлхисене хупларӗ те тепӗр хут пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ.

Во-первых, она еще плохо разбиралась в нектарах, центнерах, суперфосфатах, а главное, — очень боялась, что забудет стихотворение, и, зажав уши, повторяла его громким шепотом.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Пӑрҫине эс, Марья, пуҫтар та кӑларса пӑрах, атту вӗсем тата хӑлхисене чиксе лартӗҫ.

— Собери-ка ты, Маня, весь горох да выброси, а то они его еще в уши засунут.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Машка сӑмсине турткаласа илчӗ, хӑлхисене хускаткаларӗ, тӑмасӑрах улма хуппи патнелле туртӑнчӗ.

Машка подергала пятачком, похлопала ушами и лежа потянулась к картошке.

Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ай, айван та эс, — кулса ячӗ Дуня инке, — Машка ҫывӑрать, хӑлхисене шӑнасем ҫыртнӑ пирки турткалать.

— Ах ты, глупенькая, — рассмеялась тетя Дуня, — Машка спит, а ушами дергает потому, что ее мухи кусают.

Чижикпа Машка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Машкӑран… анма ирӗк памасть, хӑлхисене кӑрт-карт! турткалать.

— Машки… не позволяет слезть, ушами дергает…

Чижикпа Машка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унӑн сассинчен лаша та хӑрарӗ, хӑлхисене тӑратрӗ.

Так что лошадь испуганно дергает ушами.

Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Михеев, хӑлхисене пӳрнисемпе питӗрсе, урайне ӳпне персе анчӗ.

— Михеев лег ничком на пол, заткнув пальцами уши.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Унтан хӑлхисене каснӑ.

Потом отрезали уши.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ман лаша хӑлхисене тӑратса хартлатма пуҫларӗ.

Моя лошадь насторожила уши и захрапела.

XC сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пару ӑна-кӑна пӑхмасӑр пӑр ҫине сиккелесе кӗрсе кайнӑ та, хӳрине тӑратса, хӑлхисене лӑпчӑтса, йӑкӑлт-йӑкӑлт сиккелесе ҫаврӑнкалама тытӑннӑ.

А теленок разбежался на лед, загнул хвост, приложил уши и стал кружиться.

Пӑру // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӑватӑ тискер ҫын пӗр вӑхӑтрах хӑлхисене ҫав ҫурӑксем ҫумне тытаҫҫӗ те йӑпшӑнса итлесе тӑраҫҫӗ.

К этим щелям четыре дикаря одновременно прикладывают уши и, притаившись, слушают.

ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Уксах пырса сӗртӗнсен, вӑл, хӑлхисене лӑпчӑтса, тапма урине ҫӗклерӗ.

А когда калека тронул ее, она прижала уши и подняла ногу.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Упа пуҫне ҫӗклерӗ те, хӑлхисене лӑпчӑтса, шӑлӗсене шатӑртаттарса, тӳрех ман ҫине сикрӗ.

Приподнял он голову, прижал уши, осклабился и прямо ко мне.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней