Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Арманта

Автор: Василий Алагер

Источник: Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Добавлен: 2019.10.23 01:26

Предложений: 177; Слово: 1798

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Арман хуҫи Алексей Бирюков хӑй пӳрчӗ умӗнче сӳннӗ чӗлӗмне кахаллӑн ӗмсе ларать. Вӑл пит тӗреклӗ, лутака ҫын, вӑтам ҫулхискер, кӗлеткипе сӑн-пичӗ ун Жюль Верн произведенийӗсенче час-часах тӗл пулакан матроссенни пек, пуртӑпа чутласа тунӑ, тейӗн, йывӑррӑн яра-яра пусакан хулӑм тирлӗ матроссем пек вӑл. Жюль Верна вуланӑ хыҫҫӑн ун пек матроссене ачасем тӗлӗкре кураҫҫӗ. Халь вӑл салтак пуставӗнчен ҫӗлетнӗ кӑвак йӗм, пысӑк та йывӑр сӑран атӑ тӑхӑнса янӑ, тулта чӑн-чӑн кӗркуннехи нӳрлӗ тата сивӗ ҫанталӑк тӑрать пулин те, сюртуксӑрах, ҫӗлӗксӗрех ларать. Тӳмелемен жилетка витӗр пер чарусӑрах сивӗ нӳрлӗх ҫапать, анчах пысӑк кӗлетки, мозоль пек хытса ларнӑскер, сивӗ мӗн иккенне туймасть пулмалла. Хӗрлӗ те кӳпшекрех пичӗ ун, яланхи пекех, анчах ыйӑхран вӑраннӑ чухнехи евӗр, ним ҫинчен шухӑшланине те палӑртмасть, лутӑрканса пӗтнӗ, тейӗн ӑна. Пӗчӗкҫеҫ шыҫмак куҫӗсем ун сиввӗн пӑхаҫҫӗ, вӑл унталла та кунталла та пӑхать, пӗрре пӗве ҫине, тепре икӗ сарай ҫине, унтан ватӑ та кутамас йӑмрасем ҫине пӑхса илет.

Сарайсем патӗнче халь кӑна килсе ҫитнӗ икӗ монах хыпаланаҫҫӗ. Монастырьтен килнӗскерсем: пӗри Клеопа, кӑвак ҫӳҫлӗ вӑрӑм старик, ҫине вӑл пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ряса тӑхӑннӑ, пуҫӗнче ун сапаланса пӗтернӗ скуфейка, тепри Диодор, хура сухаллӑ хура ҫын, грузин пулас вӑл, ҫийӗнче ун мужик аҫамӗ. Вӗсем урапа ҫинчен авӑртма тиесе килнӗ ыраш миххисене антараҫҫӗ. Вӗсенчен аяккарахра, вараланса пӗтнӗ тӗксӗм курӑк ҫинче, арманта ӗҫлекен Евсей ларать, ҫамрӑк-ха вӑл, сухалӗ те шӑтайман ун, ҫине вӑл ҫӗтӗк аҫам тӑхӑннӑ, хӑй пит ӳсӗр. Вӑл пулӑ тытмалли тетеле юсанҫи пулса йӑваласа ларать.

Арман хуҫи чылайччен чӗнмесӗр пӑхса ларчӗ-ларчӗ те, куҫӗсемпе михӗ ҫӗклекен монахсем ҫине тӑрӑнчӗ, унтан вара пысӑк сасӑпа сӑмах хушрӗ:

— Эсир, монахсем, мӗншӗн пӗвере пулӑ тытатӑр? Кам ирӗк пачӗ сире?

Монахсем, чӗнмесӗр, арман хуҫи ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ.

Лешӗ чӗнмесӗр ларчӗ-ларчӗ те, чӗлӗмне чӗртсе ярса, каллех пуҫласа ячӗ:

— Хӑвӑр тытнипе ҫитмест сире, посадри мещенсене тытма ирӗк паратӑр. Эпӗ ку юханшыва тара илнӗ, посад тӗлӗнчине те, сирӗнне те илнӗ, уншӑн сире укҫа тӳлесе тӑрап, стало-быть, пулӑ ман, никамӑн та тытма право ҫук ӑна. Турра кӗлтӑватӑр, анчах вӑрланине ҫылӑх вырӑнне хумастӑр.

Арман хуҫи анасласа илчӗ, кӑшт чӗнмесӗр ларчӗ те каллех ятлаҫма пуҫларӗ:

— Ха, епле мода тупнӑ вӗсем! Монах пулнӑ та ӗнтӗ, святоя ҫырӑннӑ пулать те, хӑйсене хӑйсем, пире никам та чарма пултараймасть, теҫҫӗ пулӗ. Тытап та акӑ, ҫырса парӑп мировой патне. Мировой сан рясу ҫине пӑхса тӑмӗ, ларса тӑранӑн-ха ристанскинче. Атту унсӑрӑнах, мировойсӑрах майлаштарӑп. Тӗлпулӑп ак пӗрре, пулӑ тытнӑ чухне, ӗнселесе ярӑп пӗрре, турӑ ывӑлӗ суд тума киличчен те пулӑ ҫиес килме!

— Кӑлӑхах кун пек сӑмахсем калатӑр эсир Алексей Дорофеич! — терӗ Клеопа ҫемҫе тенорпа. — Ырӑ ҫынсем, турӑран хӑракан ҫынсем, йытта та апла каламаҫҫӗ, монахсем вӗт эпир!

— Монахсем, — виртлесе илчӗ арман хуҫи. — Пулӑ кирлӗ пулчӗ-и сана? Ҫапла-и? Апла пулсан, сутӑн ил эсӗ манран, ан вӑрла!

— Турӑҫӑм, нивушлӗ вӑрлатпӑр вара эпир? — кӳренчӗ Клеопа. — Мӗншӗн апла каламалла? Чӑнни чӑнах ӗнтӗ вӑл, пирӗн послушниксем пуллине тытнӑ, тӗрӗс вӑл, анчах вӗсене архимандрит атте ирӗк панӑ-ҫке-ха. Архимандрит атте ҫапла калать, укҫине вӑл сирӗнтен пӗтӗм юханшывшӑн илмен, эсир ӑна пирӗн енне каҫса тетел янӑшӑн ҫеҫ тӳлесе тӑратӑр. Юханшывне ӑна сире пӗтӗмпех паман… Вӑл сирӗн те мар, пирӗн те мар, туррӑн…

— Архимандричӗ те сан пекех, — мӑкӑртатса илчӗ арман хуҫи, чӗлӗмӗпе сӑран аттине шаккаса. — Ҫаратма юратать! Анчах эпӗ ӑна-кӑна пӑхса тӑмӑп. Маншӑн пулсан хӑть архимандрит, хӑть эсӗ, хӑть Евсей — пурӗпӗр. Пулӑ тытнӑ чух тӗл пулсан ак, ӑна та лекет.

— Эсир монахсене хӗнеме хатӗрленнӗ пирки калас пулсан, вӑл ӗнтӗ сирӗн ирӗк. Леш тӗнчере пирӗншӗнех, хамӑршӑнах лайӑх пулать. Виссарионпа Антипине хӗнерӗр ав эсир, вӗсене хӗнерӗр-тӗк, ыттисене те хӗнӗр ӗнтӗ.

— Чар чӗлхуна, ан тив ӑна! — сӑмах хушрӗ Диодор, Клеопӑна ҫаннинчен карт туртса.

Клеопа хӑй ытлашширех калаҫнине чухласа илчӗ, текех чӗнмерӗ вӑл, михӗсем йӑтма пуҫларӗ, арман хуҫи ҫаплах ятлаҫать. Ятлаҫассине вӑл кахаллӑн ятлаҫать, кашни сӑмах каламассерен чӗлӗмне ӗмсе илсе сура-сура пӑрахать. Пулӑ ҫинчен калаҫса пӗтерсен, вӑл хӑйӗн миххисене аса илчӗ, икӗ михӗ пулнӑ имӗш ун, вӗсене тахҫан монахсем «йӑкӑртса» кайнӑ пулать, ҫавӑнпа вӑл ҫухалнӑ михӗсем пирки харкашма пуҫларӗ, унтан тата, Евсей ӳсӗр иккенне, вӑл ӗҫсӗрех ларнине асӑрхаса, монахсене пӑрахрӗ те работникӗсене тапӑнчӗ, чи ирсӗр сӑмахсене суйласа илсе, сывлӑша янтратсах ятлаҫма пуҫларӗ.

Монахсем малтан хӑйсене хӑйсем ҫирӗп тыткаларӗҫ, нимӗн те чӗнмесӗр, йывӑррӑн сывлани ҫеҫ пулчӗ вӗсен, анчах юлашкинчен Клеопа чӑтса тӑраймарӗ… Вӑл аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ те макӑракан ҫын сассипе калама пуҫларӗ:

— Тур ҫырлахах, маншӑн пулсан армана килсе ҫӳрессинчен йывӑр ӗҫ ҫук! Чӑн тамӑках ӗнтӗ! Тамӑк, чӑн-чӑн тамӑк!

— А эс ан ҫӳре! — хӑрлатса илчӗ арман хуҫи.

— Эх, турӑ, турӑ амӑшӗ, тем пек килес марччӗ, анчах урӑх арман ӑҫтан тупас пирӗн? Хӑвах шухӑшла, сан арманусӑр пуҫне ку таврара арманӗ те ҫук вӗт! Хӑть выҫса вил е авӑртман тырра чӑмла!

Арман хуҫи лӑпланмасть, вӑл ҫаплах ятлаҫать, пӗрхӗнтерет кӑна усал сӑмахсене. Курӑнсах тӑрать, ятлаҫас йӑла уншӑн пулсан, чӗлӗм ӗмме хӑнӑхса ҫитнӗ евӗрех, хӑнӑхнӑ япала.

— Явӑла ан асӑн хӑть эсӗ! — ӳкӗтлет ӑна Клеопа, куҫӗсене хӑвӑрттӑн мӑчлаттарса. — Ан чӗнсем ӗнтӗ, турӑ пул!

Арман хуҫи текех ятлаҫмарӗ, вӑл часах шӑпланчӗ. Анчах ку Клеопа ӳкӗтленинчен килмерӗ. Арман пӗви ҫинче темскерле карчӑк курӑнчӗ, пӗчӗк ҫеҫ карчӑк, чӑмӑртарахскер, сӑн-питрен вӑл йӑваш кӑмӑллӑскер, ҫийӗнче ун темскерле йӑрӑм-йӑрӑмлӑ тумтир, кӑпшанкӑ ҫурӑмӗ евӗрлӗскер. Вӑл пӗчӗкҫеҫ ҫыхӑ ҫӗкленӗ, хӑй пӗчӗкҫеҫ туя ҫине тирӗнсе утать.

— Сывлӑх пултӑр сире, батюшкӑсем! — терӗ вӑл селӗпрех сасӑпа, монахсене пуҫ тайса.

— Турӑ пулӑштӑр! Сывӑ-и, Алёшенька? Эс сывах-и тата, Евсеюшка!

— Сывах-ха, аннеҫӗм, — мӑкӑртатса илчӗ арман хуҫи сиввӗнрех, карчӑк ҫине пӑхмасӑр.

— Сан пата хӑнана эпӗ, батюшка! — терӗ вӑл йӑл-л кулса, хӑй ҫав хушӑрах арман хуҫи куҫӗнчен ачашшӑн пӑхса илчӗ. — Курманни нумай пулать. Успенски кун курнӑранпа курман вӗт-ха… Хавас-и, хавас мар-и, ҫапах та йышӑн ӗнтӗ. Эс темскер начарланнӑ пек…

Пӗчӗкҫеҫ карчӑк арман хуҫипе юнашар вырнаҫса ларчӗ, ҫак ҫав тери пысӑк ҫын ҫумӗнче унӑн тумтирӗ пушшех кӑпшанкӑ евӗр курӑнса кайрӗ.

— Ҫапла, Успенскирен вара ҫав! — терӗ вӑл малалла. — Пит кичем сансӑр, чун ыратса пурӑнчӗ, ывӑлӑм, килме тухатӑп та сан пата, ҫумӑр ҫума пуҫлать е чирлесе ӳкеп…

— Халь посадран-и эсир? — сиввӗнтерех ыйтрӗ арман хуҫи.

— Посадран… Тӳрех килтен килтӗм…

— Сирӗн пек чирлӗ чухне, ҫакӑн пек кӗлеткепе, хӑнана ҫӳреме мар, килте ларас пулать. Ну, мӗн тума килтӗр-ха эсир? Пушмак шел мар-и мӗн сире?

— Сана курас тесе килтӗм… Ывӑлӗсем ман, вӗсем, иккӗн-ха, — терӗ вӑл монахсене: — пӗри ҫак, тепри Василий, посадра пурӑнаканни. Иккӗн. Вӗсемшӗн пурӗпӗрех, чӗрӗ-и эпӗ, вилӗ-и, анчах вӗсем ман вӗт-ха, ман ывӑлӑмсем, ҫавсене пӑхса ҫеҫ чуна лӑплантарап мар-и ара… Вӗсем мансӑр пурӑнма пултараҫҫӗ, а эпӗ вӗсемсӗр пӗр кун та пурӑнайрас ҫук пулмалла. Анчах ватӑлтӑм ӗнтӗ, батюшка, посадран ун патне килме йывӑр ӗнтӗ мана.

Пурте шӑпланчӗҫ. Монахсем юлашки михне сарайне леҫсе хучӗҫ те урапа ҫине канма ларчӗҫ… Ӳсӗр Евсей ҫаплах тетеле йӑваласа ларать, ыйӑх килнипе пуҫне тӗке-тӗке илет.

— Вӑхӑтсӑр килтӗр, аннеҫӗм, — терӗ арман хуҫи, — Каряжина каймалла ман, халь каяп.

— Кай ара, каях! Тур пулӑштӑр чипер кайса килме! — йывӑррӑн сывласа илчӗ карчӑк. — Маншӑнах ӗҫе пӑрахмалла мар ӗнтӗ… Пӗрер сехет пек канап та, эпӗ, каялла каяп… Алёшенька, сана Васяпа ачисем салам калама хушрӗҫ….

— Ҫаплах эрех кӳпет-и-ха?

— Питех темелле мар та, анчах ӗҫет. Ҫылӑха ма пытарас, ӗҫет. Нумай ӗҫме, хӑвах пӗлен, укҫи ҫук, хӑш чухне ырӑ ҫынсем ӗҫтеркелесен кӑна… Пурнӑҫӗ начар ун, Алёшенька! Асапланса пӗтрӗм эп, ун ҫине пӑхса. Ҫимелли ҫук, ачисем ҫӗтӗк-ҫатӑк, хӑй вӑл — урама тухма намӑс, йӗмӗсем шӑтса пӗтнӗ, сӑран атти ҫук… Ултсӑмӑр та эпир пӗр пӳлӗмре ҫывӑратпӑр. Ҫав тери чухӑн, пит чухӑн, унтан ытла шухӑшласа кӑларма та ҫук… Ҫавӑнпа килтӗм те ӗнтӗ сан патна, чухӑнсене валли пулӑшу ыйтма… Эс, Алёшенька, хисеп ту ӗнтӗ карчӑка, пулӑш… Василие… Тӑвану вӗт!

Арман хуҫи пӗр чӗнмесӗр аяккалла пӑхса ларчӗ.

— Чухӑн вӑл, а эсӗ — мухтав турра! Арманӗ те сан хӑвӑн, пахчисем те пур, пуллипе те услам тӑван… Турри ӑсне панӑ сана, ыттисем пек мар эс, тутӑ… Пӗччен пурӑнан… Васян тӑват ача, эпӗ ун ӗнси ҫинче тӑранса пурӑнап, ҫӗр ҫӑтманскер, шалу та вӑл ҫичӗ тенкӗ ҫеҫ илет. Ӑҫтан пурне те тӑрантарса усратӑр ӗнтӗ вӑл? Пулӑш эсӗ…

Арман хуҫи чӗнмерӗ, тимлесех чӗлӗмне тултара пуҫларӗ.

— Паратни? — ыйтрӗ карчӑк.

Арман хуҫи шарламарӗ, ҫӑварне шыв сыпнӑ пек чӗмсӗрленсе ларчӗ. Карчӑк, вӑл хирӗҫ тавӑрса каласса кӗтсе илеймесӗр, ассӑн сывласа илчӗ те монахсем ҫине, Евсей ҫине пӑхрӗ, унтан тӑчӗ те:

— Ну, юрӗ эппин, ан пар. Пӗлнӗ вӗт эпӗ эс парас ҫуккине… Пуринчен ытла эпӗ сан патна Назар Андреич пирки килтӗм… Пит макӑрать вӑл, Алёшенька! Алӑсене чуптуса пӗтерчӗ, кайса кил, ӳкӗте кӗрт ывӑлна, тет…

— Мӗн ӑна?

— Парӑмна тавӑрса пама ыйтать. Эп ӑна, авӑртма тесе, ыраш леҫсе патӑм та, а вӑл каялла тавӑрса памарӗ, тет.

— Сирӗн ӗҫ мар вӑл, аннеҫӗм, ҫын ӗҫне хутшӑнасси, — вӑрҫса илчӗ арман хуҫи. — Сирӗн ӗҫӗр турра кӗлтӑвасси.

— Кӗлтӑватӑп та-ха эпӗ, анчах темле-ҫке-ха, турри эп кӗлтунине итлемест. Василий ҫав тери чухӑн, хам эпӗ унтан-кунтан пуҫтаркаласа пурӑнап, ҫын калушӗпе ҫӳреп, эсӗ лайӑх пурӑнан, анчах, турӑ пӗлет-и тен, сан чуну мӗнле. Ох, Алёшенька, пӑсса ячӗҫ сана ҫӑткӑн куҫусем! Пур енчен те аван эсӗ ман: ӑсли те ӑслӑ, хитри те хитре, купецран та купец, анчах чӑн-чӑн этем пек мар эсӗ! Ӑшӑ кӑмӑллӑ мар, нихӑҫан та йӑл-л кулнине курма ҫук сана, ырӑ сӑмах каланине илтеймен санран, ҫынна хӗрхенме пӗлместӗн эс, тискер кайӑк пек… Ав епле сӑну! Халӑх мӗн калать сан ҫинчен, хуйхӑм вӗт эсӗ ман! Ыйт-ха ав батюшкасенчен! Суяҫҫӗ, халӑх юнне ӗмен, пусмӑрласа пурӑнан, теҫҫӗ, хӑвӑн хурахусемпе — работниксемпе ҫӗр-ҫӗр хута иртен-ҫӳренсене ҫаратан, лашасем вӑрлан, теҫҫӗ… Сан арману ылханлӑ вырӑнпа пӗрех пулса кайнӑ… Хӗрсемпе ачасем ҫывӑха килме хӑраҫҫӗ, пур чӗрчун та пӑрӑнать санран. Каин, Ирод теҫҫӗ сана, урӑх ят ҫук вӗт-ха саншӑн…

— Тӑнсӑр эсӗ, аннеҫӗм.

— Ӑҫта ура ярса пусан — курӑк ӳсмест, ӑҫта сывлан — шӑна вӗҫмест. Ялан пӗр сӑмах, пурте: «Ах, часрах вӗлертӗрччӗ ҫавна кам та пулин е суда парса хупса лартчӑрччӗ?» Итлеме пит лайӑх-и мӗн мана, амӑшне, ку сӑмахсене? Пит лайӑх-мӗн? Ачам вӗт-ха эсӗ ман, юнӑм вӗт…

— Анчах ман кайма вӑхӑт, — терӗ арман хуҫи, ура ҫине тӑнӑ май.

— Сывӑ пулӑр, аннеҫӗм!

Арман хуҫи сарайӗнчи урапана туртса кӑларса лашине ҫавӑтса тухрӗ, вӑл ӑна йытҫурине тӗксе кӗртнӗ пек турта хушшине тӗксе кӗртрӗ те кӳлме тытӑнчӗ. Карчӑк, ун патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ май, ӑна куҫӗнчен пӑха-пӑха йӗпеннӗ куҫӗсене мӑчлаттарса тӑчӗ.

— Ну, сывӑ пул! — терӗ вӑл, хӑйӗн ывалӗ васкавлӑн сӑхман тӑхӑнма пуҫласан. — Юлах ӗнтӗ, турӑ патӑр сана, пире ан ман. Тӑхта-ха, эп сана кучченеҫ парам… — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, шӑппӑнтарах, хӑй ҫав хушӑрах ҫыххине салтма пуҫларӗ. — Ӗнер дьякон арӑмӗ патӗнче пултӑм та, хӑна турӗҫ… куна сана валли пытарса хӑвартӑм…

Карчӑк аллине тӑсса ывӑлне пӗр пӗчӗкрех премӗк тыттарма тӑчӗ.

— Ан ҫыпҫӑнӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ арман хуҫи, карчӑк аллине аяккалла сирсе.

Карчӑк нимӗнле мар пулса кайрӗ, премӗкне ӳкерчӗ те ерипен арман пӗви патнелле утрӗ… Ку сцена чуна ыраттаракан сцена пулчӗ. Монахсем ҫинчен каламӑпӑр, вӗсем хӑранипе кӑшкӑрса ярса, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗҫ, ӳсӗр Евсей те пулин, кӑн хытса кайса, хӑранипе хуҫи ҫине тинкерсе пӑхать. Те Евсейпе монахсен сӑн-сӑпачӗ мӗне пӗлтернине ӑнланса илчӗ арман хуҫи, те унӑн кӑкринче тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ сисӗмӗ хускалчӗ, анчах унӑн пичӗ ҫинче те темскерле хӑрушлӑх пекскер курӑнса кайрӗ.

— Аннеҫӗм! — кӑшкӑрчӗ вӑл.

Карчӑк ҫӳҫенсе илсе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Арман хуҫи васкавлӑн аллине кӗсьине чикрӗ те унтан пысӑк сӑран кошелёк туртса кӑларчӗ.

— Акӑ сире… — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, кошелёкран пӗр чӑмакка хут укҫасемпе кӗмӗл тенкӗсен чӑмаккине кӑларса. — Илӗр!

Вӑл ку хутпа кӗмӗл чӑмаккине аллинче ҫавӑркаласа тӑчӗ-тӑчӗ те, лутӑркарӗ, тем сӑлтавпа-ҫке, монахсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан каллех лутӑркарӗ. Хут укҫасемпе кӗмӗл тенкӗсем, пӳрнисем витӗр шӑвӑна-шӑвӑна тухса, умлӑн-хыҫлӑнах каллех кошелёка кӗре-кӗре ӳкрӗҫ, аллинче ун мӗн пурри те ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ҫеҫ тӑрса юлчӗ…. Арман хуҫи ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ, пӳрнисемпе сӑтӑркаласа илчӗ, унтан эхлетсе, хӗрелсе кайса, кӗмӗле амӑшне тыттарчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней