Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен, ҫак чаплӑ концерта илемлӗн вӗҫлесе, «Нечада» ятлӑ шарманка, унпа пӗрле урамра юрласа ҫӳрекен хӗрарӑмӑн янравлӑ сасси илтӗнчӗ:
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах вӑл кӑвас пек хытӑ мар, уҫҫӑн та илемлӗн печӗ.Но не грубо, как стрелял квас, а тоненько, упруго, деликатно.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Монастырӗн сарлака башнисем ҫинчи кӗренрех тӗслӗ чул чӗнтӗрсем витӗр ҫурхи кӑвак пӗлӗт илемлӗн курӑнать.Голубое весеннее небо сквозило через розоватое каменное кружево на широких башнях монастыря.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ лашан илемлӗн каҫӑрӑлса тӑракан пуҫӗ хыҫӗнче ҫӑмламас ҫӗлӗке куртӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Яштака та ҫӳлӗ, йывӑр тайӑмлӑ ҫын, вӑл ман енне илемлӗн авӑнса пырать, тӗрлӗрен ыйтусем парать, хирӗҫ калассине кӗтмесӗрех, татти-сыпписӗр сӑмахлать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мускав пысӑк шывӑн пысӑк хули пулса, Атӑл парохочӗсем хӑйсен янравлӑ сассисене аслӑ столицӑн кӗрлевӗпе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн, хула патӗнчех тем анлӑш кӳлӗсем пулса ларнӑ, вӗсем хушшинче шур чултан тунӑ шлюзсен анфилади илемлӗн тӑсӑлнӑ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр енчен ҫеҫ пӳлӗм питӗ лайӑх — кунтан Мускав шывӗ ытарма ҫук илемлӗн курӑнать, хӗлле те вӑл пит илемлӗ, уйрӑмӑнах каҫ-кӳлӗм, ӗнтрӗк ҫути таҫтан инҫетрен килет те кӗрт хыҫӗсенче ҫаврака таса мӗлкесем пула-пула тӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катя аллине сулать, карчӑксем вара пуҫӗсене илемлӗн сулаҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951