Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 12

Раздел: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Источник: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добавлен: 2020.03.27 00:20

Предложений: 407; Слово: 4906

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Доклад пӗр сехет ытла пырать ӗнтӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсенчех клуб туса хунӑ кивӗ чиркӗве, пысӑк уявсенче ҫеҫ тимӗр кӑмака хутса ӑшӑтаканскере, халӑх лӑках кӗрсе тулнӑ, ҫынсем — тенкелсем ҫинче ҫеҫ мар, чӳрече янаххисем ҫине те ларнӑ, хӑш-пӗрисем стена ҫумне кукленнӗ кӗтессенче хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, алкумӗнче те пур. Часах сывласа тултарчӗҫ те, ҫуллӑ сӑрапа сӑрланӑ стенасем, чул сарнӑ урайӗнчен сивӗ ҫапать пулин те, тарласа кайрӗҫ. Ҫак путвал е нӳхреп евӗрлӗ хӑтлӑ мар ҫуртра унта-кунта ҫакса хунӑ плакатсемпе лозунгсем темӗнле килӗшӳсӗр курӑнаҫҫӗ, клубӑн тирпейсӗрлӗхне тата ытларах палӑртаҫҫӗ. Сценӑ пулман пирки президиум стена патӗнчи вӑрӑм сӗтел хушшине вырнаҫса ларнӑ, кунта тахҫан алтарь пулнӑ, халӗ унӑн алӑкӗ вырӑнне кирпӗч купаласа питӗрнӗ. Клуб варринчи колоннӑсем хупланипе нумайӑшне президиум курӑнмасть, ҫавӑнпа ҫынсем хӗрлӗ пусмапа сӑрнӑ фанер трибунӑ ӑшне путнӑ председателӗ курма час-часах пӗр айккинчен тепӗр айккинелле тайӑла-тайӑла илеҫҫӗ.

Лузгина сӑмах пачӗҫ те, вӑл хӑйӗн мӑнтӑр кӗлеткипе ансӑр трибунӑ ӑшнелле хӗсӗнсе кӗме тытӑнчӗ, ҫакна курсан, пурте пӗр харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ, такам председателе пӗр айккинчен пуртӑпа чутласа илме сӗнчӗ.

Пуху ҫапла пуҫланни Ксение кӑмӑла каймарӗ, анчах Лузгина хӑйне килӗшрӗ. Вӑл пӗр самант тӑвӑр трибунӑ ӑшӗнче ҫаврӑнкаласа тӑчӗ, халӑх пӗр чарӑнмасӑр кулнӑ май трибунӑна вырӑнтан куҫарчӗ те хӑй ҫине тӑхӑннӑ пек туса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, халӗ Ксени ҫакна Лузгин пирки халӑха хускатса ярса, хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, тунине ӑнланчӗ.

Акӑ Лузгин ӳсӗрсе илчӗ, хӑйӗн хулӑн тутисене мӑкӑртрӗ, шав чарӑниччен кӗтрӗ те машинкӑпа ҫапнӑ докладне пусӑрӑнкӑллӑн, халӗ ӗнтӗ кулмасӑр-тумасӑр, вулама тытӑнчӗ.

Вара пӗр самантрах ҫынсен хаваслӑхӗ пӗтсе ларчӗ, куҫсем сӳнчӗҫ, шӑп пулса тӑчӗ, питӗ кичем ӗҫ тума тытӑннӑ пек, доклад пачах та кирлӗ пулман пек, часах пурин те пит-куҫӗ хытса ларчӗҫ.

Кӗтмен ҫӗрте ҫакӑн пек пулни Ксение шалт тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл ку улшӑну мӗнрен килнине пӗлмерӗ — те ҫынсем ывӑнса ҫитнӗ, те Лузгин пӗр саслӑн, ҫывӑрса каймалла, кичем вулани вӗсемшӗн пӗртте кӑсӑклӑ мар. Лузгин хӗрелсе кайрӗ, ун яка хырнӑ пит ҫӑмартисем тӑрӑх тар юха-юха анчӗ, вӑл питне сӑмса тутрипе час-часах шӑла-шӑла илчӗ, цифрӑсем тӗлне ҫитсен такӑна-такӑна, вӗсене ҫӑта-ҫӑта ӑнланмалла мар каласа, малалла вуларӗ.

Ӗнер, докладпа паллашнӑ чухне, Ксение каплах кичем те пархатарсӑр пек курӑнманччӗ; пысӑк коллектив пуҫлӑхӗ мар, складра мӗн пуррине шутлакан кладовщик ҫеҫ колхоз пурнӑҫӗ ҫинчен ҫакӑн пек кичем каласа кӑтартма пултарать, пысӑк коллективра унта кашниннех хӑйӗн талайӗ пур, хуҫалӑх пирки хӑйӗн шухӑшӗ пур. Ку ҫапла, анчах ӗнер, вуланӑ чухне, Ксение лайӑх пек туйӑнчӗ-ҫке доклад, мӗншӗн нимӗн те иккӗлентермерӗ-ха ӑна? Паян акӑ ҫав доклада Ксени ҫын ҫинче итлет, пур цифрӑсем пирки те шухӑшласа пӑхать, пӗтӗм вак-тӗвеке асӑрхать, пуху мӗнле вӗҫленессишӗн хумханать, халӗ ӑна кашни сӑмах урӑхла илтӗнет, — неушлӗ ҫакан пирки ҫапла пулса тухрӗ ку?

Ксени ҫынсен кушӑрканӑ, лӑпкӑ та ҫав вӑхӑтрах темскер кӗтекен пит-куҫӗсем ҫине темӗнле урӑхларах, тинкеререх пӑхрӗ, вӗсем ӑна, пӗр сехет каяллахи пек, нимӗнпе те интересленмен пек туйӑнмарӗҫ — ҫук, кашни пит-куҫра хӑйне май пурнӑҫ, хӑйне май шухӑш, кашни ҫын хӑйӗн сӑнӗпе уйрӑлса тӑрать. Доклад куҫ кӗретех начар ӗнтӗ, анчах халӗ Ксени уншӑн пӗртте кулянмарӗ те, тарӑхмарӗ те, доклад ӑна пухура мӗн пулса иртни ҫине ҫӗнӗлле, тӗттӗм залра ларакан ҫынсен куҫӗпе пӑхма пулӑшнӑшӑн савӑнчӗ.

«Ҫук, ҫапах та Лузгина кунта лайӑх хуҫа пулнӑшӑн хисеплеҫҫӗ, — шухӑшларӗ Ксени. — Унсӑрӑн ҫак ҫынсене тӗрлӗ ӗҫсемпе цифрӑсен никама кирлӗ мар списокне икӗ сехет хушши никам та итлеттерейрес ҫук».

Клубра малтанхи пекех шӑп. Сайра хутран ҫеҫ хыҫалти ретре тахӑшӗ, шӑнса ӳслӗке ернӗскер, пырне хыртарса ӳсӗре-ӳсӗре илет, тата Егор Дымшаков, хӑйӗн валли каллех стакана шыв тултарса, графин пӑккине шӑнклаттарать. Ӗҫессе вӑл ланклаттарса, васкамасӑр, пӗтӗм зал умӗнче ӗҫет, Лузгин час-часах ун ҫине чалӑшшӑн паха-пӑха илет.

Егора президиума суйлани Ксенин кӑмӑлне кайрӗ. Вӑл унран тепӗр енче, сӗтел пуҫӗнче хӑйне ҫирӗп те лӑпкӑ тытса ларать. Егор кунта Ксенишӗн чи пысӑк хӑрушлӑх ӗнтӗ, унран кирек мӗн те кӗтме пулать. Халлӗхе, вӑл хӑйне тӳсӗмлӗ тытнӑ чухне, Ксени ку лайӑха е начара пулнине ӑнланса илеймерӗ, анчах хӑй президиумра ларни ӑна тата йӗркеллӗрех пулма хушнӑ, ун чӑрсӑр вӑй-халне тӑлласа тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, бюро пулнӑранпа пӗр каҫ иртнӗ, унта никам та ун майлӑ каламанни уншӑн ахаль иртме пултарайман. Ку ӑна кӑштах шухӑшлаттарнах ӗнтӗ.

Егор Дымшаковпа юнашар, сӗтел ҫине чавсаланса, залри ҫынсем ҫине хаяр куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑхса, малалла ӳпӗннӗ Никитӑ Ворожнев ларать. Пӗр хускалмасӑр, йывӑррӑн ларать. Ӑна Егортан куҫа курӑнман стена уйӑрса тӑнӑ пек туйӑнать пулсан та, вӑл яланах сыхӑ пулни, Дымшаковӑн чӑрсӑр хӑтланӑвне чарса лартма кирек хӑҫан та хатӗрри курӑнать. Ворожневӑн тепӗр енче Федор Мрыхин куҫне хӗссе тӗксӗммӗн ларать, Мрыхин хыҫӗнче яланах чӗмсӗр Гневышева ӗне сӑвакан вӑтанчӑклӑн пӗкӗрӗлнӗ, унпа Ксени хушшинче Екатеринӑ Черкашина вырнаҫнӑ, — ывӑҫ тупанӗпе куҫне хупласа хучӗ ҫинче темскер чӗркелет. Ҫырасса, яланхи йӗркепе, Сыроваткин кладовщик ҫырса пырать. Лузгин доклад тунӑ чухне ун ҫырмалли нимӗн те ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл ячӗшӗн сӗтел ҫине пӗшкӗнет те кас-кас тарӑн шухӑша путать, качи пӳрнине чармакласа, тачка кантур кӗнеки ҫине темскер ҫыра-ҫыра хурать. Ун ҫумӗнче, сӗтел хӗрринче, тутисене ҫӑт тытса, Зябликова зоотехник ларать. Ҫамрӑк-ха вӑл, анчах ир ватӑлнӑ пирки типсе кайнӑ пӗркеленчӗк питлӗ карчӑк пек курӑнать. Унӑн шӗвӗр сӑмсаллӑ пичӗ ҫинчен йӗрӗнчӗк-кӑмӑлсӑрлӑх йӗрӗ нихҫан та кайман.

Пухӑва ертсе пыма Прохор Цапкина хушрӗҫ — вӑл президиум сӗтелӗ хушшинче, йӑмӑх хӗрлӗ кӗпипе куҫа ҫисе ларать, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хуҫлатса хунӑ, хӑйне хушнӑ чыслӑ та пысӑк ӗҫ мӗне пӗлтернине ӑнланса мӑнаҫлӑн пӑхкалать. Кам та пулин пӑртак кӑштӑртатсанах, вӑл шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарса илет.

Пӗрлехи пухусене мӗнле ертсе пымаллипе вӑл тӗплӗн пӗлнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен Лузгин чарӑнса трибунӑран та тухма ӗлкӗреймерӗ, Цапкин ура ҫине тӑчӗ те аллине малалла ярт тӑсрӗ.

— Граждан колхозниксем! Мӗнле тӑватпӑр — тӳрех калаҫма пуҫлатпӑр-и е, ыйтусем парса, хамӑр принциплӑ пулнине кӑтартатпӑр-и?

«Вӑт путиш! Хитре сӑмахлама тӑрӑшса, ӗҫе пӗтӗмпех пӑсса хума пултарать вӗт вӑл! — шухӑшларӗ Ксени. — Никам та тӳрлетмест ӑна. Кунта ун ӑсла сӑмахӗсене тахҫанах хӑнӑхнӑ пулас».

Зал хуллен сӗрлесе тӑчӗ, кӗҫех хыҫалти ретрен тахӑшӗ кӑшкӑрчӗ:

— Туртар-ха тавай! Тӳсме ҫук туртас килет!

Хӑйӗн председатель влаҫне тӗрӗслесе пӑхнӑ пек, тивӗҫлӗ йӗрке тытса пырса, Цапкин пурне те лӑплантарчӗ, пурте шӑпӑрт пулчӗҫ, панӑ сӗнӳшӗн сасӑлаттарчӗ те тӑхтав тӑватпӑр тесе пӗлтерчӗ. Вӑл ирӗк панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗтӗм зал хускалса, кӗрлесе кайрӗ. Ксени Цапкин ҫине ирӗксӗрех хисеплӗн пӑхса илчӗ.

Президиум членӗсем кам ӑҫта килнӗ унта саланса пӗтрӗҫ. Пӗр Дымшаков ҫеҫ, йӗри-таврарине нимӗн те асӑрхаман пек, сӗтел хушшинчех ларса юлчӗ.

Мӗн кӑтартасшӑн-ши вӑл унпа, ӑнланмалла мар. Неушлӗ ҫаплах кутӑнлашать вӑл, пӗр хӑй ҫеҫ тӗрӗс тӑватӑп тесе шутлать? Ксени ӑна пӗр самантлӑха хӗрхенсе те илчӗ.

Пурте каллех пуҫтарӑнса ҫитсен, Ксени пӑшӑрханма пуҫларӗ: тӑхтав чухне никам та тухса калама ҫырӑнман иккен, Цапкин тӑрӑшса ыйтнӑ пулин те, пӗр ҫын та калаҫма пуҫласшӑн мар-ха. Ыйту та памаҫҫӗ иҫмасса.

— Граждан колхозниксем! — терӗ Цапкин, зал ҫине йӑл кулса пӑхса. — Ӑҫта-ха сирӗн ӑнланулӑх, ҫавна ыйтасшӑн эпӗ? Эпир кунта хӗвел ҫаврӑнӑшӗ тӗшӗлеме мар, критикӑпа самокритикӑна ҫӳлӗ шая сарса яма килнӗ. Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп. Пирӗн вара чӗмсӗрле выляни пулса тухать — кам ытларах чӗнмест, ҫавӑ ҫӗнтерет тенӗ пек!

Вӑл халь кӑна хӑйне шанса, ҫирӗппӗн калаҫатчӗ, анчах халӗ ҫав ҫирӗплӗх куҫ кӗретех ҫухалса пычӗ, Цапкинӑн вара чӗркуҫҫи таран ҫеҫ пулакан ӑшӑх шывра ишме лекнӗ тейӗн.

«Кам та пулин пуҫлаттӑрччӗ ҫеҫ, — шухӑшларӗ Ксени. — Вара тапранса каятчӗ-ха та».

Ҫакӑн пек йывӑррӑн пуҫланакан пухусенче вӑл пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ. Тапратса ярас, ҫынсене кӑсӑклантарас, вӗсене чунне уҫса калаҫтарас тесен, сахал мар вӑй хума тивнӗ. Анчах паян шухӑшламалли вӑхӑт ытла та тӑсӑлса кайрӗ, залра пытанса тӑракан чӗмсӗр вӑй Ксение хӑратма пуҫларӗ.

«Мӗне пӗлтерет-ха ку? — пӑлханса шухӑшларӗ вӑл, пурте шӑпӑрт ларнине курса. — Вӗсем пурте вӑтанаҫҫӗ е хӑраса лараҫҫӗ-и? Пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ вӗт-ха вӗсем, ун пек пулма пултараймасть! Тата ҫыннӑн каламалли пулсан, мӗн тытса чарайтӑр-ха ӑна? Ҫук, кунта темскер урӑххи! Неушлӗ Дымшаков тӗрӗс калать, чӑнах та камран та пулин хӑраҫҫӗ-ши вӗсем? Камран хӑраҫҫӗ-ха?»

Ксени президиум ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ те Никитӑ Ворожнев ҫинче чарӑнчӗ. Ҫакӑ мӗншӗн чӗнмест-ха тата? Вӑл алли-урипех председательшӗн тӑрать-ҫке тата вӑл ун тӑванӗ те. Е вӑл кам та пулин Лузгина тапӑнсан ҫеҫ пуҫлать-и?

«Сасартӑк никам та тухса каламасан? — шухӑшларӗ Ксени хӑраса. — Мӗн пулать-ха ун чухне — ҫынсем пухӑннӑ, пуху пулман. Пӗр колхозник та тухса каламан, правлени ӗҫне те, председатель ӗҫне те хак паман».

Ксени самах ыйтрӗ те ура ҫине тӑчӗ.

— Юлташсем, мӗншӗн тухса каламастӑр-ха эсир, ӑнланмастӑп эпӗ. Мӗн пулнӑ? Неушлӗ шутсӑр лайӑх пыраҫҫӗ сирӗн ӗҫсем, калаҫмалли те ҫук-и? Ҫулталӑк хушши мӗнле ӗҫленине эсир час-часах сӳтсе явмастӑр вӗт. Кунта сирӗн хӑвӑрӑн малашне мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле ӗҫлемеллине палӑртса хӑвармалла!

Ксение тимлӗн итлерӗҫ, хӑйне ӑна вӑл хӗрӳллӗ те ӗнентерӳллӗ каларӗ пек туйӑнчӗ, анчах каласа пӗтерсен, вӑл хӑйне тыткалама пӗлменшӗн ҫынсем лайӑхмарланчӗҫ пулас, зал хуллен ӳсӗрес килмен ҫӗртенех ӗххӗм-ӗххӗм ӳсӗркелесе илчӗ. Унтан каллех паҫӑрхи, путлӑх пек ултавлӑ, шанчӑклах мар шӑплӑх пулса тӑчӗ. Цапкин йӑл кулмарӗ ӗнтӗ. Вӑл калаҫма никама та ӳкӗте кӗртеймерӗ те, тӳссе тӑраймарӗ, трибунӑ патне тухса тӑчӗ, ун ҫине чавсаланса, ҫинҫе те улшӑннӑ сасӑпа калаҫма пуҫларӗ:

— Юлташсем, халӗ тӗнчери лару-тӑру ҫӑмӑлах теме ҫук, ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе кам та кам ыйтӑва ӑнлансах ҫитеймест, унӑн ҫакна ӑнланмалла: империализм лагерӗн пур ҫӗввисем те шатӑртатса ҫурӑлаҫҫӗ пулин те, вӑл ҫывӑрмасть!..

«Турӑҫӑм! — шухӑшларӗ Ксени, хӑйне намӑс пулнипе хӗрелсе кайса. — Мӗн калать вӑл? Мӗн тума кирлӗ-ха кунта пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру? Тата ӑҫтан вӗреннӗ-ха вӑл кун пек ӑслӑ калаҫма?»

Анчах Цапкина чарма май пур-и вара, — вӑл площаде пухӑннӑ темиҫе пин ҫын умӗнче калаҫнӑ пек, аллине малалла тӑса-тӑса, такама юнанӑ евӗр чышкине ҫӗкле-ҫӗкле илчӗ; ун ҫинҫе те ҫемҫе сасси пӗрре зал ҫийӗн ҫӗкленчӗ, тепре вӑл, сассине антарса, пӑшӑлтатса кӑна калаҫрӗ. Вӑл пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва ним мар сике-сике каҫрӗ, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине вӑл ку таранччен те Китая члена илменшӗн критиклесе тӑкрӗ те хӑйӗн итлекенӗсене часах эртелӗн кулленхи ӗҫӗсенчен аякка илсе кайрӗ. Ҫапла вӑл колхоз пурнӑҫӗ ҫинчен нимӗн те каламарӗ, пӗтӗм зал ырласа ал ҫупнӑ май хӑйӗн вырӑнне пырса ларчӗ.

Халӗ ӗнтӗ Ксени пуху киревсӗр вӗҫленессине мӗн чухлӗ те пулин тӑсма, ҫак пусса тӑракан шӑплӑха сирсе яма пултаракан кирек мӗнле вӑй тупӑнсан та питӗ хавас пулӗччӗ.

«Анчах мӗн тӑвас-ха? Мӗн тӑвас?» — шухӑшларӗ вӑл. Ҫав самантра ҫынсем хушшинчен кӑшт ҫӗкленнӗ пӗчӗк шурӑ алӑ курӑнчӗ. Цапкин хӗрарӑм ятне савӑнӑҫлӑн каларӗ те, Ксени Черкашина патнелле пӗшкӗнчӗ:

— Кам ку?

— Агашӑ Пономарева. Эпӗ сире ун ҫинчен пӗрре каласа панӑччӗ, астӑватӑр-и? Ӑна ялта Наркӑмӑш тесе чӗнеҫҫӗ.

Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм васкамасӑр президиум патне утса тухрӗ, анчах трибунӑ умне тӑмарӗ, шӑпланнӑ зала хӑюллӑн пӑхса ҫаврӑнса, сӗтел умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Шултра чечче шатрисем ун кӗрен тӗслӗ, ҫилпе куштӑрканӑ питне пӑсмаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн ҫине тинкерсе мӗн каласса кӗтекен виҫ ҫӗр ҫын умӗнче тӑман пек, ун кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ та илемлӗ. Акӑ вӑл аллине ҫӑварӗ патне илсе пычӗ те тутисене икӗ пӳрнипе шӑлса илчӗ. Вырӑссем ҫакӑн пек тунине Ксени пӗрре ҫеҫ асӑрхаман ӗнтӗ: амӑшӗнне те, ытти хресчен хӗрарӑмӗсенне те асӑрханӑ. Агашӑн шурӑ тутӑр ҫыхнипе пушшех те хурарах, ҫулла хӗвелпе пиҫни кайман пит-куҫӗнче лайӑх сывлӑхпа вӑй-хал тапса тӑрать.

Цапкин ӑна трибунӑ патне тухма хушрӗ, анчах вӑл аллине кӑна сулчӗ.

— Пырать, эпӗ кунтан та калатӑп — лайӑхрах илтӗнӗ! — ун ялти нумай хӗрарӑмӗсенни пек юрланӑ евӗр тикӗссӗн тухакан сасси ҫемҫен янӑраса кайрӗ. — Чи малтан ман Аникей Ермолаевич патне сӑмах пур! — вӑл председатель еннелле хӑяккӑн ҫаврӑнчӗ. — Калӑр-ха, мӗн шутлатӑр эсир ман пирки, лайӑх ӗҫлетӗп-и эпӗ е, тен, ирӗксӗрлеме тивет-и мана?

— Ыттисем мӗнле, пӗлместӗп, эпӗ сана хурлама пултараймастӑп, — терӗ Лузгин.

— Спаҫҫипӑ сире! — Агаша пуҫне савӑнӑҫлӑн сулса илчӗ. — Атту эпӗ пӗлтӗр хӑшне-пӗрне урлӑ каларӑм та, уя пӗр-икӗ хут кая юлса тухнӑшӑн намӑслантарса пӗтерчӗҫ мана. Никитӑ Ворожнев хӑлат пек вӗҫсе пычӗ, чутах сӑхса вӗлеретчӗ!

Залра кулса ячӗҫ. Ҫак кулӑпа хавхаланса пулас, Агаша малалла каларӗ:

— Эпӗ кая юлнӑшӑн вӑл шутсӑр тарӑхса кайнӑ. Ирӗкӗ пулас пулсан, чышкӑпа та панӑ пулӗччӗ. Хӑйӗн арӑмӗ иккӗмӗш ҫул хире тухса курманнишӗн вӑл хӑнк та тумасть! Савнӑ арӑмӗ вара еплерех тачкалса кайнӑ, алӑкран та кӗреймест. Хыҫалтан тытас пулсан икӗ арҫын ытамне шӑнӑҫмасть, пӗр арҫын вара ан та тыт!

Залра пӗрре шӑпланчӗ, тепре каллех кулӑ вӑйланса кӗрлесе кайрӗ, анчах Агашӑ, тутисене хыттӑн чӑмӑртаса, нимӗн кулмасӑр тӑчӗ.

«Акӑ вӑл никамран та хӑрамарӗ-ҫке! — хаваслӑн шухӑшларӗ Ксени. — Апла-тӑк, Егор, паллах, ӳстерсе каларӗ ӗнтӗ».

Ксени Дымшаков ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ун пит-куҫӗ яланхи пекех ним те палӑртмасть-ха, чукун чӳлмек пек хура вӑл, куҫӗсем ҫеҫ кӑштах йӳрӗкленнӗ, йӑвашланнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

— Пирӗн Аникейӗн те арӑмӗ сыв мар, чирлӗ пирки ҫӑвӗпех пасарта колхоз ларекӗнче ларать, — терӗ Агашӑ малалла, залра шӑпланса ҫитсен. — Кам шутлать унӑнне, тен, вӑл укҫана ҫуррине хӑй кӗсйине чикет?

— Эсӗ сӳтӗлсе тӑриччен фактсем илсе кӑтарт! — кӑшкӑрчӗ тулашнипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ Ворожнев. — Наркӑмӑш вӑл наркӑмӑшах!

— Ан вӑтан, Никитӑ, эсӗ мана кун пек ҫеҫ хӑртман! — хуравларӗ Агашӑ тӳсӗмлӗн. — Эпӗ пӗрре Серафимӑпа пасара кайнӑччӗ, курса тӑрантӑм унта — чут хӑсса яраттӑм. Ӗлӗк ун пеккисем ҫинчен мӗн тетчӗҫ, пӗр пусшӑн чиркӳре сывлӑша пӑсма хатӗр, тетчӗҫ. Ефим Тырцев ревизи комиссийӗнче пирӗн, мӗн тума кирлӗ ӑна председательпе хирӗҫни? Ун хӑйӗн те кучӗ пӑхлӑ — ун арӑмӗ кунӗ-кунӗпе килте ларать, те самӑртма хупнӑ ӑна!

Ксени залра ларакан ҫынсенчен тӗлӗнсех кайрӗ — вӗсем хӑйсене ирӗклӗн тытма пуҫларӗҫ, Агашӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн шавлӑн кула-кула ячӗҫ, ахӑлтатса кулни ретрен рете куҫрӗ, зал вара кассӑн-кассӑн ҫил вӗрнӗ чух пуҫ кӑларакан ыраш пусси хумханнӑ пек, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле тайӑлчӗ.

— Эпӗ пӗлетӗп-ха, ку маншӑн ахаль иртмест. Чӗлхене чарманшӑн ыранах хӗстереҫҫӗ, — терӗ Агашӑ хуллен ҫапах та ҫирӗппӗн. — Анчах чӗнмесӗр тӑма та май ҫук текех!.. Тата камран хӑрамалла пирӗн хамӑр тӑван кил-те? Халӗ авӑ Мускав хӑй те чӗнмесӗр тӑма хушмасть, апла-тӑк пирӗн калаҫма юратех ӗнтӗ…

Вӑл хӑйне мӗнле тыткаланипе, мӗнле калаҫнипе пӑртак Дымшаков евӗр курӑнать, анчах унӑн хӑйӗн маттурлӑхӗ, хӑйне евӗр мӑшкӑлласа куласси пур. Ксени малтан вӑл сӑмах ыйтсанах: юрать-ха пуҫласа парать тесе савӑннӑччӗ пулсан, халӗ унӑн кашни сӑмахне пӑшӑрханса итлесе ларчӗ.

— Эпӗ, упӑшкасӑр юлнӑ телейсӗр хӗрарӑмсем, асап ҫеҫ тӳсетпӗр! — Агаша сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, президиума хӗрӳллӗн ҫиҫекен куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнса, каласа пӗтерчӗ:  — Эпир пӗтӗм колхоза хамӑр ӗнсе ҫинче йӑтса пыратпӑр, Аникей вара пире выльӑх вырӑнне те хумасть. Унран та, бригадиртан та пӗр лайӑх сӑмах илтместпӗр, намӑс сӑмахпа вӑрҫма ҫеҫ пӗлеҫҫӗ! Лаша патне кайсан, йӑлӑнса ыйтса иличчен йӗрсе тӑранатӑн. Пӳрт таррине витме улӑм патне кайсан — тире сӳсе илеҫҫӗ. Мӗн эпир ҫын мар-и? Этемле пурӑнас килмест-и пирӗн?

Залра шӑп пулчӗ.

— Районта мӗншӗн никам та пирӗн хута кӗмест-ха? Пире ҫын вырӑнне хуманнисене мӗншӗн никам та сӑмса урлӑ памасть? — ҫиллессӗн ыйтрӗ хӗрарӑм. — Мӗншӗн тесен эпир хамӑр чӗнместпӗр, тата шульӑксене колхозра ирӗк панӑ! Ан ҫи мана, Ворожнев, куҫупа — пырна ларӗ!

Зал ҫурхи шывпа тулнӑ ҫырма пек кӗрлесе кайрӗ.

— Тӗ-ӗ-р-ӗ-с!

— Хӑйсем валли тимӗр витнӗ ҫуртсем лартрӗҫ!

— Хӗрарӑмсем анчах ӗҫлеҫҫӗ, арҫынсем пурте пуҫлӑхра, аллисене кӗсьене чикеҫҫӗ те шӑхӑркаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ!

— Вӗсем пӗр ҫавна ҫеҫ пӗлеҫҫӗ — е намӑс сӑмахпа вӑрҫаҫҫӗ, е штрафпа хӑратаҫҫӗ!

— Сатту вӗсем район умӗнче яланах лайӑх! Ӑна вӗренсе ҫитнӗ!

— Улталама та мухтанма ӑста! Виҫӗ ҫӑмартапа пусма лараҫҫӗ те, тӑхӑр чӗпӗ кӑлартӑмӑр, теҫҫӗ…

— Пирӗн умра яланах сӑмахпа ырӑ пулаҫҫӗ. Виҫӗ ҫул ӗнтӗ утӑ паратпӑр теҫҫӗ, суяҫҫӗ анчах!

Ҫынсем шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ вӑхӑтра, протоколне ҫырма пӑрахсах, Сыроваткин ура ҫине сиксе тӑчӗ — ҫӳҫӗсем тӑрмаланса кайнӑ хӑйӗн, хӗрлӗскер, вӑл сасси хӑйӑлтатакан пуличченех темскер кӑшкӑрчӗ, анчах ӑна, йӑпӑлти те путсӗр ҫын эсӗ, терӗҫ те сӑмахне хӑлхана чикмерӗҫ.

— Ку вӑл ҫынна хур туни пулать! — ҫуйӑхрӗ кладовщик.

— Эсӗ ҫын майне тахҫанах ҫухатнӑ! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна хирӗҫ. — Пӗр йытӑ пит-куҫӗ ҫеҫ юлнӑ, ӑна та сахал кӑвакартнӑ-ха!

Шавласа кайнӑ зала чарма хӑтланса, Ксени темиҫе хутчен те ура ҫине тӑчӗ, анчах унӑн сасси, ҫак кӗрлевлӗ шавпа танлаштарсан, хӑватлӑ шыв сикки ҫинчи турпас пек ҫеҫ пулчӗ. Вӑл нимӗн тума пӗлмесӗр, пулӑшу ыйтса, президиум членӗсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ: пурте ун пекех аптраса ӳкнӗ, мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ. Егор Дымшаков ҫеҫ нимӗнрен те тӗлӗнмест пулмалла. Ун халӗ малтанхинчен нимӗн те юлман, вӑл пружинӑ ҫинче ларнӑ пек сиккелесе, тӳсеймесӗр, пуҫне каҫӑртса, шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, пур халӑхпа пӗрле ахӑлтатса кулать. Халӗ Ксени Дымшакова ӑмсанса та илчӗ: епле ирӗклӗн тыткалать-ха вӑл хӑйне! Ксение пӗр шухӑш пӑшӑрхантарса канӑҫ памарӗ: «Халӑх Лузгина хирӗҫ пулсан, эпӗ мӗн тӑватӑп кунта, манпа пӗрле колхозри коммунистсем те? Ҫӗнӗ лару-тӑрура урӑхла тумалла пулсан, пурне те хирӗҫлесе, кивӗ председательшӗнех тӑма юрать-и пирӗн?»

Прохор Цапкин шӑнкӑравне ахалех тыта-тыта силлерӗ, ун сасси халӑх шавӗнче вӑрӑм туна сасси пек ҫухалчӗ. Ҫынсене лӑплантарма пултаракан вӑй пачах ҫук пек туйӑнса кайрӗ. Анчах акӑ Ксени Дымшаков алӑ ҫӗкленине курчӗ, вара зал, ҫак асӑрхамалӑх та ҫук пек хусканӑва пӑхӑнса, шӑпӑрт пулчӗ.

— Эпӗ нумай каламастӑп, — терӗ те Егор хуллен, куҫӗсене пӑшал пенӗ чухнехи пек хӗссе, ура ҫине тӑчӗ. — Кунта ӗҫ паллӑ. Анчах пирӗн ҫакна манма юрамасть: ҫӗрӗк тунката та нумай ҫул хушши ларать, мӗншӗн тесен тымарӗсене шала янӑ вӑл. Халӗ эпир кӑшкӑратпӑр — ку пӗтӗмпех тулашӗнчен курӑнаканни ҫеҫ. Пӗр ҫӗрӗк те ан юлтӑр тесен, юлашки тымарӗ тухичченех чавас пулать.

Вӑл, куҫӗсемпе залра такама шыраса, пӗр ӑстрӑм чӗнмерӗ.

— Пирӗн тунката хытах ҫӗрнине эпӗ сире халӗ тӗслӗхпе кӑтартса паратӑп. Малтан эпӗ кунта ларакансенчен акӑ мӗн ыйтасшӑн — пӗлтӗр кӗркунне ҫурт тӑррине витме е кӑҫал ҫуркунне выльӑх айне сарма улӑм илнӗ-и кам та пулин?

— Ҫ-у-ук! Чӑхран сӗт хӑвӑртрах илетӗн! — терӗҫ залра тӗрлӗ енчен.

— Чӑх вӑл ухмах! — терӗ Егор кулкаласа. — Вӑл чакаланса хӑй айӗнчен ытларах сирпӗтет, пирӗн ырӑ ҫынсем вара хӑйсен айне ытларах чикеҫҫӗ, тепӗр чухне тата хӑйсене те, ҫынсене те нимӗн те лекмест. Трактор бригадин бригадирӗ Молодцов, тен, кунтах мар-и?

— Кунта! Авӑ стенана тӗревлесе тӑрать!

— Манӑн унтан ыйтмалли пур, — вӑл бригадир кӗтесрен ҫутӑ ҫӗре тухиччен кӗтсе тӑчӗ. — Кала-ха, Алексей, халӑх умӗнче — ҫуркунне, ҫӗртме тума пуҫланӑ чухне, хирте улӑм нумайччӗ-и?

— Эпӗ шутламан, — хуравларӗ Молодцов, тӑруках кирпӗч пек хӗрелсе кайса. — Анчах та чылайччӗ…

— Ӑҫта кайнӑ ҫав улӑм?

— Ҫунтарса янӑ, ӑҫта хурас ӑна урӑх, — терӗ бригадир, капкӑн лартнине туймасӑр, ун ҫинелле савӑнӑҫлӑн пырса. — Вӑл сухалама чӑрмантарнӑ пире…

Пуху хаяррӑн кӗрлесе кайрӗ, анчах Дымшаков аллине сулса илчӗ те шӑв-шава каллех чарса лартрӗ.

— Апла пулсан, ҫынсене валеҫсе парас вырӑнне хӑвӑртрах ҫунтарса ямалла пулнӑ-и-ха ӑна?

— Эсӗ мӗнле прокурор вара, пурне те ыйтса тӗпчеме? — пуҫне ялт ҫӗклерӗ Никитӑ Ворожнев. — Кам панӑ сана ун пек правӑ?

Егор кулса ячӗ.

— Ан васка, Ворожнев, прокурортан эсӗ пурпӗрех хӑтӑлаймастӑн. Халлӗхе эсӗ Аникей хушнипе Молодцовпа пӗрле улӑм урисене мӗнле ҫунтарса янине каласа пар-ха.

— Курӑка ҫунтарнӑ эпӗ, улӑма мар!

— Курӑка улӑмран уйӑрма хӑҫан манса кайнӑ ҫак эсӗ, э? Асилтер ӑна, Молодцов! Эсӗ хӑвӑншӑн пулсан, икӗ айкки те — тӑвайкки тесе шутлатӑн, эсӗ ҫавӑнпа ҫапла тунӑ, сан вара ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ворожнев, акӑ, пӗлнӗ вӗт-ха вӑл хӑй пирӗн нушана урапа таптанине. Кала — пулнӑ-и ҫапла е пулман-и?

— Мӗншӗн пытанас ман! — терӗ Молодцов тӗксӗммӗн. — Мана мӗн хушнӑ, ҫавна тунӑ эпӗ…

— Сана ыран хӑвӑн ҫуртна вут тӗртме хушсан, тӗртетне эсӗ? — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ хыҫалти ретрен.

— Пӗр эпӗ ҫеҫ ҫунтарман улӑма… — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Молодцов салхуллӑ сасӑпа. — Малтан улӑм урисене Никитӑ вут тӗртсе тухрӗ… Эпӗ кайран… Хӑвӑртрах ҫунтӑр тесе…

Пуху ҫӗр саслӑн кӑшкӑрса ячӗ, пурте ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, тахӑшӗ урисемпе тапӑртатрӗ, тахӑшӗ пӳрнисене ҫӑвара чиксе шӑхӑрса ячӗ, паллӑ мар, мӗнпе пӗтетчӗ-ши ку — президиум сӗтелӗ хушшинчен сӑмах ыйтмасӑрах Екатеринӑ Черкашина ура ҫине тӑчӗ. Вӑл, аллисемпе сӗтелрен тытса, ҫамкине хаяррӑн пӗркӗлентерсе, пурте майӗпен шӑпланма пуҫличченех зал ҫине пӑхрӗ.

«Неушлӗ пӗтӗм ӗҫе ҫав улӑм пӗтерсе хурӗ? — иккӗленчӗ Ксени. — Тата Лузгина пурте килӗштермеҫҫӗ пулсан, мӗн тума пултарӑн ӗнтӗ? Кунта ял Совечӗн председательне питӗ хисеплеҫҫӗ, халӗ вӑл хӑйӗн авторитечӗпе Лузгина ҫӑлса хӑварайӗ-ши? Ҫук, ҫӑмӑл мар халӗ ӑна хӳтӗлеме!»

— Ман шутпа, — терӗ Черкашина хуллен, сӑмахсене пат татса, вара калама хӑяйман пек, унӑн сасси чӗтренсе илчӗ. — Ман шутпа, Лузгин тахҫанах ертсе пыракан пуҫлӑх пулма пӑрахнӑ, халӗ коммунист та мар вӑл, этем те мар…

«Ара мӗскер — пурте ухмаха тухман пуль-ҫке вӗсем!» — шухӑшларӗ Ксени, Черкашинӑн хумхануллӑ та хӑюллӑ питӗнчен пӑхса, хӑй тин ҫеҫ илтнинчен темскер тата усалраххи, хӑрушӑраххи пулассине туйнипе хытса кайса.

— Вӑл хӑйӗн шайккипе пӗрле кукӑр аллине эртел кӗсйине чикни, никама та ним вырӑнне хуманни — ку пӗр инкек ҫеҫ. Вӑл пирӗн колхоза пӗтӗмпех пӗтерет вӗт, тымарӗпех кӑклать — ку тата хӑрушӑрах инкек.

— Эсӗ, Черкашина юлташ, сӑмаха пустуй ан вакла-ха! — терӗ ӑна халӑх хушшинчен Шалымов бухгалтер. — Капла ҫын ҫинчен темӗн те калама пулать вӗт… Тӗрӗслӗх вӑл фактсене юратать!

— Пӗлетӗн-и, бухгалтер юлташ, — лешин пекех лӑпкӑн хуравларӗ ӑна ял Совечӗн председателӗ. — Чавса пӑхсан, сирӗн фактсем те тупӑнаҫҫӗ. Анчах тепӗр чухне документсемпе кӑтартса пама май килмен ирсӗр ӗҫсем те пур. Лузгин колхоза хӑйӗн именийӗ туса хунӑ, ҫакӑнпа вӑл ҫынсене пӑсса пурӑнать, ҫынсен колхозри шанчӑкне пӗтерет…

«Мӗн ҫинчен калать вӑл? Куна ӗнер бюрора мӗншӗн шарламарӗ-ха вӑл?» — пуҫне усса, никам ҫине те пӑхмасӑр, пусӑрӑнчӑклӑн шухӑшларӗ Ксени.

— Унччен ӑҫта пулнӑ вара эсӗ? — тесе ыйтма пултараҫҫӗ, — Черкашинӑн сасси вӑл хӑйне айӑпласа каланӑ пек илтӗнчӗ. — Мӗнех вара, пытармастӑп — тӗрӗссине калатӑп. Лузгина районта мӗншӗн хакланӑ-ха яланах? Вӑл сӑмаха тытнӑшӑн, плана тултарни ҫинчен чи малтан пӗлтернӗшӗн! Пур плансене те тултарнӑ пулсан, пуҫлӑхсене тата мӗн кирлӗ-ха урӑх? Эпӗ хам та ун чухне, вӑл патшалӑх интересӗсемшӗн чи малтан ҫуннине курса ҫапла шутлаттӑм, хисеплеттӗм ӑна. Анчах эпир ӑна пур ӗҫе те пӗччен татса пама ирӗк патӑмӑр та, вӑл пурне те хӑйӗн аллине ярса илчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн шалтан ҫӗрме тытӑнчӗ. Вара унран хӑрама пуҫларӗҫ. Ну, вӑхӑчӗ хальхи пек пулман, — пӗр сӑмах калатӑн та ҫаврӑнса пӑхатӑн! Лузгина хирӗҫ кайсан, сана патшалӑха хирӗҫ пыратӑн тесе айӑплаҫҫӗ… Халӗ пире ҫавӑн пек ҫынсемпе пӗтӗмпех татӑлма парти хӑй хушрӗ пулсан, ҫитет пире вӗсемпе муталанма!

Залра шӑпӑрт, пурте тухса кайнӑ тейӗн. Черкашина каласа пӗтерсен, пӗр харӑс алӑ ҫупса ячӗҫ, ҫавӑнпа ӗне ферминче ӗҫлекен Гневышева алӑ тӑратнине ҫийӗнчех асӑрхаймарӗҫ те. Хӑйне никам та йӳпсӗнменнине кура Гневышева хӗсӗнкелесе трибунӑ патнелле тухма пуҫларӗ, залра самантрах шӑпланчӗҫ.

Гневышева трибунӑ ҫине тухсан, мӗншӗн пурте сасартӑк хӑлхисене чӑнк тӑратса шӑпӑрт пулнине Ксени ӑнланмарӗ. Ӑна черетлӗ преми пама сайра хутра района чӗннӗ, ҫавӑн чухнехи савӑнӑҫлӑ самантран пуҫне вӑл ӑҫта та пулин тухса каланине никам та астумасть. Кӗпелӗх е костюмлӑх матери парсан, вӑл яланах шӑппӑн «спаҫҫипӑ» тенӗ, питпе зал еннелле тӑрса, пилӗк таран авӑнса пуҫ тайнӑ, именнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе хӑвӑртрах хӑйӗн вырӑнне ларнӑ. Унӑн Степанӗ кунта председатель пулнӑ ҫулсенчех ӑна мухтаса калаҫнӑ. Авдотья нимӗнле ӗҫе те тиркемен, малтан уй-хир бригадинче, унтан фермӑра пуринпе пӗр тан ӗҫленӗ. Упӑшкине суд туса айӑпланӑ тата вӑл пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн Авдотья хуралса кайнӑ, пӗр ҫула яхӑн шӑпӑрт ҫӳренӗ. Хуйхӑ ӑна тата чӗмсӗртерех туса хунӑ, вӑл куласси-савӑнасси ҫинчен маннӑ, мӗн пур вӑйне ӗҫе тата ачисене панӑ. Тахҫан ашшӗ ҫине ӳкнӗ мӗлке вӗсем ҫине те ӳкнӗ пек, ачисем те сӑпайлӑ та чаруллӑ ӳснӗ.

— Чӗре ҫинчи чула илсе пӑрахас килет, — терӗ Авдотья хӑйӑлти сассипе, типсе кайнӑ тутисене ҫуласа илсе. — Кайран унта хуть те мӗн пултӑр…

«Ӗнер мӗнле нимӗн те ӑнланаймарӑм-ха эпӗ, нимӗне те тӗплӗн пӗлеймерӗм, — шухӑшларӗ Ксени, ҫак пӗр сывлӑшпа сывлакан залра хӑйне ҫухалса кайнӑ пек тата пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйса. — Апла эпӗ Дымшакова ахалех итлемерӗм?»

— Анчах эсир мана ан васкатӑр тата ан пӳлӗр-ха, атту ман ахалех пуҫ ҫаврӑнать, — терӗ те Авдотья, шухӑшӗсене пуҫтарнӑ пек, кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Ну вӑт.. Ӗлӗк мӗнлеччӗ? Ӗнесем хыҫҫӑн ҫӳретӗп, кашни пӑрушӑн чӗре ыратать, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп… Пӑруласан — ушкӑнӗпех илетӗп те сума, ӗнесене хама хӑнӑхтарма пуҫлатӑп. Вӗсен пур йӑлисене те пӗлетӗн, талайне вӗренсе пыратӑн… Мӗн чухлӗ суса илетӗн, пурне те шута илеҫҫӗ, сахал-и, нумай-и — хам аллӑмпа тунине никам та туртса илмест…

Вӑл хуллен каларӗ, ахаль пӑхсан хумханмасть те темелле пек, анчах аллисем вӑл хумханнине палӑртаҫҫӗ — вӗсем е трибунӑна канӑҫсӑррӑн тыта-тыта хыпашлаҫҫӗ, е хулпуҫҫисем ҫине уртса янӑ тӑваткал-тӑваткал кӑвак шаль тутӑр патнелле туртӑнса, ун шереписене лӳчӗркеҫҫӗ, пӗтӗркелеҫҫӗ, е, сывлама сывлӑш ҫитмен пек, сасартӑк кӑкӑрӗ ҫине хӗресле выртаҫҫӗ.

— Халӗ вара ӗҫ мар, намӑс курни ҫеҫ! — Авдотья сассинче тарӑхни, кӳренни илтӗнчӗ. — Ну, ман урӑх нимӗнле тӳсӗм те ҫук!.. Мӗн шухӑшласа кӑларчӗҫ-ха — хуть ҫӗр айне путса анса кай! Ман ушкӑна, сакӑр ӗне ҫумне, эпӗ вӗсене миҫе ҫул сунине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, пӗрремӗш хут пӑруланӑ виҫе ҫамрӑк ӗне пачӗҫ. Вӗсем начар мар, сӗтне те ман ватӑ ӗнесенчен сахал памаҫҫӗ, анчах вӗсене темшӗн ӗне вырӑнне шутлама хушман.

— Мӗн халӑха пӑтраштаратӑн эсӗ, Авдотья Никифоровна! — чӑтаймасӑр пуҫне ялт! ҫӗклерӗ Никитӑ Ворожнев. — Мӗн эсӗ, пӗчӗк ача мар пуль-ҫке? Пӗлместӗн-им, йӗрки мӗнлине? Пушмакла ҫӳреҫҫӗ те кирлӗ таран, унтан вӗсене ӗне шутне кӗртеҫҫӗ. Мӗн тума туртса кӑлартӑн эсӗ ҫакна — ӑнланмалла мар!

— Эсӗ фермӑ пуҫлӑхӗ вӗт, ӑҫтан ӑнланатӑн-ха ӗнтӗ? — хуравларӗ Гневышева, кӑшкӑрса тӑкнинчен хӑрамасӑр. — Апла пулсан, эпӗ пӑхакан пӑрусене мӗн ҫуркуннерен, февраль уйӑхӗнченех, вӗсем пӑруланӑран вара мӗншӗн ӗне шутне кӗртместӗн эсӗ? Чӗнместӗн. Калам-ха эпӗ сана — хӑвна лайӑхрах кӑтартас тесе, ултавлӑ ӗҫ тӑватӑн эсӗ. Пушмак пӑрусен сӗтне эсир сакӑр ӗне ҫине ҫыратӑр вӗт!.. Тӗрӗссипе эпӗ кашни ӗнерен вун икшер кило сӗт илетӗп пулсан, район хаҫачӗ ҫырнӑ тӑрӑх вара пӗрер пат илетӗп пулать!..

Зал тӑрӑх каллех ахӑлтатса кулни янӑраса кайрӗ, пӗрре ҫинҫе сасӑсем ихихлетрӗҫ, тепре мӑн сасӑсем кӗрлесе илчӗҫ.

— Кама варалатӑн? Кама? — сасартӑк кӑшкӑрса илчӗ Аникей, пуклак кӗске пӳрнисемпе сӗтеле пӑнтӑртаттарса. — Сан пылчӑку пире сирпӗнсе лекеймӗ! Ытах пӗрер катрам лекес пулсан — пирӗн шӑлӑнса тасалмалли пур! Е, тен, эсӗ ҫапла калӑн: эсир хӑвӑра лайӑх кӑтартасшӑн ӗҫленӗ, эпӗ нимӗн те пӗлмен, пушӑ ӗмкӗчпе тӑранса пурӑннӑ. Сӗт нумай суса илнишӗн укҫа кам илнӗ? Е эсӗ ҫав укҫаран йӗрӗннӗ-и, колхоз кассине каялла панӑ-и ӑна? Аллуна ҫунтармасть-и вӑл санӑнне?

— Ҫунтарать, Аникей Ермолаевич! — терӗ те Авдотья йынӑшса, кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямасӑр, шаль тутӑрӗ пусса тӑнӑ пек, ӑна хулпуҫҫисем ҫинчен туртса антарчӗ. — Ах, епле ҫунтарать! Сирӗн хушса тӳленине те, сирӗн парнесене те ӗмӗрне те илмӗттӗм эпӗ!.. Колхоз преми панӑ кӗпене тӑхӑнатӑп та хам ҫине, ниҫта кайса кӗрейместӗп. Ултавшӑн панӑ вӗт ӑна! Вӑрланӑ кӗпе вӗт вӑл! Ҫуркаласа тӑкӑттӑм!..

— Эсӗ ҫапах шухӑшла-ха, мӗн аврать сан шӑмӑсӑр чӗлхӳ! — Ворожнев ӑна каллех чарма хӑтланчӗ. — Ан манса кай, сан Степан та тӗрмене паттӑр ӗҫшӗн лекмен, ҫана вара чӗлхӳне сахалтарах кӑларсан та юрамалла!

Ку сӑмахсене илтсен, пуху ҫӗнӗрен тарӑхса кайрӗ:

— Хуп хӑвӑн ҫӑварна, Никита! Кампа юнашар лартатӑн эсӗ хӑвна? Кампа?

— Пыйтӑ эсӗ Степанпа танлаштарсан! Выҫӑ пыйтӑ!

— Ха, вӗчӗрхенсе кайрӗ, айне вут хурсан!

Авдотйӑн пит-куҫӗ хуралса килчӗ, анчах вӑл ҫынсем шӑпланиччен кӗтрӗ те шӑппӑн каларӗ:

— Тен, эсир пӗр мана ҫеҫ пылчӑк ҫинче йӑвалантарӑр — кам пӗлет! Пылчӑкне кивҫен илмелле мар сирӗн — хӑвӑр мӑй таранах путса ларнӑ… Эпӗ, паллах, пурин умӗнче те айӑплӑ, ҫавӑншӑн ӳкӗнетӗп те. Анчах эпӗ ку чула урӑх йӑтса ҫӳреместӗп! Пуҫлӑхра вара, Аникей, эсех юлатӑн пулсан, эпӗ ӗне сума пӑрахатӑп!

— Хуть ыранах тухса кай, куҫҫуль тӑкмастпӑр! — хура пуҫсем хушшинчен сап-сарӑ хӗвел ҫаврӑнӑшӗ пек сиксе тухрӗ Сыроваткин кладовщик, анчах ӑна малти ретрисем хӑтӑрса илчӗҫ те, вӑл каллех пуканӗ ҫине тӗршӗнчӗ.

— Эпӗ кайсан сирӗн пурнӑҫ лайӑхланать тетӗр-им! — кӑшкӑрчӗ сывлӑшӗ пӳлӗнсе ҫитнӗ Авдотья, трибунӑ ҫинчен анчӗ те сирӗлсе тӑнӑ колхозниксем хушшипе алӑк патнелле утрӗ. Алӑк патне ҫитсен вӑл, куҫҫуль тулли кусӗсене ялкӑштарса, каялла ҫаврӑнчӗ. — Пушмак пӑрусен сӗтне ытти ӗнесем ҫине шутланисӗр пуҫне, тата мӗн чухлӗ сӗт ӳстерсе ҫыртӑр, сысна ҫурисем валли тесе мӗн чухлӗ сӗт пӗтернӗ — куна пӗр Шалымов ҫеҫ пӗлет, анчах ӗмӗрне те каламасть! Ӗне сӑвакансенчен пӗр мана ҫеҫ намӑс-им, вӑхӑт ҫитсен, ыттисем те тӳссе тӑраймӗҫ-ха!.. Кунта ман Степан пирки каланине илсен, эпӗ ун ачисен амӑшӗ, эпӗ ӑна нихҫан та пӑрахман, хама касса вакласан та пӑрахас ҫук!.. Хӑш-пӗрисемшӗн вӑл чи начар ҫын пулӗ, маншӑн вара, эпӗ унран лайӑх ҫын тӗл пулман!..

Вӑл алӑк патнелле мар, каялла, халӑх хушшинелле, утса кӗчӗ те унта типӗ ҫырана ҫапса кӑларнӑ хум пек ҫухалчӗ.

Ксени курчӗ: Авдотйӑн аллине тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ, кашнинех ӑна сӗртӗнсе, ун ҫине ӑшшӑн йӑл кулса пӑхас килнӗ пек, хулпуҫҫинчен силлерӗҫ, кӑшкӑрса темскер каларӗҫ.

«Манӑн мӗн те пулин тӑвас пулать! — шухӑшларӗ Ксени, ним тума пӗлмесӗр. — Манӑн чӗнмесӗр ларма юрамасть! Анчах мӗн калас-ха ман? Мӗн?»

— Кунта пухура пирӗн партин районти комитечӗн представителӗ пур, — кӗтмен ҫӗртен илтрӗ Ксени Егор Дымшаковӑн ҫирӗп сассине, ҫак сасӑ ӑна ирӗксӗрех ура ҫине тӑратрӗ. — Кунта эпир нумай япаласем илтрӗмӗр. Халӗ калатӑр ӗнтӗ вӑл, кун хыҫҫӑн ҫакӑн пек ҫынна председательте тытма юрать-и? Ку тӗлӗшпе райкомӑн хӑйӗн шухӑшӗ пур-и? Е сентябрьти Пленум решенийӗсене райкомра халӗ те вуласа тухайман-и-ха? Унта вара парти пире паян мӗнле пурнӑҫ тума чӗнни ҫинчен, пире ҫавӑн пек пурнӑҫ тума чӑрмантаракансене мӗн тумалли ҫинчен питӗ уҫҫӑн каланӑ!

«Ман райком авторитетне пӗтермелле мар! — терӗ те Ксени хӑй ӑшӗнче, чӑмӑртанӑ чышкисемпе сӗтел ҫине пусса, куҫӗсене пӗр вылятмасӑр тимлӗн итлесе ларакан ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Вӗсем мана хӑйсем майлӑ каласса кӗтеҫҫӗ. Вӗсем майлӑ каласан, эпӗ райком ятне ямастӑп ҫеҫ мар, райкома тата авторитетлӑрах тӑватӑп!»

— Колхозник юлташсем, партин районти комитечӗ сире ирӗксӗрлемест, — терӗ вӑл хуллен, пӑчӑ шӑплӑхра хӑйӗн пӑлханнипе улшӑннӑ сассине палласа илеймесӗр. — Эпир сире пӗр е тепӗр председателе сӗнме пултаратпӑр, анчах юлашки сӑмах яланах сирте, сирте анчах пулать! Аникей Ермолаевич Лузгин пирки калас пулсан вара, ман ҫакна йышӑнас пулать: паянхи пухура асӑннӑ тарӑхтаракан фактсем ҫинчен райком пачах та пӗлмен. Ман шутпа, ҫакӑнтан вывод туса райкомӑн кусене тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхмалла…

Кӗтмен ҫӗртен пурте пӗр харӑс, питӗ хытӑ алӑ ҫупса ячӗҫ, Ксени ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ, хӑйне сасартӑк ку таранччен пӗлмен темӗнле вӑй ҫӗклентерсе янӑ пек туйӑнчӗ, чӗрине савӑнӑҫпа тултарчӗ. Анчах Ксени хай ҫине шӑтарас пек пӑхса, ыйтуллӑн ялкӑшса тӑракан куҫсем мӗн кӗтнине каласа та пӗтереймерӗ, унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче тахӑшӗ сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларнӑ пек хӑйӑлтатса, кашта ҫине ларнӑ чӑхла лайӑх мар кӑшкӑрса ячӗ…

Ксени хӑраса, мӗн пулнине ӑнланаймасӑр хыҫалалла ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах Аникей Лузгин шӑнӑр туртса хутлатнӑ пек аллисемпе сӗтеле катӑртаттарса хырнине курчӗ. Акӑ вӑл, тем калама хатӗрленнӗ пек, ҫӑварне карчӗ, чавсаланса ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах тӑрас вырӑнне хӗрлӗ ҫиттине хӗрринчен ярса тытрӗ те ӑна графинпа пӗрлех хӑй ҫинелле туртрӗ. Лузгина сасартӑк темскер пулнине тӳрех тавҫӑрса илеймерӗҫ, графин сӗтел ҫинчен чул урайне персе анса чанкӑр-р! ванса кайсан тин хӗрарӑмсем йынӑшса ҫари ҫухӑрса ячӗҫ. Такам аллинчи кӑкӑр ачи каҫса кайсах кӑшкӑрчӗ. Лузгина никам та, унпа юнашар ларнисем те, тытса ӗлкӗреймерӗҫ, вӑл, хӑрӑлтатса, пукан ҫинчен ерипен шуса анма пуҫларӗ те урайне кӗрӗслетсе ӳкрӗ…

Урӑм-сурӑм тӗркӗшӳ пуҫланчӗ, пурте кӑшкӑра-кӑшкӑра илчӗҫ, анчах нимӗн тума та пӗлмерӗҫ. Никитӑ Ворожнев ҫеҫ ӑс ҫитерчӗ. Вӑл ӳкнӗ председатель патне пырса кӗпӗрленнӗ ҫынсене упа пек чӑртмаххӑн тӗккелесе салатса ячӗ те ӑна месерле ҫавӑрса вырттарчӗ, ҫӗклесе кӗпе ҫухинчен карт туртрӗ.

— Кунтан пурте халех кайӑр! — хушрӗ вӑл кӗскен. — Кантӑка уҫӑр — сывлӑш кӗтӗр! Сыроваткин, вӗҫтер медсестра патне! Хӑрах уру кунта, тепри — лере пултӑр!.. Шалымов, яр-ха кама та пулин лав патне, е луччӑ хӑв чуп!..

Вӑл ваннӑ графинран юхса тухнӑ шыв кӳлленчӗкӗнче сӑмса тутрине йӗпетрӗ те Аникей ҫамки ҫине хучӗ. Юнашар тӑракан Дымшакова курсан, ун ҫине хӑйӗн ҫиллес куҫӗсене ҫӗклерӗ:

— Турӑн-и хӑвӑнне? Савӑнах ӗнтӗ! Ҫынна вилӗм патне ҫитертӗн! Анчах куншӑн эпӗ сана та кун памастӑп…

Дымшаков хуравламарӗ, каҫӑрӑлса выртакан Лузгина питрен чӑрр! пӑхрӗ. Пичӗ тарланӑ та йӑлтӑртатать, анчах шуранкӑ мар, тапак туртнипе сарӑхнӑ, тути кӑшт усӑннӑ та хытӑ ҫыртса лартнӑ шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Хӑй, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ пек, пӗр тикӗс сывлать.

Ксени, пушанса юлнӑ клуб тӑрӑх канӑҫсӑррӑн каллӗ-маллӗ утса, аллисемпе пӗрмаях тӑнлавне яра-яра тытнине асӑрхасан, Егорӑн сасартӑк Лузгин патӗнче тӑрас килми пулчӗ те, вӑл Ксени патне пычӗ.

— Паян тӗлӗнтертӗн-эсӗ мана, тӑванӑм. Пытарса тӑмастӑп, савӑнтартӑн, — терӗ вӑл хуллен, Ксение костюм ҫаннинчен сӗртӗнсе.

— Ҫакӑн ҫинчен епле калаҫма пултаратӑр эсир халӗ! — хуравларӗ Ксени кӳренӳллӗн. — Ҫав териех чунсӑр пулмалла-и вара! Неушлӗ хамӑр мӗн туса хунине ӑнланмастӑр эсир?

— Э, пӑрах эсӗ пӑлханма, нимӗн те туман эпир санпа, — ҫавӑн пекех пӑшӑлтатса, лӑплантарчӗ вӑл Ксение. — Шульӑка вӑрӑпа тытсан, унӑн вара чӗри начартарах пулсан, эпӗ хам куншӑн тӑнран кайса ӳкместӗп. Сана та ӳкме хушмастӑп. Эпӗ Аникее вилӗм сунмастӑп, анчах сывлӑхӗ хавшак пулнӑ пирки ӑна вӑрӑ ӗҫӗсемшӗн те каҫарма хатӗрленместӗп!..

— Ну хуть кунта та пулин апла ан калӑр-ха, тархасшӑн! — Ксени пӳрнисене шатлаттара-шатлаттара илчӗ. — Ӑна мӗн те пулин пулас пулсан, куншӑн эпӗ хама каҫармастӑп!

— Луччӑ эсӗ халех унпа юнашар персе ан урайне, тен, кайран ҫакна шута илӗҫ, — хыттӑн, шӑл витӗр сӑрӑхтарса кӑларчӗ те Дымшаков Ксени патӗнчен кайрӗ. Ҫемҫе, хӗрарӑмла хӑраса ӳкнӗ! Вӑл пур, пултӑрӗ чӑнах та пурнӑҫа ӑнланакан ҫын пулса ҫитрӗ тенӗччӗ. Пӗрре ура ҫине тӑчӗ те каллех чӗркуҫленсе ларчӗ. Шан ӗнтӗ ҫавӑн пеккисене!

Сайт:

 

Статистика

...подробней