Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Йыш 35

Раздел: Библи –> Йыша шутлани

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.29 12:52

Предложений: 12; Слово: 592

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр: 3. хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр; 4. хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла; 5. хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла. 6. Эсир левитсене паракан хуласенчен улттӑшӗ хӳтлӗх хуласем [пулӗҫ], ҫын вӗлерекене унта тарма ирӗк парӑр; кусемсӗр пуҫне левитсене тата хӗрӗх икӗ хула парӑр: 7. левитсене сирӗн мӗнпурӗ хӗрӗх сакӑр хула памалла, хула ҫумӗнчи уй-хирсене те памалла. 8. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗнчен хуласем панӑ чухне пысӑкрах ҫӗрӗнчен — нумайрах, пӗчӗкрех ҫӗрӗнчен сахалрах парӑр; левитсене хуласем уйӑрса панӑ чухне кашни йӑх хӑй илес еткерлӗхне кура уйӑрса патӑр, тенӗ.

9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 11. хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр; 12. ҫын вӗлерекене халӑх сучӗ умне тӑратиччен ан вӗлерччӗр тесе, ҫав хуласем [юншӑн] тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулӗҫ. 13. Эсир паракан хуласем, хӳтлӗх хуласем, сирӗн улттӑ пулмалла: 14. виҫӗ хулине Иорданӑн ҫак енче парӑр, виҫӗ хулине Ханаан ҫӗрӗнче парӑр; вӗсем хӳтлӗх хуласем пулмалла; 15. ҫакӑ ултӑ хула Израиль ывӑлӗсемшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та, сирӗн пата пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ кашни этем унта тарса кайма пултартӑр.

16. Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 17. кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 18. вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 19. юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать; 20. кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет, 21. е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.

22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.

29. Сирӗн ӑрӑвӑрсемшӗн, сирӗн пур килӗрсемшӗн ҫакӑ ҫирӗп йӗрке пултӑр. 30. Кам та кам ҫын вӗлерчӗ пулсассӑн, ҫын вӗлерекене кӳнтеленсем кӑтартнӑ тӑрӑх вӗлермелле, анчах ҫынна вилӗм аллине пама пӗр кӳнтелен ҫеҫ ҫителӗксӗр. 31. Ҫын вӗлерекен чунӗшӗн тӳлев ан илӗр, вӑл вилӗмшӗн айӑплӑ, ӑна вилӗм аллине памалла; 32. хӳтлӗх хулана тарса пытаннӑ ҫынна та тӳлесе ан илӗр, [аслӑ] священник виличчен ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк памалла мар. 33. Хӑвӑр [пурӑнас] ҫӗре ан ирсӗрлетӗр; юн ҫӗре ирсӗрлетет, ҫӗр хӑй ҫине тӑкӑннӑ юнран ҫак юна тӑкнӑ ҫыннӑн юнӗпе ҫеҫ тасалать. 34. Хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре ирсӗрлетме юрамасть, унта Эпӗ пурӑнатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней