Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXXVII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добавлен: 2020.03.19 23:19

Предложений: 141; Слово: 1986

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫуркунне юханшыв ҫулӗсене уҫса ячӗ. Кунсем вӑрӑмланса пычӗҫ, сӑрт-тусем ҫинчен вирхӗнсе анакан симӗс шыв янӑравлӑнрах кӗрлесе юхма пуҫларӗ. Хӗвел сисӗнмеллех хӗрелсе ҫуталчӗ, хевтесӗр сарӑ тӗсӗ хӑпӑланса ирӗлчӗ. Хӗвел пайӑркисен йӗплӗ шӑрчӗсем, ҫӑралнӑҫем ҫӑралса пырса, ӗнтӗ хӑйсен тараватлӑ ӑшшипе тирме те тытӑнчӗҫ. Ҫаралса юлнӑ хура суха анисем кӑнтӑрласенче тӳлеккӗн пӑсланса выртрӗҫ, йӑшса хӑйпашкаланнӑ юр куҫа шартармалла йӑлтӑртатакан пулчӗ.

Хӗвел казаксен ҫурӑмӗсене пӗҫертрӗ. Йӗнер ларкӑчӗсем кӑмӑла килмелле ӑшӑнчӗҫ, йӗпе туталлӑ ҫил казаксен кӗре питҫӑмартийӗсене чуптуса нӳретрӗ. Хушӑран пӗрре вӑл юрлӑ сӑрт тӗмески ҫинчен сивӗ варкӑш та юхтарса килчӗ-ха. Анчах ӑшӑ ҫанталӑк хӗле парӑнтарсах пычӗ. Утсем ҫуркуннехилле айкашса выляма тапратрӗҫ, вӗсем ҫинчен йӑптӑх ҫӑмӗ тӑкӑнчӗ, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана хытӑрах пырса ҫапрӗ.

Казаксем утсен сӳсленчӗк хӳрисене тирпейлесе ҫыхрӗҫ. Ӗнтӗ юланутсен ҫурӑмӗсем ҫинче тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ пашлӑксем уссӑр ҫапкаланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем айӗнче ҫамкисем тарларӗҫ, кӗрӗк пиншакпа тата ӑшӑ чекменпе ҫӳреме пӑчӑ пула пуҫларӗ.

Григорий полка ҫуллахи ҫулпа илсе кайрӗ. Инҫетре, ҫил арманӗн хӗреслӗ ҫунатти хыҫӗнче, хӗрлисен эскадронӗсем атакӑна кӗме хатӗрленеҫҫӗ: Свиридов патӗнче ҫапӑҫу пуҫланнӑ.

Григорий полка аякран сӑнаса ертсе пымаллаччӗ, анчах халлӗхе вӑл ҫакна мӗнле тумаллине пӗлсе пӗтермерӗ-ха. Вешенски сотнисене вӑл хӑй ертсе кайрӗ, вӗсемпе чи хӑрушӑ вырӑнсене питӗрчӗ. Пӗтӗмӗшле ертсе пыни пулманран полксем, малтан калаҫса килӗшнине пӑсса, тухса тӑнӑ лару-тӑрӑва кура кашни хӑй тӗллӗн ҫапӑҫрӗҫ.

Фронт ҫук. Ҫакӑ маневр тунӑ чух отряда талккишпех сарӑлса кайма май пачӗ.

Юланутсем питӗ йышлӑ пулни (Григорий отрядӗнче вӗсем нумайрах) чи кирлӗ вӑй ытлашшипех ҫитнине пӗлтерчӗ. Ҫак вӑйпа усӑ курса, Григорий вӑрҫа «казаксен» меслечӗпе ертсе пыма — тыла флангсенчен кӗрсе кайса обозсене аркатма, хӗрлисене ҫӗрле тапӑнса сехрисене хӑпартма, дисциплинине хавшатма шутларӗ.

Анчах Свиридов патӗнче вӑл урӑхла ҫапӑҫма шут тытрӗ: сотьнӑсене васкавлӑ юртӑпа позицисене илсе тухрӗ те, хуторта пӗр сотня хӑварса, ыттисене утсем ҫинчен антарчӗ, укӑлча картисенче пытанса выртма хушрӗ. Ҫакӑн умӗн пӑртак маларах коноводсене хутор варринчи килсене ячӗ, хӑй, тепӗр икӗ сотньӑпа пӗрле ҫил арманӗнчен ҫур ҫухрӑмри тӑвайкки ҫине тухса, васкамасӑр ҫапӑҫӑва кӗчӗ.

Ӑна хирӗҫ икӗ эскадронран кӑшт ытларах хӗрлӗ кавалери ҫывхарса килет. Кусем Хопер округӗнчи хӗрлӗ казаксем маррине Григорий пӑхсах уйӑрса илчӗ: учӗсем Дон урхамахӗсем мар, — лутака та чӑмӑр кӳлепеллӗ, ҫитменнине хӳрисене касса кӗскетнӗ; казаксем вара нихҫан та ут хӳрине касса лаша нӗрне пӑсмаҫҫӗ. Эппин, е 13-мӗш кавалери полкӗ, е ҫӗнӗрен ҫитнӗ чаҫсем наступлени туса килеҫҫӗ.

Григорий тӑвайкки ҫинчен бинокльпе таврари вырӑнсене сӑнаса пӑхрӗ. Йӗнер ҫинчен вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан ҫеҫенхире ялан ирӗклӗрех курать, атӑ сӑмси йӗнер йӑранине перӗнсе тӑнӑ чух хӑйне ҫирӗпреххӗн туять.

Григорий Чир шывӗн тепӗр енӗпе виҫӗ пин ҫурӑ казакран тӑракан вӑрӑм колонна хӑмӑррӑн мӑкӑрӑлса куҫнине асӑрхарӗ. Колонна, майӗпен кукӑрӑлса, сӑрт ҫине улӑхать, Усть-Медведица енчен тапӑнса килекен тӑшмана тӗл пулас тата ҫапӑҫусенче ывӑнса ҫитнӗ еланецсене пулӑшас майпа ҫурҫӗрелле, Еланскипе Усть-Хопер станицисен чиккинелле каять.

Хӗрлисен атакӑна кӗме хатӗрленнӗ пысӑк ушкӑнӗнчен Григорие ҫухрӑм ҫурӑ чухлӗ хушӑ уйӑрать. Вӑл васкаса — ӗлӗкренхи йӗркепе — сотньӑсене строя ҫарса тӑратрӗ. Сӑнӑсем казаксен пурин те ҫук. Пуррисем, пӗрремӗш шеренгӑна тухса, вунӑ чалӑш пек мала кайса тӑчӗҫ. Григорий, малти шеренга умне пырса, утне кӑштах ҫавӑрчӗ те хӗҫне туртса кӑларчӗ. — Лӑпкӑ юртӑпа марш!

Тапранса кайсанах лаши юр вӗҫтерсе тултарнӑ сӑвӑр шӑтӑкӗнчен такӑнчӗ. Григорий йӗнер ҫинче тӳрленсе ларчӗ, епле килнипе шурса кайса, утне хӗҫ лаппипе туртса ҫапрӗ. Лашине вӑл Вешенскинчи пӗр казакран илчӗ, чӑнах та хӳхӗм хӑй, йӑлттам та шухӑ, ҫапах та Григорий ун ҫине вӑрттӑн шанмасӑр пӑхрӗ. Лаши икӗ кун хушшинчех хӑйне хӑнӑхма пултарайманнине вӑл пӗлчӗ, ҫитменнине Григорий хӑй те ун йӑли-еккипе кӑмӑлне чухласа ҫитерме ӗлкӗреймерӗ; ҫавӑнпа та ют выльӑх Чистаковка патӗнче вӗлернӗ лаши хӑйне тӳрех, чӗлпӗре кӑшт туртнипех ӑнланнӑ пек ӑнланаймасран шикленчӗ. Хӗҫпе ҫапса хуйхатнӑ учӗ, чӗлпӗре итлемесӗр, ашӑпа тапса сикрӗ те, Григорий, пӗтӗм ӑшӗ-чикӗпе ҫӳҫенсе илсе, темле кӑна ҫухалса каймарӗ. «Пӗтерет ку мана!» — йӗппе чикнӗ пек ыраттарса кайрӗ шухӑш. Анчах лаша, кӗлеткипе тӑсӑлса ӳксе малалла тикӗсреххӗн талпӑнса чупма тытӑннӑ май, Григорий ҫул кӑтартса аллинчи чӗлпӗре кӑшт ҫеҫ хускатнине те итлекен пулчӗ. Григорий вара чунӗпе лӑпланса пычӗ, хӑйне ҫирӗпрех, шанчӑклӑрах туйма тытӑнчӗ. Самантлӑха вӑл, куҫне тӑшманӑн йышлӑн сапаланса килекен хумӗсем ҫинчен вӗҫертсе, лаша мӑйӗ ҫинелле сӑнаса пӑхрӗ. Вӑл хӗрлӗрех сарӑ хӑлхисене ҫилӗллӗн ҫӑт вырттарнӑ, малалла кӑрӑн-кӑрӑн тӑсса хунӑ мӑйӗ тикӗссӗн туртӑнкаласа илет. Григорий йӗнер ҫинче тӳрленсе ларчӗ, пӑчӑхса ҫитнӗ евӗр кӑкӑр тулли сывлӑш ҫӑтрӗ те, атӑ сӑмсисене йӑранасем ӑшне шаларах чиксе, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Миҫемӗш хут курать-ши ӗнтӗ вӑл казаксемпе утсен пӗрлешсе кайнӑ йышлӑ ушкӑнӗ хӑй хыҫӗнчен ҫапла асар-писеррӗн тӗпӗртетсе пынине! Анчах кашни хутӗнчех вӑл ҫывхарса килекен хӑрушлӑхпа темле выльӑхӑнни пек тискер те нимӗнпе ӑнлантарма ҫук хавхаллӑ хӗрӳлӗх умӗн чӗри шиклӗн пӑчӑртанса ыратнине туйрӗ. Чӗлпӗре пушатса утне сикӗпе янӑ самантран пуҫласа тӑшман патне ҫитсе тухнӑ хушӑра чунӗпе вӑл сиссе юлмалла мар хӑвӑрт улшӑнать. Ҫав хӑрушӑ самантра ӑс-пуҫӗ, яланхи лӑпкӑлӑхӗ, малтан уйласа хунӑ ҫирӗп шухӑшӗ йӑлтах сирӗлсе ҫухалать те, Григорин хевти-хавалӗпе вара тискер кайӑкӑнни пек инстинкт кӑна хистевлӗн хуҫаланма пуҫлать.

Атака вӑхӑтӗнче Григорие кам та пулин аякран курас пулсан, ахӑртнех вӑл унӑн хусканӑвӗсем йӑлтах урӑ та ҫирӗп ӑстӑнӗнчен килеҫҫӗ тесе шутламалла-тӑр. Ҫавнашкал хӑюллӑ пек, малтанах тӗплӗн виҫсе-шухӑшласа хунӑ пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем ҫиелтен пӑхма.

Хӗрлӗармеецсемпе казаксене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан хушӑ чуна пусӑрӑнтармалла хӑвӑрт чакрӗ. Юланутсемпе лашасен кӳлеписем пысӑкланса пычӗҫ. Хура ҫӗртме пуссин юр айӗнчи хытхура пусса илнӗ пысӑк мар лаптӑкӗ, пӗр-пӗрин ҫине икӗ енчен талпӑнса килекен юланутсем хушшине лексе, ут чӗрнисен айне пулчӗ. Григорий тӑшман эскадронӗ умӗнче виҫӗ лаша пӗвӗ пек малта пӗр юланут сикӗпе ҫывхарнине асӑрхарӗ. Вӑл утланнӑ хура турӑ лаша кашкӑр чуппипе ывтӑнса килет. Юланут аллинчи офицер хӗҫне сывлӑшра вӑйкӑнтарса пырать, хӗҫӑн кӗмӗл йӗнни, хӗвел ҫинче ҫулӑм пек йӑлтӑртатса, йӗнер йӑранине ҫапӑна-ҫапӑна илет. Тепӗр самантранах Григорий юланута палларӗ. Вӑл Каргин ҫынни — йӑхӗ-несӗлӗ тӑрӑх казак мар Петр Семиглазов коммунист пулчӗ. Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл — ун чухне ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи каччӑ, — таврара унччен никам курман салтак тӑлаварӗ сырса, Германи вӑрҫинчен чи малтан килнӗ; хутора таврӑнсанах шухӑшӗ-кӑмӑлӗпе йӑлтах большевиксем майли тата, тимлӗхӗпе илсен, хӑйне фронтри пекех ҫирӗп тытни палӑрнӑ. Мӗнле большевик пулнӑ — ҫаплах юлнӑ та вӑл. Хӗрлӗ Ҫарта ҫӳренӗ, чаҫрен восстани пуҫланас умӗн станицӑра совет влаҫӗ туса хума таврӑннӑ. Обыск вӑхӑтӗнче тытса илнӗ, парадсем валли кӑна юрӑхлӑ офицер хӗҫне теветкеллӗн ухӑнтарса, утне хӑюллӑн хӑваласа, шӑпах ҫав Семиглазов ыткӑнса килет те халӗ Григорий ҫинелле.

Ҫӑт ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене йӗрсе, Григорий чӗлпӗре кӑшт ҫӗклерӗ те, лаши ӑна итлесе, пушшех те хӑвӑрт вӗҫтерсе кайрӗ.

Григорин атака вӑхӑтӗнче пӗр хӑй кӑна усӑ куракан хӑнӑхса ҫитнӗ маневр пур. Ҫакна вӑл тӑшман вӑйлине курсан е чунӗпе сиссен е тата мӗнле пулсан та ӑна тӳрех, пӗрре кассах вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух ӗҫе ярать. Мӗн пӗчӗкрен Григорий сулахай пулнӑ. Кашӑка та сулахай алӑпа тытатчӗ, сӑхсӑхма та унпах сӑхсӑхатчӗ. Ҫакӑншӑн Пантелей Прокофьевич ӑна пайтах патак ҫитернӗ, тантӑшӗсем те унран «Гришка-сулахай» тесе кулатчӗҫ. Хӗнени-ятлани пӗчӗк Гришкӑна усса юранах пулмалла ҫав. Вунӑ ҫултан пуҫласа унран «сулахай» тесе тӑрӑхлассипе пӗрлех вӑл япалана сылтӑм алӑран сулахаййипе улӑштарса тытас йӑла та пӗтрӗ. Анчах юлашки вӑхӑтченех вӑл сылтӑм алӑпа тӑвакан ӗҫсене пурне те сулахаййипе те чип-чиперех тума пултарчӗ. Сулахаййи вӑйлӑрах та унӑн. Атакӑра Григорий хӑйӗн ҫак пахалӑхӗпе кирек хӑҫан та питӗ меллӗ усӑ курма пӗлчӗ. Хӑй куҫласа хунӑ тӑшман ҫине вӑл, ытти казаксем пекех, ӑна сылтӑм аллипе касасшӑн пулнӑ пек, ун патне лашипе сулахай енчен пырса тухрӗ; Григорипе тытӑҫас тӑшман та ҫапла тума тӑрӑшать. Акӑ ӗнтӗ Григорий ун патне ҫитесси пӗр вунӑ чалӑш пек юлать те, лешӗ, хӗҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, йӗнер ҫинчен хӑяккӑн тайӑлса ӗлкӗрет ҫеҫ, — ҫав вӑхӑтра Григорий, хӗҫне хӑвӑрт сулахай аллине ярса тытса, ун патне пӗр систермесӗр сылтӑм енчен ҫаврӑнса тухать. Аптраса ӳкнӗ тӑшман, сылтӑмран сулахаялла лаша пуҫӗ урлӑ касма меллӗ мар пирки вырӑнпа улшӑнма пӑхать, ҫухалса каять, ӗнтӗ вилӗм сывлать вара ун пичӗ ҫине… Григорий тӑшман ҫине хӗҫӗпе хӑрушла вӑйлӑн, витӗр ҫурса антармалла сулса янӑ самантрах кӗлеткипе хӑвӑрт туртӑнса тӳрленет.

Чубатый Григорие хӗҫпе «баклановла» касма вӗрентнӗренпе пайтах шыв юхрӗ. Икӗ вӑрҫӑ хушшинче Григорий аллине «кӗвве кӗртсе» ҫитерчӗ. Хӗҫ тыткалама пӗлесси — акапуҫ хыҫӗнчен утасси мар. Нумай вӑрттӑнлӑха пӗлсе ҫитрӗ вӑл ҫав касмалли-турамалли техникӑран.

Хӗҫе пӗр алӑран тепӗр алла курса юлмалла мар хӑвӑрт илсе тытма меллӗрех пултӑр тесе, вӑл нихҫан та аллине йӗнӗ ҫаккине чикмерӗ. Вӑйлӑн сулса янӑ чух, хӗҫе тӗрӗс мар тытнӑ пулсан, вӑл алӑран вӗҫерӗнсе кайма е тата алӑ сыппи те мӑкӑлтанма пултарасса Григорий аван пӗлчӗ. Тӑшман ҫӗкленӗ хӗҫе вӗлт ҫеҫ ҫапса ывтӑнтарса яма е кӗскен, хуллен сӗртӗнсе илсех, аллине хускалми тума сайра ҫын вӗренсе ҫитме пултарать. Ҫак хайлаллӑ меслете те ӑнкарчӗ Григорий. Ҫынсене касса-чиксе вӗлерме вӗрентекен наукӑран нумай япалана пӗлчӗ.

Ҫӳҫене сайратнӑ чух, хӗҫ ҫивӗчӗшӗ меллӗн вӑйкӑнса тивсен, чалӑшшӑн касӑлнӑ хулӑ аялти тунине ним хускатмасӑр ҫӗре тӳрӗ анса ӳкет, хӑйне казак хӗҫӗ уйӑрнӑ вулӑпа юнашар шӗвӗр вӗҫӗпе ҫемҫен кӑна хӑйӑр ҫине тӑрӑнать. Кӑшт калмӑк сӑнлӑ, илемлӗ пит-куҫлӑ Семиглазов та чӗвенсе тӑнӑ учӗ айнелле ҫавнашкал анса ӳкрӗ, чалӑшшӑн каснӑ кӑкӑрне аллисемпе пӑчӑртаса, шӑппӑн йӗнер ҫинчен шуса анчӗ. Вилнӗ чухнехи сивӗ ҫӳҫенӳпе вӑрӑлтатса илчӗ унӑн ӳт-пӗвӗ…

Григорий ҫавӑнтах, кӗлеткипе тӳрленсе, йӗнер йӑрани ҫинче ҫӗкленсе илчӗ. Хӗрсе кайнӑ утне тытса чараймасӑр, ун ҫинелле тепри асар-писеррӗн вӑркӑнса килчӗ. Лашан каҫӑртса хунӑ кӑпӑклӑ пуҫӗ хыҫӗнчен Григорий юланута хӑйне курмарӗ-ха, анчах ун аллинчи хӗҫӗн мӑкӑрӑлчӑк хӗррине тӗксӗм лаппине аванах асӑрхарӗ, Григорий пӗтӗм вӑйран чӗлпӗре туртса карӑнтарчӗ, хӗрлӗармеец сулса янӑ хӗҫе аяккалла сирсе, чӗлпӗрӗн сылтӑм енчи чӗнне кӑрӑн-кӑрӑн хытарчӗ, хырса тикӗсленӗ пӗкӗрӗлчӗк мӑй урлӑ хӗҫӗпе питӗ вирлӗ туртса касрӗ.

Вӑл арӑш-пирӗшшӗн пӑтрашӑнса пӗрлешсе кайнӑ ушкӑн хушшинчен чи малтан вирхӗнсе тухрӗ. Куҫра ҫаплах асар-писеррӗн кӗшӗлтетекен юланутсен эшкерӗ чӳхенсе тӑчӗ. Пӗтӗм ӑша-чикке тӑвӑнтарса ывӑҫ тупанӗ сӑрӑлтатрӗ. Григорий, хӗҫе йӗннине чиксе хурса, вӑрт кӑна маузер кӑларчӗ те утне кайнӑ таран хӑвӑрт каялла хӑваларӗ. Ун хыҫҫӑн казаксем тапса сикрӗҫ. Сотньӑсем тӗлли-паллисӗр сапаланса чупаҫҫӗ. Унта та кунта шурӑ хӑюллӑ ҫӗлӗксемпе мулаххайсем утсен мӑйӗсем ҫумнелле лӑпчӑнса пыни курӑнать. Григорирен кӑшт аяккарахра тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе симӗс кӗрӗк тӑхӑннӑ урядник сиктерсе пырать. Унӑн питне хӑлхинчен пуҫласа янаххи таранах касса янӑ. Кӑкӑрӗ чӗп-чӗр юнах: ун ҫинче пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли карҫинккине пусса лапчӑтнӑ тейӗн. Йӗрсе пӑрахнӑ шӑлӗсем хӗп-хӗрлӗ.

Сехӗрленнипе ҫурри патне тарма тытӑннӑ хӗрлӗармеецсем учӗсене каялла ҫавӑрчӗҫ. Казаксем чакни вӗсене хыҫран хӑвалама хӗтӗртсе хистерӗ. Кӑшт каярах юлнӑ пӗр казак учӗ ҫинчен ҫил шӑлса ывӑтнӑ пек сирпӗнсе кайрӗ те, лашасем ҫавӑнтах ӑна юр ҫине таптаса хӑварчӗҫ. Кӗҫ ак хутор пуҫланмалла; умра садсен хура мӗлкисем, пӗчӗк тӑвайкки ҫинчи часавай юпи, сарлака тӑкӑрлӑк. Сотня пытанса выртнӑ укӑлча патне ҫитме пӗр чалӑш та юлман… Утсен ҫурӑмӗсем ҫинчен кӑпӑк та юн сирпӗнет. Сикӗпе пынӑ ҫӗртех маузер спускне ҫилӗллӗн пусса туртнӑ Григорий пемен пӑшала (патрон чалӑш кӗрсе ларнӑ) коробкӑна чикрӗ те хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

— Ик еннелле!!!

Казаксен пурте пӗрле кӗпӗрленсе килсе кӗнӗ сотнясем, чуллӑ сӑрт ҫине ҫитсе ҫапӑннӑ шыв юхӑмӗ пек тикӗссӗн, икӗ еннелле уйрӑлса, хӗрлӗармеецсен эскадронӗсене ҫаралтарса хӑварчӗҫ. Ҫатан хыҫне пытанса выртнӑ сотня вӗсен хыҫӗнчен пӗр залп кӑларса ячӗ, иккӗ, виҫҫӗ… Ҫари! кӑшкӑрса янӑ сасӑ. Пӗр лаша хӑй ҫине утланнӑ хӗрлӗармеецпа пӗрле пуҫ урлӑ чикеленсе кайрӗ… Тепри, чӗркуҫҫийӗсем ҫинче тытӑнса тӑраймасӑр, пуҫӗпе хӑлхи таранах юр ҫине тӑрӑнчӗ. Пульӑсем татах тепӗр виҫ-тӑватӑ хӗрлӗармееца йӗнерсем ҫинчен сӳсе антарчӗҫ. Ыттисем сикӗпе пынӑ ҫӗртех, пӗр ҫӗре капланса, учӗсене каялла ҫавӑрчӗҫ. Казаксем вӗсем ҫинелле пӗрер обойма кӑларса ячӗҫ те пеме чарӑнчӗҫ. Григорий улшӑннӑ сасӑпа хыттӑн: «Со-о-отньӑсе-ем!..» тесе ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — ҫав самантрах пиншер лаша ури, вӑрт кӑна каялла ҫаврӑннӑ чух юр хыттине тӗпретсе-ватса, хӗрлисем хыҫӗнчен тапса сикрӗ. Анчах казаксен малалла йӗрлесе каясси килмерӗ: утсем ывӑннӑ. Ҫухрӑм ҫурӑ пек кайсан таврӑнчӗҫ. Вилнӗ хӗрлӗармеецсен тумтирӗсене хывса илчӗҫ, вилнӗ лашасем ҫинчи йӗнерсене пуҫтарчӗҫ. Аманнӑ виҫӗ хӗрлӗармееца Алешка Шамиль пуҫтарчӗ. Вӗсене вӑл, пичӗсемпе ҫатан картана хирӗҫ тӑратса, пӗрерӗн каса-каса тухрӗ. Ун хыҫҫӑн халь кӑна тураса тӑкнӑ хӗрлӗармеецсем тавра казаксем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, чӗлӗм туртнӑ май, вӑрахчен вилесем ҫине сӑнаса пӑхрӗҫ. Вӗсене виҫҫӗшне те пӗрешкел — кӗлеткисене йӗтес шӑмминчен пуҫласа пилӗк таран чалӑшшӑн касса пӑрахса вӗлернӗ.

— Виҫҫӗрен улттӑ турӑм, — мухтанчӗ Алешка, куҫне мӑчлаттарса тата хӑрах питҫӑмартине туртӑнтарса.

Ӑна йӑпӑлтатанҫи пулса табакпа хӑналарӗҫ, унӑн мулкач кавӑнӗнчен пысӑк та мар чышкипе сӑхманне мӑкӑртса тӑракан, урапа тукунӗ пек ҫаврака кӑкӑрӗ ҫине хӑйсем хисепленине пытарма пӗлмесӗр пӑхрӗҫ.

Ҫурӑмӗсене шинельсемпе витнӗ йӗпе утсем ҫатан патӗнче чӗтресе тӑчӗҫ. Казаксем йӗнер хырӑмсарлӑхӗсене туртса хытарчӗҫ. Тӑкӑрлӑкри пусӑран черетпе шыв ӑсрӗҫ. Нумайӑшӗ ывӑнса ҫитнипе урисене аран сӗтӗрсе утакан пулнӑ учӗсене ҫӑл патне чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса пычӗҫ.

Прохорпа тепӗр пилӗк казака пӗрле илсе, Григорий малалла кайрӗ. Куҫне хупласа ҫыхнӑ тутӑр салтӑнса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ халь ӑна. Каллех, атака умӗнхи пекех, тӗнчене ҫутатакан хӗвеле, улӑм урисем патӗнче пытанса юлнӑ юра курчӗ, ҫерҫисем хуторта ҫуркуннехилле чӗриклетсе чӗвӗлтетнине илтрӗ, ҫывхарса ҫитнӗ эреветлӗ ҫурхи кунсен ытла та черченкӗ шӑршине туйрӗ. Нумай пулмасть ҫын юнне юхтарнӑшӑн пурнӑҫ ун патне халӗ тӗксӗмленсе, ватӑлса мар, хӑйӗн хыт кукарла та ултавлӑ хавасӗ-савӑнӑҫӗпе пушшех те ытларах илӗртсе таврӑнчӗ. Ялан ҫапла илӗртӳллӗ те уҫҫӑн йӑлтӑртатса шуралать вӑл ӑшӑнса ирӗлнӗ хура ҫӗр ытамӗнчи пӗчӗк юр катӑкӗ…

Сайт:

 

Статистика

...подробней