Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑрма таврӑннӑ чух Листницкий таврана янӑратса шӑранакан юрра тата чӗрене ҫурас пек хыттӑн, анчах илемлӗн те пӗр тӑтӑш шӑхӑра-шӑхӑра кӗвӗ каланине илтрӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗтӗм конвейер чӗтренсе илсе, кӗрлесе кайрӗ, Хӗрлӗ площадь еннелле моторсен вӑйлӑ музыки юхрӗ, тимӗр илемлӗн те вӑйлӑн чӑнкӑртатни, — чуна кайса тивекен палланӑ машина утӑмӗ!..
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Машина ту айккине хӑпарчӗ те, кунтан анса ларакан хӗвелӗн ылтӑн пайӑркисем ҫутатнӑ Кубань айлӑмӗ илемлӗн курӑнса кайрӗ.«Зис» выскочил на бугор, — и отсюда открылся вид на красивую, в лучах заката, кубанскую низменность.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак ялсенчен инҫете-инҫете, хӗвеланӑҫ еннелле, пӑхать те тӗлӗнет Сергей: юнашарах-ҫке акӑ унӑн тӑван вырӑнӗсем — шурӑ парӑссем пек илемлӗн лараҫҫӗ казаксен станицисем: Барсуки, Надзорная, Николаевская…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей тумалли хуралтсене каласа тухса, Усть-Невински станицин пуласлӑхне илемлӗн, хитрелетсе каларӗ, пилӗк ҫуллӑх план станицӑшӑн питӗ кирлӗ япала, терӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӳртре тӗттӗмлене пуҫланӑ, хӗрӗн йӗпе куҫхаршиллӗ куҫӗсем тӗттӗмре ытла та илемлӗн курӑнаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫав тери илемлӗн курӑнать.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иванков ҫак офицерӑн сухалне хырса якатнӑ шӑмарӑнчӑк питне тата ут ҫинче илемлӗн ларса пыракан стайлӑ кӗлеткине курса юлчӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий, шупка-кӑвак шинеллӗ, илемлӗн ҫӑт-ҫӑт кӑна тӑракан мундирлӗ яп-яка та тап-таса офицерсем ҫине пӑхать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан Григорий еннелле ҫурӑмӗпе тӑрать; ҫатан урлӑ Григорий унӑн таса та илемлӗн хырса якатнӑ мӑйне, сарлака та усӑнчӑкрах хулпуҫҫийӗсене тата, вӑл арӑмӗ умнелле пӗшкӗнсен, — сарӑ мӑйӑхӗн пӗтӗрсе хунӑ вӗҫне курчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах сасартӑк тӗкӗр витӗр курӑнса кайнӑ сӑнӗ пачах урӑхла кӑтартрӗ: ҫав тери чечен, ачанни евӗр сӑн-питлӗ иккен вӑл, хура куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, тутисем вара, чун ҫунтармӗш, ытарма ҫук илемлӗн, йӑл-йӑл кулаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫаврака питлӗ, илемлӗн авӑнса тӑракан йӑм-хура куҫхаршиллӗ, ҫут-хӑмӑр куҫлӑ хӗр.Дочка с круглым личиком, с черными бровями, ровными дугами поднявшимися над светлыми карими глазами.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Вӑл ҫакӑн пек ҫынна юратма пултарнӑ-и вара? — шухӑшларӗ Крылатов, Марийка йӗлтӗрпе ҫӑмӑллӑн та илемлӗн пыни ҫине, унӑн малалла ӳпӗннӗ кӗлетки ҫине савӑнса пӑхса.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫеҫенхирте хӗвелӗн ҫап-ҫутӑ та хӗмлӗ хӗлхемӗсемпе пӗрле тӑрисем илемлӗн юрласа сарӑлать — ҫак ҫурхи юрӑсен пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Куҫӗсене телейлӗн йӑлтӑртаттарса, Оля утса пынӑ ҫӗрте Сергей ҫине пӑхса илемлӗн кулса илчӗ, вара, именсе, темле хӑравҫӑллӑрах ӑна телеграмма тӑсса пачӗ.Блестя глазами, Оля подарила Сергею очаровательную улыбку и, робея, протянула ему телеграмму.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӗтел ҫине илемлӗн ҫакса янӑ саспаллисем чӗнеҫҫӗ: «Ставрополь уй-хирӗсене — ем-ешӗл хӳтлӗхсем».Вывешенные красочно на столе буквы призывают: «Ставропольским полям — зеленую защиту».
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗрарӑмсем халь анчах Геройсем патӗнчен хӑпса кайрӗҫ, вӗсем ҫавӑнтах туратлӑ тулӑ патнех каясшӑнччӗ, вӗсен тимлӗхне сурах ӗрчетес ӗҫри ӑстаҫӑсем ҫавӑрса илчӗҫ; сурӑх ӗрчетекен фермӑна епле илемлӗн ӳкерсе илнӗ: вӗсен кӗтӗвӗсем, ҫӳремелли вырӑнӗсем, йыттисем, пӗчӗк вагонӗсем, чабанӗсем — пурте пур кунта!
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем хывӑннӑ чухне те васкамарӗҫ, чылай вӑхӑт тӗкӗр умӗнче тӑрса, хӑйсем йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнчӗҫ, юбкисене, кофточкисене тӳрлетрӗҫ, ҫӑм туприсене (качака ҫӑмӑнчен ҫыхнӑскерсене) хулпуҫҫийӗсем ҫине меллӗрех уртса ячӗҫ; пӗчӗк шура тутрисене якатнӑ ҫӳҫӗсем ҫамка ҫине тухса тӑмалла ҫыхрӗҫ; уйрӑмах Глашӑн ҫӳҫӗ, кӑшт ҫутӑрахскер, ылтӑн тӗслӗрехскер, тутӑр айӗнчен илемлӗн курӑнса тӑрать…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей, пирус туртса пӗтерсен те хӑй вырӑнӗнчех ларса, чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлама тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра куппене тӑваттӑмӗш пассажир кӗчӗ — вӑл таҫта, кӳршӗсем патӗнче, пулнӑ пулмалла: вал чылай ҫула ҫитнӗ кӗрнеклӗ, сарлака питлӗ, пысӑк та чакӑр куҫсемлӗ арҫын; илемлӗн касса айккисене хырса тасатнӑ ҫутӑрах хӗрлӗ сухаллӑ, уссисӗр; хӳхӗм ҫар тумне тӑхӑннӑ, сарлака хулпуҫҫи ҫинче полковник погонӗсем илемлӗн выртаҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.