Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVI

Раздел: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.29 00:23

Предложений: 50; Слово: 1202

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ эрне иртсен, Лопухов заводри хӑйӗн пӳлӗмӗнче ларнӑ чухне, Вера Павловна иртенпех пӑлханса ҫӳрерӗ. Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру? Ҫук ҫыру, ӑҫта-ха ҫыру? Анчах та Маша алӑка уҫрӗ ӗнтӗ, вара алӑкран кӗнӗ Лопухов пӑлханса, шуралса кайнӑ Вера Павловна ун кабинетӗнчен хӑйӗн пӳлӗмне вӗлтлетсе иртнине курчӗ.

Вӑл Вера Павловна хыҫҫӑн мар, тӳрех хӑй кабинетне кайрӗ; сӗтелӗ ҫине, сӗтел ҫумӗнчи вырӑн ҫине сиввӗн, ерипен пӑхса илчӗ: ҫапла, вӑл ӗнтӗ темиҫе кун хушши мӗн те пулин ҫакӑн пекрех япала пуласса, калаҫу е ҫыру пуласса кӗтнӗччӗ, ну, акӑ вӑл ҫыру, адресӗ ҫук, анчах пичечӗ Вера Павловнӑн; ну, паллах, Вера Павловна ӑна пӗтерес тесе шыранӑ е халь тин пӑрахса хӑварнӑ, ҫук, шыранӑ: хутсем ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, анчах Вера Павловна ӑна ӑҫтан тупма пултартӑр-ха, вӑл ҫырӑвне пӑрахнӑ чухне ҫав тери пӑхланса кайнӑ, вӑрр ывӑтнӑ ҫыру, алла кӑвар пек ҫунтараканскер, ӳксе сӗтел ҫийӗн шуса кайнӑ та сӗтел леш енне, чӳрече ҫине ӳкнӗ. Вулама кирлех те мар темелле: мӗн ҫырни паллӑ; ҫапах та вуласа тухасах пулать.

«Савнӑ тусӑм, эсӗ маншӑн нихҫан та хальхи пек ҫывӑх пулман. Эпӗ саншӑн вилме пултарас пулсанччӗ! Эпӗ вилнипе эсӗ телейлӗрех пулас пулсан, епле хавас пулнӑ пулӑттӑм-ши эпӗ! Анчах эпӗ унсӑр пуҫне пурӑнма пултараймастӑп. Эпӗ кӳрентеретӗп сана, савнӑ тусӑм, эпӗ вӗлеретӗп сана, тусӑмҫӑм, ман ун пек тӑвас килмест. Эпӗ кӑна хам кӑмӑла хирӗҫ тӑватӑп. Каҫар мана, каҫар мана».

Чӗрӗк сехете яхӑн, тен, ытларах та пулӗ, Лопухов сӗтел умӗнче аялалла, кресла хыҫӗ ҫинелле, пӑхса тӑчӗ. Инкек куҫа курӑнсах ҫитрӗ пулин те, вӑл чӗрене ыраттаратех; кун пек ҫыру е чун кӑшкӑрни хыҫҫӑн мӗн тумаллине тата мӗнле тумаллине пурне те малтанах шухӑшласа пӑхса татса хунӑ пулин те, халь мӗн тумаллине ҫийӗнчех тавҫӑрса илейместӗн. Ҫапах та вӑл, юлашкинчен, тавҫӑрса илчӗ. Кухньӑна Машӑпа калаҫма кайрӗ.

— Маша, эсир тархасшӑн эпӗ тепре киличчен апат ҫиме ан хатӗрлӗр-ха. Эпӗ темскер сывӑх мар-ха, апат умӗн эмел ӗҫес пулать, хӑвӑр эсир мана ан кӗтӗр, ҫийӗрех, васкамасӑр ҫийӗр: манӑн иртсе кайиччен ӗлкӗретӗр-ха. Вара эп калӑп.

Вӑл кухньӑран арӑмӗ патне кайрӗ. Вера Павловна пуҫне минтер ҫине чиксе выртать, Лопухов кӗнӗ чухне вӑл чӗтресе илчӗ:

— Эсӗ тупса вуларӑн-и ӑна? Турӑҫӑм, епле ухмах эпӗ! Тӗрӗс мар вӑл, хӗрсе кайнипе ҫеҫ ҫырнӑ эпӗ ӑна.

— Паллах, тусӑмҫӑм, ку сӑмахсене чӗре патнех илме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эсӗ ытлашши пӑлханса кайнӑ. Кун пек япаласене капла татса памаҫҫӗ. Ку вӑл пирӗншӗн пысӑк ӗҫ, ун ҫинчен эпир иксӗмӗр нумай хут шухӑшласа пӑхма, лӑпкӑн калаҫма ӗлкӗретпӗр-ха. Халӗ эпӗ сана, тусӑмҫӑм, хамӑн ӗҫсем ҫинчен каласа парасшӑн. Эпӗ ӗҫре нумай улшӑнусем тума ӗлкӗртӗм, — мӗн тумаллине пурне те турӑм, эпӗ питӗ хавас. Ара, итлетӗн-и эсӗ? — Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ. — Итле эсӗ, мӗншӗн тесен кусем маншӑн питӗ кирлӗ япаласем. — «Итлетӗн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн упӑшки пӗр чарӑнмасӑр малалла каласа кӑтартать, — ҫапла, маншӑн питӗ кӑмӑллӑ улшӑнусем, тет те вӑл, чыллаях тӗплӗн каласа кӑтартма пуҫлать; ара кунтан виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Вера пӗлет вӗт-ха, ҫук, пӗтӗмпех пӗлет, анчах та пурпӗрех: каласа кӑтарттӑр ӗнтӗ, епле ырӑ вӑл! Лопухов йӑлтах каласа кӑтартать: ӑна уроксем тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни тата мӗнле ҫемьере е мӗнле ачасем мӗншӗн йӑлӑхтарни, завод кантурӗнче вӗрентесси йӑлӑхтарманни ҫинчен те каласа кӑтартать, мӗншӗн тесен унта вӗрентни питӗ кирлӗ ӗҫ, пӗтӗм заводри халӑха пырса тивет, унта вӑл хӑшпӗр ӗҫсене тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ: хут вӗренме кӑмӑл тӑвакансене питӗ нумай шыраса тупнӑ, вӗсене хут вӗрентме вӗрентсе ҫитернӗ, вӗреннӗ работник машинӑсене те, ӗҫе те сахалтарах пӑснине кӑтартса парса, ҫав учительсене фирмӑран шалу памалла тутарнӑ, мӗншӗн тесен работниксене вӗрентсен, прогул тӑвакансемпе ӳсӗр ҫӳрекенсем сахалланаҫҫӗ, паллах, шалӑвӗ ытлашши пысӑках мар ӗнтӗ; тата вӑл рабочисене ӗҫме яманни, ҫавӑнпа вара час-часах вӗсен килӗсенче пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — сахал-и унта мӗн пулма пултарать. Чи кирли вара акӑ мӗн. Вӑл, ӗҫлӗ те ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫын, фирмӑра чылаях ҫирӗп вырнаҫса ларчӗ, майӗпен ӗҫсене хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ. Ҫапла вара калавӑн тӗп пӗлтерӗшӗ тата вӗҫӗ Лопуховшӑн акӑ мӗн пулчӗ: вӑл завод управляющин помощникӗ вырӑнне йышӑнать, управляющи вара фирма юлташӗсенчен пулать, ӑна хисеплӗ шалу параҫҫӗ, хӑй те хисеплӗ ҫын ҫеҫ пулать; ертсе пырасса ӗҫе Лопухов ертсе пырӗ; фирма юлташӗ управляющи вырӑнне ҫак условипе кӑна илчӗ, «эпӗ пултараймастӑп, ӑҫта манран» — «ара, эсир вырӑн ҫеҫ йышӑнӑр, унта тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна лартӑр, ӗҫе хутшӑнма кирлӗ мар сирӗн, эпӗ ӗҫе хам тӑвӑп», «ҫапла пулсан, юрать, вырӑн йышӑнатӑп», анчах чи кирли власть та-мар-ха, чи кирли вӑл 3500 т. илни, ӗлӗк ӑнсӑртран литературӑпа, уроксемпе, заводри ӗлӗкхи ӗҫпе тупнинчен 1 000 т. яхӑн ытларах илни, апла пулсан, халӗ, заводсӑр пуҫне, пӗтӗмпех пӑрахма та юрать, — питӗ лайӑх. Ҫакна вӑл ҫур сехет ытларах каласа кӑтартать, каласа пӗтернӗ тӗле Вера Павловна: ку, чӑнах та, лайӑх, теме тата, ҫӳҫ-пуҫне тирпейлесе, кӑнтӑр апачӗ ҫиме кайма пултарать. Кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн Машӑна лавҫӑ тытма 80 пус кӗмӗл укҫа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӑватӑ ҫӗре ҫитмелле тухса каять, пур ҫӗрте те унӑн Лопухов запискине кӑтартмалла, — господа, манӑн пушӑ вӑхӑт пур, эпӗ сире курма хавас; вара пӑртак вӑхӑт иртсен, хӑрушӑ Рахметов килсе кӗрет, ун хыҫҫӑн майӗпен ҫамрӑксем пӗр ушкӑн пухӑнса ҫитеҫҫӗ те… вара ӑслӑ калаҫу пуҫланса каять, унта кашнинех тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, пулма пултарнӑ тӗрлӗрен тӗрес мар ӗҫсемшӗн ыттисем пурте тенӗ пекех ятлаҫҫӗ, хӑшӗсем тата, хавхаланса тавлашассинчен пӑрӑнса, Вера Павловнӑна каҫа мӗнле те пулин кӗскетме пулӑшаҫҫӗ, вара вӑл чылай ларнӑ хыҫҫӑн Маша ӑҫта кайса ҫухалнине, упӑшки епле ырӑ пулнине ӑнланса илет. Ҫапла, Вера Павловна хальхинче ашкӑнмасӑр, шӑпах ларчӗ пулин те, хӑйӗн ҫамрӑк тусӗсем пынишӗн чӑнах та хавасланчӗ, Рахметова хӑйне тытса чуптума та хатӗр пулчӗ.

Хӑнасем ҫурҫӗр иртсен виҫӗ сехетре саланчӗҫ, ун пек кая юлса вӗсем питӗ лайӑх турӗҫ. Кунӗпе пӑлханса, ывӑнса ҫӳренӗскер, Вера Павловна выртрӗ кӑна — упӑшки кӗрсе те тӑчӗ.

— Завод ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне эпӗ сана, тусӑмҫӑм Верочка, хамӑн ҫӗнӗ вырӑн ҫинчен пӗр япала калама манса кайнӑ; ку вӑл, тепӗр тесен, пит кирлех те мар, ун ҫинчен каламасан та юратчӗ, анчах май килнӗ чух калатӑп; тата манӑн пӗр ыйту пур: манӑн ҫывӑрас килет, санӑн та ҫавах ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ завод ҫинчен мӗн те пулин каламасӑрах хӑварсан, ыран калаҫӑпӑр, халӗ пӗр-икӗ сӑмахпа кӑна каласа парам. Куратӑн-и, — управляющи помощникӗн вырӑнне йышӑннӑ чухне эпӗ хамшӑн акӑ мӗнле услови хӳтӗлесе хӑвартӑм: эпӗ хам вырӑна хӑҫан ларас тетӗп, ҫавӑн чухне ларма пултаратӑп, хуть пӗр уйӑхран, хуть икӗ уйӑхран. Халӗ эпӗ ҫав вӑхӑтпа усӑ курса юлас тетӗп: Рязаньти хамӑн старикпе карчӑка курманни пилӗк ҫул, — кайса килем-ха ҫавсем патне. Сывӑ пул, Верочка. Ан тӑр. Ыран ӗлкӗретӗн. Ҫывӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней