Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XI сыпӑк

Раздел: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.11 21:46

Предложений: 265; Слово: 3637

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Обломов килне таврӑнсан тата Штольцран килнӗ ҫырӑва тупрӗ; ҫыру «Халь е нихҫан та!» текен сӑмахсемпе пуҫланать те ҫав сӑмахсемпех вӗҫленет, унтан килтен тухмасӑр пураннӑшӑн ӳпкелесе пӗтернӗ, унтан ниме кӗтсе тӑмасӑрах Штольц хӑй тухса кайма хатӗрленнӗ Швейцарие пыма чӗнет, юлашкинчен тата Италие чӗнет.

Ниҫта та каймасан, Обломова вӑл ӗҫсене тӗрӗслеме, мужиксен юхӑннӑ пурнӑҫне вырӑнтан хускатма, тупӑшсем мӗн чухлӗ пулнине пӗлме, ҫӗнӗ ҫурт лартассине хӑй куҫӗ умӗнче йӗркелесе яма яла кайма хушать.

«Асту хамӑр калаҫса татӑлнине: халь е нихҫан та», — тесе вӗҫленӗ Штольц хӑй ҫырӑвне.

— Халь, халь, халь! — терӗ Обломов темиҫе хутчен. — Манӑн пурнӑҫра мӗнле поэма кӗвӗленнине Андрей пӗлмест. Мӗнле ӗҫсем кирлӗ тата ӑна? Эпӗ хӑҫан та пулсан тата мӗнпе те пулсан ҫакӑн пек ерҫӳсӗр пулма пултаратӑп-и вара? Унӑн хӑйӗн тӳссе ирттересчӗ ҫакна! Акӑ французсемпе акӑлчансем ҫинчен вулатӑн: вӗсем пӗрмаях ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен пуҫӗсенче пӗрмаях ӗҫлес шухӑш тейӗн! Ҫӳреҫҫӗ пӗтӗм Европа тӑрӑх, теприсем тата Азире те, Африкӑра та пулаҫҫӗ, ним ӗҫсӗрех: хӑшӗ альбом ҫине ӳкерчӗксем тума е ӗлӗк-авалхи япаласене чакаласа кӑларма, хӑшӗ арӑслан пеме е ҫӗленсем тытма каяҫҫӗ. Ниҫта та кайса ҫӳремесен, килте ырӑ курса лараҫҫӗ, юлташӗсемпе, хӗрарӑмсемпе ирхи е кӑнтӑрлахи апат ҫиеҫҫӗ — ҫакӑ вӗсен мӗнпур ӗҫӗ! Эпӗ мӗн, катӑркана янӑ ҫын-и? Андрей ҫеҫ шухӑшласа кӑларнӑ: «Лаша пекех ӗҫле те ӗҫле!» тенине. Мӗншӗн? Эпӗ тутӑ, тумлӑ. Анчах та Ольга каллех ыйтса пӗлчӗ: эпӗ Обломовкӑна кайса килме шутлатӑп-и, тет…

Обломов ҫырма, шутлама тытӑнчӗ, архитектор патне те кайса килчӗ. Часах вӑл пӗчӗк сӗтелӗ ҫине ҫуртпа сад пахчин планне сарса хучӗ. Ҫурт ҫемье валли пулмалла — пысӑк, икӗ балконлӑ.

«Кунта эпӗ, кунта Ольга, кунта ҫывӑрмалли пӳлӗм, кунта ачасен пӳлӗмӗ… — ӑшшӑн кулса шухӑшларӗ вӑл. — Анчах мужиксем, мужиксем… — кулли вара сирӗлчӗ, ӗҫлӗ шухӑш ҫамкине пӗркелентерчӗ. — Кӳршӗ ҫырать, тӗплӗн пӗлтерет, суха ҫинчен, авӑн ҫапасси ҫинчен калать… Мӗнле кичемлӗх! Тата суту-илӳ тӑвакан пысӑк яла кайма пӗрлешсе ҫул хывма, ҫырма урлӑ кӗпер хывма сӗнет, виҫӗ пин тенкӗ укҫа ыйтать, мана Обломовкӑна заклада хуртарасшӑн… Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ: кирлӗ-и ҫак япала?.. Усси пулать-и? Улталамасть-и вӑл?.. Вӑл тӳрӗ ҫын тейӗпӗр: Штольц ӑна пӗлет, вӑл та улталанма пултарать вӗт, эпӗ вара укҫа кӑларса хур! Виҫӗ пин — мӗн чухлӗ укҫа! Ӑҫтан илмелле-ха ӑна? Ҫук, хӑрушӑ! Тата хӑшпӗр мужиксене пушхире куҫармалла, тесе ҫырать, хӑвӑртрах ответ пама ыйтать — йӑлтах хӑвӑртрах. Имение совета заклада хумалли документсене те йӑлтах ярса пама килӗшет. «Эпӗ ӑна доверенность ярса памалла, ӑна ӗнентерме палатӑна кай» — авӑ мӗнле тӑвасшӑн! Эпӗ ҫав палата ӑҫта пулнине те, унӑн алӑкӗсем мӗнле уҫӑлнине те пӗлместӗп».

Обломов иккӗмӗш эрне ответ памасть ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтрах Ольга та унран ыйтать: палатӑра пултӑн-и, тет. Нумай пулмасть Штольц ун патне тата Ольга патне ҫыру ячӗ: «Мӗн тӑвать вӑл?» тесе ыйтать.

Тепӗр тесен, Ольга хӑйӗн тусӗ мӗн ӗҫленине ҫиелтен кӑна сӑнаса тӑма пултарать, ӑна та хӑй пултарнӑ таран ҫеҫ. Савӑнӑҫлӑ пӑхать-и вӑл, пур ҫӗре те кӑмӑллӑн ҫӳрет-и, палӑртса хунӑ вӑхӑтсенче ращана пырать-и, хулари ҫӗнӗ хыпар, калаҫу ӑна мӗн таран интереслентерет. Ольга пуринчен ытла Обломов пурнӑҫӗн тӗп тӗллевне асран янипе яманнине сӑнаса тӑрать.

Шӑпах ҫуллахи вӑхӑт; июль иртсе пырать; ҫанталӑк ҫав тери лайӑх. Обломов Ольгӑран уйрӑлмасӑр тенӗ пекех ҫӳрет. Уяр кун вӑл паркра, шӑрӑх кӑнтӑрла унпа ращана пытанать, хырсем хушшинче, унӑн ури вӗҫне ларса, ӑна вуласа парать: Ольга иккӗмӗш канва тӑрӑхне ун валли тӗрлет ӗнтӗ.

Вӗсен хушшинче шӑрӑх ҫулла хуҫаланать: тепӗр чухне пӗлӗтсем капланса килеҫҫӗ те шуса иртеҫҫӗ.

Обломова хӑрушӑ тӗлӗксем курӑнсан та, чӗрине иккӗленӳ шаккасан та, Ольга ангел пекех хуралта тӑрать; вӑл хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе ӑна питӗнчен пӑхать те унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлет, — вара каллех шӑплӑх, каллех туйӑмсем, пӗлӗтӗн ҫӗнӗ тӗррисене хӑй ҫине ӳкерсе юхакан шыв пек, пӗр тикӗссӗн юхаҫҫӗ.

Ольга пурнӑҫ ҫине, юрату ҫине, пурин ҫине те мӗнле пӑхни тата уҫӑмлӑрах, паллӑрах пулчӗ. Вӑл хӑй таврашӗнчисене унчченхинчен шанчӑклӑнтарах пӑхать, пулассинчен именмест; унра ӑсӑн ҫӗнӗ енӗсем, характерӑн ҫӗнӗ йӗрӗсем уҫӑлчӗҫ. Вӑл е кӗвӗ пек тӗрлӗ енӗпе тарӑннӑн тухса тӑрать, е тӗрӗс те уҫӑмлӑ, хуллен-хуллен те йӗркипе тухать…

Унӑн темле ҫирӗплӗх пур, ӑна пурнӑҫӑн хӑрушлӑхӗсем кӑна мар, Обломовӑн сӳрӗклӗхӗпе интересленмесӗр пурӑнни те ҫӗнтерме пултараймасть. Унӑн мӗнле те пулин шухӑш килсе тухсан, ӗҫ вӗреме пуҫлать. Вара ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ илтетӗн. Илтместӗн пулсан, куратӑн: унӑн ӑсӗнче пӗр шухӑш, вӑл манмасть, каялла чакмасть, аптраса ӳкмест, мӗн шыранине тупатех.

Ольгӑн ҫак вӑй-халӗ, ҫак виҫи — пӗлесси, пултарасси, кирек мӗнле тӗл килсе тухсан та, хӑш япалана мӗнле тӑвасси ӑҫтан тупӑннине Обломов пӗлмерӗ.

«Ку акӑ ҫакӑнтан, — шухӑшларӗ вӑл, — унӑн пӗр куҫхаршийӗ нихҫан та тӳрӗ тӑмасть, яланах кӑштах ҫӗкленчӗк, ун ҫийӗнче ҫав тери ҫинҫе, кӑшт кӑна палӑрса тӑракан пӗркеленчӗк йӗр пур… Унта, ҫав йӗр ҫинче, унӑн ҫине тӑрасси пытаннӑ».

Мӗнле лӑпкӑ, мӗнле ҫутӑ сӑн пулать ун питӗнче, ҫак йӗр вара ҫухалмасть, куҫхаршийӗ те тӳрленмест. Анчах унӑн тултан палӑракан вӑй, мӗне те пулин сасартӑк тытӑнни, кӑмӑллани ҫук. Мӗн ӗмӗтленнине тума ҫине тӑрасси ӑна пӗр утӑм та хӗрарӑмсенчен уйӑрса тӑмасть.

Вӑл арӑслан пек пуласшӑн мар, хӑйне хисеплекен кӑнттам ҫынна ҫивӗч сӑмахпа каласа чарасси, ӑсӗ хӑвӑрт ӗҫленипе пӗтӗм хӑнасене пӳлӗмӗпех тӗлӗнтересси, кам та пулин кӗтесрен: «браво! браво!» тесе кӑшкӑрасса кӗтес йӑла ҫук.

Вӑл, ытти нумай хӗрарӑмсем пекех, именчӗк те: тӗрӗс ӗнтӗ, вӑл шӑши ҫурине курнипе чӗтреве ермест, пукан тӳнсе сас тунипе тӑнсӑр пулса ӳкмест, анчах килтен аяккарах кайма хӑрать, шанчӑксӑр пек курӑнакан ҫынна асӑрхасан, каялла ҫаврӑнать, вӑрӑсем ан кӗччӗр тесе, ҫӗрлене чӳречине хупать — пурте хӗрарӑмсенни пек.

Унтан вӑл ҫынсемшӗн ҫав тери пӑшӑрханать, вӗсене шеллет! Ӑна макӑртма та йывӑр мар; унӑн чӗрине ҫемҫетме ҫӑмӑл. Юратупа вӑл ҫав тери ачаш; пуринпе те вӑл питӗ ҫемҫе кӑмӑллӑ, ачаш — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл — хӗрарӑм.

Тепӗр чухне унӑн сӑмахӗсенче чуна пырса тивекен кулӑ ялкӑшса илет, анчах ҫав кулӑра илемлӗх, йӑваш та кӑмӑллӑ ӑс пулнипе кирек кам та ҫырлахать!

Ун вырӑнне вӑл витӗр ҫилтен хӑрамасть, каҫ пулас умӗн ҫӳхе тумпа ҫӳрет — ӑна ним те мар! Ун ӑшчикки сывлӑхпа вӗресе тӑрать; тӑраниччен ҫиет; унӑн хӑйӗн юратнӑ апачӗсем пур; вӑл вӗсене мӗнле хатӗрлемеллине те пӗлет.

Ара ҫакна нумайӑшсем пӗлеҫҫӗ, анчах хӑшне мӗнле тумаллине нумайӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ те, пӗлсессӗн те мӗн вӗреннине, мӗн ҫынтан илтнине ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, тата хӑйсем мӗншӗн ҫавнашкал, мӗншӗн урӑхла туманнине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнтах вара инкӗшӗн е пуҫанӑшӗн авторитетне асӑнаҫҫӗ…

Нумайӑшӗсем хӑйсем мӗн кӑмӑлланине те пӗлмеҫҫӗ, ӑна тума шут тытсан та, тен, кирлӗ, тен, кирлӗ мар, тесе сӳрӗккӗн тӑваҫҫӗ. Ку вӗсен куҫхаршийӗсем тӳрӗ, пӗкӗ пек пулнӑран, тӗкӗсене пӳрнепе тӑпӑлтарса пӗтернӗрен, ҫамка ҫинче пӗркеленчӗк йӗр ҫукран ҫапла пулӗ.

Обломовпа Ольга хушшинче вӑрттӑн, ыттисем асӑрхама пултарайман ҫыхӑну пуҫланчӗ: кирек хӑҫан пӑхни те, ыттисем умӗнче каланӑ кашни пӗчӗк сӑмах та вӗсемшӗн хӑйне майлӑ пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Вӗсем пур ҫӗрте те юратӑва систернине курса тӑчӗҫ.

Сӗтел хушшинче камӑн та пулин юратӑвӗ ҫинчен, Ольга юратӑвӗн историйӗ евӗрлине каласа панӑ чухне, Ольга хӑйне шанса ларать пулсан та, тепӗр чухне, сасартӑк хӗрелсе каять; юрату историйӗсем ҫав тери пӗр-пӗрин евӗрлӗ пулнипе, ӑна тӑтӑшах хӗрелме лекет.

Обломов та, ҫавӑн ҫинчен систерсен, именнипе, чей ӗҫӗ чухне сасартӑк пӗр купа сухари ярса тытать, вара кам та пулсан кулса яратех.

Вӗсем час туякан тата асӑрханакан пулчӗҫ. Тепӗр чухне Ольга Обломова курни ҫинчен инкӗшне каласа памасть, Обломов та килӗнче: хулана каятӑп, тесе пӗлтерет, хӑй вара парка каять.

Ҫапах та, Ольгӑн ӑсӗ епле уҫӑ пулсан та, йӗри-таврана ӑс-тӑнпа пӑхсан та, вӑл епле ҫирӗп е сывлӑхлӑ пулсан та, унӑн темле ҫӗнӗ, йӑштаракан паллӑсем пуҫланчӗҫ. Ӑна вӑхӑт-вӑхӑтпа канӑҫсӑрлӑх пусса илет, ун пирки вӑл шухӑша каять, ӑна мӗнле ӑнланмаллине пӗлмест.

Тепӗр чухне, шӑрӑх кӑнтӑрла Обломовпа алла-аллӑн тытӑнса утнӑ чух, Ольга унӑн хулӗ ҫумне юлхавлӑн тӗренет те темле ӗшеннӗ пек, ним шухӑшсӑр, ним шарламасӑр пырать. Унӑн хавхаланулӑхӗ пӗтет; ӗшенчӗклӗн, куҫне вылятмасӑр, пӗр тӗле пӑхма пуҫлать те тепӗр япала ҫине пӑхма та ӳркенет.

Ольгӑна йывӑрлӑх пусса илет, кӑкӑрне темӗн хӗсет, пӑшӑрхантарать. Вӑл вара мантильйине хывать, хулпуҫҫи ҫинчен тутӑрне сирет, анчах ку та пулӑшмасть — пӗрмай пусать, пӗрмай хӗсет. Вӑл йывӑҫ айне выртӗччӗ те сехечӗ-сехечӗпе ҫапла выртса ирттернӗ пулӗччӗ.

Обломов аптраса ӳкет, ҫулҫӑпа сулкаласа ӑна питӗнчен варкӑштарать, анчах Ольга, чӑтӑмсӑррӑн паллӑ парса, вӑл тӑрӑшнине кӑмӑлламасӑр тертленет.

Унтан Ольга сасартӑк ассӑн сывласа илет, хӑй тавра ӑс-тӑнлӑн пӑхса ҫаврӑнать, Обломов ҫине пӑхать, аллине чӑмӑртать, ӑшшӑн кулать, каллех ӑна хавхалану, кулӑ хыпса илет те, вӑл вара хӑйне алла илет.

Уйрӑмах пӗр каҫхине Ольга ҫакӑн пек шиклӗхе кӗрсе ӳкрӗ, юратӑвӑн темле уйӑх ҫапнӑ чирӗпе аптраса, Обломова ҫӗнӗ енӗпе курӑнчӗ.

Ҫанталӑк пӑчӑ та шӑрӑх; вӑрманта ӑшӑ ҫил шӑппӑн шавлани илтӗнет; тӳпене хулӑн пӗлӗтсем хупӑрлама пуҫларӗҫ. Тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсе пычӗ.

— Ҫумӑр пулать, — терӗ те барон, килне кайрӗ. Инкӗшӗ хӑй пӳлӗмне кӗчӗ. Ольга чылайччен, шухӑша кайса, фортепиано каларӗ, унтан чарӑнчӗ.

— Пултараймастӑп, манӑн пӳрнесем чӗтреҫҫӗ, мана пӑчӑ, — терӗ вӑл Обломова. — Айта садра ҫӳрекелер.

Вӗсем аллейӑсем тӑрӑх чылайччен шарламасӑр, алла-аллӑн тытӑнса ҫӳрерӗҫ. Ольгӑн алли нӳрӗ те ҫемҫе. Вӗсем парка кӗчӗҫ.

Йывӑҫсемпе тӗмӗсем пӗр тӗксӗм купана пӗрлешрӗҫ: икӗ утӑмран та нимӗн курӑнмасть: ҫӗлен пек авкаланса выртакан хӑйӑрлӑ сукмаксем ҫеҫ шупка шуррӑн курӑнаҫҫӗ.

Ольга, тӗттӗмелле тинкерсе пӑхса, Обломов ҫумне лӑпчӑнчӗ. Вӗсем ним шарламасӑр ҫӳрерӗҫ.

— Эпӗ хӑратӑп! — сасартӑк, ҫӳҫенсе илсе, каларӗ Ольга, витӗр курӑнман вӑрманӑн икӗ хӳми хушшипе хыпашласа утнӑ пек пынӑ чух.

— Мӗн? — ыйтрӗ Обломов. — Ан хӑра, Ольга, эпӗ санпа пӗрле вӗт.

— Эпӗ санран та хӑратӑп! — терӗ Ольга пӑшӑлтатса. — Анчах темле кӑмӑллӑ хӑрушӑ! Чӗре тапма чарӑнать. Пар-ха аллуна, тытса пӑх, мӗнле тапать.

Хӑй вара чӗтрерӗ, йӗри-тавралла пӑхрӗ.

— Куратӑн-и, куратӑн-и? — шартах сиксе пӑшӑлтатрӗ Ольга, ӑна икӗ аллипе те хулпуҫҫинчен хыттӑн тытса. — Эсӗ курмастӑн-и, тӗттӗмре такам мӗлтлетсе иртрӗ…

Вӑл ун ҫумне таччӑнрах лӑпчӑнчӗ.

— Никам та ҫук… — терӗ Обломов; анчах унӑн та ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ.

— Хӑвӑртрах хупӑрла ман куҫсене мӗнпе те пулин… Хытӑрах! — пӑшӑлтатрӗ Ольга… — Ну, халь ним те ҫук… Ку нервӑсем, — хушса хучӗ вӑл пӑлханса. — Акӑ, каллех! Пӑх-ха, кам ку? Ларар ӑҫта та пулин сак ҫине…

Обломов хыпашласа сак тупрӗ те Ольгӑна лартрӗ.

— Киле каяр, Ольга, — ӳкӗтлерӗ вӑл, — эсӗ сывӑ мар вӗт.

Ольга пуҫне Обломов хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

— Ҫук, кунта сывлӑш уҫӑрах, — терӗ Ольга, — манӑн кунта, чӗре патӗнче, темскер пӑвать.

Вӑл Обломов питҫӑмартисем ҫине вӗри сывлӑшпа сывларӗ.

Обломов ун пуҫне тытса пӑхрӗ — Ольгӑн пуҫӗ вӗри иккен. Кӑкӑрӗ йывӑррӑн хӑпарса анать, хӑвӑрттӑн сывлать.

— Киле кайсан авантарах пулмасть-и? — терӗ пӗрмай Обломов, пӑшӑрханса, — выртмалла…

— Ҫук, ҫук, ан чӑрмантар мана, ан тив… — терӗ Ольга ачашшӑн, аран илтӗнмелле. — Манӑн акӑ ҫакӑнта ҫунать… — терӗ вӑл, кӑкӑрӗ ҫине кӑтартса.

— Чӑнах, киле каяр… — васкатрӗ Обломов.

— Ҫук, тӑхта, ку иртет…

Ольга унӑн аллине чӑмӑртарӗ, хушӑран-хушӑран ҫывӑхранах куҫран пӑхрӗ, чылайччен чӗнмесӗр ларчӗ. Унтан макӑрма пуҫларӗ, малтанах майӗпен, кайран ӗсӗклесе макӑрчӗ. Обломов аптраса ӳкрӗ.

— Турӑшӑн та, Ольга, часрах киле каяр! — пӑшӑрханса ӳксе каларӗ вӑл.

— Темех мар, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга, ӗсӗклесе, — ан кансӗрле, макӑрса пӗтерме пар… куҫҫулӗпе пӗрле вӗри тухать те мана лайӑх пулать; ку йӑлтах кӑмӑл тӑвӑлнипе…

Обломов тӗттӗмре Ольга мӗнле йывӑррӑн сывланине итлерӗ, унӑн вӗри куҫҫулӗ хӑйӗн алли ҫине тумланине, вӑл унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртанине туйрӗ.

Обломов пӳрнине те хускатмарӗ, сывламарӗ. Ольга пуҫӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче выртать, вӑл сывлани унӑн питҫӑмартине пӗҫертет… Обломов та ҫӳҫенкелесе илчӗ, анчах тутипе унӑн питҫӑмартисене перӗнме пултараймарӗ.

Унтан Ольга лӑпланнӑҫемӗн лӑпланса пычӗ, виҫеллӗ сывлама пуҫларӗ… Вӑл шӑпланчӗ. Обломов вара вӑл ҫывӑрса каймарӗ-ши, тесе шухӑшларӗ те хускалма та шикленчӗ:
— Ольга! — чӗнчӗ вӑл пӑшӑлтатса.

— Мӗн? — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга та пӑшӑлтатса, унтӑн сасартӑк ассӑн сывларӗ. — Акӑ халь… иртсе кайрӗ… — ачашшӑн каларӗ вӑл, — мана ҫӑмӑл, эпӗ ирӗккӗн сывлатӑп.

— Каяр, — терӗ Обломов.

— Каяр! — ирӗксӗррӗн каларӗ Ольга. — Савнӑ тусӑм! — ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ вӑл кайран, вара, ун хулпуҫҫинчен уртӑнса, ҫирӗпех мар утӑмсемпе килне ҫитрӗ.

Залра Обломов Ольга ҫине пӑхрӗ: вӑл халсӑр, анчах темле тӗлӗнмелле, ӗмӗтсене пула кулнӑ пек, ним шухӑшсӑр кулчӗ.

Вӑл ӑна диван ҫине лартрӗ, ун умне чӗркуҫленчӗ те кӑмӑлне ҫав тери ҫемҫетсе, темиҫе хутчен унӑн аллине чуптуса илчӗ.

Ольга, паҫӑрхи пекех кулса, Обломов ҫине пӑхрӗ, аллине ҫаплипех усса, ӑна алӑк патне ҫитиччен куҫӗсемпе кӑна ӑсатрӗ.

Обломов алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: Ольга ҫаплах пӑхса тӑрать, вӑл ҫаплах ӗшенчӗк сӑнлӑ, малтанхиллех ӑшшӑн кулать, вӑл ҫапла кулмасӑр пултараймасть, тейӗн.

Обломов шухӑша кайса тухрӗ. Вӑл таҫта курнӑ ҫавӑн пек кулнине; вӑл пӗр темле картинӑна аса илчӗ, ун ҫине ҫавнашкал кулакан пӗр хӗрарӑма сӑнарласа кӑтартнӑччӗ… анчах Корделие мар…

Тепӗр кунне Обломов Ольгӑн сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме ячӗ. Унта ҫапла калама хушнӑ:

— Тав турра, паян апат ҫиме чӗнеҫҫӗ, каҫпа вара, пурте фейерверка, пилӗк ҫухрӑма кайма шутлаҫҫӗ.

Вӑл ҫакна ӗненмерӗ те хӑй вӗсем патне кайрӗ. Ольга чечек пекех илемлӗ: куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, сывлӑхлӑ, питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ ҫуталаҫҫӗ; сасси ҫав тери янӑравлӑ! Анчах вӑл сасартӑк именчӗ, Обломов ун патне ҫывхарсан, кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ, ӗнерхи хыҫҫӑн вӑл мӗнле туйни ҫинчен ыйтсан, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ.

— Ку кӑштах нервӑсем ашкӑннипе, — васкавлӑн каларӗ вал. — Ма tabte иртерех выртмалла, тет. Ку манӑн нумай пулмасть ҫапла…

Вӑл, хӗрхенме ыйтнӑ пек, каласа пӗтермесӗрех ҫаврӑнса тӑчӗ. Мӗншӗн именчӗ-ха вӑл — ҫакна хӑй те пӗлмест. Мӗншӗн ӑна ӗнерхи кун ҫинчен аса илни кӑмӑлне пӑсать тата пӗҫертет?

Вӑл темшӗн намӑсланчӗ, такам тарӑхтарчӗ ӑна: те хӑй, те Обломов. Хӑшпӗр минутсенче ӑна Обломов кӑмӑллӑрах пек, ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ, макӑрса ярас пекех хӑй ун еннелле туртӑннине туйрӗ, ӗнер каҫранпа унпа темле вӑрттӑн тӑванланнӑ тейӗн…

Вӑл каҫпа чылайччен ҫывӑрмасӑр выртнӑ, ирхине пӗр-пӗчченех аллея тӑрӑх пӑлханса нумайччен ҫӳренӗ, паркран пуҫласа ҫурт патне ҫитиччен тата каялла утса, яланах шухӑшланӑ та шухӑшланӑ, чухласа илеймесӗр аптранӑ е тӗксӗмленнӗ, е сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе темшӗн йӑл кулнӑ, ҫаплах ним те шутласа кӑларма пултарайман.

«Ох, Соничка! — шухӑшланӑ вӑл тарӑхса. — Мӗнле телейлӗ вӑл! Часах шутласа тупнӑ пулӗччӗ!»

Обломов тата? Мӗншӗн вӑл ӗнер унпа чухне чӗмсӗр те хусканусӑр пулчӗ, инкек мар, Ольга сывлани унӑн питҫӑмартине пӗҫертнӗ, куҫҫулӗ унӑн аллисем ҫине тумланӑ, Обломов ӑна йӑтса пынӑ пекех килне илсе ҫитернӗ, унӑн чӗри вӑрттӑн пӑшӑлтатнине итленӗ-и?.. Тепри пулсан? Теприсем ҫав тери чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ…

Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман. Вӑл хӗрарӑм тасалӑхне вӑрттӑн ӗненсе хисепленӗ, унӑн влаҫӗпе тивӗҫлӗхне шута илнӗ тата уншӑн тӳснӗ.

Анчах унӑн ырлӑха вӗрентнине тата айӑпсӑрлӑха хисеплессине куҫкӗретех йышӑнма характерӗ ҫитеймен. Вӑл шӑппӑн унӑн ырлӑхне курнӑ, анчах тепӗр чухне куҫкӗретех циниксен ушкӑнне, чыслӑха та, ӑна хисеплесси ҫине те шанчӑксӑррӑн пӑхакан ҫынсен хушшине лекнӗ те вӗсен сасси ҫумне хӑйӗн ҫӑмӑлттайла сӑмахне хушнӑ.

Ҫынсем сӑмах каланӑ чухне ырлӑх, чӑнлӑх, тасалӑх ҫинчен каланӑ сӑмахсем мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине, ҫав сӑмахсем мӗнле тарӑн йӗр чавса тухнине вӑл нихҫан та уҫҫӑн ӑнкарман; хӑюллӑн та хыттӑн, суя намӑслӑхсӑр, паттӑрлӑхпа каланӑ сӑмахсем чаплӑ ҫынсем хушшинчи камитсен киревсӗррӗн кӑшкӑрашӑвӗнче ҫухалмасть, обществӑллӑ пурнӑҫӑн юхӑмне лекет, ун валли яланах хӳтлӗх тупӑнать.

Нумайӑшӗсем ырӑ сӑмах каланӑ чухне такӑнаҫҫӗ, намӑсланса хӗрелеҫҫӗ, ҫӑмӑлттайла сӑмаха вара хӑюллӑн та хыттӑн калаҫҫӗ, ҫак сӑмах та, инкеке пула, ахаль ҫухалманнине, тепӗр чухне пӗтерме ҫук усал йӗр хӑварнине асра тытмаҫҫӗ.

Ун вырӑнне Обломов ӗҫре тӗрӗс пулнӑ: пӗр хура пӑнчӑ та, сивлӗх те, чунсӑр намӑссӑрлӑхшӑн ӳпкелешни те юратусӑр тата кӗрешӳсӗр унӑн совеҫне вырнаҫман. Пӗри лашине, сӗтел-пуканне, тепри хӗрарӑмне… улӑштарни, ун чухне мӗн чухлӗ тӑкак курни ҫинчен кашни кун калаҫнине итлеме пултарайман вӑл…

Арҫын хӑйӗн тивӗҫӗпе чысне пӗтернӗшӗн пӗрре ҫеҫ мар тертленнӗ вӑл, ют хӗрарӑм ирсӗр пурнӑҫа лекнӗшен макӑрнӑ, анчах чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнче хӑранипе, ҫакӑн пирки, шарламан.

Ҫакна чухласа илмелле пулнӑ: Ольга чухланӑ.

Арҫынсем ҫавнашкал айвансенчен кулаҫҫӗ, анчах хӗрарӑмсем вӗсене тӑруках пӗлеҫҫӗ; таса та айӑпсӑр хӗрарӑмсем — хӗрхеннипе вӗсене юратаҫҫӗ; пӑсӑлнисем — пӑсӑкран хӑтӑлас тесе, вӗсемпе ҫывӑх пуласшӑн ҫунаҫҫӗ.

Ҫу кунӗсем малалла шурӗҫ, иртсе пычӗҫ. Ирпе каҫсенче тӗттӗм те нӳрӗ пулчӗ. Сиреньсем ҫеҫ мар, ҫӑкасем те ҫеҫкине тӑкрӗҫ, ҫырласем тӑкӑнчӗҫ. Обломовпа Ольга кашни кунах курнӑҫрӗҫ.

Обломов пурнӑҫа хуса ҫитрӗ, урӑхла каласан, мӗнтен тахҫанах кая юлнине каллех пурне те хӑнӑхрӗ; Франци посланникӗ мӗншӗн Римран тухса кайнине, акӑлчансем мӗншӗн Хӗвелтухӑҫне карапсемпе ҫар янине пӗлчӗ; Германире е Францире хӑҫан ҫӗнӗ ҫул хывассипе интересленчӗ. Анчах Обломовка урлӑ пысӑк яла каякан ҫул пирки шухӑшламарӗ, палатӑра доверенность ҫине пичет пустармарӗ. Штольц ҫырӑвне хирӗҫ ответ ҫырмарӗ.

Вӑл Ольгӑсен килӗнче куллен-кунхи калаҫура мӗн пулнине, унта илсе тӑракан хаҫатсенче мӗн вуланине ҫеҫ ӑсне илчӗ. Ольга, ҫине тӑнине пула, ют ҫӗршывра куллен тухса тӑракан литературӑна самаях тӗплӗн сӑнаса пычӗ. Ыттисем пурте таса юрату ӑшӗнче путрӗҫ.

Ҫак ҫепӗҫ тавралӑхра, тӗссем тӑтӑшах улшӑнса тӑчӗҫ пулсан та, чи пахи тӳпе пӗлӗтсӗр пулни пулчӗ. Эхер те Ольгӑн тепӗр чухне Обломов пирки, хӑй ӑна юратни пирки шухӑшламалла пулса тухсан, ҫак юратуран чӗрере пушӑ вырӑн тата пушӑ вӑхӑт юлнӑ пулсан, эхер те унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ пама Обломов пуҫӗнче тулли те яланах хатӗр ответсем пулмасан, Ольгӑн кӑмӑлӗ чӗннине хирӗҫ Обломовӑн кӑмӑлӗ шарламасан, Ольгӑн хавхаланӑвӗ, пурнӑҫшӑн ҫуннине хирӗҫ вӑл ним тумасӑр, хӗрӳ туйӑмпа ҫеҫ хирӗҫ пӑхсан, Ольга йывӑр шухӑша путать; темӗн сивӗскер, ҫӗлен пек, унӑн чӗрине шуса кӗрет, ӑна ӗмӗтсенчен вӑратать, вара юратӑвӑн ӑшӑ та халапри пек тӗнчи темле кӗрхи кун евӗрлӗ пулса тӑрать, — ун чухне пур япаласем те сӑрӑ тӗслӗн курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.

Ольга шырарӗ: телейри ҫак туллимарлӑх, кӑмӑл тулманни мӗнрен килет? Мӗн ҫитеймест ӑна? Тата мӗн кирлӗ? Ку пӗтӗмпех шӑпа — Обломова юратма пӳрни-и? Ҫак юрату Обломовӑн йӑвашлӑхӗпе, вӑл ырра тасан ӗненнипе, пуринчен ытла ачашлӑхпа, хӑй арҫын куҫӗнче нихҫан курман ачашлӑхпа, ҫырлахать.

Мӗнех вара, Ольга Обломов пӑхмассерен кашнинчех ӑнланмалла хирӗҫ пӑхса ответ парайманни, унӑн сассинче, тепӗр чухне, хӑй пӗррехинче, те тӗлӗкре, те чӑнласах янӑрани илтӗнменни. Ку ӗнтӗ сӑнарлани, нервӑсем: мӗн вӗсене итлесе асапланмалла?

Юлашкинчен тата Ольга ҫак юратуран пӑрӑнасшӑн мар пулсан — мӗнле пӑрӑнан? Ӗҫ тухрӗ: Ольга юратать, юратӑва, кӗпене хывса пӑрахнӑ пек, ху ҫинчен пуҫсӑрланса сирсе пӑрахма юрамасть ӗнтӗ. «Пурнӑҫра икӗ хутчен юратмаҫҫӗ, — шухӑшларӗ Ольга, — ку вӑл тивӗҫлӗхе ҫухатни, теҫҫӗ…»

Ҫапла вӗренчӗ, ҫапла тӗпчерӗ вӑл юратӑва, юратӑвӑн кашни ҫӗнӗ утӑмнех куҫҫулӗпе те ӑшшӑн кулса кӗтсе илчӗ, ун ҫинчен шухӑшларӗ. Унтан вара Обломова питӗ хӑратакан шухӑшсем килсе тухрӗҫ, вӗсенче куҫҫулӗ те, ӑшшӑн кулни те пулчӗ.

Анчах ҫак шухӑшсем ҫинчен, ҫак кӗрешӳ ҫинчен вӑл Обломова систерсе те каламарӗ.

Обломов юратма вӗренмен, вӑл тутлӑн тӗлӗрнӗ, ун пирки вӑл тахҫан Штольца каласа панӑччӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл пурнӑҫ яланах пӗр чӑрмавсӑр пулнине ӗненме пуҫланӑ, вара ӑна тӗлӗкӗнче каллех ырӑ та туслӑ, ним шухӑшсӑр ҫынсем пурӑнакан Обломовка, терраса ҫинче ларни, тулли телейпе шухӑша путни курӑннӑ.

Вӑл халӗ те тепӗр чухне ҫак шухӑшсем ӑшне путать, Ольга кая юлса килнине кӗтсе, унран вӑрттӑн, пӗр-икӗ хутчен вӑрманта ҫывӑрса кайрӗ… сасартӑк кӗтмен ҫӗртен хура пӗлӗт капланса тухрӗ.

Пӗррехинче вӗсем иккӗшӗ таҫтан ӳркевлӗн, ним шухӑшламасӑр таврӑнаҫҫӗ, аслӑ ҫул урлӑ каҫма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, вӗсене хирӗҫ тусан пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ, тусан ӑшӗнче кӳме чупни курӑнчӗ, кӳмере Сонечкӑпа упӑшки тата темле господинпа госпожа ларса пыратчӗҫ…

— Ольга! Ольга! Ольга Сергеевна! — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Кӳме чарӑнчӗ. Ун ҫинчен ҫав господинсемпе госпожасем анчӗҫ те Ольгӑна хупӑрласа илчӗҫ, сывлӑх сунма, чуптӑвӑшма тытӑнчӗҫ, пурте сасартӑк калаҫма пуҫларӗҫ, чылай вӑхӑт хушши Обломова асӑрхамарӗҫ. Унтан сасартӑк ун ҫине пӑхса илчӗҫ, пӗр господинӗ лорнет витӗр пӑхрӗ.

— Кам ку? — шӑппӑн ыйтрӗ Сонечка.

— Илья Ильич Обломов! — паллаштарчӗ Ольга вӗсене. Вара пурте киле ҫити ҫуран утрӗҫ. Обломовӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ; вӑл вӗсенчен юлчӗ те, ыраш пусси витӗр киле тарма тесе, урине карта урлӑ ярса пуснӑччӗ, Ольга куҫӗпе паллӑ туса чарчӗ.

Ку темех мар ӗнтӗ, анчах ҫак господинсемпе госпожасем ун ҫине ҫав тери тӗлӗнмелле пӑхрӗҫ; ку та, тен, темех мар. Унччен, вӑл ыйхӑллӑн, кичемленсе пӑхнине тата тӳме тирпейсӗррине пула ун ҫине урӑхла пӑхмастчӗҫ те.

Анчах господинсемпе госпожасем ун ҫине пӑхнӑ хыҫҫӑн Ольга ҫине те тӗлӗнмелле пӑхса илчӗҫ. Ольга ҫине ҫапла иккӗленӳллӗ пӑхнипе Обломовӑн чӗри кӳтсе кайрӗ; ӑна темскер кӑшлама пуҫларӗ, анчах ку питӗ ыраттарнипе, тертлентернипе, вӑл ҫакна чӑтса ирттереймерӗ те килне кайрӗ, шухӑша путрӗ, салхуланчӗ.

Тепӗр кунхине Ольга кӑмӑллӑн пакӑлтатни, ачашшӑн ашкӑнни ӑна хавхалантарма пултараймарӗҫ. Вӑл ҫине тӑрсах ыйтнисене хирӗҫ Обломов пуҫ ыратни ҫинчен пӗлтерчӗ тата пуҫӗ ҫине ҫитмӗл пилӗк пуслӑх одеколон сапма чӑтӑмлӑн ирӗк пачӗ.

Кайран, виҫҫӗмӗш кунне, хӑйсем кая юлса таврӑннӑ хыҫҫӑн, инкӗшӗ вӗсем ҫине, уйрӑммӑнах ун ҫине ытлашши ӑслӑн пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн пысӑк та кӑштах тӑртаннӑ куҫхупаххисене усрӗ, куҫӗсем куҫ хӑрпӑкӗсем витӗрех пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл пӗр минута яхӑн шухӑша кайса спирт шӑршларӗ.

Обломов асапланчӗ, анчах шарламарӗ. Хӑйӗн иккӗленӗвӗсене Ольгӑна шанма шутламарӗ вӑл, ӑна пӑшӑрхантаракан, хӑратса пӑрахасран тата, тӗрӗссине калас пулать, хӑйшӗн те хӑрарӗ, ҫакӑн пек ҫирӗп ыйту парса лӑпкӑ та тӳлек тӗнчене пӑлхатасран хӑрарӗ.

Ку ӗнтӗ Ольга ӑна, Обломова, йӑнӑшпа е йӑнӑшсӑр юратни ҫинчен памалли ыйту мар; хӑйсен пӗтӗм юратӑвӗ, вӑрманта иккӗшӗ ҫеҫ тӗл пулнисем, тепӗр чухне чылай ҫӗрлене юлнисем йӑнӑшпа пулман-ши?

«Эпӗ ӑна чуптӑвасшӑн ӑмсантӑм, — сехӗрленсе шухӑшларӗ Обломов, — ку йӑла — тирпейсӗр кодексӗ тӑрӑх айӑпа тивӗҫлӗ преступлени туни вӗт тата пирвайхи, ниме тӑман пӗчӗк япала мар! Чуптӑвиччен малтан нумай ӗҫ пулса иртнӗ: аллине чӑмӑртани, юрату ҫинчен калани, ҫыру… Эпир ҫаксене пурне те тунӑ. Ҫапах та, — малалла шухӑшларӗ вӑл, пуҫне турӗ тытса, — манӑн ӗмӗтсем таса, эпӗ…»

Вара сасартӑк пӗлӗтсем сирӗлчӗҫ, ун умне праҫник пекех ҫутӑ, хӗвелпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса тӑракан симӗс сӑртсемлӗ, кӗмӗл пек ҫырмаллӑ Обломовка тухса тӑчӗ; вӑл Ольгӑпа, шухӑша кайса, ӑна пилӗкӗнчен ыталаса, вӑрӑм аллея тӑрӑх утать, беседкӑра, терраса ҫинче ларать…

Ольга таврашӗнчи ҫынсем пурте ӑна хисеплесе пуҫ таяҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл Штольца мӗн каласа кӑтартнӑ, ҫавсем йӑлтах пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

«Ҫапла, ҫапла; анчах ҫакӑнпа пуҫласа ямалла пулнӑ! — Шухӑшларӗ вӑл, каллех хӑраса. — Юрататӑп, тесе виҫӗ хутчен калани, сирень турачӗ, юратни ҫинчен пӗлтерни — ҫаксем йӑлтах пӗтӗм пурнӑҫ телейӗн салукӗ пулмалла тата таса хӗрарӑмӑн ун пекки урӑх пулмалла мар. Мӗнех-ха эпӗ? Кам эпӗ?» — ҫаксем ун пуҫне мӑлатук пекех шаккарӗҫ.

«Эпӗ ултавҫӑ, волокита! Эпӗ леш, шывлак куҫлӑ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ киревсӗр ватӑ селадон, пӗр хӗрарӑмӑн розанне вӑрласа, петлица ҫине чиксе ярса, юлташне хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗ ҫинчен хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туни ҫеҫ ҫитмест… Ах, турӑҫӑм, ӑҫта ҫитсе перӗнтӗм эпӗ! Акӑ ӑҫта вӑл тӗпсӗр ҫырма! Ольга та ун ҫийӗн ҫӳлтен вӗҫмест, вӑл унӑн тӗпӗнче… мӗншӗн, мӗншӗн…»

Вӑл хӑй пурнӑҫӗн илемлӗ тӗсӗсем сасартӑк тӗксӗмленнинчен, Ольга нушана кӗрсе ӳкнинчен хӑраса вӑй-халтан кайрӗ, ача пекех макӑрчӗ. Унӑн пӗтӗм юратӑвӗ — киревсӗр ӗҫ, совеҫе варалани.

Унтан Обломов хӑй ҫаксенчен хӑтӑлса тухма законла май пуррине ӑнкарса илсен, унӑн минутлӑха пӑшӑрханнӑ ӑсӗ уҫӑлчӗ: Ольгӑна качча пыма сӗнес пулать…

— Ҫапла, ҫапла, — хумхануллӑн, хавасланса каларӗ вӑл, — вара Ольга килӗшсе именчӗклӗн пӑхӗ… Вӑл пӗр самах та каламӗ, хӗрелсе кайӗ, пӗтӗм чӗререн ӑшшӑн кулӗ, унтан унӑн куҫӗсем куҫҫулӗпе тулӗҫ…

Куҫҫулӗ тата ӑшшӑн кулни, сӑмах чӗнмесӗр алӑ тӑсса пани, унтан чӗрӗ те ҫивӗч хаваслӑх, телейлӗн васкаса ҫӳрени, унтан чылайччен-чылайччен калаҫни, иккӗшӗ ҫеҫ пӑшӑлтатни, чунсем пӗр-пӗрне шанса пӑшӑлтатни, икӗ пурнӑҫа пӗр пурнӑҫ тума вӑрттӑн килӗшсе татӑлни!

Вак-тӗвек ӗҫре, кулленхи япаласем ҫинчен пыракан калаҫура хӑйсемсӗр пуҫне никама та курӑнман юрату пулать. Вӗсене вара пӑхнипе никам та кӳрентереймӗ…

Сасартӑк унӑн пичӗ улшӑнчӗ, ҫирӗпленчӗ.

«Ҫапла, — каларӗ вӑл хӑйне хӑй, — акӑ ӑҫта вӑл тӳрӗ те ырӑ тата ҫирӗп телейӗн тӗнчи! Намӑс пулчӗ ку таранччен ҫеҫкесене пытарма, юратун ырӑ шӑрши ӑшӗнче ишме, ача пек, тӗлпулу шырама, уйӑх ҫутинче ҫӳреме, хӗр чӗри тапнине итлеме, ун ӗмӗчӗсен хумханӑвне чухлама… Турӑҫӑм!»

Вӑл хӑлхисем таранах хӗрелчӗ.

«Юратура мӗнле ҫирӗп тивӗҫлӗхсем пуррине Ольга паян каҫах пӗлӗ; иксӗмӗр ҫеҫ курнӑҫасси паян юлашки хут пулать, паян…»

Вӑл аллине чӗри тӗлне тытрӗ: чӗри хыттӑн, анчах пӗр таннӑн, тӳрӗ ҫынсен чӗри евӗр тапать. Вӑл каллех шухӑшлӑн пӑшӑлтатрӗ: хӑй Ольгӑпа текех курнӑҫмалла мар тесен, Ольга малтанах хурланса ӳкет; кайран вӑл ӑна именчӗклӗн хӑйӗн шухӑшӗсене каласа парать, анчах унччен унӑн шухӑшӗсене тӗпчесе пӗлет, вӑл вӑтаннипе киленет, кайран вара…

Малалла ӑна яланах Ольга именсе килӗшни, ӑшшӑн кулни, куҫҫуль, шарламасӑр алӑ тӑсса пани, чылайччен вӑрттӑн пӑшӑлтатни, пӗтӗм тӗнче умӗнче чуптуни курӑнать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней