Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартмалла (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей Иринӑна юратни ҫинчен каланӑ пулсан, — вӑл апла калама пултарнӑ ӗнтӗ, — вара ҫав самантра мӗн каланине нимӗн сиктермесӗр ҫырмалла: Сергей Иринӑна хӑй шухӑшӗсене пӗтӗмпех, ним сиктерсе хӑвармасӑр, тӳрех, хурапа шурра курнӑ фронтовик пек, нимӗн вӑтанмасӑр каланӑ-ши, е ҫуршар сӑмахӑн кӑна вылятса, йӑл кулкаласа анчах систерчӗ-ши; каланӑ чухне хӗрелчӗ-и е хӗрелмерӗ; ӑна хирӗҫ Ирина мӗн каларӗ, Сергейӗн ҫав самантра хӑюлӑхӗ ҫитмен пулсан, ӑҫтан тупӑннӑ вара хӑюсӑрлӑхӗ, ҫавна кӑтартмалла: кирлӗ вӑхӑтра хӑюллӑх тупаймасан, епле Герой вара вӑл, чӑнах та…

Если Сергей станет объясняться в любви Ирине, — а это вполне возможно, — то необходимо этот момент записать во всех его подробностях: сказал ли Сергей Ирине все, что думал, прямо, без обиняков, как и подобает видавшему виды фронтовику, или изъяснялся одними лишь намеками да улыбками; краснел ли при этом, или не краснел; что именно ответила ему Ирина; если же на ту беду у Сергея не хватило смелости, тогда надобно показать, откуда взялась у него эта робость: какой же это в самом деле Герой, когда у него в нужный момент не было храбрости…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Салтаксене ҫапла хушнӑ: вӗсен е ҫӗлӗке патак ҫине тӑхӑнтарса кӗске вӑхӑта кӑтартмалла, е фашист сӑнарла фанерӑна ҫӗклемелле…

А в тех траншеях да блиндажах засели наши же ребята, и дан был им наказ: то шапку на палке на самое малое время показать, то щиток из фанеры с фашистской мордой…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эсӗ халӗ ҫынсене вӗрентмелле, вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартмалла; эсӗ вӗсене вӗрент те, ҫулне те кӑтарт, анчах ху та вӗсенчен вӗрен тата вӗсенченех хӑвна валли ҫул-йӗр ил…

Ты теперь должна учить людей, должна показывать им правильный путь; ты их и учи и путь показывай, но и сама учись у них и бери с них для себя путь-дорогу…

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн хамӑра ӗҫре ҫеҫ мар, хитреллӗхре те кӑтартмалла.

Нужно нам не только на работе себя показывать, а и в красе.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл пит нумай вӑхӑт хушши шухӑшласа йӗркене кӗртнӗ, тӗрӗссипе, шухӑшласа мар, ӑсра ҫеҫ палӑртнӑ сценӑпа повесть вӗҫленмелле; композици тӗлӗшӗнчен илсе пӑхсан вӑл йывӑр пулман: выльӑх пӑхакансем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе ту ҫинчи улӑхсенчен тавӑрӑннине кӑтартмалла.

Сцена, которую он так долго обдумывал, вернее — не обдумывал, а воображал, завершала повесть, и по композиции была она весьма простая: требовалось показать возвращение животноводов со своими стадами с нагорных пастбищ.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мирлӗ пурнӑҫра кӑна мар, вӑрҫӑра та, хамӑра епле йывӑр пулсан та, тӑшман пулма пӑрахнӑ ҫынсене хисепленипе мӗнпур тӗнчене пример кӑтартмалла!

Не только в мирной жизни, но и на войне, как бы тяжело нам ни было, надо всему миру показать уважение к людям, которые перестали быть врагами!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫул кӑтартмалла!

Направлять!

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑшт-кашт кӑтартмалла кӑна!

Только мал-мал показать-та надо!

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпир кунта чи малтанах шӑв-шав ҫӗклесен, йӑнӑш пулать, мӗншӗн пирӗн хамӑра хамӑр инкек кӑтартмалла.

Будет ошибкой нам первым поднимать шум и компрометировать себя неизвестно зачем.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, чим, ун пек касмаксенчен йӗрӗнни кӑна сахал-ха, вӗсене терт кӑтартмалла

— Нет, нет, презирать подлецов мало, их надо наказывать…

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн Машӑна лавҫӑ тытма 80 пус кӗмӗл укҫа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӑватӑ ҫӗре ҫитмелле тухса каять, пур ҫӗрте те унӑн Лопухов запискине кӑтартмалла, — господа, манӑн пушӑ вӑхӑт пур, эпӗ сире курма хавас; вара пӑртак вӑхӑт иртсен, хӑрушӑ Рахметов килсе кӗрет, ун хыҫҫӑн майӗпен ҫамрӑксем пӗр ушкӑн пухӑнса ҫитеҫҫӗ те… вара ӑслӑ калаҫу пуҫланса каять, унта кашнинех тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, пулма пултарнӑ тӗрлӗрен тӗрес мар ӗҫсемшӗн ыттисем пурте тенӗ пекех ятлаҫҫӗ, хӑшӗсем тата, хавхаланса тавлашассинчен пӑрӑнса, Вера Павловнӑна каҫа мӗнле те пулин кӗскетме пулӑшаҫҫӗ, вара вӑл чылай ларнӑ хыҫҫӑн Маша ӑҫта кайса ҫухалнине, упӑшки епле ырӑ пулнине ӑнланса илет.

А после обеда Маше дается восемьдесят копеек серебром на извозчика, потому что она отправляется в целых четыре места, везде показать записку от Лопухова, что, дескать, свободен я, господа, и рад вас видеть; и через несколько времени является ужасный Рахметов, а за ним постепенно набирается целая ватага молодежи, и начинается ожесточенная ученая беседа с непомерными изобличениями каждого чуть не всеми остальными во всех возможных неконсеквентностях, а некоторые изменники возвышенному прению помогают Вере Павловне кое-как убить вечер, и в половине вечера она догадывается, куда пропадала Маша, какой он добрый!

XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗҫ вӑл йывӑр та чее ӗҫ: сан ҫине пӑхса ларнӑ ҫӗртенех ху утма пуҫланине кӑтартмалла мар, анчах нимӗн тума та ҫук, ҫаплах тумалла пулать.

Тяжеловато и очень хитро это дело: уйти из виду так, чтобы не заметили твоего движения, когда смотрят на тебя во все глаза, а нечего делать, надобно действовать так.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта чи малтан хамӑра генерал обществинче кӑтартмалла, — ман мӗнле кӑтартас-ха? — вӗсем пек калаҫма французла та, урӑхла та, нимӗнле те пӗлместӗп.

Тут надо прежде в генеральском обществе себя зарекомендовать, — а я как зарекомендую? — ни по-французски, ни по-каковски по-ихнему не умею.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Калаҫнӑ чухне каллех ҫурт ҫинчен аса илчӗҫ, Анна Петровнӑн каллех тӑнне ҫухатса ӳкнӗ пек туса кӑтартмалла пулчӗ.

Опять явился на сцену дом, и опять Анне Петровне приходилось только падать в обмороки.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Озирисшӑн йӗрекен Нефтиспа Изидӑна ӳкерсе кӑтартмалла вӗсен паян.

Они должны были изображать сегодня Нефтис и Изиду, оплакивающих Озириса.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Босяк ун ҫинчен вӗҫкӗнленсе, йӗрӗнерех, тем те пӗр хушса, хӗрарӑма мӑшкӑл кӑтартмалла каласа парать.

И обыкновенно босяк рассказывает о ней в скептическом тоне, с массой подробностей, которые унижают ее.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Халӗ ӗнтӗ Андрей Иванӑча чи интереслине кӑтартмалла.

Теперь осталось показать Андрею Иванычу самое интересное.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхине кӑтартмалла мар-ши пӗреххутчен?

Не тряхнуть ли стариной?

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун хыҫҫӑн пур-те — «ҫара алӑсене кӑтартмалла мар, ҫара алӑсене ан кӑтарт» тесе юрласа ячӗҫ, пӗр-пӗрне хӑваласа ҫитсе вӗлтӗренпе ҫара урасенчен, алӑсене ҫатлаттарма пуҫларӗҫ.

Потом все запели: «Голы руки не казать, голы ноги не казать», принялись бегать друг за другом и хлестать крапивой по босым ногам и рукам.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла Маша арҫын ачасем патне пырсан, Санька ҫук чухне, Петька «ҫара алӑсене кӑтартмалла мар» текен вӑййа выляма сӗнчӗ.

Как-то раз без Саньки, когда Маша пришла к мальчишкам, он предложил сыграть в «голы руки не казать».

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней