Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 10

Раздел: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Источник: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добавлен: 2020.03.26 22:10

Предложений: 316; Слово: 3621

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вӑхӑтра асӑрхаса, хӑйне алла илмен пулсан, вӑл лашана ӳксе виличченех хӑвалатчӗ пулӗ. Мӗн те пулин пулас пулсан, тӳрех суда лекетӗн, нимӗн те пӑхса тӑмӗҫ, ахаль те шуса ӳкессе ҫеҫ кӗтеҫҫӗ те!

Вӑл рысака кӑшт кантарать те каллех юртӑпа ярать, анчах чӑпӑрккапа хӑваламасть, ӑшӗнче ҫеҫ ыйтать: вӑйна ан хӗрхен-ха, утӑм, пулӑшсам, ӗмӗрне те манмӑп!

Хӑвӑрт каҫ пулнинчен Егор нихҫан та хӑраманччӗ, анчах инҫетри уйсем хыҫӗнче кун ҫути сӳннӗҫем сӳнсе пычӗ, Егор сиссе те юлаймарӗ — юр ӑшне путнӑ ҫара вӗтлӗхсем кӑваккӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫеҫен хире хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапрӗ, юлашки ҫутӑ йӑрӑмсене ҫӑтса, ҫӗр тӑрӑх каҫхи сӗмлӗх шума тытӑнчӗ.

Таврара йывӑр сӗмлӗх ҫӑралсах пычӗ, ҫил йӗп пек чикекен вӗтӗ хӑрпӑк юрпа питрен ҫапрӗ, сывлама йывӑрланчӗ. Егорӑн чунӗ ҫав тери тулашрӗ, вӑл хӑйне мӗскӗн те вӑйсӑр, ытла та намӑса пӗлмесӗр улталанӑ ҫын пек туйрӗ. Пӗчӗк ачана улталанӑ пекех улталарӗ вӗт, мӑнтӑр сысна! Анчах нимех те мар, сана савӑнтаратӑп-ха эпӗ, астӑвӑн-ха эсӗ мана!

Иҫмасса, пӗр лав та пулин хирӗҫ килинччӗ хуть — пӗр ҫын та ҫук, пуш-пушӑ, йӗп чиксен те куҫ курман сӗмлӗхре сапаланчӑк ҫутӑсем курӑнкалаҫҫӗ, лаша хартлатса илет, ҫил шӑхӑрать, тата вӗҫӗмсӗр ӑш вӑркать!

Вӑл вӑхӑт шутне те ҫухатрӗ, юлашкинчен, паллакан уйсем пуҫлансан, тӑвайкки хыҫӗнче Черемшанкӑ ҫутисем савӑнӑҫлӑн мӑчлатма тытӑнсан, калама ҫук хавасланса кайрӗ. Нумайӑшӗ ҫывӑрмаҫҫӗ пулсан, ҫӗр ытлашши нумаях кайман пулас-ха апла!

Вӑл лаша витине кӗмесӗрех, хӑйсен килнелле пӑрӑнчӗ, тилхепине пӑрахрӗ те, тӳсӗмне йӑлтах ҫухатса, алӑка туртрӗ.

— Аниҫҫе! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӑлтатса, арӑмне куричченех, хӑй, йывӑррӑн сывласа, алӑк янаххинчен ярса тытрӗ. — Лашана часрах тӑвар та лупас айне тӑрат. Пухӑва чӗнмен-и мана?

— Черкашина килнӗччӗ… Пӗлместӗп, мӗн ӗҫпе. Эсӗ килте пулманнишӗн питӗ пӑшӑрханчӗ.

— Ну, эпӗ чупрӑм…

Аниҫҫе ӑна уҫӑлса кайнӑ кӗрӗк пиншакӗнчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те, нимӗн те ӑнланмасӑр, ыйтрӗ:

— Мӗн пулнӑ сана, Егорушкӑ, лӑплан! Эсӗ йӑлтах сӑнран кайнӑ! Лар, кӑштах апат ҫи — мӗнле-ха эсӗ ҫимесӗр!

— Нимӗнле апат та ҫӑвара кӗрес ҫук ман халӗ. Урлӑ пулатӑп-ха эпӗ вӗсене. Вӑл мана юри кӑларса янӑ, анчах та эпӗ — акӑ епле — ҫитрӗм-ҫитрӗмех! Пурпӗр ӗҫ тухмасть вӗсен, тухмасть!

— Хӑп-ха эсӗ вӗсенчен, Егор! — йынӑшса ячӗ Аниҫҫе упӑшкин хулпуҫҫийӗсенчен тытса. — Пӗччен мӗн тӑвайратӑн эсӗ усалсемпе?

— Ан тытса тӑр мана, амӑшӗ! — сиввӗн чарчӗ ӑна Егор. — Халӗ ҫав йӗксӗкпе тытӑҫса илмесен, эпӗ хама ӗмӗрне те каҫармастӑп. Е вӗсем мана, е эпӗ вӗсене!..

— Ачасем ҫинчен шутларӑн-и эсӗ? Вӗсен мӗнле пурӑнмалла кайран?

— Вӗсемшӗн каятӑп та эпӗ унта! Вӗсем мар пулсан, камӑн пурӑнмалла-ха! Е вӗсене те мӑшкӑллатӑр-и вӑл, ирсӗр?..

Вӗсем тавра сентре ҫинчен сиксе аннӑ ачасем йӗрсе тӑраҫҫӗ, анчах хӑйсем мӗншӗн йӗнине те пӗлмеҫҫӗ, амӑшӗ ашшӗне йӗрес пек тархаслани, ӑна килтен яма хӑрани те ҫителӗклӗ пулчӗ пулас вӗсене.

Анчах Егор нимӗн те курмарӗ, нимӗн те илтмерӗ, пит-куҫӗ чул пек хытса ларчӗ унӑн, вӑл хӑй те халӗ йӑлтах ют ҫын пек. Акӑ ӗнтӗ вӑл ачасем ҫине кӑшкӑрчӗ те, сасартӑк арӑмне хулпуҫҫинчен тытса, ӑна хӑй патнелле туртрӗ, унӑн куҫҫуль тулли куҫӗсенчен пӑхса, ывӑҫ тупанӗпе пит ҫӑмартине шӑлкаларӗ, вара тӗксӗммӗн пӑрӑнса, хулпуҫҫипе алӑка тӗкрӗ.

Вӑл сӗмлӗхре ҫулсӑр-мӗнсӗр, хӑйне такам тытса чарасран хӑранӑ пек чупрӗ, тӑкӑрлӑкран тухса, тепӗр урама пӑрӑнсан тин чупма пӑрахрӗ. Шӑпрах, Егор, шӑпрах! Кӑшкӑрашса-харкашса нимӗн те тӑваймастӑн. Тӗрӗслӗх сан енче, тӳсӗмлӗх кӑтартас пулать, кирлех пулсан, тимӗр пек ҫирӗп пулмалла.

Правлени патӗнче такам тӑрать: чикарккӑ кӑварӗ йӑл-йӑл туса ҫунать. Егор хулленрех утма пуҫларӗ, патнерех пырсан, пӗкӗрӗлсе тӑракан ҫын трактор бригадин бригадирӗ Молодцов пулнине палласа илчӗ.

— Алексей? Мӗн эсӗ ҫурта тӗкӗлесе тӑратӑн — тӳнсе каясран хӑратӑн-и?

— Мӗн усси унта ларса? Пӗр ратне пухӑннӑ, шыв сапсан та уйӑрас ҫук, — Молодцов ассӑн сывласа илчӗ, унтан кӑшт тӑхтаса тӑчӗ те салхуллӑн каларӗ. — Кун пек активпа сирӗн ҫурт эпӗ пулӑшмасӑрах тӳнсе кайма пултарать.

— Эсӗ камӑн вара? Пирӗн мар-и?

— Эпӗ мӗн, — сухаланӑ, акнӑ, пухса кӗртнӗ. Саккунпа мӗн памалла мана, пар ҫавна. Сирӗн патӑрта мар, хамӑр ялта пурӑнатӑп эпӗ, маншӑн пулсан, ик айкки те тӑвайкки…

— Пирӗн мӗнле пурӑнмалла апла, кунпа сан ӗҫ ҫук, эппин? Кӗсьене тултарнӑ та, пулчӗ те-и? Аслӑ ҫын иккен эсӗ, чуп тунӑ пулӑттӑм та сана ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ерҫейместӗп!

— Эсӗ пустуях тавлашатӑн, Дымшаков! Васкасса та ахалех васкатӑн — унта сансӑрах татса панӑ ӗнтӗ. Кая юлса килтӗн эсӗ, тӑванӑм.

Егор текех Молодцов сӑмахне итлесе тӑмарӗ, яклашка картлашкасем тӑрӑх хӑвӑрт улӑхса кайрӗ. Тапак шӑрши ҫапнӑ тӗттӗм ҫенӗк урлӑ хыпашласа каҫрӗ те алӑка хӑй ҫинелле карт туртрӗ.

Маччаран ҫакнӑ лампӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнче ишнӗн туйӑнать. Пӳлӗмре вунӑ ҫынтан ытла мар, пурте, вӑрҫса пӗтнӗ пек, арӑш-пирӗш лараҫҫӗ — кам чӳрече ҫинче, кам хӗрлӗ пусма витнӗ сӗтел патӗнче, кам стена ҫумӗнчи пукансем ҫинче. Парти бюровне Федор Мрыхин — пит ҫӑмартисем путса кӗнӗ, хӑмла ҫырли тӗслӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, ҫӳлӗ те курпунтарах ҫын ертсе пырать. Вӑл, патак пек ырхан аллисене хырнӑ пуҫ тӑрринелле ҫӗкленӗ, темӗншӗн вӗсемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана илет. Унпа юнашар Ксения Яранцева сиввӗн пӑхса, тӳп-тӳрӗ ларать, ун шуранка питӗнче пысӑк шухӑшпа пӑшӑрхану палӑрать. Парторгран тепӗр енче, пукан ҫинче, шуса анас патнех ҫитнӗ, пӑчӑ сывлӑшпа аптранӑ Аникей саркаланса ларать; уй хыҫӗнче чӳрече янаххи ҫинче Никитӑ Ворожнев вырнаҫнӑ. Вӑл тӑраткаланчӑк куҫ харшийӗсене сиктеркелесе, пурин ҫине те асӑрхануллӑн пӑха-пӑха илет. Ун ҫумне Ырхан Сыроваткин кладовщик тӗршӗннӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл хисеплӗ те мӑн кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшать, анчах ӑна кунта пурте питӗ лайӑх пӗлнӗ: Лузгин ҫӑварне уҫсанах, хуть те анасласа ҫеҫ илтӗр Сыроваткин самантрах улшӑнать те хӑлхисене чанк тӑратать. Стена патӗнче Шалымов бухгалтерпа уй-хир бригадин бригадирӗ Ефим Тырцев юнашар лараҫҫӗ.

«Пӑх-ха, мӗнле оборона вӗсен, — шухӑшларӗ Егор, вӑйсене хӑвӑрт хак парса. — Мӗн те пулин пулсан — пур-те пӗр харӑс сиксе тӑраҫҫӗ!»

Кӗтесре Прохор Цапкин кукленсе ларнӑ та килти тапакран чӗркенӗ чикарккине, куҫне хӗссе, ӗме-ӗме илет. Вӑл тахҫан ялта чи чаплӑ купӑсҫӑ пулнӑ, унтан ӗҫме пуҫланӑ, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ — вӑл тирпейне ҫухатнӑҫем ҫухатса пынӑ, вара ун пухусенче тухса каласси, пурне те хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫемҫе сассипе килентересси ҫеҫ юлнӑ. Ӑна сӗтел патне тӗк кӑна, вӑл вара, сӑмах мӗн ҫинчен пынине пӗлмесӗрех, калаҫма пултарать, тепӗр чухне ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ калаҫать, сӑмахӗ ӑҫтан тупӑнать-ши! Кулнӑ чухне вӑл йӑлтах улшӑнса каять, аллӑран иртнӗ пулин те, хӑйне май маттур курӑнать — ҫамки ҫине хӗрлӗрех ҫӳҫӗ усӑннӑ, кӑвак куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ.

Тахҫан вӑл Аникее те уҫҫӑнах критикленӗ, ун пеккисем колхозра нумай пулман. Анчах пӗррехинче вӑл пухура питӗ хаяррӑн тухса калаҫнӑ та, Аникейпе райком секретарӗ Коробин ӑна тӑхтав вӑхӑтӗнче кабинета чӗнсе илнӗ. Питӗ нумайччен ӳкӗте кӗртнӗ вӗсем Цапкина. Прохор унтан ҫиллес те хӗп-хӗрлӗ тухнӑ, никама та куҫран пӑхман, тӑхтав хыҫҫӑн каллех сӑмах ыйтнӑ та Лузгина хӑй тин ҫеҫ айӑпласа каланӑ сӑмахсене пӗтӗмпех каялла илнӗ. Ун ӳкӗнӳллӗ сӑмахӗсене илтсен, халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, кӗтессенчен мӑшкӑлласа кулса кӑшкӑрнисем илтӗннӗ, анчах Прохор хӑйӗнне каласа пӗтернӗ те, такама тавӑрнӑ пек, пӗтӗм халӑх умӗнче пухуран тухса кайнӑ. Асра юлнӑ ҫав кунран пуҫласа вӑл, сӑмах панӑ пек, Лузгина урӑх нихҫан та пӗр сӑмахпа та тӗкӗнмен.

Ӗне сӑвакан Авдотья Гневышева, председатель пулнӑ Гневышевӑн арӑмӗ, яланхи пекех хура тутӑр пӗркеннӗскер, тӗттӗм ҫӗререх хӗсӗнсе ларма тӑрӑшнӑ. Ку ӗмӗрне те ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах каламасть, сасӑлама вӑхӑт ҫитсен, Лузгин ҫине пӑхса илет те хӑйӗн нумай ҫулсем хушши ӗне суса пӳрнисем хытса, кукӑрӑлса ларнӑ кӗре тӗслӗ хыткан аллине ҫӗклет.

Ларура ял Совечӗн председателӗ Екатерина Черкашина та, мӑнтӑр та сарлака хулпуҫҫиллӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӑл алӑк патнех пӗччен ларнӑ, Черкашина Егор пуринчен малтан курчӗ те савӑнса кайрӗ, ӑна кӑчӑк туртса хӑй патне чӗнчӗ.

— Егор Матвеевич, эпӗ сан пата кӗнӗччӗ. Ӑҫта кайса ҫӗтнӗ эсӗ?

Лузгин пукан ҫинче тӑруках тӳрленсе ларчӗ, юри ӳсӗрем пек турӗ.

— Эсӗ кун пирки луччӑ акӑ камран ыйт! — пурте илтчӗр тесе хыттӑн хуравларӗ Егор, пӳрнипе председатель ҫине тӗллесе кӑтартса. — Ирех Степноя кӑларса ячӗ мана — куҫ умӗнче ан тӑтӑр тесе! Тата кунта пӗр мана ҫеҫ мар курӑнать. Хӑйне куҫран пӑхакансене тата ун умӗнче хӳрисене пӑлтӑртаттаракансене анчах актив туса хунӑ!

Лузгин тӗксӗмленчӗ, йывӑррӑн мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, анчах Дымшаков мӗн ҫинчен каланине илтменҫи турӗ, Мрыхин ҫине пӑхса илсе систерчӗ те, лешӗ, вӑранса кайнӑ пек, графина кӗленче пӑккипе шаккама пуҫларӗ, вӑрӑм аллисене сулса ячӗ.

— Вӗҫлетпӗр, юлташсем! Ҫапла ӗнтӗ, эпир Аникей Ермолаевич кандидатури пирки калаҫса татӑлтӑмӑр, ыран ӑна пурте пӗрле пухӑва сӗнетпӗр, ун майлӑ пулатпӑр. Урӑхла шухӑшсем ҫук, ҫавӑнпа пирӗн…

— Тӑр-ха, Федор, ан васка! — Егор стена ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ.

Акӑ вӑл Дымшаков юлашки ҫулсенче ӗмӗтленнӗ, нумайранпа кӗтнӗ, теветкеллӗ самант. Путланас ҫеҫ марччӗ, тытӑнса ҫеҫ тӑрасчӗ!

— Тӑхта-ха, ан васка, — терӗ те вӑл тепӗр хут, йывӑр сурчӑкне ҫӑтса ячӗ.

Пысӑк харкашу умӗн пулакан канӑҫсӑр, лайӑх мар шӑплӑх ҫитрӗ.

— Тавай, Егор, ан пӑлхат! — сассине хӑпартрӗ Мрыхин, председатель шӑтарас пек пӑхса хистенипе. — Ан тӑс бюрона. Ахаль те мӗн чухлӗ тӳссе ларатпӑр ӗнтӗ. Килтӗн-тӗк лар, хӑвна йӗркеллӗ тыт.

— Ҫук, ырӑ ҫыннӑм Федор, мана чӗркуҫҫипе пыртан пуснӑ чухне эпӗ чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑп!

Ксени тӳсеймесӗр ура ҫине сиксе тӑчӗ, Егорпа ун куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, анчах Ксени куҫӗсене тартмарӗ, пӑртак хӗрелсе кайрӗ те, хура ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинчен илсе, хуллен каларӗ:

— Егор Матвеевич, мӗскер сӗнесшӗн-ха эсир? Хӑвӑр темӗнле сӑлтава пула кая юлнӑшӑн пирӗн ҫӗнӗрен бюро ирттермелле-и? Устава пӗлместӗр-и вара эсир? Эпир сасӑларӑмӑр ӗнтӗ, тин ҫеҫ татса панӑ ыйтӑва ҫӗнӗрен сӳтсе явма правӑ ҫук пирӗн.

Тахӑшӗ, Сыроваткин пулас, лӑх-лӑх-лӑх! кулса илчӗ те, пӳлӗм каллех шӑпланчӗ. Егор сӗтел патнех пырса тӑчӗ, чышкине хӗрлӗ пустав ҫине хучӗ.

— Эпӗ Аникей Лузгина председателе суйлама килӗшместӗп!

— Камах вара эсӗ? — хӑпартланчӗ тарӑхса хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ Никитӑ Ворожнев. — Кам хушнӑ сана ку ӗҫе? Мӗн сӳпӗлтететӗн, ӑнланатӑн-и е ҫук-и? Аникей Ермолаевича райком хӑй сӗнет, ухмах!

Бригадирпе кладовщик тата бухгалтер пурте пӗр харӑс Ворожнев майлӑ кӑшкӑрса ячӗҫ, анчах, тӗлӗнмелле, вӗсем хытӑрах тулашнӑҫемӗн Егор ытларах лӑпланса пычӗ, вӗсем кӑшкӑрашма чарӑнасса кӗтсе тӑчӗ.

— Эсӗ, Никитӑ, тупмалли юмахсем парса ан лар кунта! Эпӗ кам иккенне эсӗ хамран та лайӑхрах пӗлетӗн, сахал мар тарӑхтартӑм эпӗ сана. Аникей тӑвану хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупӑрласа тӑрас мар пулсан сана, эсӗ партире тӑма мар, тахҫанах тӗрмере тунсӑхланӑ пулӑттӑн. Эсӗ луччӑ кала-ха, миҫе сысна ҫури вӑрларӑн фермӑран?

Куна Дымшаков питӗ тӗл пырса ҫапрӗ, Ворожнев пӗр самант нимӗн тума пӗлмерӗ, ун шатра та катрашка пичӗ кӑвакарса кайрӗ.

— Эсӗ мана ан хӑрт! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, чӑмӑртанӑ пысӑк чышкисемпе, Дымшаков патнелле юнаса пырса. — Эсӗ мӗн, алӑран тытрӑн-и мана?

— Тытнӑ пулсан, каяймастӑнччӗ эсӗ манран! Кунта вара — шульӑк шульӑка тытнӑ та, ӗҫӗ татӑлнӑ! Баш на баш тунӑ!

Пухусенче Дымшаков е кам та пулин урӑххи вӑрҫса калаҫнине итленӗ чухне Лузгин яланах хӑй тахҫанах тӗрӗсленӗ йӑлана тытса пынӑ — пӗтӗмпех ахаль пакӑлтатаҫҫӗ пулсан та, критикӑна пӗртте хирӗҫлемелле мар, чӗнмесӗр лармалла. Ҫапла тунипе вӑл юлашкинчен сӑмах илме пултарнӑ-ҫке-ха. Ӑнлантарса пама тӑрсан, эсӗ, хӑвна тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ пек, хӑв айӑпна йышӑннӑ пек пулса тухать. Каярахпа вӑл йӑвашрах ҫынсене систермесӗр хӗстерсе пынӑ, вӗсене хӑйӗн влаҫне туйтарнӑ, анчах, ҫакна ытла чеен хӑтланнипе лешсем ӳпкелешме нимӗнле сӑлтав та тупайман.

Ҫынсем Дымшаковпа ҫатӑртатса илнӗ вӑхӑтра вӑл халӗ те пӗр хушӑнмасӑр ларчӗ, Мрыхин ҫине ҫеҫ сайра хутра тӳсӗмсӗррӗн пӑха-пӑха илчӗ. Тӑмсая кирек мӗн чухлӗ вӗрентсен те, вӑл пурпӗрех тилхепине аллинчен вӗҫертет ҫав.

Тарласа кайнӑ Аникей мӑйне, ҫамкине, пит ҫӑмартисене сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илчӗ, Дымшаков ӳпкеленине нимӗн вырӑнне те хуман пек кӑтартма тӑрӑшса йӑл кулчӗ.

— Эсӗ, Дымшаков, ҫапах та пуҫна ан ҫухат-ха!.. — терӗ вӑл, чышки ҫине ӳсӗрсе. — Кирлӗ пулма пултарать вӑл сана.

— Эсӗ хӑвӑнне тытса пӑх, тӗреклӗ ларать-и, ман пуҫшӑн ан хуйхӑр! — чӑрсӑррӑн та хаяррӑн хуравларӗ Егор. — Тата пирӗн ӗнсе ҫинчен анма та вӑхӑт сана, атту тӗрӗссипе каласан, ытла нумай ларатӑн эсӗ унта, мӑй ыратать — пӑркалама та ҫук…

— Пӗлетӗп эпӗ, кӗсйӳ шӑтӑк пулсан та, сӑмах шырама унта кӗместӗн эсӗ. Нумай каҫартӑм эпӗ сана хам ырӑ пулнипе, анчах ҫитӗ. Халӗ эпӗ сана пӗтӗмпех аса илтерӗп, кашни сӑмахшӑн ответ тытӑн эсӗ! Мӗн, эпӗ чӑтлӑхран хуса кӑларнӑскер-им, пурин сехрине те хӑпартма.

— Эсӗ, Аникей, чӑтлӑхран хуса кӑларакан тискер кайӑкран та хӑрушӑрах! Лешне ӑна пурте кураҫҫӗ, лайӑхрах тӗлле те йӑвантар! Эсӗ вара ҫын пек авӑ пирӗн хӗрлӗ ялав айӗнче ларатӑн, сан ҫине ун ҫути ӳкет, ӑҫталла каймаллине ҫынсене лайӑхрах кӑтартас тесе, эсӗ ӑна пуриншӗн те хӑвӑн аллунта тытанҫи пулатӑн. Анчах эсӗ ӑна ҫынсем валли мар, ултавпа, хӑвӑн валли ҫеҫ тытса тӑратӑн-ҫке-ха, эсӗ чӑтлӑхри кашкӑртан та, кирек мӗнле тӑшманран та хӑрушӑрах, ҫапла пулса тухать!

Урӑм-сурӑм шӑв-шав пуҫланса кайрӗ. Ворожнев, Тырцев, бухгалтер тата кладовщик хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ те пукансемпе кӗмсӗртеттерме пуҫларӗҫ, хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ:

— Чарӑр часрах ку шульӑка!

— Мӗн пӑхса ларатӑн эсӗ, Мрыхин? Секретарь-и эсӗ е ҫук-и?

— Бюрона кам ертсе пырать пирӗн, эсӗ-и е Егор-и? Апла-тӑк тух сӗтел хушшинчен, ертсе пытӑрах вӑл, эсӗ ӑна ун пек ирӗк панӑ пулсан!

Мрыхин аллисене кӑлӑхах сулкаларӗ, графина пӑккипе чанклаттарса шаккарӗ, ун кукша пуҫне тар тапса тухрӗ, вӑл хӑй патӗнчех тӑракан ҫынсене ҫаннисенчен туртрӗ, куҫӗсене чарса пӑрахса кӑшкӑрчӗ, анчах нимӗн усси те пулмарӗ. Ворожнев хӗсӗнкелесе пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ, пысӑк чышкисене чӑмӑртаса, Дымшаков патнелле ҫывхарчӗ. Ксени сӑмса тутрине аллисемпе тӗркелерӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр шиклӗн пӑхса тӑчӗ.

— Эпӗ ыйтатӑп… — терӗ Лузгин пурте шӑпланма пуҫласан уҫӑмлӑн пат татса. — Эпӗ ыйтатӑп, вӑл кунта совета хирӗҫле ҫын пек калаҫнисене пурне те протокола ҫырса хумалла. Эпӗ каялла чакмастӑп!

— Тавай ҫыр! — кӑшкӑрчӗ Егор хавасланнӑ пек. — Анчах апла-тӑк эпӗ халь мӗн калатӑп, ҫавна та ҫырас. Чи малтан ҫапла ҫырӑр. Лузгин Аникей эртел Уставне пӑсать, бухгалтеринче ниҫта та шутланман тырра колхозниксенчен пытарса усрать, ҫӗнӗ тырра вырнӑ чухнех ҫав тырӑпа патшалӑхпа татӑлать, пуринчен малтан рапортласа, районти пуҫлӑхсене улталаса пурӑнать!

— Тупнӑ ятламалли, патшалӑхшӑн пуринчен маларах тӑрӑшнӑшӑн ятлать! Эсӗ мӗн, эпир патшалӑха тырӑ нумайрах панине хирӗҫ пыратӑн-и?

— Эсӗ, Аникей, политикӑпа ан тыт мана! Эпӗ ытлашши тырра патшалӑха панине е сутнине хирӗҫ мар, анчах вӑл сан тырру мар вӗт, колхозӑн, ҫӗр улпучӗ пек мӗншӗн пӗччен тыткалатӑн-ха эсӗ ӑна? Мӗншӗн ҫынсенчен е правленирен ыйтмастӑн хуть эсӗ, э? Пуринчен малтан хӑв ҫеҫ чупса пырса, пуҫлӑхсем умӗнче ырӑ ятлӑ пулас килет-и? Халӑха нимӗн вырӑнне хумасӑр пурӑнма кам ирӗк панӑ сана, кам? Эпӗ вӗт мӗн ӗмӗрӗпех колхозра, анчах халӗ мӗн пӗлетӗп эпӗ хуҫалӑх ҫинчен хамӑн лаша витисӗр пуҫне? Нимӗн те пӗлместӗп! Кӗлетсенче мӗскер мӗн чухлӗ выртать пирӗн, запассем мӗнле, мӗн чухлӗ укҫа пур пирӗн — пӗр эсӗ те сан йӑпӑлти бухгалтеру ҫеҫ пӗлетӗр!..

— Отчет тӑватӑп, ун чухне пурне те пӗлӗн!

— Цифрӑсемпе хупласа лартасшӑн-и пурин куҫне те? Мана ку пӑшӑрхантармасть — ман хамӑн та, сан пекех, тулӑх пурнӑҫ тӑвас килет. Ҫынсем пурне те пӗлсе тӑни, пӗтӗм хуҫалӑх куҫ умӗнче пулни саншӑн усӑллӑ мар вара.

Аникей пукан ҫинче кӑшт каҫӑрӑларах ларчӗ, Дымшакова куҫӗсене хӗссе, ӑшӗнче кулкаласа итлерӗ.

— Ворожнев мана: Аникее райком хӑй сӗнет, ҫавӑнпа сан ӗҫ ҫук — райкомран мӗн хушнине итле те лар, ҫавӑ ҫеҫ, тет. Анчах эпӗ Лузгина райкомран лайӑхрах пӗлетӗп, райком малтан пиртен ыйтса пӗлнӗ пулсан, ун хыҫҫӑн тин сӗннӗ пулсан, начар пулмастчӗ. Вӑл Коробиншӑн питӗ лайӑх-тӑк — илтӗр ӑна Коробин хӑй патне, пире ҫеҫ хӑтартӑр унран! Эпӗ ҫапла шутлатӑп!..

Егор урӑх нимӗн те каламарӗ, Мрыхин, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе ларнӑ пек, графина пӑккипе шаккарӗ.

— Ну, ҫатӑртатса илтӗмӗр пӑртак, юрӗ! — терӗ вӑл. — Тӗрлӗрен пулать, ҫавӑнпа критикӑ та вӑл — никам та ан тӗлӗртӗр тесе. Ыран пурне те кая юлмасӑр пухӑва пыма тата хамӑрӑн ҫул-йӗре тытма ыйтатӑп. Санӑн, Егор, ытларахӑшне пӑхӑнас пулать — ҫавӑнпа пур та ӗнтӗ парти дисциплини. Активпа пӗрле ирттернӗ бюрона хупӑннӑ тесе пӗлтеретӗп.

Ку питӗ хӑвӑрт пулса иртнипе Егор аптраса ӳкрӗ. Вӑл Ксени патнелле ыткӑнчӗ, анчах ун сассине ытти сасӑсем хупларӗҫ. Пурте ура ҫине тӑчӗҫ те пӳлӗмрен тухма пуҫларӗҫ.

— Ӑста тунӑ! — Егорӑн сывлӑш пӳлӗнсе килчӗ, ӑна кӗпе ҫухи тӑвӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Тутисене пӑчӑртаса тытнӑ Ксени ун ҫине тӳрех, куҫӗсене мӑчлаттармасӑр пӑхрӗ. Вара Егор васкаса каялла чакрӗ, пӳлӗмрен тухакан Прохор Цапкина аллинчен ярса тытрӗ:

— Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм-и, тӗрӗс мар-и?

Прохор куҫӗсене айккинелле тартрӗ те нимӗн ӑнланмалла мар хуравларӗ:

— Пурнӑҫ кӑткӑсланса кайрӗ, тӑванӑм!

Уйрӑмах вӑл тӳрӗ ответ парасран пӑрӑнма тӑрӑшнӑ чухне ҫавӑн пек калаҫнӑ, ӑнланмалла мар сӑмахсемпе тӗлӗнтерме юратнӑ.

— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, пирӗн санпа Аникее татах тӳссе пурӑнмалла-и?

— Ку вӑл ун ҫине хӑш енчен пӑхнинчен килет, — терӗ Цапкин, ҫав тери ӑслӑ сӑмах каланӑ пек. — Пӗр енчен вӑл, мӗнле калас, питех тивӗҫтермест пек, тепӗр енчен — никама лартма ҫук-ҫке ун вырӑнне. Акӑ мӗнле стратеги пулса тухать!

— Ӑслӑ ҫын эсӗ, Прохор, анчах ӗмӗртенпех ухмаха перетӗн. Йӑлӑхтарса ҫитермерӗ-и сана камит кӑтартма?

Дымшаков сурчӗ те коридор тӑрӑх хуллен утса ҫӳрекен Черкашинӑна хирӗҫ кайрӗ. Вӑл Егора кӗтнӗ пулмалла, унӑн аллине хӑвӑрт тытса чӑмӑртарӗ те хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ.

— Эсӗ ӑна пӗтӗмпех тӳррӗн каласса эпӗ шансах тӑнӑччӗ. Эпӗ те хирӗҫ тухса каларӑм, анчах виҫӗ сӑмах та калаттармарӗҫ — ҫӑвара питӗрсе лартрӗҫ!

— Эпӗ каланӑ чухне мӗн чӗнмесӗр лартӑн тата?

— Ара эпир сасӑланӑ вӗт-ха ун чухне. Бюроне ҫапла ирттерчӗҫ пулсан, кӑлӑхах мӗн кӑшкӑрас? Партире вӗт-ха эпир, Егор, парти дисциплинине пӑхӑнас пулать пирӗн.

— Эсӗ ку шайкӑна коммунистсем тесе шутлама пултаратӑн, анчах маншӑн пулсан вӗсем партие ултавпа хӗсӗнсе кӗнӗ, унта ултавпа тытӑнса тӑраҫҫӗ, вутпа ҫунтарса кӑлармалла ҫав путсӗр ирсӗрсене!..

— Мӗнех тӑвайратӑн-ха эсӗ пӗччен?

— Эпӗ пӗччен мар, эпӗ вӗсене хирӗҫ партипе пӗрле, халӑхпа пӗрле вилесле ҫапӑҫӑп!.. Мӗншӗн коммунистсем тесе шутлаҫҫӗ-ха пире ҫынсем, эпир вӗсен интересӗсене сутнӑшӑн-и? Йӗпе чӑх пек ан пул, Катеринӑ!.. Асту, сана кунта ҫынсем лавккара сут тума мар, совет влаҫне суйланӑ!

Вӑл хӑй кулнипе салху пуснӑ хӗрарӑм патӗнчен аллине сулса пӑрӑнчӗ те каллех Мрыхинпа Ксени хутсем ҫине пӗшкӗнсе ларакан пӳлӗме кӗчӗ.

— Яланах ҫапла, — терӗ Егор хуллен, хӑй тӗллӗн пӗр-пӗччен калаҫнӑ пек. — Сан майлӑ пулмалла чухне ҫӑвара шыв сыпса лараҫҫӗ, кайран вара, санпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ пек туса, сан патна сӗкӗнеҫҫӗ, алла чӑмӑртаҫҫӗ…

— Эсӗ кам ҫинчен капла? — ыйтрӗ Мрыхин, пуҫне ҫӗклесе.

— Кам ҫинчен тетӗн-и? — Егор калаҫма чарӑнчӗ, ун Черкашина ятне Мрыхина пӗртте калас килмерӗ, мӗншӗн тесен ку Черкашинӑна сиен кӳме пултарнӑ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатассине те пӗлтернӗ. — Пурпӗрех мар-им сана? Хӑв ҫӗр хут япӑхрах! Лузгинсӑр пӳрнене вылятма та хӑратӑн, лайӑх мӑй ҫыххи тӑхӑнтартнӑ вӑл сана, пӗр утӑм та хӑптармасть хӑйӗнчен.

— Вӑт куратӑн-и, Ксения Корнеевна, — терӗ Мрыхин, аллисене сарса тата пит-куҫне кӳренчӗклӗн кӑтартса. — Пурне те урнӑ йытӑ пек ҫулӑхать! Райкомра мана ӳпкелеҫҫӗ, эсир унпа сахал ӗҫлетӗр, ӑнлантарса памастӑр, теҫҫӗ, каласа ҫеҫ пӑх-ха ӑна мӗн те пулин — вӑл тӳрех чӗвен тӑрать.

— Тупӑнчӗ тепӗр учитель! — терӗ Егор, парторгран хӑй йӗрӗнсе, мӑшкӑлласа кулнине пытармасӑр. — Хӑвӑн ҫине пӑх малтан! Пӗлместӗн-им сан ҫинчен колхозра мӗн калаҫнине? Пырне эрехпе ҫума тытӑниччен начар мар ӑстаччӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Халӗ ҫил ӑҫталла, вӑл та унталла. Ҫавӑнпа тӳссе пурӑнать ӑна Лузгин, теҫҫӗ. Ҫур литршӑн чунна шуйттана сутатӑн вӗт.

Мрыхин сӗтел ҫинчен хутсене пуҫтарчӗ те, инструкторпа сывпуллашмасӑрах, хӑйне вӗри шыв чашлаттарнӑ пек пӳлӗмрен сиксе тухрӗ. Егор, чӗтрекен аллисемпе чикарккӑ ҫавӑрса, туртса ячӗ.

— Мӗнле усал ҫын эсир, Егор Матвеевич! Тӗрӗс мар тӑватӑр! — терӗ Ксени, йыснӑшӗ ҫине тинкерсе.

— Ун вырӑнне эсӗ питӗ ырӑ! Чи сӗмсӗр ҫынна каллех малти вырӑна лартасшӑн мӗн пур вӑйна хуратӑн. Ҫавӑнпа янӑ-и сана кунта парти?

— Эпӗ, Егор Матвеевич, хамӑн мӗн тумаллине пӗлетӗп — терӗ Ксени май килнӗ таран сиввӗн, Дымшаков ӑна та хур тӑвасран хӑранӑ пек. — Сирӗн шутпа, эпӗ кунта хама партилле мар тыткалатӑп пулсан, эсир ун ҫинчен райкома ҫырса яма пултаратӑр!

— Кам патне ҫырмалла, Коробин патне-и? — Егор шӑл йӗрсе илчӗ. — Яланах пӗр юмах! Сан вырӑна тепӗрне яраҫҫӗ те, каллех пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫла…

Ксени, пӗтӗмӗшпе илсен, бюро лайӑх пӗтнипе кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа халӗ ун, Егора урӑх ҫилентермесӗр, лӑплантарас та ыранхи пухура хӑйне тӗрӗс тытма ӳкӗте кӗртес килчӗ.

— Ыран ир ниҫта та каймастӑн пуль? — ыйтрӗ вӑл.

— Пӗрре лартрӗҫ чавса тӑршшӗ, ҫитет.

— Ҫук, сана пачах та ӑҫта та пулин ярасшӑн мар эпӗ. Пухура тухса калама та, Лузгина хытах критиклеме те пултаратӑн…

— Мана эсӗ ирӗк пани кирлӗ мар, — малтанхи пекех ҫураҫусӑр хуравларӗ Егор. — Мӗн тумаллине эпӗ хам пӗлетӗп.

— Анчах пур коммунистсем те председателе суйлама пӗрлехи пухӑва ӑна сӗнме йышӑнчӗҫ-ҫке, халӗ мӗнле сирсе яратӑн эсӗ ӑна?

— Пурпӗрех сире пӑхӑнмастӑп эпӗ. Пах-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ!

— Мана мар, хӑвӑр организацири юлташсене, ытларахӑшне пӑхӑнмалла.

— Кам, Ворожнев шайкки-и вӑл ытларахӑшӗ? Ҫук шӑпах ытларахӑшне курман та ҫав эсӗ. Вилем те, вӗсемпе пӗр урапа ҫине лармастӑп. Хамӑн ирӗк пулас пулсассӑн, эпӗ вӗсене партирен ыранах пӑхлӑ шӑпӑрпа шӑлса кӑларнӑ пулӑттӑм. Ҫук, хаклӑ пултӑрӑм, эсӗ мана ан ачашла — эпӗ пӑру мар. Устав ҫинчен те манмастӑп эпӗ, анчах вӑл мана хамӑнни ҫинче тӑма хушать, йӗксӗксене пӗр канӑҫ та ан пар! — тет.

— Ку саншӑн начар пӗтме пултарать. Билетсӑр юлмалла ан пултӑр.

— Эсӗ мана ан хӑрат, мана ӑна эсӗ паман, туртса илессе те эсӗ илместӗн. Халлӗхе пуҫӑм сывӑ чухне — мана никам та партирен уйӑраймасть, вӑй ҫитмест сирӗн.

Егор ура ҫине тӑчӗ те, вӗсем пӗр самант пӗр-пӗрин ҫине сиввӗн пӑхрӗҫ. Пурте паллӑ пулчӗ, анчах Егор темӗншӗн ҫаплах васкамарӗ-ха, тухса каймарӗ.

— Аппуна мӗн калас? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен. — Ҫывӑрма пыратӑн-и пирӗн пата е ҫук-и?

— Ман тата ӗҫ пур-ха, ан кӗтӗр — эпӗ мӗнле те пулин кунтах ҫӗр каҫӑп.

— Ӑнланмалла, — терӗ Егор тӑсса. — Устав тӑрӑх пурӑнатӑн пек хӑв, анчах хӑвна ху ӳкӗте кӗртейместӗн.

Егор сивӗ те тӗттӗм урама тухсан тин лӑпланса ҫитрӗ, вара хӑй чӑнах та нимӗн те тӑвайманнине пӗрремӗш хут уҫҫӑн ӑнланса илчӗ пулас.

«Неушлӗ урӑх нимӗн тума та ҫук? — шухӑшларӗ вӑл, ялти пӑч-пач ҫутӑсем ҫине салхуллӑн тинкерсе. — Ҫаплах алла усмалла-и ӗнтӗ, ҫав шульӑксен айне юлмалла-и? Нихҫан та! Кашни киле кӗретӗп, пурне те каласа тухатӑп, Лузгин пирӗн патӑрта пулассипе пулмасси сирӗнтен килет, тетӗп, ҫӗрӗпех ҫӳретӗп, анчах хам мӗн тӑвас тенине тӑватӑпах!»

Вӑл, пӗр ҫутӑ ҫине тӗллесе, урам урлӑ темиҫе утӑм ярса пусрӗ те ҫавӑнтах чарӑнчӗ. Ҫук, Егор, капла юрамасть! Мӗншӗн килтен киле ҫӳресе ҫынсене Аникее хирӗҫ кавар тутармалла-ха санӑн? Коммунист вӗт эсӗ, ӑна сисмен ҫӗртен тапӑнма юрамасть сан — вӑл хӑй пурнӑҫра яланах вӑрӑ пек йӑпшӑнса ҫӳрет вӗт, эсӗ вара ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче, тӳрӗ кӑмӑлпа питле! Ҫук, халӑх хӑйне хӑй хирӗҫ кайма пултараймасть!

Вӑл каялла ҫаврӑнса, хӑйсен ҫурчӗ патнелле утрӗ. Шаккасан, вӑл таврӑнасса алӑк патенчех кӗтсе тӑнӑ пек, Аниҫҫе хӑвӑрт уҫрӗ.

— Ачасене нумай пулмасть вырттартӑм, аран-аран лӑпланчӗҫ, атте ӑҫта та, атте ӑҫта тесе ҫулӑхрӗҫ, — терӗ вал, Егора салтӑнма пулӑшса. — Хырӑм питӗ выҫрӗ пулӗ сан? Вӗри яшка ларса ҫи, купӑста яшки, кӑмакара вӑл…

Аниҫҫе упӑшкине питрен пӑхсанах пурне те ӑнланса илчӗ, анчах унран нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ — пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗпе шӳсе кайнӑ кӑҫаттисене хыврӗ, унтан ҫӑкӑр касса хучӗ те кӑмакаран чукун кӑларчӗ.

— Ӗне пирӗн юлашки кунсем ҫӳрет пулмалла, Егор, — терӗ вӑл хуллен, упӑшкине йывӑр шухӑшсенчен сирме тӑрӑшса. — Паҫӑр айне улӑм хурса патӑм та, пӗтӗмпех ӑнланнӑ пек-ҫке хӑй, чисти ҫын пекех пӑхать, ӗненмелле те мар!

Егор Аниҫҫе сӑмахне питех хӑлхана чикмерӗ, шӳрпе сыпа-сыпа, хӑйӗннех шухӑшларӗ. Аниҫҫе калаҫрӗ те калаҫрӗ, вара Егор, шӑнса кӳтнӗ хыҫҫӑн ӑшӑнса ҫитнӗ пек, ун еннелле пуҫне сулма пуҫларӗ. Аниҫҫе кунӗпех унсӑр ирттернӗ те, ҫавӑнпа унӑн упӑшкине ачасем ҫинчен, килти ӗҫсем ҫинчен, хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен каласа памалли пулнах ӗнтӗ.

Часах Егор унӑн кашни сӑмахне итлеме пуҫларӗ; арӑмне питрен ачашшӑн пӑхса, ывӑннӑн йӑл кулчӗ.

— Ахалех ухмахлантӑм эпӗ, Аниҫҫе, — пӗлтерчӗ вӑл хуллен. — Каллех Аникей ҫиелте.

— Пултӑрин ара! Ун пек пуласса малтанах пӗлнӗ эпӗ, анчах сана чарайратӑн-и вара? Ҫапах та ан хуйхӑр эсӗ, хальчченхинчен начарах пулмӗ, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ эпир, пӗрремӗш хут-им, — нуша ыйтма ҫынсем патне ҫӳремен, кирек хӑҫан та хамӑрӑннах мӑй таран пулнӑ. Тупнӑ тӗлӗнмелли! Егор лайӑх ӑнланчӗ: халӗ Аниҫҫе унран кая мар асапланать, анчах талайӗ ҫавӑн пек-ҫке унӑн, вӑл хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне кӑтартма юратман, нихҫан та хӑйӗн совеҫне хирӗҫ пыман, чи йывӑр ҫулсенче те никама та кайса пуҫ ҫапман.

— Пӗтнӗ пулӑттӑм эпӗ сансӑр, — терӗ Егор, арӑмне аллисенчен тытса. — Мӗн тунӑ пулӑттӑм-ши, пӗлместӗп, чунӑм… тӑванӑм…

— Ҫитет сана, — вӑтанса алне сулчӗ Аниҫҫе, ун куҫӗсенчен кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль тапса тухрӗ, кӗре тӗслӗ пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. — Кайса вырт, вилес пек супнӑ вӗт, ыран ир тӑмалла…

Сайт:

 

Статистика

...подробней