Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать

Автор: Роза ВЛАСОВА

Источник: «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Добавлен: 2016.06.04 16:51

Предложений: 151; Слово: 1185

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Леонид Федорович Фадеев

1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Атӑльялта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, парти шкулӗнче вӗреннӗ. Бригадирта, колхоз председателӗнче, совхоз директорӗнче, тӗп агрономра, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗнче тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ /1998/, ӗҫ ветеранӗ. Ачаранпах сӑвӑсем ҫырать. Пӗрремӗш сӑвви 1962 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Паллӑ чӑваш композиторӗсем унӑн 200 ытла сӑввипе юрӑ хайланӑ. «Пурӑнар-и, тусӑм, юратса», «Чӗререн юрататӑн пулсан», «Пурнӑҫ ҫулӗ», «Сирӗнпе яланах» кӗнекесен авторӗ.

— Леонид Федорович, калӑр-ха, мӗнле пурӑнать ял поэчӗ?

— Паян эпӗ лайӑх пурӑнатӑп. Ман пирки калемҫӗсем яланах ял поэчӗ тесе ҫыраҫҫӗ. Эпӗ хама чӑннипех ял поэчӗ тетӗп. Мӗншӗн? Атӑльял — манӑн ҫӗршыв, манӑн тӗнче. Эпӗ ӑна юрататӑп. Ял пурнӑҫне килӗштернӗренех ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшатӑп. 20 ҫул каялла, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта, яла илсе ҫитерекен ҫула асфальт сартартӑм. Ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, клуб тутарнӑ ҫӗре те хастар хутшӑнтӑм. Ялта пурӑнмашкӑн ял ҫынни пулса ҫуралмалла. Мӑшӑрӑмпа Лидия Андреевнӑпа выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк тытатпӑр, пыл хурчӗсем усратпӑр, пахчара тӑрмашатпӑр. Ялта пурӑнма лайӑх. Ирӗклӗ вӑхӑт тупӑнсан йывӑҫа эрешлесе касса кӑларатӑп, картинӑсем ӳкеретӗп. Аннен, мӑшӑрӑн портречӗсене, Атӑла сӑнланӑ эпӗ. «Эпӗ телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ», — тетӗп яланах. Мӗншӗн тесен шухӑшлани яланах пурнӑҫланса пырать.

— Эсир ҫырма хӑҫан пуҫланӑ?

— Шкулта вӗреннӗ чухнех, 17-рех, сӑвӑсем хайлама тытӑннӑ. Ун чухне писательсем, поэтсем, ученӑйсем, лайӑх ӗҫлекен председательсем шкулсене тӗлпулусене тӑтӑшах пыратчӗҫ. Сӑвви-хайлавне вулатчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхӗнчен, лайӑх ҫырма пултарнинчен тӗлӗнеттӗм. Ҫамрӑк чухне Сергей Есенин сӑввисене вулама питӗ юрататтӑм та /вӑл та ял поэчӗ вӗт!/ — хамӑн та ун пекех шӑрҫалас килетчӗ. Анат Кӗнер шкулӗнче пире чӑваш чӗлхипе литературине Ольга Оборина вӗрентетчӗ. Пӗррехинче хамӑн сочиненине сӑвӑпа пуянлатрӑм. «Санӑн сӑвӑ ҫырассине малалла аталантармалла, пултаратӑн эсӗ», — сӗннӗччӗ Ольга Николаевна. Унӑн пуҫарӑвӗпе эпир тӗрлӗ ташӑ вӗреннӗччӗ. Учительсемпе вальс ҫаврӑнаттӑмӑр. Пӗри, Белов хушаматли, купӑс вӑйлӑ калатчӗ. Манӑн та ун пек вӗренес килетчӗ. Кӑмӑлӑма сиссе анне Анастасия Тимофеевна аллӑ тенкӗ пачӗ. «Купӑс туян», — терӗ. Купӑсне илсен киле ҫын ан куртӑр тесе ҫырмасем тӑрӑх килтӗм. Ун чухне халӑх чухӑнччӗ те — купӑс чи кирлӗ япала пулман. Килте купӑса турткаласа ларнӑ чухне аттен шӑллӗ Николай Григорьевич пырса кӗчӗ те анне умӗнчех: «Ялта туй та, ӗҫкӗ-ҫикӗ те нумай пулать, халӗ ӗнтӗ купӑс каласа выҫӑ та, урӑ та ҫӳремӗн», — терӗ. Ҫак сӑмахсем чӗрене кӗрсе юлчӗҫ. «Нихӑҫан та ӗҫкӗҫ пулмӑп», — сӑмах патӑм хама. Ачалӑхӑма аса илес-тӗк, шӑллӑм Анатолий ялан кӗнеке вулатчӗ, вӗренме кайма ӗмӗтленетчӗ. «Кӗҫӗнни каять-тӗк — санӑн, аслин, киле юлмалла. Санӑн вӗренме те кирлӗ мар, ялта ӗҫ темӗн чухлех», — терӗ анне. Вӑл питӗ хитре, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ, ӗҫчен хӗрарӑмччӗ. Атте вӑрҫӑра вилнӗрен ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ вӑл. Ӑна икӗ ачапах качча илес текен нумай пулнӑ. «Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла. Икӗ ҫемье тумастӑп, аҫӑр юратӑвне ӗмӗрӗпех упрӑп», — терӗ вӑл пӗррехинче шӑллӑмпа иксӗмӗре. Сӑмахне тытрӗ, пӗтӗм пурнӑҫне пире тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерессине халалларӗ. Ӗҫе юратма, ӑна тӗплӗ тума, тӑвана кӑна мар, ытти ҫынна та хисеплеме вӗрентрӗ. Эпӗ ӗмӗрӗпех тӑван ҫӗре юратрӑм. Унӑн илемне ытараймасӑр хам сисмесӗрех сӑвӑ-юрӑ тӗнчине кӗрсе ӳкрӗм.

— Малтанхи сӑввӑрсем мӗн ҫинчен?

— Ҫут ҫанталӑк илемӗ, ӳсентӑран тӗнчи, ҫӗр анне пуянлӑхӗ пирки. Сӑввӑмсене тетрадь ҫине ҫыркаласа пыраттӑм. Шомик шкулӗн учительници Лидия Кваскова пӗррехинче: «Мӗншӗн никама та кӑтартмастӑн, тен, пичетлеме май пур? Илсе кил-ха тетрадьне», — терӗ. Пӑхса тухрӗ те хӑйӗн хӗр тусӗпе Мария Ухсайпа калаҫса пӑхма шантарчӗ. Эпир ун патне Шупашкара кайрӑмӑр вӗт. «Сӑввисем лайӑх, анчах кӑштах юсамалла. Юсасан, тен, журналсенче пичетлеме май килӗ», — тенӗччӗ Мария Дмитриевна. Анчах тепӗр ҫур ҫултан Мария Ухсай ҫӗре кӗчӗ... Пӗрре мана Хура тинӗс хӗрринче канма тӳр килнӗччӗ. Ун чухне тин ҫеҫ авланнӑччӗ-ха. Мӑшӑр киле юлнӑччӗ. Тинӗс хӗрринче хӗвелпе хӗртӗннӗ хушӑра «Чӗререн юрататӑн пулсан» сӑвӑ ҫыртӑм. «Кунтан лайӑх юрӑ пулмалла», — тесе ӗмӗтлентӗм. Хавхаланупа ҫунатланнӑран сӑвва мӑшӑрӑма ярса патӑм. «Кунта эпӗ ир пуҫласа каҫчен ӗҫлетӗп, вӑл тинӗс хӗрринче юрату сӑввисем ҫырса выртать», — тарӑхса кайнӑ арӑм, ҫырӑва вуласанах ҫурса тӑкнӑ. Юрать, сӑвви тетрадь ҫинче те упранса юлнӑ! Ҫавӑн хыҫҫӑн Юрий Сементерпе тӗл пултӑмӑр. Унпа ларса калаҫни маншӑн хӑйнеевӗр университет пекех пулчӗ. Юрий Семенович сӑвӑ техники ҫинчен нумай ӑнлантарчӗ. «Классиксене вуласа вӗренмелле», — терӗ. Пӗрре радиопа «Чӗререн юрататӑн пулсан» юрра пачӗҫ. Ӑна Юрий Мясников композитор хайланӑ. Юрлаканӗ — Клара Чекушкина. «Санӑн юрра юрлаҫҫӗ вӗт. Атя, ҫине тӑрсах ҫырас пулать», — сӗнчӗ Юрий Сементер. Унтан Юрий Жуков композиторпа ҫыхӑну тытма пуҫларӑмӑр. «Чӗререн юрататӑн пулсан» юрра итлекенсем ыйтнипе радиопа час-часах паратчӗҫ. Ҫут ҫанталӑка юратмасан, унпа калаҫмасан, ӑна туймасан нимӗн те ҫырӑнмасть. Каярах «Хирти чечексем», «Агроном утса тухрӗ хире», «Каҫ пулсассӑн яланах ҫапла», «Пурнӑҫ пӗрре» тата ытти юрӑ ҫуралчӗ. Манӑн сӑввӑмсемпе ҫырнӑ юрӑсене Иван Христофоров, Клара Чекушкина, Маргарита Туринке, Рена Грачева, Алина Михайлова тата ыттисем юрлаҫҫӗ. Эпӗ Юрий Жуков, Анатолий Печников, Андрей Галкин, Владимир Иванов композиторсемпе ӗҫлетӗп. Раҫҫей композиторӗ Игорь Тальков та ман пата ҫыру янӑччӗ. Эпӗ ӑна «Карусель», «Твои любимые цветы», «Земляника» сӑвӑсем ярса патӑм.

— Паян мӗн ҫыратӑр?

— Паянхине калама юрать-ши? Ачасем валли ӳкерчӗклӗ, сӑвӑллӑ кӗнеке кӑларасшӑн. Атӑльял историне те ҫырса пӗтернӗпе пӗрех. Эпӗ ытларах ҫӗрле ҫыратӑп. Культура институтӗнчи преподавательпе Эльза Кузьминичнӑпа «Шупашкар», «Халӗ мана асӑрхамарӑн», «Пурӑнар-и, курланкӑри мӑйӑр пек» юрӑсем ҫыртӑмӑр. Сӑмах май, эпӗ чечексене питӗ юрататӑп. Уйрӑмах — хиртисене. Мана уншӑн хӑй вӑхӑтӗнче сӑмах та тивнӗччӗ. «Хирти чечексем» юрӑ тухсан Петӗр Ялкир поэт радиопа: «Юрри питӗ лайӑх-ха. Анчах тӗп агрономӑн уй-хирӗнче пӗтӗмпех чечексем-ши?» — тенӗччӗ. Эпӗ ун чухне ЧР Ял хуҫалӑх министерствин тӗп агрономӗнче ӗҫлеттӗм.

— Халӗ ӗнтӗ манӑн ирӗксӗрех тепӗр ыйту ҫуралчӗ. Сире агроном пулнӑ май паян хӑшпӗр хирте хытхура ашкӑрни пӑшӑрхантарать-и?

— Сӑввӑмсенче те кун пирки хурланса ҫырнӑччӗ эпӗ. Эпир ӗҫленӗ чухне пӗр уя та сухаламасӑр хӑварман. Электричество юпи тавра та кӗреҫепе чавса, кӗреплесе тырӑ акнӑ. Самана ылмашӑнать. Лайӑхланать пулӗ-ха. Акма пуҫлаҫҫех, халӗ саккунсене те хытарчӗҫ. Паянхи ӳкерчӗк чуна ыраттарать паллах. Анчах эпир куляннипе нимӗн те пулмасть.

— Сире аннӗр: «Ачам, тата лайӑх сӑвӑсем ҫыр», — тесе пиллесе хӑварнӑ. Аннӗр пехилӗ пурнӑҫланса пырать пек-и?

— Анне ман сӑвӑсене вулама питӗ юрататчӗ. «Кирлӗ мар ӗҫпе аппаланатӑн», — тесе нихӑҫан та каламан. Вӑл ман сӑвӑсене техӗмлентерекенни пулнӑ. Кӗнеке кӑларсан пӳрт умӗнчи каска ҫине ларса ӑса хыватчӗ. Хӑшӗсене темиҫе хут та вулатчӗ. Ялти ҫынсем пухӑнсан сӑввӑмсене вуласа паратчӗ. Вара вӗсем калаҫса ларатчӗҫ, сӳтсе яватчӗҫ. Анне пехилӗ пурнӑҫланса пырать. Халӗ те ҫыратӑп ав. Мана пулӑшса пыраканни те, тен, вӑлах? Сӑмах май, аннен каски халӗ те пур. Ун ҫине ларса канма кӑмӑллатӑп. Ырӑ-ырӑ шухӑшсем пуҫа килеҫҫӗ вара...

— Ҫырма мӗн хавхалантарать?

— Тӗп агрономра ӗҫленӗ тапхӑрта республикӑри хуҫалӑхсене кайсан: «Сирӗн юрӑсем питӗ лайӑх. Тата ҫырӑр», — тетчӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ хавхалантаратчӗ. Халӗ ял-йыш, мӑшӑрӑм, ачасем ҫунат хушаҫҫӗ. Ялти пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекенсем манӑн юрӑсене шӑрантараҫҫӗ. Хӗпӗртетӗп куншӑн. Мӑнукӑмсем те музыкӑна кӑмӑллаҫҫӗ. Есенийӑна пианино туянса патӑмӑр. «Кукаҫи, санӑн сӑввусемпе юрӑсем ҫырма пуҫлатӑп», — тет вӑл мана, ватӑ ҫынна. Чирлес марччӗ, татах ҫырасчӗ тесе пурӑнатӑп халӗ.

Хаклав

Юрий Сементер, Чӑваш халӑх поэчӗ:

— Ан тив, алмаз эрешӗ пек ан ҫиҫчӗр унӑн сӑввисенчи йӗркесем, аякри ҫӑлтӑррӑн ан йӑлтӑртатчӑр. Леонид Фадеевӑн сӑввисенче — ҫӗр еннелле усӑнса тӑракан пучах сулмаклӑхӗ, халӑх пӳлмине кӗнӗ ылтӑн тырӑ мӑнаҫлӑхӗ. Юрӑ сӑввипе кӗвви пек ҫыхӑнуллӑ пултӑрччӗ пурнӑҫпа поэзи пӗрлӗхӗ!

Лидия Фадеева, Леонид Федоровичӑн мӑшӑрӗ:

— «Лӑпӑртатса ан лар-ха!» — тетӗп ӑна тепӗр чухне. Кайран вулатӑп та — йытӑ хам-хам вӗрни те лайӑх! Унӑн сӑввипе ҫырнӑ «Кая юлнӑ чечексем» юррине эпир хорпа юрлатпӑр, эпӗ вара «Сарӑ тулӑ» ятлине килӗштеретӗп. Манӑн мӑшӑр эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Кӑмӑлӗ ырӑ, хӑй ӗҫчен. Хуняма ҫирӗп пулнӑ пирӗн. Ирхине пӳлӗме кӗретчӗ те: «Леня, тӑрас пулать, ҫывӑрса выртмалла мар, эпӗ хам ҫине хӗвел ӳкермен! Паян пыл хурчӗсене пӑхмалла», — тетчӗ... Леня сӑввисене тахӑш вӑхӑтра ҫырать, эпӗ курмастӑп та, сисместӗп те. Вӑл пӗлет манӑн кӑмӑла... Кӑнтӑрла юрату ҫинчен ҫырса ларсан пурнӑҫ пулмасть... Юрату каҫхине пулмалли ӗҫ, кӑнтӑрла вара — ӗҫлемелле. Атту хуҫалӑху йӑлт юхӑнать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней