Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӗҫри кунсем

Раздел: Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ

Автор: Уйӑп Мишши

Источник: Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Год: 1951; Добавлен: 2020.10.19 23:48

Предложений: 653; Слово: 6564

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ноябрь уйӑхӗнчи вӗтӗ ҫумӑр, пӗр евӗр кантӑка ҫапса ҫӑвать.

Столовӑйри пысӑк сехет, ҫичӗ сехет ир пулнине кӑтартса, чӗриклетсе ҫичӗ хут ҫапрӗ.

Зина, ҫав ҫулах гимназие кӗнӗскер, формӑллӑ хӑмӑр платьепе, шурӑ пелеринӑпа, чей сӗтелӗ умӗнче сӗт ӗҫсе ларать, хӑй умне уҫса хунӑ кӗнеке ҫине тӑтӑшах пӑха-пӑха илсе, сӑмси айӗн шӑппӑн мӑкӑртатать.

Сехет ҫапса илсен Зина хӑй вырӑнӗнчен васкаса тӑчӗ те, Тема пӳлӗмӗ патне пырса алӑк витӗр:
— Тёма, сакӑр сехет ҫине кайни вунпилӗк минут, — тесе пӗлтерчӗ.

Тема пӳлӗмӗнчен темле, уйӑрса илме ҫук мӗкӗрнӗ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Зина хӑйӗн кӗнеки патне пырса ларчӗ, столовӑйра каллех унӑн шӑппӑн тухакан пӗр евӗрлӗ сасси илтӗне пуҫларӗ.

Тёма пӳлӗмӗнче шӑпах.

Зина татах алӑк патне пырса кӑшкӑрсах каларӗ:

— Тёма, ара тӑрсам ӗнтӗ!

Хальхинче Тёма ыйӑхлӑ сассипе кӑмӑлсӑр:
— Сансӑрах тӑрӑп-ха! — терӗ.

— Мӗнпурӗ те вунпилӗк минут анчах юлчӗ, эпӗ сана пӗр минут та кӗтместӗп. Кашнинчех сана пула кая юлас килмест манӑн.

Тёма тӑрас килмесӗрех тӑчӗ.

Аттисене тӑхӑнчӗ вӑл, питне ҫума пычӗ, пит-куҫне пӗр-икӗ хут шывпа сӑтӑркаласа илчӗ те, кӑшт шӑлӑнкаласа, тура тытрӗ, ҫӑра ҫӳҫне пӗр енчен кукӑртса тураса, тикӗс мар йӗр турӗ, унтан ӗҫне пӗтермесӗрех тӳсӗмсӗр аллисемпе пуҫне якаткаларӗ те, вара тумланса, утнӑ май сюртукне тӳммелесе, столовӑйне тухрӗ.

— Анне сана пӗр стакан сӗт ӗҫме хушрӗ, — терӗ Зина.

Тёма ним шарламасӑр куҫхаршине ҫеҫ хускатса илчӗ.

— Эпӗ ҫав ҫӑрӑлчӑка ӗҫместӗп… Ху ӗҫ, — хирӗҫ каларӗ Тёма, Таня панӑ чей стаканне тӗксе лартса.

— Артемий Николаевич, аннӗр ҫӑра чей ӗҫме хушмасть-ҫке-ха.

Тёма темиҫе самант хушши пӑхса ларчӗ, унтан, вӑрт сиксе тӑрса чейнике илчӗ те, стаканне ҫӑра чей ячӗ.

Таня Зина ҫине пӑхрӗ, Зина Тёма ҫине, Тёма вара хӑй мӗн тӑвас тенине тунипе кӑмӑлне ҫырлахтарнӑскер, ҫӑкӑрне чейпе йӗпетрӗ те никам ҫине пӑхмасӑр ҫиме тытӑнчӗ.

— Сӗт ӗҫетӗр-и? — ыйтрӗ Таня.

— Ҫур стакан!

Сӗт ӗҫнӗ хыҫҫӑн Зина тӑчӗ те ҫирӗп сасӑпа: «Эпӗ урӑх пӗр минут та кӗтместӗп», тесе, хӑйӗн тетрачӗсемпе кӗнекисене васкаса пуҫтарма пуҫларӗ.

Тёма ӑна курса ҫав ӗҫех васкамасӑр тума тытӑнчӗ.

Аппӑшӗпе шӑллӗ алӑкран тухса тӑчӗҫ. Унта вӗсене паҫӑрах ӗнтӗ пур енчен те хупӑ кӳме кӗтсе тӑнӑ, кӳме йӗпеннӗ пек йӑлтӑркка, лаши те йӗпе, ҫавӑн пекех тата курпунне кӑларнӑ хӑрах куҫлӑ Еремей те, йӗпеннӗскер, ачасем пырасса кӗтет. Малтан Зина, ун хыҫҫӑн Тёма кӳме ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Еремей саппунне тӳммелерӗ те лашине хӳтерчӗ.

Ҫумӑр кӳме сине салхуллӑн шӑпӑртатса ҫуса тӑрать.

Тёмӑна, сасартӑк, хӑйсем ларса пынӑ вырӑнӑн ҫуррине ытла Зина йышӑннӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Зинӑна хуллен хӗстерме пуҫларӗ.

— Тёма, мӗн кирлӗ сана? — нимӗн ӑнланман пек ыйтрӗ Зина.

— Ара, эсӗ саркаланса ларнӑ та унта, мана хӗсӗк! Тёма Зинӑна тата хытӑрах хӗстерчӗ.

— Тёма, эсӗ халех чарӑнмасан, — терӗ Зина, урисемпе пӗтӗм вӑйран хирӗнсе, — эпӗ каялла, атте патне каятӑп!..

Тёма, пӗр шарламасӑр, хӑйӗн ӗҫнех тӑвать. Вай — ун енче.

— Еремей, лашана каялла ҫавӑр! — кӑшкӑрчӗ Зина, урӑх тӳссе тӑма пултараймасӑр.

— Еремей, малалла чуптар! — ҫав вӑхӑтрах кӑшкӑрса ячӗ Тёма.

— Еремей, — каялла!

— Еремей — малалла!

Пӗтӗмпех тинкерен тухнӑ Еремей лашине чарса тӑратрӗ те, лара пӗлмен ачасем ҫине хӑйӗн пӗртен-пӗр куҫӗпе хушӑк витӗр пӑхса ҫапла каларӗ:

— Ну, турӑшӑн та, ларкӑч ҫинчен анатӑп та, акӑ, хӑвӑр ӑҫталла каяс тетӗр — ҫавӑнталла кайӑр, мӗншӗн тесен, эпӗ ӗнтӗ хӑшне итлемеллине те пӗлместӗп!

Кӳме ӑшӗнче шӑпӑртах пулчӗҫ. Еремей лашине малалла хӑваларӗ. Кӳмене вӑл чиперех хӗрарӑмсен гимназийӗ тӗлне ҫитерчӗ, унта Зина анса юлчӗ. Малалла Тёма пӗчченех ларса пычӗ.

Шухӑшсем, сисмесӗрех ӑна пурнӑҫран аяккалла, ҫын пурӑнман утрав ҫинелле илсе кайрӗҫ. Унта вӑл тискер кайӑкла ҫынсемпе тата тӗнчери тӗрлӗрен хӑрушла пысӑк тискер чӗрчунсемпе чунӗ каничченех ҫапӑҫса тӑрансан, юлашкинчен вилме шухӑш тытрӗ.

Тёма вилме юратать. Вӑл вилсен, пурте ӑна хӗрхеннӗ пулӗччӗҫ, макӑрнӑ пӳлӗччӗҫ, вӑл хӑй те йӗнӗ пулӗччӗ… Чӑнах та, Тёма куҫӗнчен кӗҫех куҫҫулӗ сӑрхӑнас пек… А Еремей тахҫанах гимнази хапхи умне ҫитсе тӑнӑ, вӑл тӗлӗннӗ куҫӗпе хушӑк витӗр кӳме ӑшнелле пӑхать.

Тёма, шартах сиксе, тӑна кӗрет, ун-кун пӑхкаласа илет, картишӗнчи шӑплӑха курса, хӑй кая юлса ҫитнине чухласа илет. Унӑн чӗри шӑпланса салхуллӑн тапма пуҫлать. Тёма картиш урлӑ хӑвӑрт чупса каҫать, пусма тӑрӑх улӑхать, тумтирне васкавлӑн хывса хӑварать, никам куриччен коридор тӑрӑх йӑпшӑнса иртме тӑрӑшать.

Анчах акӑ ҫӳллӗ Иван Иванович хӑйӗн вӑрӑм аллисемпе сулкаласа ӑна хирӗҫ утса пырать те, вӑл, темле ҫула май тенӗ пек, Тёмӑна хулпуҫҫинчен ярса тытать, ӑна сӑнран пӑхса ӳркеннӗ пек ыйтать.

— Карташев?

— Иван Иванович, ан ҫырӑрччӗ, — тархаслать Тёма.

— Учитель пурпӗрех ҫырса хурать, — тӳлеккӗн тавӑрать ӑна Иван Иванович; тӳрех хирӗҫлеме хӑвачӗ ҫитмест унӑн.

— Пирӗн атте… эпӗ питӗ ыйтатӑп…

Иван Иванович, иккӗленсе, сӳрӗккӗн калать:

— Юрӗ…

Тёма пысӑк алӑка уҫать те, темле хӑяккӑн класа кӗрсе тӑрать. Ана ӑшӑ та пӑчӑ сывлӑш ҫупӑрласа илет. Пачӑшкӑна васкавлӑн пуҫ таять те вӑл, вара шикленсе, хӑйӗн вырӑнне кайса ларма васкать.

Урок пӗтсен пачӑшка хыҫҫӑн пӗчӗк кӗлетке чупса пырать.

— Пачӑшкӑ, аbs тесе ҫырнине ман ҫинчен хуратсамӑр.

Пачӑшкӑ енчен енне тайкаланса утать, хӑйӗн пурҫӑн рясин аркине васкамасӑр сирет те, сӑмса тутӑрӗ кӑларать, унтан, сӑмсине шӑнкарса, Тёмӑран ыйтать:

— А мӗншӗн кая юлатӑр-ха эсир?

Тёма пачӑшкӑпа епле калаҫнине илтесшӗн хыҫҫӑн пӗр кӗтӳ ача-пӑча чупать. Кашниех илтесшӗн.

— Пирӗн сехет кая юлать, — тет Тёма, сассине ыттисем илтмелле мар пусарса. — Халь ӗнтӗ эпӗ ӑна чӗрӗк сехет маларах лартса хуратӑп.

— Эсир сехетӗре ан пӑсӑр, ун вырӑнне хӑвӑр чӗрӗк сехет маларах тӑрӑр, — тет пачӑшкӑ, учительсен пӳлӗмӗ алӑкӗнчен кӗрсе кайса.

Ачасем кулса ячӗҫ.

Тёма хӑй нимӗн тума аптранине палӑртмасть, ун ҫине тӑрӑхласа пӑхакан гимназистсен умӗнче сӑн-питне ним кулянмасла кӑтартса, класалла кӗрсе кайма васкать. Унта вӑл хӑйӗн вырӑнне пырса ларать те, чӗркуҫҫине хуҫлатса ӑна парти хӑми ҫумне тӗрентерет, ним пулман пек пӑхкаласа илет, пачӑшкӑ сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине тавҫӑрса итлеме тӑрӑшать.

Вахнов хут татӑкӗнчен пӗр чӑмӑркка туса ӑна сурчӑкпа йӗпетрӗ те, Тёмӑн пичӗпе мӑйӗ тавра ҫавӑрма пуҫларӗ. Тёма кӳренсе калать:

— Ну чарӑн ӗнтӗ!

Анчах Вахнов чарӑнмасть.

— Ну, мӗнле сысна эсӗ, — тет Тёма.

Ку сӑмахсене хирӗҫ Вахнов Тёмӑн аллине ярса тытать те, ӑна пӑрса, Тёма ҫурӑмӗ хыҫнелле хуҫлатса хурать. Тёма ним тума аптӑранипе тарӑхса каять, Вахнова «ҫутӑлтарса ярас» килсе каять унӑн, ҫавӑнпа та вӑл чееленме шут тытать:
— Ну, чарӑн ӗнтӗ, — тет вӑл тепӗр хут, халь ӗнтӗ йӑвашланнӑ сасӑпа.

Вахнов йӑвашланать, Тёмӑна кӑмӑллӑ пулнӑ пек ӑна пӳрнипе чиртсе илет те унӑн аллине вӗҫертет. Тёма ҫав самантрах парта ҫине сиксе улӑхать, Вахнова «ҫутӑлтарса» илет, унтан, партӑсем тӑрӑх чупса тарать. Тӑрнаккай Вахнов ун хыҫҫӑн хӑвалать. Тёма урайне сиксе анса алӑк патнелле чупать. Вахнов ӑна хӑваласа ҫитсе тӗшӗрсе антарать те, пӗтӗм вӑйран алӑ лаппипе Тёмӑна хул-ҫурӑмран илтерет.

— Ну, мӗнле сысна пек хӑтланатӑн эсӗ, — тет салхуллӑ Тема.

Вахнов ӑна сулӑмлӑн ҫапа-ҫапа илет.

— Чарӑн ӗнтӗ, — мӗскӗннӗн тилмӗрет Тёма. — Ну, мӗншӗн асаплантаратӑн эсӗ мана?

Вахнова Тёма йӗнӗ пек туйӑнать. Вӑл Тёмӑна хӗрхенет.

— Му-мочка! — тет те Вахнов, халь ӗнтӗ кӑмӑлӗ тулса ҫитнӗрен, Тёмӑна ыталаса илет.

Коридор тӑрӑх куҫлӑхлӑ ҫамрӑк ҫын, латынь чӗлхипе вӗрентекен учитель Хлопов килет. Учитель килсе кӗнӗ ҫӗре класра пурте вырнаҫса лараҫҫӗ. Хлопов класа тимлӗн пӑхса ҫаврӑнать, хушаматран чӗнсе, кам пуррине тӗрӗслесе тухать, унтан, хӑй тӑракан ҫӳллӗрех вырӑнтан анса, урок пӗтичченех класс тӑрӑх утса ҫӳрет. Вӑл никама та, пӗр самантлӑха та куҫран вӗҫертмест.

— Корнев, вӗҫлесе парӑр, — тет учитель.

Корнев вырӑнтан сиксе тӑрать, ахаль те хитре мар, тӑртанса кайнӑ питне-куҫне чалӑштарать те, хӑйӑлтатакан хулӑн сассипе вӗҫлеме пуҫлать.

Учитель итлесе тӑрать, питне кӑмӑлсӑррӑн пӗркелет.

— Мӗн эсир, сӗрмен урапа пек чӗриклететӗр? Рекреаци вӑхӑтӗнче урӑхла сасӑпа калаҫма пӗлетӗр пулӗ-ҫке.

Корнев ӳсӗрсе илет, сассине кӑштах хӑпартса, ҫинҫереххӗн янратма пуҫлать.

— Иванов, малалла калӑр.

Тёмӑпа юнашар ларакан Иванов та хӑй вырӑнӗнчен ҫӗкленет, хӑйӗн чалӑш куҫӗсемпе учитель ҫине пӑхать те малалла калать.

— Тӗрӗс мар! Вахнов, тӳрлетӗр!

Вахнов хыпӑнса ӳксе сиксе тӑрать, анчах нимӗн те чӗнеймест.

— Карташев!

Тёма сиксе тӑрса тӳрлетсе парать.

— Ну? Малалла!

— Эпӗ пӗлместӗп, — тӗксӗмленсе калать Иванов.

— Вахнов!

— Эпӗ ӗнер чирлӗ пулнӑ.

— Чирлӗ пулнӑ, — пуҫне сулать учитель. — Карташев!

Тёма, ура ҫине тӑрать те, йывӑррӑн сывласа илет. Ахальтен мар-ҫке вӑл урока хатӗрленесшӗнччӗ, — халь акӑ мӗнпурӗ пуҫран вӗҫсе тухса кайнӑ.

— Ну, пӗлместӗр, тӳррипех калӑр!

— Эпӗ ӗнер вӗреннӗччӗ.

— Ну, апла пулсан калӑр!

Тёма, куҫхаршине хускатса илсе, тимлӗн малалла пӑхать.

— Ларӑр!

Учитель Вахнов, Карташев тата Иванов ҫине шӑтарас пек пӑхса илет.

Вахнов, кӑмӑлӗ ҫырлахнӑран, енчен енне пӑркаланса ларать. Иванов, куҫхаршисене хускатса, тӗксӗммӗн пӑхать. Ҫи-пуҫне ҫат тӑхӑнса лартнӑ Тёма, шуралса кайнӑскер, кӑвак куҫӗсемпе учитель ҫине пӑшӑрханса, тимлесе пӑхать те ҫапла калать:

— Эпӗ ӗнер пӗлеттӗмччӗ. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм… Учитель кулса илсе аяккалла пӑрӑнать.

— Яковлев, пуплевсем!

Пуринчен те аван пӗлекен Яковлев вырӑнтан тӑчӗ те, ҫирӗппӗн, лӑпкӑн каласа пачӗ:

— Аsinus excitatur bacnlo.

— Швандер! Куҫарса парӑр.

Тӑрлавсӑр, хулӑн та мӑнтӑркка, тап-таса арҫын ача ура ҫине тӑрать. Пит-куҫне вӑл чирлӗ ҫын пек пӑскаласа хурать те, тути хӗррисене ҫуласа илет.

— Пуҫларӗ ӗнтӗ ҫулама! Мӗн эсир, мана ҫисе яма хатӗрленетӗр-им?

Вӗренекенсем кулаҫҫӗ.

Швандер, пуҫпӳрнине чӗтретсе, парта ҫинелле пусать, тӑвӑнса илет те пуҫлать хайхи:

— Ашака…

— Ну?..

— Патакпа.

Швандер тепӗр хут питне-куҫне чирлӗ ҫынла пӑскаласа илсе, каласа пӗтерет:

— Хӑвалаҫҫӗ.

— Турра шӗкӗр, ҫуратса пачӗ.

Урокӑн иккӗмӗш пайӗ ответсене ҫырса панипе иртет. Учитель, ачасем пӗр-пӗринчен ҫырса ан илччӗр тесе, вӗсене тимлӗн сӑнаса утса ҫӳрет. Унӑн куҫӗсем Данилов куҫӗсемпе тӗлме тӗл пулаҫҫӗ, витӗр курман учитель ҫав куҫсенче темӗскер пуррине асӑрхарӗ.

— Данилов, кӗнекӗре парӑр-ха.

— Манӑн кӗнеке ҫук! — тет Данилов, хӗрелсе кайса, унтан, хӑйне аван мар пек туйса, вырӑнӗнчен тӑрать, ҫав вӑхӑтрах латынь чӗлхин грамматикине икӗ чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе тытать хӑй.

Учитель пырса пӑхать те, хайхи инкеклӗ кӗнекене хӑй аллипех туртса кӑларать.

Данилов, хӗрелсе кайса, парта ҫине пӑхса тӑрать.

— Мӑштах ача тесеттӗм-ха ӑна, вӑл пур, улталама та вӗреннӗ. Намӑссӑр. Вырӑнӑртан тухса тӑрӑр!

Даниловӑн курпунрах та, кӑмӑла каякан кӗлетки учитель ларнӑ ҫӗрте темле хӑюллӑн пырса, класс еннелле ҫаврӑнса тӑрать.

Унӑн именнӗ илемлӗ куҫӗсем ырӑ кӑмӑллӑн та уҫҫӑн учитель куҫӗнчен тӳрех пӑхаҫҫӗ.

Тахҫанах кӗтсе тӑнӑ шӑнкӑрав сасси янӑраса каять.

— Тепӗр класс тӗлне…

Учитель грамматикӑпа мӗн вӗренсе хумаллине каласа парать. Унтан, латынь чӗлхинчен вырӑсла куҫармалли пуплевсене кӑтартать, кайран, вырӑсларан хӑех латынь чӗлхи ҫине куҫарса каласа ҫыртарать те, рекреаци вӑхӑтне кӗскетсе тата тепӗр пилӗк минут хушши ачасене тытса тӑнӑ хыҫҫӑн класран тухса каять.

Вӗренекенсене пуринчен ытла класра ҫав пилӗк минут ытлашши ларни ҫиллентерет.

Хлопов урокӗ хыҫҫӑн, хускану та сахалтарах. Ачасенчен нумайӑшӗ, хӑйсем ларма юратнӑ пек, чӗркуҫҫийӗсемпе парта хӑминчен тӗренсе, ӗшеннӗн, тӗлсӗррӗн пӑхса лараҫҫӗ.

Учительсем ларакан ҫӳллӗрех вырӑнта, кӗтмен ҫӗртенех, вырӑс чӗлхине вӗрентекен ватӑрах кӑна мӑнтӑр учитель курӑнса каять.

— Попугай шӑчӑ ҫинче савӑнса ларнӑ! — пӗр евӗрлӗ сасӑпа, юрланӑ пек тӑстарса, калама пуҫлать вӑл, ҫав вӑхӑтрах кукша пуҫӗ ҫумне тытнӑ линейкипе кукшине кӑтӑртаттарса хыҫать.

Тёмӑпа Вахнов та савӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн пулсан попугай та, учитель те, унӑн системи те кирлӗ мар. Ҫав система тӑрӑх учитель ачасене чи малтан синтаксиспа паллаштарасшӑнччӗ-ха.

— Герберг, подлежащи ӑҫта?

— Шӑчӑ ҫинче, — тет Герберг сиксе тӑрса, вӑл учитель ҫине тинкерсе пӑхать.

— Ухмах, — тет учитель ҫав евӗрлӗ сасӑпах, — эсӗ ху шӑчӑ ҫинче… Карташев!

Тёма, халь ҫеҫ хӑйне сӑмсинчен чиртнине пула, хыпӑнса ӳксе сиксе тӑрать те, ҫав самантрах куҫран ҫухалать, мӗншӗн тесен, ӑна Вахнов ура хурса такӑнтарса ӳкерет.

— Карташев, ӑҫта кайса кӗтӗн эсӗ? — кӑшкӑрать учитель.

Тёма, хӗп-хӗрлӗскер, куҫ умне тухса тӑрать, хӑй ӳкни ҫинчен каласа парать.

— Урай пур ҫӗртех ӑҫта кайса кӗнӗччӗ-ха эсӗ?

— Манӑн ура шуса кайрӗ…

— Тӑнӑ ҫӗртех епле шуса ӳкме пултартӑн-ха эсӗ? Тавӑрса калас вырӑнне Тёма татах парта айнелле ӳксе ҫухалать, Вӑл каллех тухса тӑрать те, тарӑхса кайнипе аптӑраса Вахнов ҫинелле вӑрттӑн пӑхса илет. Вахнов чавсине парта ҫине хунӑ, кулса ярас мар тесе аллипе ҫӑварне хупланӑ, Тёма ҫине пӑхмасть те вӑл. Тёма Вахнова хулпуҫҫинчен ҫын курмалла мар тӗксе илсе хӑйӗн ҫиллине пусарать. Анчах учитель кӑна курсан кӑмӑлсӑр пулать.

— Хӑвна йӗркесӗр тыткаланӑшӑн эпӗ «пӗрре» лартатӑп. Чӗркуҫҫи пек кукша пуҫлӑ учитель, пӗшкӗнсе, Карташев хушаматне шырать. Тёма, учитель курман хушӑра, хӑй ҫиллине шӑнараймасӑр Вахнова ҫӳҫӗнчен лӑскаса илет.

— Карташев, подлежащи ӑҫта?

Тёма, самантрах Вахнова пӑрахса, подлежащи шырама тытӑнать.

Яковлев, малти парта хушшинчен ҫурма ҫаврӑнса ларнӑ Тёма ҫине пӑхать: «Вӑрттӑн кала-ха!» тилмӗреҫҫӗ Тёмӑн куҫӗсем.

— Попугайӑн, — пӑшӑлтатать Яковлев, веҫех кулса савӑнмалла пулассине кӗтсе, унӑн сӑмси ҫуначӗсем карӑнса тӑраҫҫӗ.

— Попугайӑн, — хаваслансах Яковлев сӑмахне ярса илет Тёма.

Пурте кулса яраҫҫӗ.

— Ухмах, эсӗ ху попугай… Паянран пуҫласа Карташев — Карташев мар, попугай ӗнтӗ. Гербергта Герберг мар, шӑчӑ пулса тӑчӗ. Шӑчӑ ҫинче попугай — Герберг ҫинче Карташев.

Класс ахӑлтатса кулать. Яковлев савӑннипе ниҫта кайса кӗреймест.

Учителӗн мӑнтӑр кӑна пысӑк кӗлетки пӗчӗккӗн чӳхенме пуҫлать, унӑн ырӑ кӑмӑллӑ, пӗчӗккӗ, сӑрӑ куҫӗсем хӗсӗнеҫҫӗ те, класра пӗр хушӑ ватӑ ҫыннӑн «хе-хе-хе» кулли илтӗнсе тӑрать.

Анчах учителӗн сӑнӗ-пичӗ сасартӑк каллех улшӑнать, класс шӑпланать те ҫав пӗр евӗрлӗ сасӑпах юрланӑ пек тӑстарса малалла калать:

— Класра, — подлежащи ӑҫта?

Никам та пӗр сӑмах чӗнмест.

— Ухмахсем, — ырӑ кӑмӑллӑн тӑстарса калать учитель. — Пурте попугайсемпе шӑчӑсем. Шӑчӑсем ҫинче попугайсем лараҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Тёма Яковлев ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларать.

— Ухмахла сӑмахсем калама епле хӑять-ха вӑл? — тет Тёма, Вахнов еннелле ҫаврӑнса; те канашласа, те хирӗҫлесе калать ӗнтӗ вӑл.

Шӑнкӑрав сасси илтӗнсенех вӑл Яковлев патне чупса пырать.

— Эсӗ ухмахла каласа тӑма та хӑятӑн иккен?

— Эсӗ ман хыҫҫӑн хуть те мӗн ту, каласан та, каламасан та пултаратӑн, хӑвӑн ирӗкӳ, — тӑрӑхласа кулать Яковлев.

— Ак сана уншӑн! — тет те Тёма, пӗтӗм вӑйӗпе Яковлева питӗнчен ҫапса ярать, — халь ӗнтӗ каласа тӑрах!

Яковлев малтанхи самантрах алчӑраса пӑхса тӑрать, унтан вӑрт ҫаврӑнать те, никам ҫине пӑхмасӑр класран хӑвӑрт тухса каять. Кӑштах тӑрсан, класс алӑкӗнче инспекторӑн хырса якатнӑ сарлака сӑн-пичӗ курӑнать, ун хыҫҫӑн Яковлев та куҫҫульне юхтарса кӗрет.

— Карташев, килӗр-ха кунта! — тенӗ сасӑ класра типпӗн илтӗнсе каять.

Тёма ура ҫинӗ тӑрса чӗннӗ ҫӗрелле утать, инспекторӑн мӑкӑрӑлса тухнӑ кӑвак куҫӗсенчен шикленсе пӑхать.

— Эсир Яковлева ҫапрӑр-и?

— Вӑл…

— Эпӗ сиртен ыйтатӑп… Яковлева ҫапрӑр-и эсир?

Инспектор сасси, хайхи, типпӗн ҫатӑртатма пуҫлать.

— Ҫапрӑм, — шӑппӑн калать Тёма.

— Ыран икӗ сехетлӗхе кӑнтӑр апачӗсӗр юлатӑр. Инспектор тухса каять. Тёма, хӑйне ҫӑмӑл наказани панипе хавхаланса, Яковлев ҫине ҫӗнтерӳллӗн пӑхса илет те, калать:

— Элекҫӗ!

— Санӑн шухӑшупа тата эсӗ янахран та ҫапӑн та, ҫавӑншӑн сан аллӑна чуптумалла мар-и? — тет Корнев, чӗрнисене кӑшласа, Тёма ҫине хӑйӗн пӗчӗк куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑхса.

Ҫӗнӗ учитель пырса кӗчӗ — нимӗҫ чӗлхипе вӗрентекен Борис Борисович Кноп. Вӑл пӗчӗккӗ те имшеркке кӗлеткеллӗ. Унашкал кӗлеткесем ялтӑркка шурӑ статуэткӑсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ; тӑваткӑл тӗрӗллӗ шӑлаварпа ҫине кӑвак фрак тӑхӑннӑ, ҫаннисем вӑрӑм та тӑвӑр. Вӑл шӑппӑн, хуллен ҫеҫ утса кӗчӗ. Вӗренекенсем унӑн уттине «армак-чармак утӑм» теҫҫӗ.

Борис Борисовича учителех теме унӑн нимӗн те ҫук. Урамра тӗл пулсан ӑна ҫӗвӗҫ теме те пулать, учитель теме май ҫук вара.

Вӗренекенсем учительсен килти пурнӑҫне пӗринне те пӗлмеҫҫӗ, Борис Борисович ҫинчен вара мӗнпурнех пӗлсе ҫитнӗ. Унӑн арӑмӗ усаллине те, икӗ хӗрӗ те — ватӑ хӗрсем иккенне, амӑшӗ — суккӑр карчӑк, инкӗшӗ курпун иккенне — пурне те пӗлеҫҫӗ. Борис Борисович чухӑн пурӑнать имӗш; пуҫлӑхсем умӗнче ачасем пекех чӗтресе тӑрать. Борис Борисовичӑн перине ҫу сӗрсе хума та, чернил савӑчӗ ӑшне хӑйӑр яма та, ун умӗнче хут татӑкӗсем чӑмласа, маччаналла хутран тунӑ шуйттансем вӗҫтерме те юрать, — ҫавсене те пӗлеҫҫӗ ачасем.

Юлашки вӑхӑтра Борис Борисович палӑрмаллах ватӑлса пырать.

Ачасене кам килнӗ-килменне пӗлсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑй сӗтелӗ вырӑнӗнчен ҫӳлерех тӑракан вырӑнтан аран-аран анчӗ те, халсӑррӑн, ватӑ ҫынла, класс умӗнче чарӑнса тӑрса, фракӗн хыҫалти кӗсйинчен васкамасӑр сӑмса тутӑрӗ кӑларма пуҫларӗ.

Сӑмсине шӑнкарса илсен Борис Борисович пуҫне ҫӗклерӗ, унтан, ачасем ҫине пӑхса, сӑмахне ырӑ кӑмӑллӑн хускатрӗ: урока шавламасӑр итлесе ларма, аван та ырӑ ачасем пулма сӗнчӗ.

— Тархасшӑн, — тесе сӑмахне вӗҫлерӗ Борис Борисович, сасси унӑн ывӑнса ҫитнӗ чирлӗ ҫын темӗн ыйтнӑ пек янрать.

Анчах Борис Борисович ҫав самантрах астуса илсе ҫирӗпрех сасӑпа хушса хучӗ.

— Кам та пулин кунта йӗркене пӑсать пулсан — ҫавна эпӗ пӗр хӗрхенмесӗр питӗ хытӑ наказани паратӑп, — терӗ. Ӗҫсем малтанласа чиперех пычӗҫ. Учителӗн сӑнӗ-пичӗ сывӑ маррӑн курӑнни ачасене лӑплантарчӗ. Анчах Вахнов, ӑста аллипе перине майлаштарса тӑнӑ та, темӗн чӗриклеттерсе тӑрать, учитель ҫав сасса пӗр хут кӑна мар илткеленӗ ӗнтӗ. Борис Борисович сиксе тӑчӗ.

— Сыснасем эсир, сирӗнпе ҫын пек калаҫма та май ҫук… Сире ак ҫапла пӑвма тытӑнсан ҫеҫ ҫынна хисеплеме вӗренетӗр.

Хайхискер, урса кайнипе чӗтреве ерсе, Борис Борисович хӑйӗн пӗчӗк чышкине ҫӗклерӗ те, хӑй епле пӑвассине туса кӑтартрӗ.

— Ах эсӗ, нимӗҫ пулли! — пӑшӑлтатса каларӗ такам, вара, хут чӑмӑрккине чӑмласа, Борис Борисович фракӗн ҫухи ҫумне майлӑн ҫеҫ персе, лаплаттарса ҫыпӑҫтарса хучӗ. Учитель алчӑраса кайрӗ. Пӗр вӑхӑта никам та пӗр сӑмах чӗнмест.

— Юрать, — терӗ учитель юлашкинчен, темле пусӑрӑннӑ сасӑпа, — Эпӗ ҫак хут чӑмлакӗпе директор патне кайӑп. Ӑна директора кӑтартӑп. Эсир манран епле мӑшкӑллани ҫинчен, мана епле асаплантарни ҫинчен каласа парӑп ӑна эпӗ. Ӑна класа ертсе килӗп, ан тив, вӑл хӑех ҫак мӗнпур ҫав шуйттансем ҫине пӑхтӑр, — учитель мачча тӑрӑх ҫакӑнса тӑракан шуйттансем ҫине кӑтартрӗ, — ҫак перо ҫине тата ҫак чернил ямалли савӑта пӑхтӑр; тата ҫакна та калӑп эпӗ: пурне те пуҫтараканни, чи усалли, чи тӳрккес, ӑстӑнсӑр выльӑх вӑл Вахнов, тейӗп.

— Мӗншӗн ятлаҫатӑр-ха эсир?! — сиксе тӑчӗ Вахнов. — Эсир яланах мана мӑшкӑллатӑр. Эпӗ нимӗн те тумастӑп та эсир вӑрҫатӑр!

Хайхи Вахнов сасартӑк ӳлесе йӗрсе ячӗ.

Учитель ӑнран каясса ҫитрӗ. Вӑл, табакеркине шыраса, аллине кӗсйине чикрӗ. Унтан, табакеркине вӑраххӑн туртса кӑларчӗ те, пӳрнине шаккаса унӑн хупӑлчине уҫрӗ, пӗр чӗптӗм табак илсе, Вахнов ҫинчен куҫне илмесӗр, табакне пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн шӑршла пуҫларӗ. Вахнов, учителе пӳрни витӗр тимлӗн сӑнаса, ҫаплах ӳлет-ха.

— Эпӗ инспектор патне кайса жалоба паратӑп, — терӗ Вахнов, сасартӑк ӳлеме чарӑнса, унтан, вӑрт-варт тӑрса алӑк патнелле утрӗ.

— Вахнов, каялла! — хӑюсӑр чарчӗ ӑна учитель.

— Мӗншӗн ятлатӑр-ха мана эсир? Эсир мана тытрӑр-и? Тытсан тин…

— Тытман вӑрӑ вӑрӑ мар-и апла? Эхе-хе… Вахнов… Аван мар…

Вахнов, хӑй вырӑнне ларчӗ те перо вӗҫӗпе чӗриклеттерсе илчӗ.

— Халь те эсӗ, эпӗ мар, тейӗн-и?

— Хальхинче эпӗ тарӑхса ҫитнипе.

— Тарӑхнипе-и? — пӑшӑрханнӑн тепӗр хут ыйтрӗ учитель. Унтан пуҫне пӑркаласа. — Вахнов, Вахнов, — терӗ вӑл.

Учитель тарӑнӑн сывласа шухӑша кайрӗ. Вахнов, куҫӗ уҫӑлайман йытӑ ҫурисем нӑйӑлтатнӑ пек, ҫинҫен ҫухӑрма тытӑнчӗ.

— Ва-а-хнов! — терӗ учитель салхуллӑн.

— Хам Вахнов иккенне эпӗ тахҫанах пӗлетӗп.

— Эсӗ пӗлетӗн-ҫке… Эсӗ нумай пӗлетӗн… Санӑн чӗрӳ аван, Вахнов… Лаша чӗри пек… Каях, жалоба пар.

Борис Борисович куҫне хупрӗ те пуҫне алли ҫине усрӗ. Вӑл хӑй ытла та вӑй-халран кайнине туйса илчӗ.

— Кай, жалоба пар ман ҫинчен, — терӗ вӑл тепӗр хут, аран-аран куҫне уҫса. — Кай та кала: пилӗк ҫынлӑ ҫемйине тӑрантса усракан ватӑ та чирлӗ Борис Борисович мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ те…

Вахнов каллех перо вӗҫӗпе чӗриклеттерме пуҫларӗ. Учитель халсӑрӑн пуҫне усрӗ.

— Чарӑн тата, тӑсланкӑ, — терӗ Вахнова Касицкий, — ҫынни чирлӗ, куратӑн пулӗ.

Анчах Вахнов иртӗхсех кайрӗ. Вӑл пуҫне парта хӑми айне чиксе сысналла нӑриклетме тытӑнчӗ.

Борис Борисович ним тума аптӑранипе ун-кун пӑхса илчӗ.

— Итле-ха эсӗ, идиот, — сиксе тӑчӗ Корнев Вахнов еннелле ҫаврӑнса. — Господа, чарӑр-ха ҫавна! — чӗнсе каларӗ вӑл, Вахнова ҫывӑх ларакан юлташӗсене.

Серо Августич вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те Вахнов патне ҫӑмха пек ыткӑнса пычӗ; шӑлӗсене тискер кайӑкла йӗрсе пӑрахса, куҫӗсене ҫиҫтерсе, хӑйӗн урӑхларах тухакан чӗлхипе кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл:

— Выльӑх! Вӗлеретӗп!

Вахнов ҫавӑнтах ҫӑварне карса хучӗ.

— Йӗрӗнчӗк!

— Эпӗ чирлӗ, — пӑшӑлтатрӗ хуллен Борис Борисович, — тархасшӑн, хӑвӑртрах надзирателе чӗнсе килӗр-ха.

Августич коридоралла чупса тухрӗ. Ачасем, хӑраса, шӑпах пулчӗҫ.

— Ним те мар, ним те мар, ку вӑл иртет, — салхуллӑн мӑкӑртатать шурса кайнӑ учитель.

Класра пӗр сас-чӗвӗ илтӗнмест. Учитель, сӗтел хӗрринчен аран-аран аллипе тытса, хытса кайнӑ пек пӗшкӗнсе тӑрать. Пӗтӗм класс пӗр хускалмасӑр ларать, мачча ҫумне ҫакса янӑ хут шуйттансем ҫеҫ, коридоралла уҫнӑ алӑк витӗр сывлӑш туртнӑ пирки варкӑшса, чирлӗ ҫын пуҫӗ тӗлӗнче, ҫӳлте, шӑппӑн та вӑраххӑн сулкаланса тӑраҫҫӗ.

— Тархасшӑн… — терӗ учитель салхуллӑн, класа пырса кӗнӗ Иван Иванович еннелле пӑхса, — Эпӗ кӑштах чирлӗ. Тархасшӑн, пулӑшсамӑрччӗ мана.

Вара учитель надзиратель пулӑшнипе, ун алли ҫине йывӑррӑн тӗренсе, вӑраххӑн та шӑппӑн класран тухса кайрӗ.

Юлашкинчен, естественнӑй историе вӗрентекен учителӗн — Томылинӑн урокӗ пулчӗ.

Вӗренекенсем класа пырса кӗнӗ вӑтам ҫулхи кӗрнеклӗ, мӑнтӑркка учителе ирӗккӗн, уҫӑ кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ.

Вӑл хӑйӗн аллисем ҫинчи тӗрлӗрен тискер кайӑксен кӗлеткисене ҫӑмӑллӑн, илемлӗн ҫӗклесе пырса кӗчӗ. Кӗлеткесене сӗтел ҫине хурса, тап-таса шурӑ тутӑр кӑларчӗ, унпа хӑй ҫийӗнче ҫав тери килӗшӳллӗ ларакан сенкер фракӗн ҫаннийӗсем ҫинчи тусана сирсе шӑлчӗ, аллисене сӑтӑркаларӗ. Утса кӗнӗ чухнех-ха, класа савӑнӑҫлӑн пӑхса ҫаврӑнса, вӑл, ытахальрен каланӑ пек, хӑйӗн яланхи сӑмахӗсене пӗлтерчӗ:

— Сывлӑх сунатӑп, ачасем!

Ҫапла «Сывлӑх сунатӑп, ачасем», тени ачасен чӗрисене витрӗ, вӗсене савӑнӑҫлӑн хавхалантарса ячӗ.

Кам пуррине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, учитель пуҫне ҫӗклерӗ те сӑмахне пуҫларӗ:

— Ачасем, эпӗ сире кӑтартас тесе куҫлӑхлӑ ҫӗленӗн ҫав тери ӑста тунӑ кӗлеткине илсе килтӗм.

Учитель коробкӑна илсе уҫрӗ те, ҫӗлене асӑрханса туртса кӑларчӗ. Унтан аллипе ҫӳле ҫӗклерӗ, вӗренекенсем те ҫӳлерех кармашрӗҫ, вӗсем, хайхи куҫлӑх тӑхӑннӑ евӗр пысӑк сарӑ куҫлӑ, ытла та хӑрушӑ ҫӗлен ҫине тимсӗлсех пӑхма тытӑнчӗҫ.

— Куҫлӑхлӑ ҫӗленӗн, шӗвекӗ наркӑмӑшлӑ — терӗ учитель, — сӑхсан вӑл вӗлерет. Наркӑмӑшӗ унӑн, ытти хаяр ҫӗленсенни пекех, пуҫӗнче, шӑлӗсен ҫывӑхӗнче пухӑнса тӑрать.

Томылин, пӗчӗк пружина ҫине пусрӗ те, ҫӗлене ҫӑварне картарчӗ.

— Асӑрханса пӳрнӳне чиксе пӑх-ха, — терӗ Томылин Августич ҫине пӑхса. — Ан хӑра!..

Августич пӳрнине чиксенех Томылин пружинине вӗҫертсе ячӗ, вара ҫӗлен каллех ҫӑварне хупса лартрӗ…

Августич пӳрнине кӑштах туртса кӑларчӗ. Пурте, Томылин та кулса ячӗҫ.

— Хӑвӑн пӳрнӳ ҫинче, эсӗ, хура йӗрсем пуррине куратӑн: ку вӑл — наркӑмӑш вырӑнне ярса хунӑ сиенсӗр шӗвек. Халь ӗнтӗ ҫав наркӑмӑш ҫӗлен пуҫӗнчен шӑлӗсем патнелле епле юхса пынине курӑр.

Учитель, ҫӗлен пуҫӗ ҫинчи тирне пӗр тӗлтен уйӑрчӗ, Августич вара, кӗленчерен тунӑ пуҫ чашки витӗр курӑнакан ҫӗлен шӑлӗсем патӗнче ҫинҫешке тымарлӑ хура ҫаврашка паллисем пуррине, ҫав тымарсем шӑлсен ӑшне кӗрсе ҫухалнине курчӗ.

Вӗренекенсем хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ, пӗр-пӗрне хӗссех аппарат ӑшне пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ.

— Ан кӗпӗрленӗр, пурне те кӑтартӑп, — тет Томылин. Ҫӗлен кӗлеткине пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн класс каллех лӑпланса ларчӗ те, Томылин ҫапла сӑмах пуҫларӗ:

— Ачасем, паян ҫак алӑк сирӗн учителӗр хыҫҫӑн хупӑнчӗ, тен ӗмӗрлӗхех хупӑнчӗ пулӗ вӑл, мӗншӗн тесен, Борис Борисович сывалайми йывӑр чирпе асапланать. Килӗнче ӑна пилӗк чухӑн хӗрарӑм, хӑйсене валли ӗҫлесе ҫӑкӑр тупайманскерсем, кӗтсе тӑраҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсем пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑрах тӑрса юлаҫҫӗ…

Учитель шӑпланчӗ, класс тӑрӑх уткаласа ҫаврӑнчӗ те, ҫапла каларӗ:

— Ну, пуҫлар. Тёма, каласа пар!

Тёма, естественнӑй историе яланах чипер вӗренсе пыраканскер, хальхинче урока пӗлмерӗ, мӗншӗн тесен, расписани тӑрӑх ку урокра Томылинӑн хӑйӗн каласа ӑнлантармаллаччӗ.

Тёма, ҫӑварне уҫса ӗлкӗриччен, вӑтаннипе кӗҫех ҫунса каятчӗ пулӗ. Вӑл каласа пӗтерсен, Томылин, пӑшӑрханса, унран ыйтнӑ пек те, ахаль каланӑ пек те ҫапла сӑмах хушрӗ:

— Хатӗрленсе килеймерӗн-и?

Тёма, вырӑнне ларчӗ те, йӗрсе ячӗ.

Томылин теприне, виҫҫӗмӗшне чӗнсе кӑларчӗ, Тёма ҫинчен мансах кайрӗ темелле.

Тёма йӗме чарӑнчӗ, парта ҫине чавсаланчӗ те кӑмӑлсӑррӑн та вӑтаннӑ пек пӑхса ларчӗ. Вӑл хӑй ҫине те ҫилленет, унӑн куҫҫульне куракан пӗтӗм класс ҫине те йывӑра илет, Томылин ҫине те тарӑхнӑ кӑмӑлпа пӑхать. Ҫавӑнпа вӑл тата тӗксӗмрех пулса, куҫхаршисене тата салхурах туса пӗрет.

— Тепӗр класс валли урока вӗренсе килетӗн пулӗ? — сасартӑк, сӑмах май ыйтрӗ Томылин, яланхи пекех аллине Тёмӑн ҫӳҫӗ ҫине хурса, унӑн пуҫне кӑштах ҫӗклентернӗ майӑн.

Тёма, пӑхас килмесӗрех куҫне ҫӗклерӗ, анчах учитель ун ҫине ҫав тери кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн пӑхнине курах кайрӗ. Ҫав йӑвашлӑх унӑн чунне витӗрех витнипе унӑн чӗри те кӑртах сиксе илчӗ, вӑл вара хӑвӑрт кӑна:
— Вӗренсе килетӗп, — терӗ.

— Мӗншӗн эсӗ паян вӗренсе килмерӗн?

— Паян эсир хӑвӑр каласа паратӑр пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ.

Ну, вӗренсе кил эппин, эпӗ тепӗр хут ыйтӑп.

Юлашки урок пӗтрӗ. Вӗренекенсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн урамалла кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ.

Тёма Зина патне кӗрсе тухать те, вӗсем иккӗшӗ ҫуранах килнелле утаҫҫӗ.

Зина хаваслӑ. Вӑл — «пиллӗк» — паллӑ илнӗ, унсӑр пуҫне тата амӑшӗ валли тем чухлех чи интереслӗ та чи ҫӗнӗ хыпарсем илсе таврӑнать.

— Ыйтрӗҫ-и? — тесе ыйтать вӑл Тёмӑран. — Миҫе?

— Санӑн мӗн ӗҫ пур?

— Мана «пиллӗк» лартса пачӗҫ, — тет Зина.

— Сирӗн «пиллӗкӗр» пирӗн «виҫҫе» те тӑраймасть, — йӗрӗнсе калать Тёма.

— Мӗншӗн?

— Мӗншӗн тесен, эсир хӗрачасем, учительсем хӗрачасене ытларах юратаҫҫӗ, — тет авторитетлӑн Тёма.

— Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн эс!

— Вӑт кирлӗ мар те сана!

Кӑнтӑрлахи апатра Зина ҫиес килсех ҫиет, чарӑнайми калаҫать. Тёма ӳркенсе ҫеҫ ҫикелет, чӗнмест, Зина каланине ӗшеннӗ пек хӑлхине чикмесӗр итлесе ларать. Ыттисем пурте апатланнӑ вӑхӑта вӗсем ӗлкӗреймерӗҫ. Столовӑйра ҫапах та ашшӗсӗр пуҫне пурте пур. Амӑшӗ сӗтел ҫине таянарах ларать, хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ хура ӳтлӗ хӗрачи ҫине савӑнса пӑхать. Куҫне ывӑлӗ ҫине куҫарса, амӑшӗ салхулӑн ҫапла калать:

— Эсӗ пӗтӗмпех шурса кайрӑн… Мӗншӗн нимӗн те ҫиместӗн-ха капла?

— Анне, мӗншӗн тесен вӑл хӑй укҫипе яланах пылак япаласем илсе ҫиет.

— Тӗрӗс мар, — тет Тёма, Зина ӑна та чухласа илме пултарнинчен тӗлӗнсех кайса.

— Тӗрӗс мар тет-ха тата!

— Эпӗ акӑ директорӑр патне пырсан калӑп: ҫиес текеннисен валли ирхи апат туса патӑр вӑл, — тет амӑшӗ.

Тёма куҫӗ умне тӗлӗнмелле шухӑш тытнӑ амӑшӗн кӗлетки тата директорӑн тирпейлӗ яштака кӗлетки тухса тӑрать. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланипех Тёма амӑшӗнчен именет, вара вӑл амӑшне асӑрхаттарма тӑрӑшса чӑн пулнӑ ӗҫ пекех, ҫапла калать:

— Пӗрин амӑшӗ пынӑччӗ те директор килӗшмерӗ ҫав. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Тёма сада тухать. Ҫаралса юлнӑ йывӑҫсене ҫил садра салхуллӑн чӳхентерет, ҫулҫисене тӑкнӑ йывӑҫсем витӗр халь сад картисем йӗри-таврах курӑнаҫҫӗ, ӑна пула Тёмӑна сад та пӗчӗкленсе юлнӑ пек туйӑнать. Садран тухса Тёма Иоҫка патне каять. Лешӗ, таса мар кухньӑра, таҫта кӗтесре, хӑйӗн хулӑн тутисене сарса пӑрахса, темӗскерпе аппаланса ларать. Тёма тара панӑ картишне тухать, ӑпӑр-тапӑр куписем хушшипе иртнӗ май, ача-пӑчасен ушкӑнне шырать. Анчах кунта халь ӗлӗкхи юлташсем ҫук ӗнтӗ. Гераҫка та, Яшка та, Колька та — пурте вӗсем ӗҫре. Гераҫка верстакпа ӗҫлет, Яшкӑпа Колька ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшма хулана тухса кайнӑ.

Хӳме айӗнче хӑш-пӗр ача-пӑчасем чаваланаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче палламан ачасем те нумай, пурте пӗчӗкскерсем: хӑйсем хӗп-хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑннӑ, шӑнса кӑвакарса кайнӑ, сӑмсисене пикенсех нӑшлаттарса, вӗсемшӗн ют Тёма ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ. Палланӑ тӳмме сывлӑшра вӗлтлетет, анчах халь унӑн ӗлӗкхи савӑнӑҫлӑ хуҫисем ҫук ҫав ӗнтӗ. Тёма кӑмӑллӑн та салхуллӑн ӗлӗкхи тӳммене палласа илет, хӑйӗн хуҫисенчен упранса юлнӑ ҫав тӳмме ҫине тинкерсе пӑхать, уншӑн халь вӑл тӳмме татах та лайӑхрах пек туйӑнать. Тёма пуҫӗнче тӗтреллӗ шухӑшсен темле татӑк-кӗсӗкӗсем кӗпӗрленеҫҫӗ; вӑл шухӑшсем ҫак тӗттӗмленсе килекен кунӑн ҫути пекех кунта сивӗ те сулхӑн, унта вара, пӗлӗтсен хушшинче ҫунса пӗтме пуҫланӑ тарӑн уяр тӳпе татӑкӗ те, ача чунне ҫулӑм хыптарса, иртнӗ кунсене аса илтерет. Ҫав шухӑшсем Тёма пуҫӗнче е чӗринче таҫта шалта ларакан тепӗр яр уҫӑ шухӑш ирӗке кӑларасшӑн мар, чӑрмантараҫҫӗ, вӗҫертмеҫҫӗ пек.

— Темочка, йӑпӑртлӑха ман пата кӗрсе тухӑр-ха, — тесе чупса тухать Кейзеровна, Тёмӑна кантӑк витӗр курнӑскер.

Тёма ӑшӑ та тап-таса пӳрт ӑшне кӗрсе тӑрать, тирпейлӗ хуҫа майри урайне те кӑмакине тислӗклӗ тӑмпа шӑлса якатнӑ; сарӑ, таса урайӗ ҫине, шурӑ стенасем ҫине, пӗчӗк кантӑк карӑмӗсем ҫине тата кӑпӑшка Кейзеровнӑн тӗксӗмленнӗ сӑнӗ ҫине пӑхса ҫаврӑнать те, хӑйне мӗн каласса кӗтет.

— Тёмочка, сирӗн нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен учителӗр кам?

— Борис Борисович, — тет Тёма.

— Эсир пӗлетӗр-и, Тёмочка, Борис Борисович патӗнче манӑн йӑмӑк ӗҫлет вӗт?

Тёма йӑвашшӑн, асӑрханса хирӗҫ калать:

— Борис Борисович паян кӑштах чирлерӗ.

— Чирлерӗ тетӗн-и? Мӗнпе чирлерӗ? — хыпӑнса ӳкрӗ Кейзеровна.

— Унӑн пуҫӗ ырататчӗ, вӑл урокне те пӗтереймерӗ.

— Пуҫӗ-и? — Кейзеровнӑн куҫӗсем пысӑкланаҫҫӗ, тутисем те пӗр ҫӗре пухӑнса пӗрӗнсе лараҫҫӗ. — Эх, Тёмочка, вӗсем манӑн йӑмӑка вӑтӑр тенкӗ ытла памалла. Кайса килес пуль-ха эппин.

Ҫав «кайса килес-ха эппин» тенӗрен Тёма темӗн шикленет, салхуланать.

Тёма куҫӗ умне чирлӗ учитель те ватӑ хӗрарӑмсем тухса тӑраҫҫӗ; ҫав хӗрарӑмсене Тёма нихҫан та курман, анчах вӗсем Тёмӑна сасартӑк, чӗп-чӗррӗнех курӑннӑ пек пулчӗҫ: акӑ пӗркеленчӗк сӑн-питлӗ курпун кӑна ватӑ карчӑк, ку — инкӗшӗ ӗнтӗ; акӑ суккӑр, кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ карчӑк, — ку Борис Борисовичӑн амӑшӗ.

— Кейзеровна, учитель ӑмӑшӗн куҫне шур илнӗ-и?

— Ҫук.

— Вӗсем чухӑн-и?

— Чухӑн ҫав, Тёмочка. Учителе турӑ вилме ан патӑрахчӗ, вӑл вилсен хӗрарӑмсене манран та йывӑртарах килет вара.

— Вара мӗн тӑвӗҫ-ха вӗсем?

— Ӗнтӗ ним калама та пӗлместӗп… Карчӑкӗпе инкӗшне, тен, ват ҫынсен ҫуртне илӗҫ… пастор вырнаҫтарӗ, арӑмӗпе хӗрӗсем — урамра ыйткаласа ҫӳрӗҫ.

— Ыйткаласа ҫӳреме-и? — тепӗр хут ыйтать Тёма, унӑн куҫӗсем чарӑлсах каяҫҫӗ.

— Ыйткаласа ҫӳреме ҫав, Тёмочка. Ҫитӗнсе ҫитсен, акӑ, хӑвӑр карета ҫинче ларса пынӑ чухне, вӗсене сирӗн пӗрер пус укҫа парса хӑвармалла пулӗ…

— Эпӗ пӗр тенкипех парӑп.

— Мӗн чухлӗ парӑр ҫав ӗнтӗ. Уншӑн, турӑ тавӑрса парӗ. Чухӑн ҫынна пани — турра курнӑпа пӗрех… пур ҫӗрте те яланах ӗҫ те ӑнса пырӗ вара. Ну, Темочка, эпӗ каям-ха.

Тёма вырӑнтан тӑрас килмесӗрех тӑрать. Вӑл учитель ҫинчен те, ҫав ыйткалама каймалли хӗрарӑмсем ҫинчен те ыйтса пӗлесшӗн. Шухӑшсем унӑн ҫавӑн ҫинченех ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан урӑх пӗр ҫул та курӑнман пек туйӑнать ӑна.

Киле таврӑнсан та вӑл амӑшӗ патне диван ҫине ӗшеннӗ пек пырса ларать те ҫапла калать:

— Пӗлетӗн-и эсӗ, анне, Борис Борисович чирленӗ-ҫке… Кейзеровна йӑмӑкӗ ун патӗнче ӗҫлет. Учитель чирлени ҫинчен эпӗ Кейзеровнӑна каласа патӑм… Пӗлетӗн-и, анне, учитель вилсен, унӑн амӑшӗпе инкӗшне ват ҫынсен ҫуртне илеҫҫӗ, арӑмӗпе икӗ хӗрӗ вара ыйткалама каймалла пулать.

— Кейзеровна ҫапла калать-и?

— Вара, Кейзеровна калать. Анне, мана панулми илме юрать-и?

— Юрать.

Тёма вырӑнӗнчен тӑчӗ те, панулми илчӗ, унтан кантӑк умне ларса шухӑша кайса, улмине ҫиме пуҫларӗ.

— Эсӗ вара Борис Борисович патне кайса курас теместӗн-и?

— Кампа?

— Манпа пӗрле.

Тёма кантӑк витӗр иккӗленсе пӑхрӗ.

— Каяс килмест-и санӑн?

— Намӑс пулмасть-и вара апла?

— Намӑс-и? Мӗншӗн унта кайса килни намӑс пулассӑн туйӑнать-ха сана?

— Ну, юрать, кайса килӗпӗр, — килӗшрӗ Тёма.

Учитель килӗнче Тёма хӑйне аван мар пек туйса, пукан ҫинче ларать. Вӑл е учителӗн ватӑ амӑшӗ ҫине, — хура платьеллӗ, куҫӗсем путса аннӑ пӗчӗк те хыткан хӗрарӑм ҫине, хӑй ҫинелле ачашшӑн та хапӑл тусах пӑхса ларакан шурӑ сӑн-питлӗ, хуп-хура куҫлӑ, ҫӳллӗ ырханкка хӗр ҫине пӑха-пӑха илет. Учителӗн арӑмӗ ҫеҫ, мӑнтӑркка, кӑмӑлсӑр, шурӑхса кайнӑскер, Тёмӑна килӗшмерӗ.

Тёмӑпа амӑшӗ пыни ҫинчен учителе пӗлтерчӗ те вӗсене ун патне ертсе кайрӗҫ. Ситцӑран карса тунӑ чаршав хыҫӗнче чаплӑ мар кровать ларать, унтан пӗчӗк банкӑсем хунӑ пысӑк мар сӗтел те эрешлесе тунӑ хитре туфлисем пур.

«Епле чухӑн пултӑр-ха вӑл, — шухӑшларӗ Тёма, — унӑн кунашкал туфлисем пур пулсан?»

Тёма кровать ҫывӑхне пычӗ те, хӑраса тӑнӑ май Борис Борисович питне-куҫне курах кайрӗ. Вӑл, учителӗн шурӑхса кайнӑ мӗскӗн сӑнне тата кӑкӑрӗ ҫинчи ҫинҫе те ырханкка аллине асӑрхарӗ. Борис Борисович, аллине ҫӗклерӗ те, ним чӗнмесӗр Тёмӑна пуҫӗнчен шӑлса илчӗ. Тёма учителӗн кровачӗ умӗнче хӑй мӗн вӑхӑт тӑнине те пӗлмест. Такам ӑна, алӑран тытса, каллех каялла ҫавӑтса кайрӗ. Вӑл хӑна пӳлӗмне кӗрсе чарӑнса тӑчӗ.

Унӑн амӑшӗ Томылинпа калаҫса тӑрать. Учителӗн хитре сӑн-пичӗпе хӑйӗн амӑшӗн хавхаланнӑ ҫамрӑк сӑнӗ пӗрле курӑнса кайни Тёмӑна темле тӗлӗнтерсех ячӗ. Амӑшӗ, хӑйӗн ывӑлне йӑвашшӑн саламласа йӑл кулчӗ.

Тёмӑна сасартӑк хӑй амӑшне те, Томылина та, вӗсемпе пӗрлех хӑйне те тахҫанах таҫта курнӑ пек туйӑнса кайрӗ.

— Сывӑ-и, Тёма? — тесе ыйтрӗ Томылин, унтан Тёмӑна ачашлӑн хӑй патнелле туртса илчӗ те, аллипе ыталаса тӑрса, Аглаида Васильевна каланине малалла итлеме пуҫларӗ.

— Эпӗ ӑнлансаттӑм ӗнтӗ, — тет Тёма амӑшӗ, — ҫапах та ӑна урӑхларах тума май пулнӑ пулӗччӗ. Мӗн пурри форма пирки, дисциплина пирки: аслисем хӑйсен тивлетне мӗнпе те пулин ӳкерессинчен хӑраса тӑраҫҫӗ, ҫавсене пула вара ачан тивӗҫлӗхнӗ ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, ҫав тивӗҫлӗхе пирӗн педагогсем кашни утӑмрах пӗр хӗрхенмесӗр таптаҫҫӗ. Илӗр-ха эсир акӑлчансене! Унта вунӑ ҫула ҫитнӗ арҫын ачах хӑйне хӑй джентльмен вырӑнне хурса хисеплет. Сирӗн ҫинчен каламастӑп эпӗ… Сирӗн урокӑрсем, манӑн шухӑшпа, ӗҫе епле йӗркелесе яма кирлӗ — ҫавӑнпа шӑпах килӗшеҫҫӗ, тетӗп. Эпӗ, мосье Томылин… — амӑшӗ Тема ҫине пӑхса илчӗ, пӗр самантлӑха сӑмахне калама хӑяймасӑр чарӑнса тӑчӗ, Куҫне Томылин ҫине ҫӗклерӗ те, малалла хӑвӑрттӑн французла калама пуҫларӗ:  — … эсир ачасене мӗнпе хӑвӑр енне ҫавӑрни ҫинчен, вӗсен чӗрисем патне мӗнле аслӑ ҫул уҫма пултарни ҫинчен каламасӑр тӳссе тӑма пултараймастӑп: эсир ача-пӑча хӑйне хӑй этем тивӗҫне хунине хисеплетӗр; унӑн пӗчӗк тивӗҫӗ сирӗншӗн хӑвӑр тивӗҫлӗхӗр пекех хаклӑ пулнине пӗлет вӑл.

— Ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулсан, ҫав ӗҫе хак хунине илтме тата кӑмӑллӑрах.

— Манӑн шухӑшпа, вӑл кӑмӑллӑ та, кирлӗ те. Ӗненмесӗр, эсир, ача-пӑча ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗнпе, учительсемпе тӑтӑшах тӗл пулса, хамӑр шухӑшсене каласа пама пултарас пулсан, сире нихӑш енчен те сиен кӳмен пулӑттӑмӑр. Хальхи сирӗн гимназийӗр вара, мана вӑл суд ӗҫне аса илтерет: унта председателӗ те, прокурорӗ те, яланах айӑпланаканни те пур, анчах ҫав пӗчӗк айӑпланаканне хӳтӗлекенни, хӑй пӗчӗккӗ пулнӑ пирки уйрӑмах хӳтӗлӗх ыйтаканскере, хӳтӗлекенни ҫеҫ ҫук.

Томылин ним чӗнмесӗр йӑл кулса илчӗ.

— Ах, епле ырӑ ҫын иккен санӑн Томылину! — терӗ Тёмӑна ҫул ҫинче пынӑ чухне амӑшӗ, кӗтмен тӗлпулупа савӑнса кайнӑскер.

Тёма хӑйӗн учителӗ ҫапла пулнипе телейлӗ, ҫав тӗлпулупа вӑл та савӑнса пырать.

— Анне, Борис Борисович патӗнче сана мӗншӗн тав турӗҫ?

— Эпӗ вӗсем пирки Надя инкепе калаҫса пӑхма пултӑм, пӗр хӗрне класнӑй дама, тепӗрне музыкӑна вӗрентекен учительница тума май пурри ҫинчен каларӑм.

— Институтра-и?

— Институтра. Куратӑн-и? Турӑ ан хуштӑрах та, Борис Борисович сӑмахран, вилес пулсан, вӗсем ӗнтӗ ыйткалама ҫӳремӗҫ.

Ҫаксене мӗнпурне курса, тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, Тёма ыран валли уроксем те хатӗрлесси килмест.

Зина тахҫанах уроксем хатӗрлесе ларать, Тёма хӑйне кирлӗ тетрадьне ҫаплах ниҫта та тупаймасть-ха: Шӑллӗпе аппӑшӗ яланах пӗчӗк пӳлӗмре, амӑшӗн куҫӗ умӗнче вӗренсе лараҫҫӗ, амӑшӗ вара, вӑл хушӑра, вӗсенчен аяккарах кресла пукан ҫине кайса ларса мӗн те пулин вуланипе вӑхӑтне кӗскетет.

Тёма ӗнтӗ, сӗтел ҫумӗнчи этажерка патне ҫирӗм хут та пычӗ пулӗ, унта унӑн, уйрӑм ҫӳлӗк ҫинче, аппӑшӗннинчен пачах та урӑхла, кӗнекесемпе тетрачӗсен купи пӑхма ҫук йӗркесӗр пӑтранса, арпашӑнса выртать.

Зина тӳссе тӑраймарӗ, хӑйӗн ӗҫне ним шарламасӑр пӑрахрӗ те шӑллӗ хыҫҫӑн сӑнама пуҫларӗ.

— Тема, эсӗ епле уткаланине туса кӑтартас-и сана? — тесе ыйтрӗ вӑл Тёмӑран, унтан хӑйне хирӗҫ чӗнессе кӗтмесӗрех, мӑйне тӑсса хучӗ, — куҫӗсене айванлатрӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ, аллисене усрӗ те чӗркуҫҫийӗсене хуҫлатса, пӗр стенаран тепӗр стенана пырса ҫапӑнса, тӗлсӗр-палсӑр уткалама пуҫларӗ.

Тӗмӑшӑн пулсан, вӑхӑта кирек епле ирттерсен те ҫавах, вӗренес марччӗ ҫеҫ унӑн, ҫавӑнпа та вӑл киленсех аппӑшӗ ҫине пӑхса тӑрать.

Амӑшӗ, вулама чарӑнса, ачисене хыттӑн хӑтӑрса илчӗ.

— Анне, — терӗ Зина, — эпӗ ӗнтӗ ҫур страница ҫыртӑм.

— Манӑн тетрадь таҫта кайса кӗнӗ-ҫке? — хӑйне тӳрре кӑларасшӑн тӑстарса калать Тёма.

— Хӑй тӗллӗнех ҫухалнӑ-и? — хӑтӑрса ыйтрӗ амӑшӗ, аллинчи кӗнекине уҫса.

— Эпӗ ӑна ӗнер, ак ҫакӑнтах хунӑччӗ, — терӗ Тёма, ҫав вӑхӑтрах тетрадьне хӑш тӗле хунине те кӑтартрӗ.

— Санӑн тетрадьне манӑн хамӑн шырамалла марччӗ-ши?

Тёма куҫхаршисене кӑмӑлсӑррӑн хускатрӗ те халь ӗнтӗ пикенсех тетрадьне шырама тытӑнчӗ, акӑ вӑл часах ӑна хайхи арпашса выртакан купа ӑшӗнчен туртса кӑларчӗ.

— Эпӗ ӑна хамах таҫта пӑрахнӑ пулнӑ, — терӗ вӑл, илсе.

Пӗр самант хушши нихӑшӗ те сӑмах чӗнмерӗ.

Тёма вырнаҫса ларса ҫырма пуҫларӗ, вӑл тӑрӑшсах темӗскерле кукрашкасем туса ларать.

Зина, шӑллӗне пӑхса сӑнаса лараканскер, ҫаплипех хытса кайрӗ.

— Тёма, эсӗ епле ҫырнине туса кӑтартас-и тата?

Тёма савӑнсах хӑйӗн ҫырас ӗҫне пӑрахрӗ те, киленмелли пулассине кӗтсе, аппӑшӗ ҫине пӑхрӗ.

Зина, чавсисене мӗн пултарнӑ таран саркаласа, сӗтел ҫинелле ӳпӗнсе выртрӗ, чӗлхине пӗр еннелле тӑсса, куҫне чалӑштарчӗ, унтан ҫаплипех хытса ларчӗ.

— Тӗрӗс мар, — терӗ Тёма, Зина кӑтартнине ӗненмесӗр.

— Анне, Тёма ҫырнӑ чухне лайӑх ларать-и?

— Калама ҫук начар.

— Чӑнах, ак ҫакӑн пек-ҫке?

— Унран та начартарах.

— Мӗн калӑн-ха? — шӑллӗ ҫине ҫӗнтерӳллӗн пӑхса илсе, сӑмах чӗнчӗ Зина.

— Ун вырӑнне эпӗ санран хӑвӑртрах сӑвӑсем калама вӗренетӗп, — терӗ Тёма.

— Ку та тӗрӗс мар.

— Ну, кил эппин, тупӑшар: эпӗ икӗ хут ҫеҫ вуласа тухатӑп, тӳрех пӑхмасӑр калама пултаратӑп.

— Манӑн тупӑшассӑм та килмест.

— Ҫавӑнпа тепӗр сехетрен манса та каятӑн, — терӗ амӑшӗ, — Зина вара ӗмӗрне те манас ҫук. Санӑн Зина пек вӗренес пулать.

— Мӗн калӑн-ха ӗнтӗ? — савӑнчӗ Зина.

— Ну, эпӗ пурне те сан пек вӗренес пулсан вара, — терӗ хӑйне хӑй мухтаса Тёма, унтан, чӗнмесӗр тӑрсан, — эпӗ тахҫанах ухмаха тухнӑ пулӑттӑм.

— Анне, илтетӗн-и, мӗн калать вӑл?

— Мӗншӗн апла шухӑшлатӑн-ха эсӗ?

— Ана атте ҫапла каларӗ.

— Кама каларӗ?

— Ваня тетене. Эпӗ, тет, мӗн кирлине пурне те вӗреннӗ пулсан, сан пекех ухмаха тухнӑ пулӑттӑм ҫав, тет.

— Ваня тетӳ мӗн каларӗ вара?

— Ваня тете-и, кулса ячӗ те: эсӗ ӑслӑ ҫав, ҫавӑнпа та эсӗ генерал, эпӗ генерал мар та — ухмах… Ҫук, апла мар: эсӗ генерал, мӗншӗн тесен, эсӗ ӑслӑ… Ҫук, апла та мар…

— Ҫапла ҫав — апла мар. Илтетӗн, ӑнланмастӑн, сӑмахран та хӑвна мӗн килӗшнине ҫеҫ туртса кӑларатӑн. Пулӑн акӑ, пӗр-пӗр вӗренсе ҫитейменскер.

Каллех пурте шӑпланчӗҫ.

— Эпӗ музыкӑна вӗреннӗ чухне санран аванрах вӗренетӗп, — тесе хучӗ Зина.

— Вӑл — хӗрарӑмсен науки, — тиркешсе тавӑрчӗ Тёма. Зина, тӗлӗннипе, хирӗҫ ним чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ, вӑл каллех ҫырма пуҫларӗ.

— Кравченко епле-ха вара? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл, хӑйне музыкӑна вӗрентекен учителе аса илсе. — Апла пулсан вӑл та хӗрарӑм-и?

— Хӗрарӑм, — ҫирӗппӗн каларӗ Тема, — ҫавӑнпа та унӑн сухалӗ те ӳсмест.

— Анне, тӗрӗс-и ку?

— Вырӑнсӑр сӑмах, — терӗ амӑшӗ. — Вӑл санран кулнине курмастӑн-и-ха эсӗ?

— Унӑн хӳрешки те пур, акӑ, ҫакӑн пек пӗчӗккӗскер, — тесе хучӗ Тёма, хӳрешки мӗн вӑрӑмӑшне аллипе туса кӑтартса.

— Анне?!

— Тёма, чарӑн ухмахла калаҫма.

Тёма урӑх чӗнмерӗ, анчах хӳре вӑрӑмӑшне кӑтартма та чарӑнмарӗ.

— Анне?!

— Тёма, мӗн каларӑм эпӗ?

— Эпӗ нимӗн те каламастӑп-ҫке.

— Вӑл хӳре мӗнлине аллипе туса кӑтартать.

— Тата тепӗр сӑмах ҫеҫ калӑр, вара эпӗ сире иксӗре те кӗтесе тӑрататӑп, — терӗ амӑшӗ, Тёма ҫине пӑхмасӑр.

Тёма пӗр шикленмесӗр каллех Зинӑна хӳре вӑрӑмӑшне кӑтартрӗ. Зина пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те Тёмӑна тавӑрас кӑмӑлпа чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ. Тёма та парӑмра юлмарӗ, вӑл та Зинӑна хирӗҫ хӑйӗн питне-куҫне пӑскаласа кӑтартма тытӑнчӗ. Зина та ӑна ҫавнашкалах тавӑрчӗ; ҫапла вӗсем пӗр хушӑ, пикенсех ҫак ӗҫре пӗринчен пӗри ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Тёма ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех: вӑл туса кӑтартнӑ пит-куҫа курсан, Зина та тӳсеймесӗр кулса ячӗ.

— Тёма, пӗчӗк сӗтел умне Зинӑна тӳртӗн ҫаврӑнса лар та уроксем туса пӗтермесӗр вырӑнӑнтан ан хускал, ҫаврӑнса пӑхма та ан хӑйнӑ пултӑр. Вӑтанма пӗл! Наян ача.

Пурте шӑпах пулчӗҫ. Юлашкинчен Тёма та хӑй ӗҫне чиперех туса пӗтерчӗ. Латынь чӗлхине юлашки пуплеве вӗренме ӳркенчӗ вӑл, вара, хӑш таран вӗренме панине амӑшне кӑтартнӑ чухне, хӑй сиктерсе хӑварнӑ предлогсем таран ҫеҫ пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ. Чӑннипе илсен латынь чӗлхипе тӗрӗслес ӗҫ начар пырать; вӑл чӗлхене амӑшӗ Тёмӑран сахалтарах пӗлет, ҫав чӗлхепе вӑл паллашасса та Тёма хӑй пулӑшнипе ҫеҫ, хӑйӗн наян ывӑлӗ мӗнле вӗреннине епле те пулин тӗрӗслеме пултӑрччӗ, тесе ҫеҫ паллашнӑ, анчах капла туни усӑ париччен малтан сиен кӳрет иккен, мӗншӗн тесен Тёма, шкул ачисен ашкӑнас йӑлипе, амӑшӗн пуҫне тӑтӑшах минретет мӗн, амӑшӗ ҫине вӑл хӑйӗн опытлӑрах, учителӗсене улталас ӗҫе хатӗрлемелли шкул ҫине пӑхнӑ пек пӑхать иккен.

Уроксене туса пӗтерсен, Тёма сехет ҫине пӑхса илчӗ, ҫывӑрма выртиччен нимӗнле чӑрмавсӑр-мӗнсӗр ирттермелли пӗр пушӑ сехет юлни ҫинчен киленсе шухӑшларӗ. Вӑл, малти тӗттӗм пӳлӗме тухса пӑхрӗ, унта улӑмпа кӑмака хутакан Еремее асӑрхарӗ, улӑм тӗрки урлӑ каҫса ун патне пычӗ те Еремейпе юнашар ларчӗ, ҫуттӑн ҫунакан кӑмака ани ҫине Еремей пекех тимлӗн пӑхма пуҫларӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ улӑм тӗрки ҫулӑмпа хыпӑнса илсе вут-кӑвар ӑшӗнче хӑвӑрт ҫухалать. Тема улӑма куҫарса тӑма пикенсех Еремее пулӑшать, тӗксӗмленнӗ кӑмака ани ҫӗнӗ улӑм тӗркине хыпса ҫӑтасса тӳсеймесӗр кӗтсе ларать вӑл. Акӑ ҫӗнӗ тӗрке витӗр хӗм пӗрчисемпе кӗл ҫеҫ сӑрхӑнса туртӑнаҫҫӗ, нихҫан та вӑл тӗрке ҫулӑмпа хыпӑнса чӗрӗлсе каяс ҫук пек туйӑнать; акӑ темле ӳркевлӗн пӗр ҫӗрте, тепӗр ҫӗрте, виҫҫӗмӗш тӗлте ҫулӑм явӑнса тухрӗ, унтан сасартӑк ҫав ҫулӑм улӑма пӗтӗмпех хыпса илчӗ те, вара улӑм, таҫтан вут-кӑварӑн сиксе тухнӑ хӑрушӑ вӑйне парӑнса, таткалана та пуҫларӗ, хӑйне ҫисе яракан ҫулӑм ӑшӗнче ним юлми ҫухалчӗ. Кӑмакаран чуна тивсе ыраттармаллах ҫутӑ та ӑшӑ тапса тӑрать. Каллех акӑ, Еремейпе Тёма иккӗшӗ те, улӑм тӗрки ҫӗнӗрен сирпӗнсе чӗрӗлсе каясса кӗтсе лараҫҫӗ.

Еремей, эсӗ хӑвӑн ялти шӑллунтан сыру илтӗн-и?

— Илтӗм, — тет Еремей.

— Мӗн ҫырать вӑл?

— Турра шӗкӗр, тырӑ аван пулчӗ, тесе ҫырать. Тӑваттӑмӗш лаша туянтӑмӑр, тет.

Еремей хускалать, Тёмӑна ҫӗр ҫинчен, тырӑ акни ҫинчен, шӑллӗпе иккӗшӗн хуҫалӑхӗ ҫинчен каласа парать.

Турӑ пулӑшсан, акӑ уяв тӗлне яла кайма ыйтӑп-ха аҫӑртан, — тет Еремей.

— Мӗнле-ха вара, ёлкӑра та пулмастӑн-и?

Еремей ача ҫине кӑмӑллӑн пӑхса йӑл кулса калать:

— Унта манӑн тӑвансем-ҫке-ха, — хӑта-тӑхлачӑсем, туссем…

— Пуринчен те ытларах хӑшне юрататӑн эсӗ?

— Эпӗ пурне те юрататӑп.

Тӑванӗсене курса савӑнас шухӑшӗ килнӗ май, Еремейӗн чӗрине кӑмӑллӑ ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ: хохлушкӑсен тутӑр ҫыхнӑ пуҫӗсем, явлӑксем, йывӑр атӑсем, эрешлесе сӑрланӑ пӳртсем, сӗтелсем ҫинчи варениксем, галушкӑсем, эрех, сӗтел хушшинче тата ырӑ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем — Гридкосем, Остапсем, Дуньӑсем, Маруҫӑсем.

— Епле шухӑшлатӑн эсӗ, Еремей, ёлкӑра мана мӗнле парне парӗҫ-ши?

Еремей, ӗмӗт-шухӑшне сирет те кӑмакари вут-ҫулӑм ҫине хӑрах куҫӑн пӑхса ларать.

— Пӑшал парӗҫ-и тен?

— Чӑн-чӑн пӑшал-и?

— Чӑн-чӑн пӑшалах пама кирлӗ, — тет Еремей, пат татсах калаймасӑр.

— Акӑ мӗн, Тёмочка, — тет унта пырса ларнӑ Таня, — хӑвӑртрах ҫитӗнсе пысӑк ҫын пулӑр та офицере тухӑр… вара нӗр енче хӗҫ ҫакӑнса тӑрӗ, хитре мӑйӑх пулӗ сирӗн..

— Эпӗ офицер пулмастӑп, — тет Тёма, шухӑшласа тӑма сӑр вут ҫулӑм ҫине пӑхса.

— Мӗншӗн пулмастӑр? Офицер пулсан аван-ҫке. Офицер пулсан аван тенипе Еремей те килӗшет.

— Аҫӑр пек генерал пулатӑр пулӗ-ха.

— Анне мана офицер тӑвасшӑн мар.

— Эсир акӑ ыйтса пӑхӑр-ха.

— Ыйтас та килмест! Эпӗ ученӑй пулатӑп, Томылин пек.

— Юратмастӑп эпӗ вӗсене, эпӗ пӗр учителе курнӑччӗ те: ҫав териех хитре марскер хӑй, ырханккаскер… Ҫар ҫыннисем аванрах… Мӑйӑхӗ кӑна мӗне тӑрать.

— Манӑн та мӑйӑх пулӗ-ха, — тет Тёма, хӑйӗн ҫӳлти тути хӗррине курма тӑрӑшса.

Кӑмакана хутса ҫунтарнӑ май Еремей васкамасӑр вырӑнӗнчен тӑрать.

Тёма та тӑрса тухса каять.

Столовӑйра Зина, ҫуртине хӑй ҫывӑхнерех лартнӑ та, ҫурта ҫулӑмӗ ҫинче асӑрханса сахӑр катӑкне тытса тӑрать, сахӑрӗ ирӗлсе, Зина тепӗр аллипе тытса тӑракан кашӑк ҫине сарӑ тӗслӗ, витӗр курӑнакан тумлам пулса тумлать. Наташӑпа Сережа, Аня кашни тумламӗ татӑлса аннине сӑнаса пӑхса лараҫҫӗ.

— Эпӗ те, — тет Тёма, сахӑр суланчи патнелле чупса.

— Тёма, ку Наташа валли, вӑл ӳсӗрет, — тет ӑна хирӗҫлесе Зина.

— Манӑн та ӳслӗк, — тет Зинӑна хирӗҫ Тёма, вӑл та сахӑрпа кашӑк илсе сӗтел патне пырать.

Вӑл, тепӗр енне ларать те Зина тунинех тума пуҫлать.

— Тёма, енчен эсӗ мана тӗксе чӑрмантарсан, эпӗ ҫуртана туртса илетӗп… Ку манӑн ҫурта, — тет Зина.

— Тӗкместӗп, — тет Тёма, пӗтӗмпех ӗҫе ҫыхӑннӑскер.

Ытла тӑрӑшнипе вӑл чӗлхине те тӑсса кӑларнӑ.

Тема кашӑкӗ ҫине темле сӗм хура, ҫунса кӑмрӑкланнӑ, хӑрӑмлӑ тумламсем ӳкеҫҫӗ.

— Фу, епле йӗрӗнчӗк тумлать санӑн, — тет Зина.

Пӗчӗк ушкӑн савӑнӑҫлӑн кулса ярать.

— Ним те мар, — тет вӗсене хирӗҫ Тёма, — ытларах пулать… — Хӑрӑмланнӑ сахӑр ирӗлчӗкне хӑй пикенсех ҫӑварне тултарать.

— Ачасем, ҫывӑрма вӑхӑт ӗнтӗ, — тет амӑшӗ.

Тёма, Зина татах ҫак пӗтӗм ушкӑн ашшӗ патне кабинета пырса кӗреҫҫӗ, ашшӗн аллине чуптуса:
— Атте, ырӑ каҫ пултӑр! — теҫҫӗ.

Ашшӗ ӗҫне пӑрахать, шухӑша кайса васкавлӑн пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫине тӗлсӗр-палсӑр хӗрес хурса тухать. Тема хӑйӗн пӳлӗмӗнче.

Таҫта, кантӑк тулашӗнче, темле пӗр евӗр сасӑ кӑларса, ҫурт витти ҫинчен террасӑн чул урайӗ ҫине тумлам хыҫҫӑн тумлам сайран патлатса ӳксе тӑрать.

«Пат, пат, пат», — илтӗнет Тёма хӑлхине. Вӑл ҫав сасса тимлесех итлет, таҫта малалла пӑхать. Вӑл, пӗтӗмпех ӗнтӗ, пурӑнса ирттернӗ кунӑн туйӑмӗсен ӑшне путнӑ: Еремей, Кейзеровна, Борис Борисовичӑн хӗрӗ, Томылин, хӑйӗн амӑшӗ…

«Томылин манӑн атте пулнӑ пулсан, епле аван пулнӑ пулӗччӗ», тесе темшӗн, сасартӑк шухӑшласа илет Тёма.

Ҫак таҫтан сиксе тухнӑ шухӑш ҫав самантрах Тёмӑна аван маррӑн ҫӳҫентерсе илет. Темле ҫав вӑхӑтрах Томылин уншӑн ют ҫын пулса тӑрать, вара, ун вырӑнне, Тёма умӗнче ашшӗн сивӗрех кӑна, шухӑша путнӑ сӑнарӗ курӑнса каять.

«Аттене эпӗ питӗ юрататӑп, — ашшӗне савакан ывӑлӗн кӑмӑллӑ шухӑшӗ вӗҫсе иртет унӑн пуҫӗнче. — Аннене те юрататӑп, Еремее те, Борис Борисовича та, пурне те, пурне те».

— Артемий Николаевич, — тет, пӳлӗм алӑкӗнчен пӑхса, Таня, — ӗнтӗ ҫывӑрма выртӑр, ыран нумайччен ҫывӑрассӑр килӗ.

Тёма йывӑррӑн сывласа илет.

Ҫапла ӗнтӗ, ыран ир каллех тӑрса гимназие каймалла, — ыран та, виҫмине те, малашне йӗркипех кичем те салхуллӑ кунсем тӑсӑлаҫҫӗ…

Сайт:

 

Статистика

...подробней