Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сикме (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лалкӑн та кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, чӗри те ҫӑмӑлтарах сикме тытӑнчӗ.

Лалка почувствовала себя бодрее, и на сердце у нее стало легче.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.

А когда мужчины вздумали бегать взапуски, прыгать через канаву, то три мыслителя отличились самыми усердными состязателями мужественных упражнений: офицер получил первенство в прыганье через канаву, Дмитрий Сергеич, человек очень сильный, вошел в большой азарт, когда офицер поборол его: он надеялся быть первым на этом поприще после ригориста, который очень удобно поднимал на воздух и клал на землю офицера и Дмитрия Сергеича вместе, это не вводило в амбицию ни Дмитрия Сергеича, ни офицера: ригорист был признанный атлет, но Дмитрию Сергеичу никак не хотелось оставить на себе того афронта, что не может побороть офицера; пять раз он схватывался с ним, и все пять раз офицер низлагал его, хотя не без труда.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ.

Однажды, возвращаясь с поля, уже на подходе к дому Размётнов увидел, как старая кошка — любимица его матери, — всем телом припадая к соломе, ползла по крыше хаты, а затем легко соскочила на полуоткрытую ставню, вертя хвостом, изготовилась к прыжку.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах пирӗн ҫырмара шыв ҫерҫие те чӗркуҫ таран ҫеҫ вӗт-ха, а пусса сикме вара тавҫӑрса илеймен вӑл; ӑсӗ ҫитмен.

Но ведь в нашей речке воды воробью по колено, а в колодезь она кинуться не догадалась, ума не хватило.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аялалла сикме те хӑрушӑ, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхма вара тата та хӑрушӑрах.

И вниз сигать страшно, и вверх лететь ишо страшнее.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Факта хирӗҫ кайма ҫук тата хӑшпӗр япаларан ҫӳлерех те сикме ҫук.

Против факта не попрешь и выше кое-чего не прыгнешь.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла, кӑштах ӗҫлесен е тӑвалла хӑпармалла пулсан, тӳрех сывлӑш питӗрӗнсе ларать, чӗре сикме пуҫлать…

Как поработаю или на гору подыматься — зараз же задвохнусь, сердце застукотит…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӑмӑл хускалма пултарнӑ ӳт хытса пӗр кумкка пулать, чӗтрет; вӑл ӗнтӗ сывлӑша вӗҫсе сикме, саламатлӑ ҫыннӑн ашне чӗрнисемпе чӗрмелеме, ҫынна ҫуркаласа тӑкма, вӗлерме хатӗр…

Эластичное тело сжимается в твердый ком мускулов, дрожит, готовое взлететь на воздух, вонзить свои когти в мясо человека с бичом, разорвать его, уничтожить…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ҫак ыйтусем ӑна тахҫантанпах час-часах пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ӑна хусах пурнӑҫ хӑратман; илеме ҫывӑх курса чӗре сикме пуҫласан, вӑл авланас шут тытман.

Эти вопросы давно и часто тревожили его, и он не тяготился холостою жизнью; не приходило ему в голову, как только забьется его сердце, почуя близость красоты, надеть на себя брачные цепи.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсен хӑш чухне ҫӗрле те шыва сикме тивет вӗт.

Им ведь случается и ночью маячить.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Вӗсем пек сикме малтан ятарласах хатӗрленес пулать.

— Без специальной подготовки нельзя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«Пузиков» та ахлатса сикме пӑрахрӗ.

Даже Пузиков перестал прыгать и выть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Сана никам та сикме хушмасть, — пӑшӑлтатрӗ Федор.

— Кто тебя заставляет прыгать? — прошептал Федор.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кушак тӳрех вырӑнӗнчен тапранчӗ, пакша пекех тепӗр турат ҫине сикме хӑтланчӗ те ҫӗрелле персе анчӗ, анчах ӳкмерӗ, чи аялти туратран ҫакланчӗ.

Муся так и сорвалась с места. Словно белка прыгнула на соседнюю ветку, сорвалась с нее и полетела вниз. Но не упала, а успела зацепиться за одну из нижних ветвей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пасарта пурӑнакан ҫаралнӑ кушаксем, хӑйсен ӑссӑр куҫӗсене сикме хатӗрленнӗ пек, чакӑртса, апат шыраса, ҫӗр ҫумӗнчен шуса ҫӳреҫҫӗ.

Ободранные базарные кошки с безумными, стоячими зрачками, прижав уши и хищно выставив лопатки, ползали по земле за добычей.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пирӗн, чӑнах та, пӗчӗк кимӗсем пурччӗ, экипажӑма парашютпа сикме ҫеҫ хушмаллаччӗ.

Конечно, у нас были лодочки и можно было приказать экипажу выпрыгнуть с парашютами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен вӑл, аллине сулса, дилижанс пусми ҫинчен каялла ҫул ҫине сикме хатӗрленчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах малта утлӑ стражниксен ушкӑнӗ курӑнчӗ.

Наконец он махнул рукой и уже собирался спрыгнуть с подножки обратно на дорогу, как вдруг впереди показался разъезд.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Палламан, ҫын дилижанс пусми ҫине сикме ӗлкӗрчӗ.

Но неизвестный успел уже вскочить на подножку.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Экипажа парашютпа сикме хушрӑм.

Я приказывал экипажу прыгать с парашютами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗршывӑм малалла сикме хатӗрленсе вӑй-хӑватне карӑнтарса тӑрать…

Откатилась, сжалась, затаила дыхание, приготовилась к разбегу страна…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней