Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр пуслӑх ӗҫнӗ пуль те, — пӗр тенкӗлӗх сатурланатӑн.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Фасонӗ нумай, усси пӗр пуслӑх та ҫук.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫав пӗтӗм ылтӑн купине виҫӗ пуслӑх ҫӗҫӗшӗн пӗр сӑмахсӑр парӑттӑм.Всю кучу золота я охотно отдал бы за любой из этих грошовых ножей.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Лавккаҫӑ куҫ харшине ҫӗклерӗ, сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнчен тухрӗ, вара Егорушка кӗсйине пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш ячӗ; виҫи ун темле ахаль пушӑ банка пулчӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Пар-ха мана пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш! — терӗ ӑна Егорушка.— Дай мне на копейку подсолнухов! — обратился к нему Егорушка.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Христофор атте вара, ҫемҫе чунлӑскер те ҫӑмӑлттайскер, кулӑшласкер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑйӗн чунне пуслӑх ҫӗлен пек пӑвса лартма пултараякан пӗр-пӗр ӗҫпе ҫыхланса курман-ха.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Усси вӑл тӗрлӗрен пулать, — йӳнӗ сигара чӗртсе янӑ май каласа хучӗ Кузьмичов — Тепри ҫирӗм ҫул вӗренет, усси — ҫур пуслӑх.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Асламӑшӗ вилсен, ӑна вӑрӑм та ансӑр тупӑка вырнаҫтарнӑччӗ, хупӑнман куҫӗсем ҫине икӗ пилӗк пуслӑх укҫа хунӑччӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ коммунизма утса ҫитесшӗн-ха, пылак пурнӑҫа курасшӑн, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне, нуша хӗстерсе ҫитерсен, кӗлтӑватӑп та ӗнтӗ, турра ытлашши ҫиллентерес мар тесе, пупа та вак укҫа, ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл таранах паратӑп.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Окружком секретарӗ те, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе яла каякансене районсене кӑларса ярас умӗн, ахалех ҫапла каламанччӗ ӗнтӗ: «Рабочи класӑн — революци авангарчӗн — ырӑ ятне ялта чи ҫӳллӗ шайра тытмалла. Хӑвӑра-хӑвӑр, юлташсем, питӗ асӑрханса тыткаламалла. Эпӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен каласа тӑмастӑп, анчах кулленхи пурнӑҫӑрти тӗрлӗрен вак-тӗвек ӗҫсенче те хӑвӑра пӗлсе тыткалани кирлӗ. Ялта пӗр пуслӑх ӗҫлесен те, политикӑлла ҫӗр тенкӗлӗх сӑмахӗ тухса кайӗ…» — тенӗччӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать.Ларек со свечами опрокинули, пятаки посыпались, титор упал, шумит: «Граблють!..»
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ытла та хыткукарччӗ тата: чиркӳре Николай Мирликийский турӑшӗ умне пӗр пуслӑх ҫурта лартатчӗ те, ҫурти кӑштах ҫуннӑ-ҫунманах Лапшинов ун патне чупса пыратчӗ, вӗрсе сӳнтеретчӗ, сӑхсӑхса илетчӗ, хайхискере кӗсйине персе чикетчӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Амӑшӗн вырӑнӗ тӗлӗнче пӗр тенкелех сехет ҫакӑнса тӑрать, унӑн пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа пысӑкӑш маятнике хуллен, уксахласа шаккать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Никам та, нимпе те хӗсмест сана: ҫиес килчӗ-тӗк — чарӑн та аллӑ пуслӑх пӗр-пӗр ӗҫ туса пар; ӗҫ пулмасан — ҫӑкӑр ыйт, параҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Санӑн хӑвӑн ҫурт — пӗр пуслӑх ҫеҫ пулсан та — ҫавах хӑвӑн!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хут укҫасемпе кӗмӗл тенкӗсем, пӳрнисем витӗр шӑвӑна-шӑвӑна тухса, умлӑн-хыҫлӑнах каллех кошелёка кӗре-кӗре ӳкрӗҫ, аллинче ун мӗн пурри те ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ҫеҫ тӑрса юлчӗ….
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Анчах вӑл хӑйшӗн мар, хӑйӗн кофишӗн те мар ассӑн сывлать, хуҫалӑхра хытӑ тӑрӑшма, корица тӳме, соус ӑшне ваниль яма, ҫӑра хӑйма тума май ҫукшӑн мар, акӑ мӗншӗн кулянать: иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Илья Ильич ҫав ҫимӗҫсене тутанмасть; ун валли кофе чи лайӑх магазинтан пӑтӑн-пӑтӑн илмеҫҫӗ, пӗчӗк лавккаран вунӑ пуслӑх туянаҫҫӗ; хӑйма ҫав лавккаранах илеҫҫӗ, ӗлӗкхилле чухонка килсе памасть; Агафья Матвеевна Обломова ирсерен сӗтеклӗ котлет лартса параймасть, лавккара йӑванса выртнӑ ветчинапа ӑшаланӑ ҫӑмарта лартса парать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫине тӑрсах ыйтнисене хирӗҫ Обломов пуҫ ыратни ҫинчен пӗлтерчӗ тата пуҫӗ ҫине ҫитмӗл пилӗк пуслӑх одеколон сапма чӑтӑмлӑн ирӗк пачӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вунӑ пуспа пилӗк пуслӑх укҫасем алла илсе тӑма тытӑнсан, табак та илеймӗн, кумана та нимӗнпе хӑналаймӑн!Как не приберешь гривен да пятаков к рукам, так и табаку не на что купить, и куму нечем попотчевать!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ кӗсьерен ҫирӗм пилӗк пуслӑх ҫӗнӗ кӗмӗл кӑлартӑм та ӑна Мануйлиха енне тӑсрӑм.Я вынул из кармана новый серебряный четвертак и протянул его Мануйлихе.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.