Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.15 20:58

Предложений: 325; Слово: 3069

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ака уйӑхӗн 23-мӗш кунӗ Ромашовшӑн питӗ канӑҫсӑр та питӗ латсӑрла кун пулчӗ. Ирхине, вунӑ сехетсенче, подпоручик вырӑн ҫинчех выртатчӗ-ха, Николаевсен тиншӗкӗ — Степан килчӗ, Александра Петровнӑран пӗчӗк ҫыру кӳрсе пачӗ.

«Савнӑ Ромочка, — ҫырнӑччӗ вӑл, — паян пирӗн пӗрлехи менелник, эпӗ вара, эсир кун пирки маннӑ тенине пӗлес пулсассӑн та, пачах тӗлӗнмен пулӑттӑм. Ҫапла ара, ҫакӑн ҫинчен асилтеретӗп сире. Нимӗне пӑхмасӑр, эпӗ ҫапах та паян сире курасшӑн! Анчах саламлама кӑнтӑрла килсе ан ҫӳрӗр, тӳрех пиллӗк тӗлне ҫитӗр. Юманлӑха пикнике каятпӑр.

Сирӗн А. Н.»

Вуланӑ чухне ҫыру Ромашов аллинче чӗтӗрерӗ. Ӗнтӗ пӗр эрне хушши курман вӑл Шурочкӑн е ҫупӑрласа лӑпкакан, е тӑрӑхласа кулакан, е юлташла тимлӗ пулса каякан ҫепӗҫ те савӑк сӑнне, унӑн ачаш та пӑхӑнтаруллӑ ытарайманлӑхне хӑй ҫинче туйман. «Паян!» — терӗ ун ӑшӗнче савӑнӑҫпа ҫиҫекен пӑшӑлтату хавассӑн.

— Паян! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те Ромашов, ҫара урипеленех кравать ҫинчен урайне сиксе анчӗ. — Гайнан, ҫӑвӑнмалла!

Гайнан кӗчӗ.

— Ҫирӗн благороди, лере тиншӗк тӑрать. Пӗлесшӗн вӑл: хуравне ҫыратӑн-и?

— Япала-тӑк япала! — Ромашов куҫне чарса пӑрахрӗ те кӑштах кукленсе илчӗ. — Ссс… Ӑна чейлӗх памаллаччӗ ӗнтӗ, манӑн вара нимӗскер те ҫук. — Вӑл аптӑравлӑн тиншӗкӗ ҫине пӑхрӗ.

Гайнан анлӑн та савӑнӑҫлӑн кулкаларӗ.

— Манӑн та нимӗн ҫуккӑ!.. Санӑн ҫук, манӑн ҫук. Э, мӗнех унта! Капла та юрать ӑна.

Хӑвӑрттӑн мӗлтлетрӗ Ромашов пуҫӗнче ҫурхи хура каҫ, пылчӑк-лапрака, йӗпеннӗ йӑкӑрти ҫатан, — вӑл ун ҫумне ҫыпӑҫса тӑнӑччӗ, — Степанӑн тӗттӗмрен каланӑ сӳрӗк сасси: «Ҫӳрет, ҫӳрет кашни кун…» Асне килчӗ ӑна хӑйӗн тӳсме ҫукла вӑтанӑвӗ те. О, ҫирӗм пуслӑх кӗмӗлшӗн, пӗр ҫирӗм пуслӑхшӑн, мӗнле-мӗнле кӑна пулас ырлӑх-реххечӗсене паман пулӗччӗ халӗ подпоручик!

Ромашов питне аллисемпе турткалашуллӑн та хыттӑн пусса сӑтӑрчӗ, пӑлханнине пула ӗхлетсех те илчӗ-ха.

— Гайнан, — алӑк ҫинелле хӑравҫӑллӑн пӑхкаласа, пӑшӑлтатрӗ вӑл шӑппӑн. — Гайнан, эсӗ кай та кала ӑна, подпоручиксем каҫхине чейлӗх тем тесен те параҫҫех, те. Илтетӗн-и: тем тесен те.

Ромашова халӗ укҫасӑрлӑх нуши питӗ вирлӗн хӗссе лартнӑччӗ. Кредит ӑна пур ҫӗрте те пама чарнӑ: буфетра та, офицерсен тупӑш лавккинче те, офицерсен капиталӗнче те… Пухуран пурӗ те кӑнтӑрлахипе каҫхи апатсем ҫех илме май пур, вӗсене те пулин ҫутӑ эрехсӗр те ҫыртса ямаллисӗр кӑна. Унӑн, тӳррипе каласан, чейӗпе сахӑрӗ те ҫукчӗ. Ӑнсӑртлӑхӑн темле мӑшкӑллӑ вӑййине пулах-тӑр, пӗтӗмпе те пӗр пысӑк тимӗр савӑтлӑ кофе ҫеҫ тӑрса юлнӑччӗ. Сахӑрсӑр-мӗнсӗрех хастаррӑн лӗреплеттерет ӑна ирсерен Ромашов, ун хыҫӗнчен вара, шӑпа тивлетне ҫавнашкалах парӑнса, юлашки юлнисене Гайнан ӗҫе-ӗҫе ярать.

Халӗ те, акӑ, хура, ҫирӗп, йӳҫӗ шӗвеке питне-куҫне йӗрӗнӗҫлӗн пӗркелентере-пӗркелентере сыпнӑ майӑн, подпоручик хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗсем пирки тарӑн шухӑша путрӗ. «Хм… пӗрремӗшӗнчен, парнесӗр епле пырса кӗмелле-ха? Канфет-ши е перчетке-ши? Тепӗр тесен, вӑл миҫемӗш номер тӑхӑнни паллӑ мар. Канфетсем? Духи пулсан лайӑхрах ӗнтӗ: кунти канфетсем ниҫта юрӑхсӑр… Веер? Хм!.. Ҫапла, паллах, духи аванрах. Вӑл Эсс-буке юратать. Унтан пикникри тӑкаксем: лавшӑн, кайма та килме, калӑпӑр, — пиллӗк, Степана чейлӗх — тенкӗ! Ҫапла-с, Ромашов подпоручик господин, вун тенкӗсӗр эсир хӑтӑлаймастӑр».

Вара вӑл ӑсӗнче мӗнпур ресурса черетлеме тытӑнчӗ. Шалу? Анчах вӑл шӑп та лӑп ӗнер кӑна-ха укҫа ведомоҫӗ ҫине: «Тӗрӗс шутланӑ. Ромашов подпоручик», — тесе алӑ пусса хӑварсаччӗ. Унӑн пӗтӗм шалуне графасем тӑрӑх питех те йӗркеллӗн салатса, лартса тухнӑччӗ, вӗсен шутӗнчех уйрӑм вексельсемшӗн тытнисем те пурччӗ; подпоручикӑн вара пӗр пус илесси те пулмарӗ. Тен, малтанах ыйтса пӑхмалла? Хӑтланасса ку меслетпе вӑл сахалтан та вӑтӑр хут кӑна хӑтланнӑ-ха, анчах кашнинчех усӑсӑр. Казначейӗ Дорошенко штабс-капитанччӗ, — тӗксӗм те хаяр ҫын, пуринчен ытла «фендриксем» тӗлӗшпеле. Тӗрӗк вӑрҫинче вӑл аманнӑ пулнӑ, анчах чи мелсӗр те пархатарсӑр вырӑнтан — кӗлерен. Ун суранӗ пирки ялан йӗкӗлтешни те йӗплешни (ӑна вӑл пач та тарнӑ чухне мар, тапӑнма команда парас тесе, взвочӗ енне ҫаврӑннӑ вӑхӑтра лектернӗ) хӑйӗн ӗҫне тунӑ-тунах: вӑрҫа вӑл хаваслӑ та тулӑх кӑмӑллӑ прапорщик пулса кайнӑскер, унтан вӗчӗхӳллӗ те шӑртламас ипохондрикле таврӑннӑ. Ҫук, Дорошенко укҫа памасть, виҫҫӗмӗш уйӑх тӑтӑшшӑн «Тӗрӗс шутланӑ» тесе ҫыракан подпоручике — пушшех те.

«Анчах та пуҫа усмӑпӑр! — терӗ хӑйне хӑй Ромашов. — Мӗнпур офицера аса илсе тухӑпӑр. Ротнӑйсенчен пуҫлатпӑр. Йӗркипелен. Пӗрремӗш рота — Осадчий».

Ромашов умне тискер кайӑкла пӑхакан йывӑр куҫлӑ Осадчин тӗлӗнсе каймалла илемлӗ пичӗ тухса тӑчӗ. «Ҫук — кам кӑна пулмӗ-и те, анчах вӑл мар. Тем тесен те, вӑл мар. Иккӗмӗш рота — Тальман. Савнӑ Тальман: вӑл кирек ӑҫта та ӗмӗр-ӗмӗрех пӗрер тенкӗ сӗтӗрет, подпрапорщиксенчен те пулин. Хутынский?»

Ромашов шухӑша кайрӗ. Ачалла, шухӑ шут вӗҫсе илчӗ унан пуҫӗнче: каймалла та полк командирӗнчен кивҫен ыйтмалла. «Чухлатӑп! Малтан, хӑраса ӳкнине, шанках хытать пулӗ-ха, унтан урмӑшнӑран чӗтреме пуҫлӗ, кайран вара, мортирӑран пенӗ пекех, пӗрӗхтерӗ: «Мӗ-ӗн? Ҫӑвар уҫнӑ ан-н пу-ул! Тӑват талӑклӑха — гауптвахтӑна!»

Подпоручик ахӑлтатсах кулса ячӗ. Ҫук, пурпӗрех мӗнле те пулин май тупӑнатех, тупӑнать! Ҫавнашкал савӑнӑҫпа пуҫланнӑ кун ӑнӑҫсӑр пулма пултараймасть. Ӑна тытса илме ҫук, ӑна тавҫӑрса та илейместӗн, анчах вӑл таҫта шалта, ӑстӑн хыҫӗнче пурри яланах ним йӑнӑшсӑр сисӗнсе, палӑрса тӑрать.

«Дювернуа капитан? Кулӑшла чӗнеҫҫӗ ӑна салтаксем: Доверни-нога. Акӑ тата темӗнле Будберг фон Шауфус генерал пулнӑ, теҫҫӗ, — «Будка хыҫ цехауз» ят хунӑ ӑна салтаксем. Ҫук, Дювернуа хытӑ тата мана юратмасть — куна эп пӗлсех тӑратӑп…»

Ҫакнашкал мӗнпур рота командирне, пӗрремӗшӗнчен пуҫласа вунулттӑмӗш таранах, черетлесе тухрӗ вӑл, стройра маррисене те хӑвармарӗ, унтан, ассӑн хашлатса, кӗҫӗн офицерсем ҫине куҫрӗ. Ӑнӑҫлӑх пирки вӑл шанӑҫне ҫухатманччӗ-ха, ҫапах та тӗтреленчӗклӗн канӑҫсӑрланма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑках пӗр ят ҫиҫсе, ялтӑраса илчӗ унӑн пуҫӗнче: «Рафальский подполковник!»

— Рафальский. Эп вара пуҫ ватса ларнӑ!.. Гайнан! Сюртук, перчетке, пальто — халех!

Рафальский подполковник, тӑваттӑмӗш батальон командирӗ, питех те тӗлӗнтермӗшле ват хусахчӗ, полкра ӑна шӳтлесе, паллах, тата куҫ хыҫӗнче ӗнтӗ, Брем полковник, тетчӗҫ. Вӑл, мункунпа Ҫӗнӗ ҫулта официаллӑ йӗркене пырса кайнисӗр пуҫне, юлташӗсенчен нихӑшӗн патне те ҫӳреместчӗ, служба ӗҫӗсене вара ҫав тери тирпейсӗррӗн туса пыратчӗ, ҫакӑншӑн ӑна приказсенче тӑтӑшах выговорсем паратчӗҫ тата вӗренӳсенче асар-писер тустаратчӗҫ. Мӗнпур вӑхӑтне, вӑйне-халне, чӗрин юратупа та туртӑм-сулӑмпа салатӑнман хӑватне йӑлтах, пӗтӗмпех хӗрӗн савӑк та хӳхӗм кайӑкӗсене паратчӗ вӑл — вӗҫекеннисене, пулӑсене, тӑват ураллисене; вӗсем унӑн чӑннипех те нумаййӑнччӗ — хӑйне евӗр пысӑк зоопаркчӗ. Полк дамисем, лешӗ хӑйсем ҫине пӑхсах кайманнипе чунӗсенче тарӑхнӑскерсем, йӗрӗнсерех калаҫатчӗҫ вара, Рафальский патӗнче пулакансене ӑнланмаҫҫӗ-мӑн, унта пулма май та ҫук: «Ах, мӗнешкел ирсӗрлӗх вӑл, ҫав тискер кайӑксем! Ҫинчен тата, каланӑшӑн каҫарӑр та, — шшӑршӑ! фи!»

Брем полковник хӑйӗн пур пек пурлӑхне пӗтӗмпех кайӑкӗсемшӗн тӑкаклатчӗ. Ҫак тӗлӗнтермӗшле этем хӑйне май пур таран йӑлтах хытарса лартнӑччӗ: шинелӗпе мундирне хӑҫан тӑхӑнма пуҫланине турӑ ҫех пӗлетчӗ пулӗ, ҫывӑратчӗ мӗнле ҫакланнӑ — ҫаплалла, апатне вунпиллӗкмӗш рота хуранӗнчен ҫиетчӗ, хакне ҫапах та салтак тӳпине тивекен шайран чылай ытларах тӳлесе тӑратчӗ. Анчах юлташӗсене, уйрӑмах кӗҫӗн офицерсене, укҫи пур чухне, пӗчӗк кивҫенсӗр вӑл сайра кӑна хӑваркаланӑ. Тӗрӗслӗх хушса калама хистет: ӑна парӑм тӳлесси йӑлана кӗменччӗ, кулӑшла пеклӗн те шутланатчӗ-ха ку — ҫавӑншӑн-ҫке тӗлӗнтермӗш вӑл, ҫавӑншӑн Брем полковник.

Лбов евӗр, йӗркесӗр прапорщиксем ун патне икӗ тенкӗ кивҫен ыйтма кайнӑ чух ҫаплах калатчӗҫ: «Зоопарк курма каятӑп», — тетчӗҫ. Ку вӑл ватӑ хусакӑн чӗрипе кӗсйине ҫул хывассине пӗлтеретчӗ. «Иван Антоныч, ҫӗнӗ кайӑксем ҫук-и-ха? Кӑтартсамӑр, тархасшӑн. Эсир ҫакна пӗтӗмӗшпех ҫав тери илемлӗн каласа кӑтартатӑр…»

Ромашов та ун патӗнче сахал мар пулнӑ, анчах халлӗхе пайталӑх шухӑш-тӗллевӗсӗр: чӗрчунсене вӑл чӑннипех те темле уйрӑм, ачаш та туйӑмлӑ юратупа юрататчӗ. Мускавра, малтан кадет та кайран юнкер пулнӑ вӑхӑтсенче, цирка вӑл театртан чылай кӑмӑллӑрах ҫӳретчӗ, зоологи сачӗпе зоопарксене пушшех те ытларах кӑмӑллатчӗ. Ача чухнехи ӗмӗчӗ унӑн — сенбернарлӑ пулассиччӗ; халӗ вара вӑл, «лаша туянас шутпа, батальон адьютанчӗн вырӑнӗ пирки вӑрттӑн ӗмӗтленетчӗ. Анчах икӗ ӗмӗтне те пурнӑҫлама пӳрмен ҫав: ача чухне — ҫемйи ытла чухӑн пурӑннӑран, адъютант пулма вара ӑна, ахӑртнех, лартмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн «кӗлетке курӑмлӑхӗ» ҫук.

Вӑл килӗнчен тухрӗ. Ҫурхи ӑшӑ сывлӑш ун питне ачаш ҫепӗҫлӗхпе ҫупӑрларӗ. Ҫумӑр хыҫҫӑн тинтерех типшӗрнӗ ҫӗр ура айӗнче кӑмӑла килмелле пиҫӗлӗхпе ҫӑтлатать. Хӳме-карта урлӑ ҫӗмӗртсен шурӑ та сиреньсен кӗрен-кӑвак ҫӗлӗкӗсем урамалла ҫӑп-ҫӑран усӑна-усӑна аннӑ. Вӗҫме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр, нихӑҫан пулман вӑйпала темӗскер сарӑлчӗ те кайрӗ сасартӑк Ромашов кӑкӑрӗнче. Йӗри-тавралла пӑхса илсе тата урамра никам ҫуккине курса, кӗсйинчен вӑл Шурочка ҫыруне туртса кӑларчӗ, ӑна тепӗр хут вуласа тухрӗ те лешӗ алӑ пуснӑ тӗле тутисемпе хыттӑн-хыттӑн ҫыпӑҫрӗ.

— Савнӑ тӳпе! Савнӑ йывӑҫсем! — нӳрелнӗ куҫсемпе пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Брем полковник ҫӳллӗ симӗс решеткепе ҫавӑрнӑ карташӑн чи вӗҫӗнче пурӑнатчӗ. Калинкке ҫинче кӗскен ҫырса хуни пур: «Шӑнкӑравламасӑр кӗме юрамасть. Йытӑсем!!» Ромашов шӑнкӑравларӗ. Калинккерен ҫӳҫлемес, лӳппер, ҫывӑрса тӑртаннӑ тиншӗк тухрӗ.

— Полковник килте-и?

— Кӗрсемӗр, сирӗн благороди.

— Эс ҫапах та кайса пӗлтер малтан.

— Тем мар, ҫаплипех кӗрсемӗр. — Тиншӗк пӗҫҫине ыйхӑллӑн хыҫкаласа илчӗ. — Вӗсем кунашкалне юратмаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пӗлтерсе ҫӳренине.

Ромашов пӳрт патнелле кирпӗчрен хывнӑ ҫул хӗррипе утрӗ. Кӗтесрен шӑши тӗслӗрех, татӑк хӑлхаллӑ, ҫамрӑк, питех те пысӑк икӗ дог сиксе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри хыттӑн, анчах ыр кӑмӑллӑн вӗрсе ячӗ. Ромашов ӑна пӳрнисемпе чӑлтлаттарса кӑтартрӗ те, лешӗ вара, малти урисемпе е сылтӑмалла, е сулахаялла вӑлт та вӑлт сиккелесе, тата хытӑраххӑн вӗрме пикенчӗ. Юлташӗ унӑн, подпоручик хыҫӗнченех пыраканскер, сӑмсине тӑсса хунӑ та шинель аркине кӑсӑклансах шӑршла-шӑршла илет. Картиш вӗҫӗнче, сип-симӗссӗн тапса тухнӑ курӑк ҫинче, пӗчӗк ашак тӑрать. Вӑл, куҫӗсене хӗскелесе те хӑлхисене киленӗҫлӗн хускаткаласа, хӗвел питтинче тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет. Ҫакӑнтах чӑхсемпе тӗрлӗ тӗслӗ автансем, кӑвакалсемпе сӑмси ҫине мӑкӑлтасем ӳссе ларнӑ китай хурӗсем ҫӳреҫҫӗ; цесаркӑсем пырӗ тӗпӗ ҫурӑласлах кӑшкӑраҫҫӗ, капӑр кӑна кӑркка вара, хӳрине сарса пӑрахнӑ та, ҫуначӗсемпе ҫӗре чӗртерттерсе, ҫинҫе мӑйлӑ амисем таврашӗнче хӗрӳ хастарлӑхпа мӑнаҫлӑн ҫаврӑнкалать. Такана патӗнче ҫӗр ҫине хӑяккӑн кайса ӳкнӗ кӗренрех тӗслӗ тем пысӑкӑш йоркшир сысни выртать.

Шведсен сӑран курткине тӑхӑннӑ Брем полковник чӳрече умӗнче, алӑка кутӑн тӑратчӗ, ҫавӑнпа Ромашов кӗнине асӑрхамарӗ. Вӑл аллине кӗленче аквариума чиксе янӑччӗ те тем аппаланатчӗ. Брем хӑйӗн сухал пуснӑ, ҫӗр шапинчен тунӑ кивӗ куҫлӑхлӑ ырхан та вӑрӑм питне хыҫалалла ҫавӑртӑр тесе, Ромашовӑн икӗ хутчен хыттӑнах ӳсӗрсе илме тиврӗ.

— А-а, Ромашов подпоручик! Хаваспах ыйтатпӑр, хаваспах ыйтатпӑр… — терӗ Рафальский кӑмӑллӑн. — Каҫарӑр, алӑ памастӑп — йӗпе. Эпӗ, куратӑр-и, калам сире, ҫӗнӗ сифон вырнаҫтаратӑп-ха. Ӗлӗкхине ансатлатрӑм та, питӗ шеп пулса тухрӗ. Чей ӗҫетӗр-и?

— Тем пекех тав. Ӗҫсеттӗмччӗ ӗнтӗ. Эпӗ пӗр ӗҫпеччӗ-ха, полковник господин…

— Эсир илтнӗ-и: полка урӑх хулана куҫарас текен сас-хура ҫӳрет, — халь ҫеҫ татӑлнӑ калаҫӑва малалла тӑснӑ евӗр, калаҫрӗ Рафальский. — Эсир ӑнланатӑр-ха, эпӗ, калам сире, ҫав тери пӑшӑрханса ӳкнӗ. Хӑвӑрах шутлӑр, ну мӗнле куҫарса каяс ман хамӑн пулӑсене? Ҫурри вилсе пӗтет вӗт. А аквариум? Кӗленчесен тӑршшӗ — хӑвӑр пӑхсамӑр эсир — хӑлаҫ ҫурӑ-ҫке. Ах, паттюшки! — урӑх япала ҫине сиксе ӳкрӗ вӑл сасартӑк. — Мӗнлерех аквариум курнӑччӗ эпӗ Севастопольте! Шыв тӑмаллийӗсем… калам сире… туршӑн та, ак ҫак пӳлӗм пысӑкӑш, чулран, тинӗс шывӗ хӑй тӗллӗнех юхса кӗрет. Электричество! Ҫӳле хӑпарса тӑратӑн та ҫав пулӑ мӗнле пурӑннине пӑхатӑн. Белугӑсем, акулӑсем, скатсем, тинӗс автанӗсем — ах, ытарайманскерсемӗр манӑн! Е, калам сире, тинӗс кушакӗ: шутласамӑр, ак ҫакнашкал икерчӗ, диаметрӗ аршӑн ҫурӑсем, хӗррисене хускаткалать, ӑнланатӑр-и, ҫапларах акӑ, хумлӑн-хумлӑн, хыҫӗнче вара, сӑнӑ евӗр, хӳре… Икӗ сехетсемех тӑтӑм эпӗ… Мӗн пирки кулатӑр эсир?

— Каҫарӑр… Эпӗ тин ҫех асӑрхарӑм, — сирӗн хулпуҫҫи ҫинче шурӑ шӑши ларать…

— Ах, эсӗ, тӗктӑрмас, ӑҫта ҫитиех хӑпарнӑ! — Рафальский пуҫне ҫавӑрчӗ те тутине чуптунӑ чухнехи пеклӗн чаплаттарса илчӗ, сасси вара хӑйӗн, шӑп та лӑп шӑши чӗриклетнӗ евӗр, питех те ҫинҫен тухрӗ. Хӗрлӗ куҫлӑ пӗчӗк шурӑ кайӑк ун пичӗ патнех анчӗ, унтан, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтӗрене-чӗтӗрене, сӑмсипе ҫын сухалне тата ҫӑварне хыпкаланчӑклӑн тӗккелеме пуҫларӗ.

— Мӗнле лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем сире! — терӗ Ромашов.

— Ҫапла… пӗлӗҫҫӗ. — Рафальский ассӑн сывларӗ те пуҫне сулкаларӗ. — Эпир пӗлместпӗр ҫав вӗсене, акӑ ӑҫта ун инкекӗ. Ҫынсем йытта тем тума та вӗрентсе ҫитернӗ, лашана, калам сире, хӑй ҫумне хӑнӑхтарнӑ, кушака илештернӗ, анчах вӗсем мӗнлерех чӗрчунсем — куна эпир пӗлесшӗн те мар. Хӑшпӗр ӑсчах, калам сире, мур хирсе кайтӑринех ӑна, тахҫан-авалхи пӗр-пӗр ниме тӑман сӑмаха ӑнлантарма пӗтӗм пурнӑҫне хурать, ҫакӑншӑн ӗнтӗ ӑна тӑнран тухаслах чыслаҫҫӗ, чӗрӗллех ҫветтуй туса лартаҫҫӗ. Кунта вара… хуть ҫав йытӑсенех те илсемӗр эсир. Хамӑрпа юнашар чӗп-чӗрӗ, шутлакан, ӑслӑ-тӑнлӑ чӗрчунсен пурӑнаҫҫӗ, вӗсен психологине тӗпчес тесе, пӗр приват-доцент та пулин хӑтланса пӑхинччӗ хуть!

— Тен, мӗнле те пулин пысӑк ӗҫсемех пур пулӗ, анчах эпир вӗсене пӗлместпӗр кӑна мар-и? — хӑюсӑррӑн шут турӗ Ромашов.

— Ӗҫсем? Хм… паллах, пур, питӗ тӗплисемех те. Акӑ, пӑхӑр, манӑн та пулин — пӗр пӗтӗм библиотека. — Стена тӑрӑх лартса кайнӑ шкафсен речӗ ҫине аллипе кӑтартрӗ подполковник, — Ӑслӑн та чуна тивмелле ҫыраҫҫӗ. Пӗлӗвӗсем темӗн пысӑкӑшскер! Мӗнлерех хатӗр-хӗтӗрсем, мӗнлерех ҫивӗч ӑслӑ мел-меслетсем… Анчах пач та, пач та эп каланисем мар кусем! Нихӑшӗ те вӗсенчен, калам сире, йыттӑпа кушакӑн пӗр кунне те пулин, ну пӗр кунне ҫех пултӑр, тимлӗн тишкерсе, йӗрлесе тухмашкӑн тавҫӑрман, тӗллев тытман. Эсӗ ӑна кай та сӑнаса тӑр: мӗнлерех пурӑнать йытӑ, мӗн шутлать вӑл, мӗнле чееленет, мӗнле тертленет, мӗнле савӑнать. Итлесемӗр: клоунсем чӗрчунсеме мӗн тунине, мӗнле ӗҫленине курнӑ эпӗ. Шанках тӗлӗнетӗн!.. Гипнозах илер акӑ эсир, калам сире, суйине мар, чи-чи гипноза! Мана пӗр клоун Киевра, хӑна ҫуртӗнче, туса кӑтартрӗ те — тӗлӗнсех хытрӑм, ӗненме те май ҫук! Анчах та, хӑвӑрах шутлӑр, ку вӗт — клоун, клоун! Эхер те ҫакӑнпа нумай пӗлӳллӗ, йытсене ҫав тери ӑста тума пӗлекен, ӑслӑлӑх мелӗ-меслечӗсемпе усӑ куракан тишкерӳҫӗ, ҫутҫанталӑк тишкерӳҫи аппалансассӑнччӗ. О, мӗнлерех тӗлӗнмелле япаласем илтнӗ пулӑттӑмӑр эпир йыттӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗсем, ун кӑмӑлӗ, вӑл шут виҫине пӗлни ҫинчен, — сахал-и-мӗн унашкалли! Пӗр-пӗтӗм тӗнче-ҫке ҫакӑ, питех те пысӑк, интереслӗ тӗнче. Ну, акӑ, хуть те мӗн тейӗр, эпӗ вара, тӗслӗхрен, йыттӑн хӑй чӗлхи пуррине ӗненетӗп, калам сире, самаях анлӑ чӗлхе тата.

— Апла-тӑк мӗншӗн-ха вӗсем халиччен те ку енӗпе ӗҫлеме пуҫламан, Иван Антонович? — ыйтрӗ Ромашов. — Питех те ансат-ҫке ҫак!

Рафальский йӗпленчӗклӗн кулса ячӗ.

— Шӑп та шай ҫавӑнпа, — хе-хе-хе, — питӗ ансаттипе. Шӑпах ҫавӑнпалан. Кантра — ахаль явӑнкӑҫ ҫеҫ. Уншӑн пулсан, пӗрремӗшӗнчен, йытӑ — мӗскер вӑл? Ҫурӑм шӑммиллӗ, сӗтпе ҫитӗнекен, йытӑ йышӗнчи тискер кайӑк тата ытти те. Ку пӗтӗмпех тӗрӗс. Ҫук, йытӑ патне эсӗ ҫапах та ҫын патне, ача патне, шухӑшлакан чӗрчун патне пынӑ пек пыр. Чӑн, хӑйсен наукӑлла мӑнаҫлӑхӗпе вӗсем йыттӑн, калам сире, чун вырӑнне пӑс тесе шутлакан мушикрен нумай аякрах та мар.

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те, ҫилӗллӗн мӑшлатса та ӗхлете-ӗхлете, гуттаперча трубкӑна аквариум тӗпне вырнаҫтарма пикенчӗ. Ромашов пӗтӗм хӑватне пухрӗ.

— Иван Антонович, сирӗн пата манӑн питӗ те питӗ те пысӑк ыйту…

— Укҫа?

— Чӑн, сире чӑрмантарма та намӑс. Мана нумаях марччӗ, пӗр вун тенкӗсемччӗ. Час парса татма шантармастӑп, ҫапах…

Иван Антонович аллисене шывран кӑларчӗ те вӗсене алшӑллипе шӑлма тапратрӗ.

— Вуннӑшне пулать. Ытларах пултараймастӑп, вуннӑ вара пӗтӗм кӑмӑлранах. Сире ухмахланмашкӑн пулас ӗнтӗ? Ну, ну, ну, эпӗ шӳтлетӗп. Атьӑр.

Вӑл ӑна пилӗк-ултӑ пӳлӗмлӗ пӗтӗм хваттерӗ тӑрӑх хӑй хыҫӗнчен ертсе кайрӗ. Вӗсенче ни сӗтел-пукан, ни карӑсем ҫукчӗ. Сывлӑш вакла-тӗвекле тискер кайӑк пурӑнакан ҫӗрте пулакан ҫивӗч шӑршӑпа тулса ларнӑччӗ. Урайӗсем йӑлтах вараланса пӗтнӗ, вӗсем ҫинче урасем шуҫкаласа кӑна тӑраҫҫӗ.

Кӗтессене пур ҫӗре те будкӑсем, пуш тункатасем, тӗлсӗр пичкесем евӗр шӑтӑксемпе йӗнӗсем тӑва-тӑва вырнаҫтарнӑччӗ. Икӗ пӳлӗмре лӑс туратлӑ йывӑҫсем тӑратчӗҫ — пӗри вӗҫен кайӑксем валли те тепри сӑсарсемпе пакшасемшӗн, хайсем ятарласа хатӗрленӗ хӑвӑлсемпе те йӑвасемпе. Тискер кайӑксен ҫак ҫурчӗ-йӗрӗсене мӗнлерех лартса тухни тӑрӑхах тӑрӑшуллӑн шухӑшлани, чӗрчунсене юратни тата пысӑк сӑнавлӑх сисӗнсе тӑрать.

— Ҫак кайӑка куратӑр-и эсир? Йӗплӗ пралукпа питӗ йӑвӑ каркаласа пӳлнӗ пӗчӗк ӳпле ҫине пӳрнипе кӑтартрӗ Рафальский. Ҫав ӳплен стакан тӗпӗ пысӑкӑшах ҫурма ҫаврака алӑкӗнче тӗм-хура, ялтӑркка икӗ пӑнчӑ ҫиҫсе хӗмленет. — Ку вӑл пӗтӗм тӗнчере чи ҫӑткӑн, чи, калам сире, хаяр чӗрчун. Пӑсара. Ҫук, ан шутлӑр эсир, ҫав мӗнпур арӑсланпа пантера ун умӗнче — йӑваш пӑру. Арӑслан хӑйӗн пӗр пӑт ашне ҫисе янӑ та пӑрӑнса кайнӑ, — юлашкине шаккалсем мӗнлерех тӑпӑлтарнине ним кӗвӗҫӳсӗр пӑхать. Ку вара, савнӑ путсӗр, картана лексессӗн, пӗр чӑхха та чӗррӗн хӑвармасть — кашнийӗннех ак ҫакӑнтан, хыҫалтан, пӗчӗк мимме кӑшласа татать. Унсӑрӑн ниепле лӑпланмасть, йӗксӗк. Ҫитменнине тата, чи ютшӑнчӑк, мӗнпур тискер кайӑкран алла чи вӗренменни. У, эсӗ, ирсӗр!

Вӑл аллине пӳлмек ӑшне чикрӗ. Ҫаврака алӑкран ҫавӑнтах, ҫивӗч вӗҫлӗ шурӑ шӑлӗсене ҫиҫтерсе, ҫӑварне ейсе пӑрахнӑ пӗчӗк те хаяр сӑн-питлӗ пуҫ курӑнса кайрӗ. Пасара е сике-сике тухрӗ, е шала кӗре-кӗре пытанчӗ, хӑй вара вӗҫӗмсӗрех ҫилӗллӗн ӳсӗрекен сасӑпа хӑрлатрӗ.

— Куратӑр-и, мӗнлерех? Ҫулталӑк хушши ҫитерсе тӑратӑп вӗт-ха ҫавна…

Подполковник, ахӑртнех, Ромашов ыйтӑвӗ ҫинчен пачах манса кайрӗ пулас. Ӑна вӑл пӗр йӑва патӗнчен теприн патне иле-иле ҫӳрерӗ, хӑйӗн юратнӑ кайӑкӗсене кӑтартрӗ, вӗсем ҫинчен, сӑмах ырӑ та савӑк пӗлӗшсем пирки пынӑ чухнехи пеклӗн, питӗ хавхаланса та питӗ ӑшшӑн, вӗсен йӑли-йӗркисемпе кӑмӑлӗсене ҫав тери пӗлсе, кала-кала пачӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ахаль ҫыншӑн, ҫитменнине тата тӗттӗм кӗтесри пӗчӗк хулара пурӑнаканшӑн, унӑн самай йӗркеллӗ, самаях паха коллекциччӗ: шурӑ шӑшисем, кроликсем, тинӗс сыснисем, чӗрӗпсем, сӑварсем, кӗленче ещӗксенче темиҫе пуҫ наркӑмӑшлӑ ҫӗлен, темиҫе тӗрлӗ калта, икӗ мартышка-упӑте, хуп-хура тӗслӗ австрал мулкачӗ тата сайра пулакан, питех те хитре ангор кушакӗ.

— Мӗнле? Лайӑх-и? — кушак ҫине кӑтартса, ыйтрӗ Рафальский. — Чӑн-чаннипех те, калам сире, хӳхӗмскер, ҫапла-и? Анчах юратсах каймастӑп. Айван. Мӗнпур кушакран чи айванни. Акӑ каллех! — хавхаланса кайрӗ вӑл сасартӑк… Каллех ак сире хамӑр килти чӗрчунсен психики тӗлӗшпе тирпейсӗр пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳ. Мӗскер пелетпӗр-ха эпир кушак ҫинчен? А лашасем? А ӗнесем? А сыснасем? Пӗлетӗр-и, хӑшӗ калама ҫук ӑслӑ тата? Ку вӑл — сысна. Ҫапла, ҫапла, ан кулӑр эсир, — Ромашов кулма шутламанччӗ те, — сыснасем хӑрушла ӑслӑ.

Мӗнлерех япала шутласа тупнӑччӗ ман кабан пӗлтӗр. Пӑрака пӑтти илсе килсе паратчӗҫ мана сахӑр савӑтӗнчен, калам сире, пахча валли те сыснасем валли. Ҫавӑн вара, куратӑр-и мӗн, кӗтсе тӑмашкӑн чӑтӑмлӑх ҫитеймен. Лавҫӑ ман тиншӗк патне каять, ку тытать те шӑлсемпе пичке лӑккине туртса кӑларать. Пӑраки, пӗлетӗр-и, шаркаса юхать, ҫакӑ тӑнӑ та ӑнтан кайсах исленет. Э, ку мӗскер-ха: пӗр хутӗнче вӑл, хӑйне ҫапла вӑрӑпа тытсан, пӑкка туртса кӑларнипе кӑна та мар, ӑна пахчана илсе кайнӑ та йӑран хушшинех пытарса хунӑ. Ак вара, хайхи, сысна сире. Пытармасӑр каласан, — Рафальский хӑрах куҫне хӗсрӗ те питне чеен вылянтарчӗ, — пытармасӑр каласан, хам сыснасем пирки эпӗ пӗчӗк статья ҫыратӑп-ха… Анчах шш!.. вӑрттӑнлӑх… пӗр никама та. Меллех мар темле: мухтавлӑ вырӑс ҫарӗн подполковникӗ, хӑй сасартӑках — сыснасем ҫинчен. Манӑн халь йоркширсем-ҫке. Куртӑр-и? Кӑмӑлӑр пур-и, тухса пӑхатпӑр? Унта ман, картишӗнче, пурӑш та пур-ха, ҫап-ҫамрӑк, питех те чипер пурӑш чӗппи… Тухатпӑр-и?

— Каҫарӑр, Иван Антонович, — турткаланкаларӗ Ромашов, — Эпӗ хаваспахчӗ. Анчах та, тупата туршӑн, вӑхӑчӗ ҫук.

Рафальский ал лаппийӗпе хӑйне ҫамкинчен ҫапса илчӗ.

— Ах, паттюшки! Туршӑн та, каҫарӑр эсир мана. Эпӗ, ватсупнӑ, пакӑлтатсах кайнӑ… Ну, ну, ну, утрӑмӑр хӑвӑртрах.

Вӗсем пӗчӗкҫеҫ, ҫап-ҫара пӳлӗме кӗчӗҫ, унта, походра илсе ҫӳрекен, тӗпӗ, кимӗнни пек, усӑнса аннӑ, лутра краватьсӗр тата каҫхи сӗтелпе пукансӑр пуҫне, урӑх нимӗскер те ҫукчӗ. Рафальский сӗтелли сунтӑхне уҫрӗ те укҫа туртса кӑларчӗ.

— Сирӗншӗн тӑрӑшма питех те хавас, подпоручик, питех те хавас. Ну, вӑт… мӗнле тав тата унта!.. Пустуях… Эпӗ хавас… Вӑхӑтӑр пур чухне кӗркелӗр. Калаҫӑпӑр.

Ромашов урама тухайрӗ ҫеҫ, ҫавӑнтах Веткин ҫине пырса та тӑрӑнчӗ. Павел Павловичӑн мӑйӑхӗ шуххӑн тӑрмаланнӑччӗ, шукӑльлӑхшӑн хӗррисене пусса лапчӑнтарнӑ карттусӗ, маттуррӑн тайӑлса, хӑяккӑн ларнӑччӗ.

— А-а! Гамлет принц! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Веткин. — Ӑҫтан тата ӑҫталла? Фу, шуйттан, менелник ҫынни пекех ҫиҫетӗр эсир.

— Шӑп та шай менелник ҫынни эп, — кулкаларӗ Ромашов.

— Ҫапла-и? Чӑн та тӗрӗс-ҫке: Георгий те Александра. Питех те чаплӑ. Хӗрӳллӗн ытакласа лартмашкӑн ирӗк парсамӑр!

Вӗсем ҫакӑнтах, урамрах, хыттӑн-хыттӑн чуптӑвӑшрӗҫ.

— Тен, ҫак ятпалан пухӑва кӗретпӗр? Пирӗн аристократла тусӑмӑр Арчаковский пек каласан, тӑрӑнтарар пӗрер хутчен сӑнӑсене? — сӗнчӗ Веткин.

— Пултараймастӑп, Павел Павлыч. Васкатӑп. Тепӗр тесен, эсир паян ӗрӗхкеленӗ те пулас ӗнтӗ?

— О-о-о! — Веткин янахне пӗлтерӗшлӗн те мӑнаҫлӑн ҫӳлелле кӑнтарчӗ. — Питех те вӑйлӑ комбинаци туса ирттернӗ эпӗ паян, ӑна курсан, ӑмсаннипе, кирек мӗнле финанс министрӗн те ӑшӗ ыратса каймалла.

— Ҫапах та?

Веткинӑн комбинацийӗ питех те ансаттӑн пулса тухнӑ, анчах ӑс ҫивӗчлӗхӗсӗр те мар, ҫитменнине, тӗл ӗҫне унта полк ҫӗвӗҫи Хаим тунӑ. Веткин ӑна, мундирлӑ мӑшӑр илнӗ тесе, хут ҫырса панӑ, чӑннипе вара тавҫӑруллӑ Павел Павлович ҫӗвӗҫрен мундир мар, вӑтӑр тенкӗ укҫа халлӗн илнӗ.

— Юлашкинчен эпир иксӗмӗр те кӑмӑллӑ юлтӑмӑр, — калаҫрӗ савнӑҫпа ҫиҫекен Веткин, — жид та кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн вӑтӑр тенки вырӑнне тум-юм кассинчен хӗрӗх пиллӗкӗшнех илет, эпӗ те кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен пухура паян ҫав мӗнпур выля пӗлнӗ-пӗлмене лайӑх кӑна ӑшалатӑп. Мӗнле? Меллӗ майлаштарнӑ-и?

— Меллӗ! — килӗшрӗ Ромашов. — Тепрехишӗн шутрах тытса тӑрӑп. Ҫапах та сыв пулӑр, Павел Павлыч. Телейлӗ карт сунатӑп.

Вӗсем уйрӑлса кайрӗҫ. Анчах тепӗр минутранах Веткин юлташне чӗнсе чарчӗ. Ромашов хыҫалалла ҫаврӑнчӗ.

— Тискер кайӑксем куртӑр? — пуҫ пӳрнипе Рафальский ҫурчӗ ҫинелле хулпуҫҫи урлӑ кӑтартса, вӑлтарах ыйтрӗ Веткин.

Ромашов пуҫне сӗлтрӗ те:
— Брем пирӗн лайӑх ҫын. Ҫав тери ырӑ! — терӗ ӗненӗҫлӗн.

— Мӗн каласси! — килӗшрӗ Веткин. — Анчах та — псих!

Сайт:

 

Статистика

...подробней