Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан, хӑвӑл кӗпҫе тытса, вӗҫен-кайӑк сасси пек янраттаракан шӑхлич тума тытӑнчӗ, тулӑ хӑмӑлӗнчен ҫинҫен те ачашшӑн чӗтрентерекен шӑхлич турӗ, хӑва хуллинчен вара хӑлхана ҫурмалла сасӑ паракан шӑхлич пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кивӗ ҫуртӑн ҫивиттийӗпе стенисем ҫине хӑлхана хуплакан шавпалан шапӑр-р! тӑкӑнчӗ сасартӑк темӗскер.Вдруг что-то с оглушительным треском посыпалось на крышу и на стены старого дома.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑлхана питӗрсе хуни, курми пулни, ҫӳҫе ӗнтсе яни пулать!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне Моцарт кӗввисене каланӑ чухне те хӑлхана хуплатӑп…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Суятӑн, вуникӗ ачаллӑ, тесе ҫыр, вӑл ӑна хӑлхана та чикес ҫук, никам та тӗрӗслемест, анчах ку «чӑн пулнӑ пек» ҫырни пулать…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак самантра хӑлхана хупласа хуракан взрыв илтӗнсе каять.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӑшкӑрмасан ӑна никам та илтес ҫук, мӗншӗн тесен стена варрине вӗсен пуҫӗ тӑрринех вырнаҫтарнӑ динамиксем хӑлхана ҫурасла кӗрлеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Серый вӗсен сассине хӑлхана та чикмерӗ, аллипе сулчӗ кӑна.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Аслисем ачисен сӑмахне хӑлхана чикмеҫҫӗ вӗт.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ҫавӑнта вара леш дракон тытӑнчӗ ман хӑлхана пӑрма…
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тепӗр чухне шӑрчӑксем кӗмӗл пек чӗнкӗлтетнин музыки хӑлхана тулать, вара тинӗс шавӗ чарӑнать.То начиналась хрустальная музыка сверчков, и тогда прекращался шум моря.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— У, ирсӗр этем, хӑлхана татсах илчӗ, — тет Гаврик.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте кӑшкӑратчӗҫ, ҫуначӗсене ҫапса тӑратчӗҫ, шӑхӑратчӗҫ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре вӗҫсе ӳкнӗ чух кӳршисене тӗрте-тӗрте каллех чи чӑнкӑ чулсен хӗррипе ларса тухатчӗҫ те вара ҫав хӑлхана ҫурас пек янраса тӑракан шывра уйрӑм кӑшкӑрашусем илтӗнетчӗҫ, ҫавсене курсан пасара пынӑ ятлаҫакан карчӑксем хӑйсен лавӗсенче ларсах хирӗҫсе кайнӑ тейӗн ҫав.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паллах ҫаксем ҫеҫ курӑнчӗҫ, чӑннипе каласан, хам ача чухнех тавҫӑрса илейми доктор, ман пата килет, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетнӗ, халех ман чӗлхене е хӑлхана пӑхассӑн туйӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлти палуба ҫинчи тенкел ҫине вырнаҫса ларсан, вӗсем хӑма купӑсӗсене каласа ячӗҫ: «На сопках Манчжурии» ятлӑ маршӑн хӑлхана ҫуракан йӑнӑш сассисем ватӑ машина ӗҫленин йывӑр сассисемпе хутшӑнса кайрӗҫ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хӑлхана ҫуракан сасӑ, музыка евӗрлӗ илтӗнсе, абрикос пахчи витӗр тӑсӑлса пушӑ ҫеҫенхире, тинӗс патне ҫитрӗ, вара чӑнкӑ ҫырансем хушшинче нумайччен хурлӑхлӑн илтӗнкелесе майпен ҫухалчӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑпахчӗ — сасартӑк хӑлхана ҫурас пек вӗҫен кайӑксен кӑшкӑрнӑ сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫуначӗпе авӑсса вӗҫсе хумханни илтӗнчӗ!Тишина — и вдруг оглушительный птичий крик, взмахи крыльев, волнение!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑк хӗрарӑм «Ыйтсан хамах вырӑн параттӑмччӗ те-ха» тени те хӑлхана кӗмерӗ пулас…
Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17
Унранах эпӗ чи малтанхи хут Ленинградран ачасене эвакуаципе илсе каяҫҫӗ тенине илтрӗм, ку хыпар ман хӑлхана ҫурсах ячӗ, ҫак ытарма ҫук дачӑран, няньӑпа пӗрлех хамӑр чечексем лартса ӳстернӗ клумбӑсене пӑрахса каясси питӗ кансӗр пек туйӑнчӗ мана.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951