Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.21 12:04

Предложений: 119; Слово: 1376

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Вӑл

Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсемпе эрнисене, унӑн сыпӑк-сыпӑк сӑнарӗсем ҫине каласа парайми кӑмӑлӑмпа пӑхатӑп эпӗ.

Акӑ эпӗ хресченӗн пысӑк та тӗттӗм пӳртне куратӑп, чӗпкуҫӗпе тӗксӗмӗн ҫуталакан сӗтел куратӑп унта, плащ-палаткӑпа карса хунӑ чӳрече. Алӑк уҫӑлать те, пӗри тӳммисене вӗҫертнӗ кительпе пырса кӗрсе, кӑмакара темӗн шырать, унтан антӑхса ҫиме тытӑнать. Гриша Трофимов ку. Тепри тата, крават ҫинчен тӑрса, сӗтел хушшине ун ҫумне пырса ларать. Вӑл — Лури. Вӗсем шӑппӑн калаҫнине илтсен, ман чӗре сайрарах та тата хытӑрах тапма тытӑнать:

— Ладога ҫинче пулнӑ-и?

Гриша, ҫинӗ май, пуҫне сулать.

— Унта мӗнле пек?

— Ҫавӑн пекех.

— Званка ҫинче тата?

Чӗнмесӗр ҫиет. Званка ҫинче пулнӑ.

Ленинград ҫыннисем пӗр-пӗрин пит-куҫӗнчен пӑхаҫҫӗ. Ку вӑл — Ленинград блокадин пирвайхи каҫӗ.

Хам самолет хӗррипе вӗҫсе аннӑ вымпела куратӑп эпӗ, — ҫапла хӑтараттӑмӑр та ҫынсене, хӑйсене йӗри-таврах нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ тетчӗҫ те, йӑнӑшатчӗҫ вӗсем.

Тимӗр чечексемпе те снарядсемпе, стабилизаторсемпе капӑрлатнӑ пирвайхи масар тӗмне те куратӑп эпӗ, вӑрҫӑра пулнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ чух ун ҫийӗпе эпир юри аяла анса вӗҫсе иртеттӗмӗр.

Каллех акӑ кӳлӗ тухса тӑрать ман умма — ҫав кӳлех, ҫав ӗлӗкхи пурнӑҫӑн асилевӗсене вӑратакан ир сӑнарӗнчех тухса тӑрать вӑл. Халӗ вӑл тӗксӗм те салху. Ҫыранпа тан тулса ҫуталса выртать, унӑн тӗтреллӗ ҫийӗпе кӑвак тӗтӗм шуса иртет. Нимӗҫсем чӗртсе янӑ вӑрман ҫунать унта.

Каҫсенче ту хысакӗнчи блиндажсенчен тухатӑр. Хӑва хӳттинче катерсем тӑраҫҫӗ, тӗттӗм шывӑн хумӗпе кӑпӑкӗ витӗр эпир васкавлӑн иртетпӗр. Пире хирӗҫ, хура вӑрмантан тем пысӑкӑш тинӗс кайӑкӗсем вӗҫсе тухнӑ пек самолетсем килеҫҫӗ. Ку вӑл — Л. кӳлли, пирӗн виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш база.

Нумай куратӑп эпӗ. Анчах хам мӗн курни пурте самолет ҫуначӗ айӗнчен курӑннӑ картта ҫийӗпе иртнӗн туйӑнать, — фронтӑн хуҫланчӑк линиллӗ картти пек, унта Германи ҫарӗсен наступленийӗн хура хумӗ ҫӗкленнӗ пек туйӑнать.

Чаҫе кунсерен ҫӗнӗ летчиксем килсе тӑраҫҫӗ, пуринчен ытла вӗсем ГВФ-ран, — вӗсенчен хӑшпӗрисемпе эпӗ Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ, хӑшпӗрисемпе Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче. Вӗсем пултаракан пилотсем, нумайӑшӗ пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенчисемччӗ, виҫҫӗшӗ тата «миллионерсемччӗ», миллион километр ытла вӗҫнисене ҫапла калаттӑмӑр эпир. Ҫав штатски ҫынсем епле ҫар ҫыннисем пулса тӑнине асӑрхамашкӑн пит кулӑшлаччӗ вара. Ун ҫинчен эпир час-часах калаҫаттӑмӑр, столовӑйра та, килте те, виҫсӗмӗр пӗрле пурӑнакан землянкӑра та. Техник Лури тата эпӗ пӗрле пурӑнаттӑмӑр. Тен эпир «ытти» ҫинчен калаҫас мар тесе пӗр сӑмахсӑрах калаҫса татӑлнӑран ҫав штатскисем ҫинчен ытларах сӑмах тытаттӑмӑр пуль. «Ытти» ҫинчен пирӗншӗн хаҫатсем калаҫатчӗҫ ӗнтӗ.

Августра мана хам экипажӑмпа Кӑнтӑр фронтӗнчи летчиксен ҫарне ячӗҫ.

Ытла тӗттӗм ҫӗр пулчӗ, «раменскри пек» тӗттӗм терӗ вара ҫавна Лури. Йӗпхӳ пӗрӗхет, вӑхӑчӗпе ҫав вӗтӗ йӗпхӳ шыв ҫийӗпе пӗр чӳхенмесӗр тӑракан тӗтре пек курӑнать. Тӗттӗм, куҫран чиксен те курӑнмалла мар. Техник хунарпа ҫутаткаламан пулсан, эпӗ катера тупайман та пулӑттӑм.

Полковник чӗнсе илчӗ те мана, эпир пӗр вӑхӑт сӑмах хушмасӑр тӑтӑмӑр. Тӗттӗмре эпӗ унӑн ҫамрӑк та хастарлӑ пит-куҫне аран уйӑрса илтӗм, сӑмси кӑшт каҫӑртарах унӑн… Калаҫмалли, тӳррипе каласан, нимӗн ҫинчен те ҫук-ха. Вӑл ҫапах та эпӗ сабӑсем (ҫутатакан бомбӑсем) илни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Илтӗм, терӗм эпӗ. Сабӑсем ҫинчен вӑл хисеп тӑвас кӑмӑлпа ҫеҫ ыйтрӗ, мӗншӗн тесен вӑрҫӑри хамӑр ӗҫсем ҫинчен иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калаҫнӑ чух те хам ҫав сабӑсем ҫӗрлехи вӑхӑтра бомбӑсене пӑрахма тем пек пулӑшаҫҫӗ тесе каласа кӑтартрӑм.

Лури кӑмӑлӗ начарччӗ пулас, начар пулман пулсан вӑл Румынин ҫав салху станцийӗ тӗлне вӗҫсе килесшӗн те пулман пулӗччӗ. Акӑ аса илтӗм, вӗҫес умӗн ӑна вӑратрӑм та эпӗ вӑл вӑраннӑ хыҫҫӑн мана палласа илеймерӗ. Пит-куҫӗнчен пӑхсах вӑл ӗшенни курӑнчӗ, крават ҫинче ларнӑ чух та хӑй юратнӑ «Сирӗн ҫунатӑр» юрӑ сӑмахӗсене каласа кӑтартмарӗ: «Эсир ытла ывӑннӑ пулсан, кӑштах канса илмесӗр ан та вӗҫӗр…»

Прожекторсем пире хӑйсен ҫутипе ҫыран хӗрринченех йӗрлерӗҫ; вӗсен тӗтреллӗ ялтӑркка ҫути е сасартӑк туха-туха тӑчӗ, е хамӑр айри сӗт пек курӑнакан тӗнчере пӑтранса ҫухалчӗ. Анчах ку ҫурма-инкек кӑначчӗ-ха. Эпир юр ҫунӑ вӑхӑтра, самолет питлӗхне ҫил-тӑман хӳнӗ вӑхӑтра вӗҫеттӗмӗр.

Халӗ Лури радиопа Констанцӑна тытать те, шуйттан пӗлтӗр-и ҫав Констанца мӗн пакӑлтатнине!

Шӑхӑркалатӑн та шухӑша каятӑн, йӗри-тавра тӗксӗм тусем йӑсӑрланса тухса тӑраҫҫӗ, пӗлӗтсен хушшипе те вӗҫсе тухма ҫук — юр ҫӑвать, машина пӑрланать. Шӑхӑркалатӑн та шухӑшлатӑн вара: «Ак куратӑн-и, Катя, тетӗн, эсӗ тата хам мӗнле вӗҫни ҫинчен нимӗн те ҫырмастӑн, тетӗн».

Урӑхла пулма та пултараймасть тенӗ чухне капланнӑ пӗлӗтсем шӑпах пӗтрӗҫ. Пӗтмерӗҫ те вӗсем, аяккинерех ҫеҫ пӑрӑннӑ пек пулчӗҫ те, малта пире ирхи ытармалла мар мерчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ. Пӗлӗтсен аялти сийӗсенче ҫеҫ пирӗн мӗлке палӑрса тӑчӗ, ҫӳлти сийӗнче те ҫавӑн пекехчӗ. Ку ытла та тӗлӗнмелле курӑнчӗ, мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑкра пӗр япала та пӗр вӑхӑтрах икӗ ҫӗре мӗлке хывма пултараймасть. Тӗлӗнтӗм пулас эпӗ, тӗлӗнмерӗм те-ши, мӗншӗн тесен иккӗмӗш мӗлке хамӑрӑнни мар иккенне ҫинчех ӑнкарса илтӗм. Вӑл иккен хамӑртан ҫӳлерехре пыракан «мессер» мӗлки. Вӑл пӗччен кӑна пулсан лайӑхчӗ те-ха. Анчах ун хыҫҫӑн хӗвел ҫинче йӑлтӑртатакан пулӑ пек, тепри курӑнчӗ, виҫҫӗмӗшӗ.

Правилӑсем тӑрӑх илсен, ун пек чух пирӗн хӑвӑртрах тармалла ӗнтӗ. Вырӑнтан куҫми салху кӑвак ҫурт пек курӑнакан пӗлӗтсем хамӑр хыҫӑмӑра юлман пулсан, тарнӑ та пулӑттӑмӑрччӗ эпир. Тинех ниҫта тарма та ҫук, часах вара — трр-трр хамӑр ҫине вӗтӗ чул тӑкӑннӑ пек ҫунатсем ҫине те, кабинӑна та темӗн тӑкӑртаттарчӗ…

Ку ӗнтӗ куллен иртен ҫапӑҫу пекех, ун ҫинчен ман урӑх калассӑм та килмест, ҫитменнине тата вӑл часах иртрӗ. Ҫинчех эпир пӗр «мессерне» ҫапса ӳкертӗмӗр — вӑл ҫӑлӑнса тухасшӑнччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗрелле персе те анчӗ. Ыттисем иккӗшӗ пӗрне-пӗри кансӗрлесе, тӑвалла хӑпарчӗҫ те пирӗн самолет хӳри патнелле майлашса тӑма пӑхрӗҫ. Апла хӑтланса вӗсем лайӑх тӑватчӗҫ пулӗ те, ытлах та марччӗ ҫав, эпир те питех хамӑр хӳре патне пыма параканнисем мар. Пӗр хут пычӗҫ вӗсем — ӗҫӗ тухмарӗ. Иккӗмӗш хут та пычӗҫ — кӑштах хамӑр персе янӑ «трассӑна» ҫакланатчӗҫ. Кӗскерех каласан, мӗн пултарнӑ таран вӗсене хирӗҫ эпир персех тӑтӑмӑр, унтан вара эпӗ самолета тӳрех тытрӑм, фронт линийӗ инҫетре марччӗ ӗнтӗ.

Самолета тӳрех тытрӑм тесе калама кӑна ҫӑмӑл вӗт. Сулахай ҫунатӑн пӗр чӗрӗк пайӗ татӑлса ӳкнӗччӗ, баксем те шӑтнӑччӗ. Мана ураран та питрен амантрӗҫ, куҫа юн хупларӗ.

…Темле, халтан кайса ҫитрӗм эпӗ. Тен, шӑпах ҫав самантра ача чухнех курнӑ тискер тӗлӗксене асӑма илтем пулӗ, тӗлӗксенче мана вӗлеретчӗҫ те, путаратчӗҫ те, — вӑрансанах вара хам сывӑ иккенне туйнипе тем пек хӗпӗртеттӗм.

«Анчах халӗ вӑранаймастӑпах ӗнтӗ», тесе, эпӗ пӗр пӑшӑрханмасӑр шухӑшласа тӑтӑм.

Тӑнран кайнӑччӗ пулмалла ҫав эпӗ, анчах пӗр вӑхӑта ҫеҫ, мӗншӗн тесен хам сассӑма илтсенех тӑна кӗтӗм. Тӑнӑм кӗрсе ҫитиччен калаҫма пуҫланӑ пек туйӑнчӗ мана. Экипажа парашютпа сикме хушрӑм. Радистпа сывлӑшра перекенӗ иккӗш те сикрӗҫ, Лури тата: «Юрӗ, юрӗ!» тесе темӗн ҫӗткеленсе тӑчӗ, мана хисеп тунипе ҫеҫ пӗр кӑмӑл ҫӗкленмен ҫӗртен уҫӑлса ҫӳреме килӗшесси ҫинчен сӑмах пырать тейӗн ҫав.

…Чи кансӗрри вӑл куҫа хуптаракан тӗтрепе кӗрешесси ӗнтӗ, — ҫав тӗтрене пулах алӑ та хама итлеми пулчӗ. Пин ҫул хушшинче те пӗр хут кӑна пулас эпӗ хама хистемеллӗх вӑй ҫитертӗм, тинех вара мӗн тӑвассине пӗтӗмпех мар пулин те чи кирлине — ҫак минутрах мӗн тӳрлетмеллине ӑнкарса илтӗм. Пин ҫул — эпӗ аран-аран машинӑна кӑлартӑм, сулахай урапа ҫеҫ туртса пымаллаччӗ ӑна. Тата пин ҫул — вара эпӗ «юнкерссем» куртӑм. Икӗ «юнкерсчӗ». Вӗсем тем пысӑкӑш йывӑр вӑкӑрсем пек аялтан васкамасӑр пире хирӗҫ пыраҫҫӗ. Паллах, ку ӗнтӗ эпир пӗтнине пӗлтерет, ҫавӑнпа васкамарӗҫ те вӗсем пире пӗтерме — пӗрре пӑхсах ҫавна ӑнланса илтӗм эпӗ.

Лури сикрӗ те вӗсем ун ҫине пеме тытӑнчӗҫ. Вӗлерчӗҫ-и? Унтан вара вӗсем таврӑнчӗҫ, икӗ аяккинчен те манпа юнашар тӑрса вӗҫрӗҫ.

…Мӗнле пит-куҫчӗ-ши ҫав нимӗҫӗн — илемлӗччӗ-ши, е маси те ҫукчӗ-ши, ватӑччӗ-ши е ҫамрӑкчӗ-ши? Маншӑн вӑл пурпӗрехчӗ. Хампа юнашар вӗҫекенни салтак марччӗ, ҫынвӗлеренччӗ. Салтак марччӗ, вӑрӑ-хурах мана е хӑваласа иртетчӗ те аяккарах пӑрӑнатчӗ, е каллех ҫывхарса ман ҫине пӑхатчӗ, васкамастчӗ, хӑй ҫӗнтерессипе киленетчӗ ӗнтӗ вӑл.

Темле ӑнлантарса парас ӗнтӗ ҫакна: эпӗ пӗр минутрах хама та ӑна та курнӑ пек пултӑм: хама ӗнтӗ юнлӑ пит-куҫлӑ, йывӑр алӑпа ванса пӗтен самолетӑн рульне тытса пынӑ пек туяттӑм. Ӑна — вӑл мана алла илтӗм-ха тесе, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетсе мана курасшӑн сивлек куҫпа пӑхнӑ пек. Тен эпӗ, Лури сикнине манса, ӑна мӗн те пулин каларӑм пулӗ. Нимӗҫ хайхискер ман ая кӗме тытӑнчӗ, сарӑ хӗреслӗ ҫунат сулахай енчен курӑнчӗ. Эпӗ тыткӑҫа урапа пусрӑм та ҫав ҫунат ҫине хам машинӑна яра патӑм.

Ӑҫтан ҫапрӑм-ши эп ӑна, пӗлейместӗп, кабининчен пулма кирлӗ, мӗншӗн тесен нимӗҫ хӑй парашютне уҫма та ӗлкӗреймерӗ. Вӗлертӗм ӑна эпӗ. Мӗнле телей пулчӗ ку!

Вара мана чӗреме ҫӗклентерекен туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Пурӑнас! Эпӗ ҫӗнтертӗм ӑна, ҫав ҫынвӗлерекене, ҫав куҫлӑхне ҫӗклесе ман еннелле ҫаврӑнса эпӗ вилессе сивлек кӑмӑлпа кӗтсе тӑраканскере. Пурӑнас! Ӑна куриччен пурпӗрехчӗ-ха маншӑн. Амантнӑччӗ мана, хама вӗлерсе пӑрахасса пӗлсех тӑраттӑм эпӗ. Ҫук иккен! Пурӑнас! Эпӗ ҫӗре куртӑм, акӑ вӑл, ҫывӑхрах иккен, уй-хир курӑнать, шурӑ тусанлӑ ҫул палӑрать.

Темӗн ҫунатчӗ ман ҫинче, регланпа атӑ пулас, хама пӗҫертнине ҫапах та туймарӑм эпӗ. Майӗ ҫукчӗ те чӑтасса, анчах ҫӗр ҫине анса ҫитес чух хама хам тытма пултартӑм. Пиҫиххисене салтса ятӑм — ҫав кунхи пӗтӗм ӗҫӗм ҫавӑ кӑна пулчӗ пуль, ҫав кунхи кӑна та мар, ҫав эрнери, ҫав уйӑхри, ҫак тӑватӑ уйӑх хушшинчи пӗтӗм ӗҫӗм… Мӗнле пулсан та ытла малалла иртер мар-ха.

Сайт:

 

Статистика

...подробней