Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вут ҫути кирек мӗне ҫутатсан та, ҫӗрле пурте илемлӗн курӑнать.
Пулӑ тытни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 17–18 с.
Эпӗ — илемлӗн калаҫни аван мар, тесе шутлатӑп.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Э, тусӑмҫӑм, Аркадий Николаевич! — кӑшкӑрса ячӗ Базаров: — ыйтатӑп: илемлӗн ан калаҫах.— О друг мой, Аркадий Николаич! — воскликнул Базаров, — об одном прошу тебя: не говори красиво.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн ҫара аллисем тӑп-тӑпӑл та тикӗс кӳлепи тӑрӑх илемлӗн выртаҫҫӗ; йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем ҫинчен сӗвек хулпуҫҫисем ҫине ҫӑмӑл фукси турачӗсем илемлӗн ӳкнӗ; ҫутӑ куҫӗсем кӑштах усӑнкӑ шурӑ ҫамки айӗнчен лӑпкӑн та ӑслӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем кӑшт ҫеҫ палӑракан кулӑпа кулаҫҫӗ.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ҫутҫанталӑк та нимӗн те мар-и? — тесе ячӗ Аркадий, инҫетелле, ҫӳлтех мар хӗвел илемлӗн те ҫемҫен ҫутатса тӑракан чӑпар хирсем ҫине шухӑшлӑн пӑхса.
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл пысӑк стаканпа какао ҫӗклесе пычӗ те, ӑна Павел Петрович умне лартрӗ, — хӑй пӗтӗмпех вӑтанса кайрӗ, илемлӗн курӑнакан сӑн-пичӗн ҫӳхе ӳт-тире айӗпе вӗри юн хӗрлӗ хумпа сарӑлчӗ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпӗ ӗнтӗ сире паян килейместӗрех тесе шутланӑччӗ, — терӗ вӑл кӑмӑллӑ сасӑпа, илемлӗн тайкаланса, хулпуҫҫийӗсемпе турткаланса, ытарайми шурӑ шӑлӗсене кӑтартса.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Йӗри-тавра пурте ылтӑннӑн ешерсе выртать, ӑшӑ ҫил сывланипе пурте — йывӑҫсем, тӗмсем, курӑксем — пурте анлӑн та ҫемҫен хумханаҫҫӗ; пур ҫӗрте те татти-сыпписӗр уҫӑ сасӑсемпе тӑрисем юрӑ шӑратаҫҫӗ; текерлӗксем е тӳрем улӑхсем ҫинче кӑшкӑрса явӑнса каҫаҫҫӗ, е тумхах ҫинчен тумхах ҫине шӑппӑн чупса ҫӳреҫҫӗ; ӳссе ҫитмен чечен те ешӗл ҫуртри ҫинче кураксем илемлӗн хуралса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем кӑшт кӑна шуралма ӗлкӗрнӗ ыраш ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ унӑн тӗтӗм евӗрлӗ хумӗсем ҫинче вӗсен пуҫӗсем курӑнса каяҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сирӗн чӗрӗр чӑтаймасӑр кӗтет, акӑ сасартӑк — куна сунарҫӑсем кӑна ӑнланӗҫ, — сасартӑк тарӑн шӑплӑхра уйрӑмах темӗнле кӑранклатса чашкӑрни, ҫунатсем ваш-ваш авӑсни илтӗнсе каять, — вара сирӗн пӑшала хирӗҫ тӗксӗм хурӑн хыҫӗнчен, вӑрӑм сӑмсине аялалла илемлӗн усӑнтарса кӑрӑпчак ярӑнса тухать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Ася ҫаплах хускалмасӑр ларать, урисене вӑл хӑй айнелле хуҫлатса хунӑ, пуҫне кисея шарфӗпе чӗркенӗ: таса пӗлӗт айӗнче унӑн чипер сӑнӗ уҫӑмлӑн та илемлӗн курӑнать; анчах эпӗ ӑна ырламасӑр пӑхрӑм.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӗр шурӑ каркӑҫпа карнӑ чӳрече еннелле ҫурӑмпа ларать; хӗвел пайӑрки ҫав каркӑҫ витӗр унӑн кӑпӑшка, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫне, ачаш мӑйне, усӑкрах хулпуҫҫийӗсене, ҫепӗҫ те лӑпкӑ кӑкӑрне илемлӗн ҫутатать.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ку повеҫсем писатель Украина пурнӑҫне илемлӗн ҫырса парассинчен «Ревизорпа» «Вилӗ чунсенче» калама ҫук вӑйлӑн палӑрнӑ критикӑллӑ реализм патне куҫса пыни ҫинчен калаҫҫӗ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Юр пек шурӑ сухалӗпе мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗ кӗмӗл тӗслӗн кӑкӑрпа хура ряси тӑрӑх илемлӗн сапаланса анаҫҫӗ, вӗсем манах начар тумтир ҫийӗн пилӗкрен ҫыхнӑ кантра патнех ҫитеҫҫӗ, анчах пуринчен ытла мана вӑл искусство ҫинчен каланӑ сӑмахсемпе шухӑшсем тӗлӗнтерчӗҫ, тӳррипех калатӑп, эпӗ ҫав сӑмахсене нумай вӑхӑт хам чӗрере усрӑп тата хам пек художниксене те вӑл сӑмахсене чӗрере усрама сӗннӗ пулӑттӑм.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ун умӗнче художникӗн картини качча тухакан айӑпсӑр хӗр евӗр тасан та илемлӗн курӑнса тӑрать.Чистое, непорочное, прекрасное как невеста стояло пред ним произведение художника.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫавӑнтах Курски ҫӗр улпучӗ бал ҫинчен илемлӗн ҫырса кӑтартнине вуласа тухрӑм.Там же читал очень приятное изображение бала, описанное курским помещиком.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
О, мӗнле илемлӗн ларать вӑл ялти пӗчӗк пӳрт чӳречи умӗнче!О, как хорошо сидит она у окна деревенского светлого домика!
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Эпӗ… — каласшӑн пулчӗ аптраса ӳкнӗ Пискарев, вӑл килӗшӳсӗр сӑмах нумай каласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра вӗсем патне ҫӳҫне илемлӗн тураса хунӑ камергер пырса тӑчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кашни ҫемьерех телей, тулӑх пурнӑҫ, пӗр-пӗрне ӑнланни тата иксӗлми юрату хуҫаланнӑ, кашни килтех ачасен хаваслӑ сасси илемлӗн янӑраса тӑнӑ чухне пирӗн общество та ҫирӗп, патшалӑхӑмӑр та вӑйлӑ!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Юрри ҫыпӑҫуллӑ та кӗтмен ҫӗртенех илемлӗн чӳхенсе юхрӗ:
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗтрепе пиеленнӗ инҫет, садра ейӳ варрине пулнӑ улмуҫҫи тӗмӗсем, йӗпе карта, ун хыҫӗнчи пӗлтӗрхи урапа йӗрӗсене шыв ҫисе тарӑнлатнӑ ҫул — ҫаксем пурте ӑна нихҫанхинчен те илемлӗн туйӑнчӗҫ, пурте-пурте ун умӗнче, хӗвел ҫутатса тӑнӑ майлах, ҫӑра та черчен сӑрсемпе чечекленчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.