Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 5

Раздел: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Источник: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Добавлен: 2020.04.06 21:19

Предложений: 168; Слово: 1204

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Хулана аҫа-ҫиҫӗм каскалать. Кая юлни, хаярри… Тӑкӑрлӑксенче юпаланса ҫӗкленет те хӑйӑр утравӑн-утравӑн асфальт ҫине ларать, йывӑрскер, ҫапса ҫунӑ ҫумӑрпа пӑшӑхланнӑскер те пусӑрӑннӑскер.

Таня аҫа-ҫиҫӗмрен питӗ хӑрать. Аслати кӗмсӗртетме пуҫласан, ниҫта кайса кӗме пӗлмест вара. Ача пек, кӗтессе хӗсӗнсе ларать, пуҫне пӗркет, хӑлхисене хуплать те: «Сережа, чарӑнмарӗ-и-ха?» — ыйтать чӗтрекен сасӑпа. Сергей ун хӑравҫӑлӑхне ӑнланмасть. Пачах-ха, вӑл кӗтмен ҫӗртенех ҫакна туйса илчӗ: аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ӑна пӳртре ларма питӗ йывӑр, ун тем пекех урама тухса ҫӳрес килет. Ҫутҫанталӑк ҫапла усаллӑн алхаснинче вӑл хӑйне кирли пур пек, чунӗпе, шухӑш-туйӑмӗпе килӗшӳлӗх тупнӑ пекех туять. Анчах мӗн-ши? Сергей куна хӑй те ӑнланаймасть. Ун, тен, ҫакнашкал ирӗккӗн те сарлакан, шавласа та кӗрлесе тӑракан чӗрине йӑпатса лӑплантарас, халь-халь тапса тухасшӑн пулса шаккакан таҫта шала вырнаҫнӑ чи хаклӑ туйӑмне каласа парас килет-и.

Сергей Егорычпа тахҫан калаҫнине аса илчӗ. «Пурӑнса ирттернине, чӗрӳ витӗр кӑларнине хӑв ӑшунта тытса тӑма хӗн, — тенӗччӗ старик. — Ҫакнашкал самант та килсе лекме пултарать: хӑв шухӑшусене эсӗ ҫынсене каласа памасӑр, вӗсемпе канашламасӑр чӑтса тӑрайми те пулатӑн. Этеме вара кун пек чух хут енне туртать. Санпа та ҫаплах пулӗ-ха акӑ, Сережа».

«Улӑм пӗрчи ывӑтса парать ӗнтӗ Егорыч, — шухӑшларӗ ун чухне Сергей. — Хӑй ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑран арпашать. Ман каласа кӑтартмаллийӗм те ҫук та, унсӑр пуҫне ӑна калама та ӑсталӑхпа хайлалӑх кирлӗ-ҫке. Вӗсене сутӑн илме ҫук, ҫын хӑй вӗсемпе ҫуралмалла».

Ларин вилнӗ хыҫҫӑн Сергей ҫак калаҫу патне шухӑшпа темиҫе хут та ҫаврӑна-ҫаврӑна килчӗ. Анчах, ку хӑтлануран нимӗн те тухас ҫук, тенисӗр пуҫне, нимех те туман, малалла кайман.

Пӗррехинче вӑл, шкулта чухне, хӑйне тивӗҫсӗр (ун шучӗпе ӗнтӗ) иккӗ лартса панӑшӑн кӳренсе. Урок вӑхӑтӗнчех куҫҫуль ҫӑта-ҫӑта сӑвӑ тӗрлесе хучӗ. Сӑвви вӑрӑмччӗ, хаяр та тункаталлӑ. Пӗтӗм шкул пухӑвӗнче комсомол бюровӗн секретарӗ, шӗвӗрех ҫивӗтлӗ хӗрача, Сергей пултарулӑхне тивӗҫлӗ хак пачӗ: пӗрремӗш гонорар вырӑнне поэта, личнӑй делӑна ҫырса, строги выговор парнелеме хистерӗ.

«Вырӑс сӑвӑҫӗсен кун-ҫулӗ яланах йывӑр пулнӑ», — йӑпатрӗ хӑйне хӑй Сергей.

— Декабрист! — лӗкӗртетрӗҫ вара намӑсланнипе ахаль те пуҫне ниҫта пырса чикеймен поэтран кӳршӗ класри ахӑлти хӗрачасем.

Хытхурийӗ питӗ те йӗплӗ пулчӗ, Сережка Петров шкул ачи вара, хӑйне урӑх ӗмӗрте ҫуралнӑ пек шутласа, Парнас тӳпине хӑпарма ӗмӗтленнӗ шухӑшне ним хӗрхенӳсӗрех таткаларӗ те пӑрахрӗ.

Каярах, ҫарта чух, Сергей калав ҫырма хӑтланса пӑхрӗ тата. Пултарулӑх сӗтекне ӑнланасшӑн ҫунакан дневальнӑй, тарлӑ асаппа тертленсе ларса, шурӑмпуҫ килсе ҫитнине те, унпа пӗрлех казармӑна ҫилӗллӗ старшина вӑркӑнса пырса кӗнине те сисмерӗ. Салтаксем нормӑран ытлашшине икӗ минут нумайрах ҫывӑрнӑччӗ. Петров рядовой вара, устава пӑснӑшӑн, ҫар йӗркин мӗнпур чыс-мухтавӗпе эрешлени черетсӗр икӗ наряда ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах ҫаклатса та илчӗ.

«Советский воин» хаҫатра кӗҫех службӑна вӗҫленӗ салтаксем ҫеремлӗ ҫӗрсене уҫма кайни ҫинчен калакан пӗчӗк заметка ҫапӑнса тухрӗ.

«С. Петров, Н-ски чаҫри авиамеханик» — вуларӗ вӑл хӑй хушаматне. Пӑлханнипе ҫавӑн чух чӗри те тапма чарӑннӑччӗ пулас ун.

— Эпӗ пысӑк калавах ҫырнӑччӗ-ҫке! — тӗлӗнчӗ тӑн килсе кӗнӗ корреспондент. — Мӗн туса хунӑ вӗсем унпа! Кунта пурӗ те ҫырнин пиллӗкмӗш пайӗ ҫеҫ!

Чӗринче хӑй куншӑн та ҫав тери савӑннӑччӗ, мухтанма та хатӗрччӗ, хаҫатне вара салтак хутаҫӗнче чылайччен сыхласа усрарӗ.

Малалла вӑл, тем тери тӑрӑшрӗ пулин те, хаҫат ӗҫӗнче ӳсӗм тӑваймарӗ. Ун калавӗсемпе очеркӗсене редакци кашнинчех каялла тавӑра-тавӑра пачӗ. Отвечӗсем пурте пӗр евӗрлӗччӗ — эрлентерекен, кӳрентерекен ответсем: «Пичетлеме пултараймастпӑр, хальхи авторсене ытларах вулама, чӗлхе тӗлӗшпе ҫине тӑрсах ӗҫлеме сӗнетпӗр…»

Салтакӗ, чӑн та, нумай вуларӗ, ӗҫлерӗ, анчах аллине текех ручка тытмарӗ. Пултарулӑх ҫук, терӗ вӑл хӑйне татӑклӑн.

Хӑюсӑр та шанӑҫсӑр пӗчӗк пӗлӗтсем пек пухӑна-пухӑна, ҫак шухӑшсем ерипен пысӑк пӗлӗте ҫаврӑнчӗҫ. Вӑл ӗнтӗ, ҫав пӗлӗт, тыткӑнра тӑма пултараймасть, ӑна тӑвӑр пула пуҫларӗ, ҫавӑнпа ирӗк те уҫӑ ҫӗрелле тухма талпӑнчӗ. Ӑна тата ҫиҫӗм кирлӗ. Егорыч, малтан каласа, йӑнӑшмарӗ. Сергей вӑрттӑнла-кӗрттӗнле вӑй пухрӗ, аслатилле тӑвӑл хускаласса кӗтрӗ. Иртнине виҫсе пӑхмасӑр, пурӑнса курнине кӑларса пӑрахмасӑр чӑтса тӑма ун текех хал ҫитмерӗ.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен

«…хуйха, шалти пӑлханӑва, тарӑхӑва тарӑннӑн ӑнланнинче ҫынсене кун-ҫулӑн йывӑр сулӑмӗсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерме пулӑшакан ӑс-тӑнӑн пысӑк вӑйӗ пытарӑнса тӑрать».

* * *

Йышӑннӑ! Акӑлчан чӗлхи вӗренме пуҫлатӑп. Хӑҫан та пулин кирлӗ пулӗ!

* * *

Сережа, ҫӗрле вулани сиенлӗ. Е сана кӑнтӑр ҫути ҫитмест-и?

* * *

Этеме кӑсӑклантарнине пӗтӗмпех пӗлме ун пурнӑҫӗ питӗ те кӗске. Ҫамрӑк чух эпир хамӑр вӑхӑта пуҫтахланса нумай сая янӑ. Мӗн вуланӑ эпир? Мӗнпе кӑсӑкланнӑ? Вуласса та кирлӗ тимлӗхпе вуланӑ-ши? Халь ак тахҫан вуланисене тепӗр хут вулатӑп та, кашни йӗркерех пӗлменни, вӗр-ҫӗнни.

* * *

Мана пурте: улӑшӑнман, анчах куҫсенче темӗнле пӑшӑрхануллӑ канӑҫсӑрлӑхпа ывӑнни пур, теҫҫӗ. Тӗресех-и, Сережа? Кун пирки эс пӗрре каламан.

* * *

Ывӑннӑ сан куҫу
Илемлӗрех курнаҫҫӗ.

Астӑватӑн-и ҫак юрра?

* * *

Атя ӗнерхине манӑпӑр та текех нихӑҫан та аса илмӗпӗр. Пӗр ӳпкевсӗр, пӗр тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр… Нимӗн те пулман пекех. Эрех пулсаччӗ. Вӑл урӑх пулмӗ. Леш таксиста вара тем пекех тав.

* * *

Харьковри протез заводӗнчен чӗнсе янӑ хут килчӗ. Пулӗ-ши е пулмӗ те-ши?

* * *

Харьков. Эпӗ хамӑр тетраде пӗрле илтӗм. Хӑвсӑр ҫырса пынӑшӑн ан кӳрен. Эпӗ Луганскра чухнех пӗлнӗ: сана больницӑна хураҫҫӗ пулсан, эпӗ киле пӗччен таврӑнмастӑп. Пултараймастӑп. Кӑлӑхах ӳкӗте кӗртесшӗн тӑрӑшатӑн.

* * *

Пӗлетӗн-и, Сергей, хамӑр юратура эпӗ темӗнле ҫӗнӗлӗх пуррине тупрӑм. Ҫав мӗн иккенне халлӗхе ӑнланаймастӑп-ха. Унашкаллине ачине юратса ӳстерекен амӑшӗ ҫеҫ туйма пултарать пулмалла. Кам пӗлет, ку, тен, апла та мар пулӗ, анчах эпӗ сана вӑйлӑран вӑйлӑ юрататӑп.

* * *

Кӗҫнерникун. Иртсе кайнӑ операцисен ыратавӗпе пӑлханӑвне ҫурмаран пайлаттӑмӑр, апла-тӑк мӗн пулчӗ-ха — эсӗ ҫакна, юлашкине манпа пайласшӑн пулмарӑн. Нивушлӗ вара сана хӑвпа пӗрле, операционнӑй алӑкӗсем хыҫӗнче, ҫывӑх ҫынну тарӑхса, пӑлханса тӑни вӑй памасть?

Эс бинт ӑшӗнче выртнине курсан, хӑраса кайрӑм. Эпир каллех Донецкра пек туйӑнчӗ, умра каллех ӗмӗрлӗхе тӑсӑлакан операци пек.

Эсӗ ҫывӑратӑн-и ӗнтӗ, Сережа? Халӗ 23 сехет, пирӗн вара ҫывӑрма 22-ре вырттараҫҫӗ. Мӗнле тӗлӗксем курнаҫҫӗ-ши сана? Тусусем? Шахта? Чухлайрӑм-ши? Итле, эпӗ сана Марина Цветаевӑн сӑввине вуласа паратӑп:

Юрату
Ятаган?
Е ҫулӑм?

Сӑпайлӑрах, — ӑҫта пит шавлӑ!

Ырату, куҫа пит паллӑ — ал тупанӗ,
Тутам пекех — хам ачан ячӗ.

Ырӑ каҫ пултӑр сана, чунӑм-ҫунатӑм.

* * *

— Ҫӳҫне каллех пӗтӗрсе ункӑлатма пуҫларӑн? — ыйтрӑн эсӗ манран.

Ҫур ҫул пӗтӗрменччӗ ӗнтӗ, манап, тенӗччӗ, ҫук иккен, ҫӗнӗрен аса килчӗ. Мӗншӗнне хам та пӗлместӗп.

* * *

Ытларикун. Протез ниепле те ҫак териех ансат та килпетсӗр пуласса кӗтменччӗ, Сережа. Вӑл сана та килӗшмест. Пирӗн вӑхӑтра сасартӑк… мӗнлерех айванлӑх…

Мӗншӗн-ха ун пек? Ӑҫта вара техникӑн ҫӳллӗ шайӗ, кибернетикӑпа электроника тенисем?

Карма ҫӑварсемпе вӗҫкӗнсем нумай ҫав пирӗн. Электроника енӗпе пӗр-пӗр ниме тӑман япала пекки тӑваҫҫӗ те — шавӗ вара… пӗтӗм тӗнчене те ҫитмелле… Ҫавна тӑвакан, калӑпӑр, алсӑр тӑрса юлать, ӑна этем ӑс-тӑнӗ ӗҫлеме пуҫласанах шутласа кӑларнӑ костыль тыттараҫҫӗ… Ун чух вӑл, ахӑртнех, шухӑша кайнӑ пулӗччӗ: этем тени ҫапах та хӑватлӑн янӑрать.

* * *

Луганск. Протезсене массӑллӑ майпа кӑлармаҫҫӗ, вӗсенчен услам ҫук, тӑкакӗ вара ҫав тери пысӑк. Мӗн тума кирлӗ апла-тӑк вӗсем! Инвалидсем тахҫан-авал шутласа тупнӑ костыльсемпе мӗнле те пулин ҫӳрекелӗҫ-ха.

Карапӗ ваннипе инкеке лекнӗ ҫын хӑтаракан суднӑна курнӑ, анчах лешӗ аяккипе иртсе кайнӑ.

Хӑйне хӑй мӗнле туять-ши вӑл ҫав самантра?

Унӑн, тем тесен те, чарлан пулас килет пулӗ!

Ма ҫук-ши ҫут тӗнчере асамлӑх! Протез пулас пирки нивушлӗ шанӑҫ пӗтсе ларнӑ вара?

* * *

— Сережа, ӗненместӗп! Ӑнланатӑп эпӗ сана. Пире халь йывӑр. Ҫавӑнпа мар-и нервӑсем пирӗн питӗ ҫирӗп пулмалла, хастарлӑхпа хӑюлӑх пушшех ӳсмелле. Ытларах шырас пулать. Тӑнран тухма вара кирлӗ мар.

Горький мӗнле ҫырнине астӑватӑн-и? Пӗрисем кимӗ тӗпне ӳкнӗ те хӑраса кайнӑ, вара пӗтӗмпех пӗтнӗ. Теприсем нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр кӗрешнӗ, кӗрешнӗ те ҫӗнтернӗ!

— Эсӗ тӗрӗс калатӑн. Ҫӳлерех ҫӗкле пуҫна, мур илесшӗ! Аташса, ним пӗлмесӗр выртнӑ чух та ҫӑмӑл пулман. Пурпӗрех чӗрӗлнӗ-ҫке…

* * *

— Санӑн каллех ҫав ҫӗр ҫӑтман протез пӗрешкисем хырнипе пӗтӗм ҫурӑму юнланса ашланнӑ. Пӑхас та килмест ман протез ҫине, вӑл йӑлтах юн ӑшӗнче. Хӑҫанччене ҫити тӑсӑлма пултарӗ ҫакӑ ҫапла?

— Ҫырма хӑнӑхиччен.

— Ӑна тума вӑй-халу ҫитеймесен мӗнле вара?

* * *

Врач протез тӑхӑнма чарчӗ. Ашланнӑ ҫурӑмпа хулпуҫҫисене сиплеҫҫӗ. Ӑна, тепӗр тесен, тӑхӑнма кирлех те мар пулӗ. Тӑхӑнсан та, пушӑ ҫанӑ ҫапкаланса ан ҫӳретӗр тесе кӑна ӗнтӗ.

* * *

Кама кирлӗччӗ-ши ҫак кайса ҫӳренисем, пӑлханнисемпе операцисем, кӗтнисемпе шаннисем? Никама та.

Сайт:

 

Статистика

...подробней