Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чуна хӗрӳллӗ кӑмӑл ыталаса илет, чӗп-чӗрӗ те хӗп-хӗрлӗ, чечекленекен ҫутта курас кӑмӑл ҫӗкленет; ҫав ҫутӑ ҫынсене хӑлхана ыраттаракан, куҫа йӑмӑхтаракан нумай тӗрлӗ кичемлӗхрен хӑтартӑрччӗ, тетӗн…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Акӑ мӗн кунта чи йывӑрри: пуҫ ҫаврӑнать, илтми-курми пулатӑн — куҫпа хӑлхана шыв кӗрсе тулать, карланка ирӗксӗрех нумай шыв ҫӑтма тивет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унӑн пайтах сӑмахӗсене вӗсем ман хӑлхана кӗме ӗлкӗриччен ҫил таҫта вӗҫтерсе ячӗ, пайтахӑшне эпӗ ӑнланаймасӑр юлтӑм — кашни самантра сана вилӗм хыпса ҫӑтас пек чухне, синьор, вӗренме вӑхӑт ҫук.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Хӑлхана касса татрӗҫ… пулмалла…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӗлернӗ ҫынсене шелленӗ, ҫавӑн пекех тата пӗр йывӑр, чуралла шухӑш вилнине сиснӗ те ун ҫинчен шарламасӑр тӑнӑ; ӑшри хуйхӑпа ҫилле тапратас мар тесе, хӑлхана чавакан ята та текех асӑнман…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тата, урамранах, темле тӗлӗнмелле сасӑ хӑлхана пырса кӗрет те вывеска хӑйӑлтатать, те такам йынӑшать таҫта.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Христуса сутакан Иуда! — Кӗске пӳрнисене чаркаласа, аллине пӗлӗтелле ҫӗклетчӗ те, сасартӑк хыттӑн, хӑлхана ҫуракан сасӑпа: — Сана пӑлхав тунӑшӑн эпӗ полицие пӗлтерсен? — тесе кӑшкӑратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫынсене каласа парса манран кулатчӗ, пӗлеттӗм эп ӑна, вӑл мӗн калани хӑлхана ҫитсе кӗретчӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан, хӑвӑл кӗпҫе тытса, вӗҫен-кайӑк сасси пек янраттаракан шӑхлич тума тытӑнчӗ, тулӑ хӑмӑлӗнчен ҫинҫен те ачашшӑн чӗтрентерекен шӑхлич турӗ, хӑва хуллинчен вара хӑлхана ҫурмалла сасӑ паракан шӑхлич пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кивӗ ҫуртӑн ҫивиттийӗпе стенисем ҫине хӑлхана хуплакан шавпалан шапӑр-р! тӑкӑнчӗ сасартӑк темӗскер.Вдруг что-то с оглушительным треском посыпалось на крышу и на стены старого дома.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑлхана питӗрсе хуни, курми пулни, ҫӳҫе ӗнтсе яни пулать!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне Моцарт кӗввисене каланӑ чухне те хӑлхана хуплатӑп…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Суятӑн, вуникӗ ачаллӑ, тесе ҫыр, вӑл ӑна хӑлхана та чикес ҫук, никам та тӗрӗслемест, анчах ку «чӑн пулнӑ пек» ҫырни пулать…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак самантра хӑлхана хупласа хуракан взрыв илтӗнсе каять.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӑшкӑрмасан ӑна никам та илтес ҫук, мӗншӗн тесен стена варрине вӗсен пуҫӗ тӑрринех вырнаҫтарнӑ динамиксем хӑлхана ҫурасла кӗрлеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Серый вӗсен сассине хӑлхана та чикмерӗ, аллипе сулчӗ кӑна.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив