Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартмалла (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах калаҫса татӑлар: мӗн шутланине пӗр пытармасӑр каласа кӑтартмалла.

Но давайте условимся, — полная откровенность.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Анчах поварӑн кухня хуранӗсем пушаниччен татах икӗ е виҫӗ хут Штраус вальсне выляса кӑтартмалла пулчӗ, вӑл хӑрушлӑхран ҫавӑн пек уҫӑмлӑнах хӑраманни кашни хутрах ачасене ҫав тери савӑнтарчӗ.

Но еще два или три раза повар вынужден был наигрывать Штрауса, прежде чем опустошились котлы кухонь, и каждый раз его откровенное презрение к опасности приводило детей в неистовый восторг.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫук ӗнтӗ, унӑн хӑйӗн нимӗҫне хӑйӗн ырхан айӑкӗсене кӑтартмалла, ун хыҫҫӑн пуҫтарса тирпейлемелли пултӑр тесе, юриех пӗтӗм урайне шыв сирпӗтсе тултармалла.

Нет конечно, надо же своему немцу показать худые бока, да и еще и специально набрызгать по всему полу, чтобы потом за ней убирать.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Кунсӑр пуҫне, санӑн ӑна ху шанманнине кӑтартмалла мар.

Кроме того, ты не должна выказывать ему недоверия.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Манӑн ку ҫырӑва бригада командирне кӑтартмалла.

Я должен показать письмо комбригу.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Пирӗн хамӑрӑн ӗнсе ҫинче ларса куҫсене хуплакансене эпир пурне те курса тӑнине кӑтартмалла, — эпир ухмахсем мар, тискер кайӑксем мар, пирӗн ҫиес килет кӑна мар, — пирӗн ҫынсем пек пурӑнас килет!

— Мы должны показать тем, кто сидит на наших шеях и закрывает нам глаза, что мы все видим, — мы не глупы, не звери, не только есть хотим, — мы хотим жить, как достойно людей!

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Танлаштарса кӑтартмалла пулчӗ пулсан, ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать: вӑл пирӗн хура тӑпраллӑ ҫӗрти садсенче тин ҫеҫ ӗрчетме пуҫланӑ ҫамрӑк та кӑтра улмуҫҫи пек ӗнтӗ; е татах та каласан, вӑл «хуҫасем» тытса тӑнӑ лаша ӗрчетекен заводсенчи лайӑх пӑхса ҫитӗнтернӗ, яп-яка пысӑк ураллӑ, тин ҫеҫ ҫӳретме пуҫланӑ виҫ ҫулхи ачаш лаша пек ӗнтӗ…

Уж коли пошло дело на сравнения, он скорее напоминал молодую, кудрявую, недавно привитую яблоню в наших черноземных садах — или, еще лучше: выхоленного, гладкого, толстоногого, нежного трехлетка бывших — «господских» конских заводов, которого только что начали подганивать на корде…

XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫапла ӗнтӗ, документсем ҫинче кӑтартнӑ широтан градусӗсем те крушени ӑҫта пулнӑ вырӑна ҫеҫ кӑтартмалла.

Отсюда вытекает, что градусы долготы и широты, отмеченные в документах, должны указывать именно место крушения.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑтартмалла Яхруҫ Анаткасри Калӑм Кӗлмукне пӗр кило шӑкаладлӑ канфет виҫсе пачӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫыннӑн ҫиелти уйрӑмлӑхне ҫеҫ ӳкерсе памалла, пит-куҫа пӗтӗмӗшпе илсе кӑна тумалла, тӗплӗ пӑхсан ҫеҫ курӑнакан енӗсене кӑтартмалла мар; пӗр сӑмахпа каласан, ҫынна тӗпӗ-йӗрӗпе сӑнаса тума пӑртак та май ҫук.

Схватывать одно только целое, одно общее выраженье и не углубляться кистью в утонченные подробности; одним словом, следить природу в ее окончательности было решительно невозможно.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Чӑнласа мар ӗнтӗ, кӑтартмалла кӑна, — аллинчи картузне лӳчӗркесе мӑкӑртатрӗ Тимофей.

Не взаправду, для показа, — комкая в руках картуз, с тоской пробормотал Тимофей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпир комитет членӗсем-ҫке, ыттисене пример кӑтартмалла.

Мы члены комитета и должны показывать пример.

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Черетпе кашнийӗнех пӗрер каласа кӑтартмалла, имӗш.

По кругу, все по одному.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ман шутпа, пирӗн ӑна ӗҫпе кӑтартмалла — йӗрке тӑвӑпӑр, председателе тустарса илӗпӗр, ҫемҫешке парторга кӑларӑпӑр, Дымшакова ун партиллӗ тивӗҫӗсем ҫинчен аса илтерӗпӗр, дисциплинӑна хытарса, пурне те йӗркене кӗртӗпӗр.

— Я считаю, что мы должны докладывать ему делом — наведем порядок, дадим нахлобучку председателю, уберем безрукого парторга, кое-кому, вроде Дымгакова, напомним о его партийных обязанностях, призовем к дисциплине, чтобы был полный ажур.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа ҫул кӑтартмалла та вӗсене!

Вот и надо показать им путя!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармасӑр иртмест вӗсен, мӗнпе те пулин ҫынсенчен уйрӑм пулмалла, хӑйсене кӑтартмалла.

Ничего они не могут делать без выдумки, без того, чтобы хоть чем-нибудь отличиться и показать себя.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кунта, шӑллӑм, урӑхла пулма юрамасть, — куҫне хӗскеленӗ май йӑл кулса каларӗ Рагулин, — кусем ахаль хӑна мар, пирӗн вӗсем умӗнче хамӑра кӑтартмалла, кӑмӑллӑ юлччӑр, пирӗн ҫинчен пӗр начар сӑмах та ан калаччӑр…

— Тут, брат, иначе нельзя, — жмуря глаза, отвечал Рагулин, — это ж гости не простые, и надо нам себя перед ними показать, чтоб они всем были довольны и ничего плохого о нас не могли сказать…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергейӗн, тӳмисене вӗҫертсе сулахай кӑкӑрне уҫса кӑтартмалла пулчӗ.

Сергей вынужден был расстегнуть шинель и откинуть левую полу.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ман шутпа вӗсен, тӗнче курнӑ ҫынсен, ӗҫе ертсе пымалла, организаторсем пулмалла, вӑрҫӑра пулнӑ воинсен шӑпах хӑйсене ҫакӑнта кӑтартмалла, пурте мар пулсан та, вунӑ ҫынтан пӗри ҫапла пулмалла — ку та сахал мар.

И когда я думаю, в чем же должны показать себя бывшие воины, то мне кажется, что именно им суждено стать вожаками, организаторами, если и не всем, то каждому десятому — а это немалая армия.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ калатӑп, пире валли плана пӗр вите мар, Алексей Степанович каланӑ пек, иккӗ те мар, виҫҫӗ кӑтартмалла, Виҫҫӗ!..

Так я говорю, для этого нам надо планировать не одну конюшню и не две, как сказал Алексей Степанович, а три! да, три!..

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней