Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫерем пуснӑ кӗтессенче ял ачисем тӗкӗлтура пылӗ шыратчӗҫ, куҫҫуль пек таса пыла савӑнса ӗметчӗҫ, парка курӑк сулхӑнӗнче кӳпчесе пиҫнӗ пӗрлӗхенпе ҫӗр ҫырли тататчӗҫ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сывлӑш тӗлӗнмелле таса, сипетлӗ.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пил сӑмахӗнче те вара халӑха кӳрентермесӗр, таса чун хавалӗпе ӗҫлӗсе пурнӑҫа тӗрӗс-тӗкел тытма ӳкӗтленӗ, тет.И еще наказал не обижать честных людей, трудиться в поте лица, вести праведный образ жизни.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ме, тыт таса аллӑма!
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ну, вара таҫта килсе кӗтӗм, хам та пӗлместӗп… — терӗ вӑл уҫӑ та таса куҫӗпе шофера питрен тӳррӗн пӑхса.Ну и, значит, заехал, сам не знаю куда… — сказал он, глядя ясными глазами прямо в лицо шоферу.
15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ӑшӑ, таса пӳлӗме кӗрсен Мишка чӗтреме тытӑнчӗ.Очутившись в теплой, чистенькой комнате, Мишка стал дрожать.
15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Ҫак сӑмахсемпе майор таса конверт ӑшне хӑй каласа ҫыртарнӑ ҫырӑва чиксе хучӗ те, ачана тыттарчӗ.
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ҫак таса бланксем хисеплӗ вырӑнта шутланса тӑракан фирма хӑй тӑвас тенинчен, тен, ытларах кӑтартса пама пултараҫҫӗ.Незаполненные бланки говорили гораздо больше, чем это, наверно, хотелось высокой фирме.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Унта Финляндири «Гутцейт» ятлӑ вӑрман пӗрлешӗвӗн кантурӗнчен вӑрман касакансем ӗҫукҫи илни ҫинчен ал пусса памалли таса бланксем пулчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Таса чӗререн пӗтӗмпех тӗрӗс каласа пани сире ҫӑмӑллӑх кӳме пултарать.Чистосердечное раскаяние и правда могут облегчить вашу участь.
8. Допрос // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
А эпӗ сана лайӑх, таса та тӳрӗ чунлӑ ача пулӗ, тенӗччӗ.
5. Тӗлпулу // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Горницӑна типтерлӗ тасатнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан таса урайне половиксем сарнӑ.Горница была чисто прибрана, половики разостланы на сияющем чистотой полу.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ирӗксӗрех мартри сивӗ кун шап-шур юр, хӗвел, теплушка, таса мар урайӗнче ӳпне выртакан командир аса килет…
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
«Вырӑс ячӗ Корейӑра чи таса та хисеплӗ ят, — тет Гарина Ыйчжу ҫынни. — Раҫҫей пире пит нумай пулӑшнӑ…
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Столовӑйра Тёма таса чашӑк-тирӗксем лартса тултарнӑ сӗтеле курчӗ, сӗтел ҫинче ларакан сӑмавара, хӑйӗн хӑйма чашкине, тата икӗ ҫын ҫимелле касса хунӑ пысӑк просвире — чей ӗҫнӗ чухнехи хӑйӗн юратнӑ ҫимӗҫне курсан, киленсех кайрӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл хӑйӗн ҫавнашкал енӗпе пӗтӗм хулара чапа тухнӑ, унпа пӗрлех тата, калас пулать, унӑн ҫав тери таса тӳрӗлӗхне те, чиксӗр хастарлӑхне те халӑх пӗлсе тӑрать.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма ӑшӑ та тап-таса пӳрт ӑшне кӗрсе тӑрать, тирпейлӗ хуҫа майри урайне те кӑмакине тислӗклӗ тӑмпа шӑлса якатнӑ; сарӑ, таса урайӗ ҫине, шурӑ стенасем ҫине, пӗчӗк кантӑк карӑмӗсем ҫине тата кӑпӑшка Кейзеровнӑн тӗксӗмленнӗ сӑнӗ ҫине пӑхса ҫаврӑнать те, хӑйне мӗн каласса кӗтет.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Лешӗ, таса мар кухньӑра, таҫта кӗтесре, хӑйӗн хулӑн тутисене сарса пӑрахса, темӗскерпе аппаланса ларать.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Тен вӑл таса марскер пулчӗ пулӗ, — терӗ тахӑшӗ, ҫав самантрах пурин те ҫан-ҫурӑмӗсем сӑркаса кайрӗҫ.— Может, это нечистый был, — сделал кто-то предположение, и у всех пробежали мурашки по телу.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ача-пӑчасем, хӑйсен таса мар ҫара урисене хуҫлатса карта ҫумне ларнӑ та, ҫӑварӗсене карсах Тёмӑна итлеҫҫӗ.Ватага, поджав свои босые грязные ноги, сидела под забором и с разинутыми ртами слушала Тёму.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.