Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ мар пулин те, пурте тӳрӗ, таса, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳлӗ крыльцаллӑ тата пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнсах лармаҫҫӗ, сарлака урамсемпе тӑкӑрлӑксем тӑрӑх ирӗккӗн те илемлӗн вырнаҫса тухнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл яппунсен ирхи ҫӑмӑл халатне тӑхӑннӑ, виҫкӗтеслӗн касса кӑларнӑ тӗлте унӑн ҫара та ҫинҫе мӑйӗ ҫав тери илемлӗн курӑнать.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Генерал шанчӑклӑн та кӑшт тирпейсӗртереххӗн ларнӑччӗ, лаши, юн анса тулнӑ ырӑ куҫлӑскер, мӑйне илемлӗн пӗкӗрӗлтерсе мӑкӑртнӑ та, ҫӑварлӑхне сӗтеклӗн кӑмӑртаттарса та тутинчен ҫӑмӑл шурӑ кӑпӑк ӳкере-ӳкере, ташлакан пиҫӗ утӑпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пускаласа пырать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халӗ, ҫӳлерех ҫӗкленсен, вӑл унӑн питӗ пысӑкланса та хуралса кайнӑ куҫӗсене яр-уҫҫӑн курчӗ, е хӗсӗне-хӗсӗне ларчӗҫ вӗсем, е чарӑла-чарӑла сарӑлчӗҫ, ҫавна пула палланӑ-палламан пӗтӗм пичӗ унӑн тӗттӗмре тӗлӗнмелле илемлӗн улӑшӑнса тӑчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑтартсамӑр, тархасшӑн. Эсир ҫакна пӗтӗмӗшпех ҫав тери илемлӗн каласа кӑтартатӑр…»Покажите, пожалуйста. Так вы все это интересно рассказываете…»
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ташӑсене Петр Фадеевич пек илемлӗн те тӗрлӗ енлӗн ертсе пыма пӗлекенни полкра никам та ҫук-ҫке, ара.Ведь никто же в полку не умеет так красиво и разнообразно вести танцы, как Петр Фаддеевич.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Полковник — паҫӑрхи тарӑху аппетитшӑн калама ҫук усӑллӑ пулчӗ тейӗн — уйрӑм тутӑлӑхпа та ҫав тери илемлӗн ҫирӗ, ҫавӑнпа ун ҫине пӑхмашкӑн питӗ кӑмӑллӑччӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашова Назанский пичӗ нихӑҫан та, хӑйӗн чи-чи лайӑх, чи урӑ минучӗсенче те, ҫапла, ҫак териех илемлӗн те интереслӗн туйӑнманччӗ-ха.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл, аллисемпе ҫав тери илемлӗн кӑтартса, ку апат ӑна пит кӑмӑла кайни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, юлашкинчен вара: «Урӑх ӗнтӗ эпӗ нихҫан та этем ашне ҫиместӗп», — терӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унӑн стенисем йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, ҫуртасен ҫутипе пушшех те илемлӗн курӑнаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Шупка сенкер пӗлӗт айӗнчи айлам хӗвелӗн савӑнӑҫлӑ ҫутипе ҫав тери илемлӗн те савӑнӑҫлӑн курӑнать — чӑн та ҫӗр ҫинчи ҫӑтмах ӗнтӗ!
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвел васкамасӑр, пит илемлӗн анать…
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шкула ир пуҫласах хӗр-ачасем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ, амӑшӗсем вӗсене тумлантарма та, ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрнӗ — лӗпӗшсем пек пит илемлӗн пычӗҫ вӗсем, вара, кӗнекисене уҫса, мӗн вӗреннине юлашки хут пӑхкаласа, класра вӗлле хурчӗ пек сӗрлесе тӑчӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗҫен кайӑк юрласа савӑнать; тӑп-тӑрӑ ҫӑл куҫӗ ачашшӑн та илемлӗн шӑнкӑртатать; ту енчен ирхи уҫӑ ҫил вӑшӑрхаса вӗрет, чипер кипариссемпе тирексен ҫулҫи шӑппӑн шӑпӑлтатать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗн тери чеченӗн, илемлӗн кӑтартаҫҫӗ вӗсем ҫын кӗлеткине, мӗн тери илемлӗ кӑтартаҫҫӗ вӗсем ҫын хусканӑвне!Как мягко и изящно обрисовывает оно формы, как возвышает оно грациозность движений!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пӑхсам эппин, саншӑн, самантлӑха кӑна, хам ореолӑн йӑлкӑшуне вӑйсӑрлататӑп эпӗ, сассӑм та халӗ саншӑн ӗлӗкхи пек илемлӗн янӑрамасть, ытти чухне эпӗ ӑна ҫав тери илемлӗн янӑрамалла тӑватӑп; — самантлӑха эпӗ саншӑн патша пулма пӑрахатӑп.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачасем хӑпӑл-хапӑл кӗнекисене пуҫтарчӗҫ те тухса ҫухалчӗҫ, Чэнь Ши-чэн куҫӗ умӗнче вара ҫаплипех-ха ача пуҫӗсем мӗлтлетеҫҫӗ, е хура ҫаврашкана пӗрлешеҫҫӗ вӗсем, е тӗлӗнмелле илемлӗн курӑнса каяҫҫӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Анчах сӑртӑн тепӗр енче ӑна ҫӗнӗ инкек кӗтнӗ: урисем ҫине ӑнсӑртран пӑхса илсен, вӑл хӑйӗн сылтӑм урине сӑранпа илемлӗн эрешлесе пӗтернӗ хӗрарӑм пушмакӗ тӑхӑннине курах кайрӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тимофей Рваный каярах юлчӗ: пӗр квартал тавра утса ҫаврӑнса, вӑл шкул енчен илемлӗн янӑраса илтӗнекен икӗ ретлӗ хут купӑс сасси патнелле ҫул тытрӗ.Тимофей Рваный отстал; околесив квартал, пошел на певучий голос двухрядки, доплывавший от школы.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959