Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ӗҫ тӗлӗшӗнчен чӗлхене ҫыртса ҫӳретпӗр тесе, пӗр сӑмах та пулин лапӑртатсан, пирӗн ҫав вырӑнтах вилсе выртмалла пултӑр.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вилнӗ пек выртмалла.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем пушӑ выртмалла мар, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Сывлава 3 ҫеккунт тытса тӑмалла, унтан сывласа кӑларнӑ чухне малтанхи пек майланса выртмалла.
Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
4. Ҫурӑм ҫине выртмалла, алӑсене пуҫ айне хумалла.
Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Ӳтри шатра-пӳрленчӗксене те каҫхине ҫак маҫа хурса марльӑпа ҫыхса выртмалла.
Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Хӗвел енне пуҫпа выртмалла мар, ҫурӑм ҫинчен — хырӑм ҫине, сылтӑм аяк ҫинчен сулахаййи ҫине ҫаврӑнмалла.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Апатчен ҫур сехет маларах тӳрех ӗҫсе ямалла та выртмалла.
Панкретит чухне // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
1. Йывӑҫ ҫумне кукленсе ларӑр, ҫурӑм шӑммипе йывӑҫ вуллине «тӗревлӗр», алӑсем чӗркуҫҫи ҫинче ирӗклӗн выртмалла.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ҫак ваннӑра кашни кунах 15-20-шер минут выртмалла.
Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Ҫак шыва хушнӑ ваннӑра 20 минут выртмалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Ирхине пӳлӗме кӗретчӗ те: «Леня, тӑрас пулать, ҫывӑрса выртмалла мар, эпӗ хам ҫине хӗвел ӳкермен! Паян пыл хурчӗсене пӑхмалла», — тетчӗ...
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫӗр выртмалла кайнӑ походсем, экскурсисем, спектакльсемпе концертсем, Хусан циркӗ, танк училищи...
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Ҫак настойкӑпах сиенленнӗ ал-урана сӑтӑрмалла, унтан ӑшӑ чӗркенсе выртмалла.
Инсульт хыҫҫӑн // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
1. Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ — 2. пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсен те ӳт кастарман паттӑрсемпе выртмалла мар-и, лешӗсем ҫӗр тӗпне хӑйсен ҫар кӑралӗпе аннӑ, хӗҫне пуҫ айне хунӑ, кусен вара хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗ хӑйсен шӑммисем ҫине юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, вӑйлӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн валли тулӑпа урпа ил, тата лапчӑк пӑрҫа, тата ясмӑк, тата вир, тата пӑри ил, ҫакна пурне те пӗр савӑта яр, ҫакӑнтан ху валли ҫӑкӑр пӗҫер, миҫе кун аяку ҫинче выртмалла санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӑкӑр пӗҫер; ӑна эсӗ виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун ҫийӗн.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр: 3. хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр; 4. хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла; 5. хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та чир паллисем пуҫлансан килте выртмалла мар, больницӑна каймалла.
Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04