Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 32

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:43

Предложений: 32; Слово: 641

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Вуниккӗмӗш ҫулта, вуниккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! фараоншӑн, Египет патшишӗн, хӳхлеме пуҫла, кала ӑна: эсӗ халӑхсем хушшинчи ҫамрӑк арӑслан пек, тинӗссенчи тискер кайӑк пек: ҫырмусенче ывтӑнатӑн, урупа шывсене пӑтрататӑн, вӗсен юхӑмне пӳле-пӳле лартатӑн. 3. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йышлӑ халӑхсен пухӑвӗнче сан ҫине Хамӑн танатана ывӑтӑп та, вӗсем сана Манӑн тетелӗмпе туртса кӑларӗҫ. 4. Сана ҫӗр ҫине кӑларса ывӑтӑп, уҫӑ хире пӑрахӑп сана, сан ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк вӗҫсе анӗ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи тискер кайӑк санпа тӑранӗ. 5. Санӑн ашна тусем тӑрӑх ывӑтса тухӑп, айлӑмсене санӑн виллӳсемпе тултарӑп. 6. Эсӗ ишсе ҫӳренӗ ҫӗре ту тӑррине ҫитиччен санӑн юнупа шӑварӑп; лупашкасем санпа тулса ларӗҫ. 7. Эсӗ сӳнсессӗн, тӳпене хупса лартӑп, унӑн ҫӑлтӑрӗсене тӗттӗмлетӗп, хӗвеле пӗлӗтпе хупӑрлӑп, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ҫутатаймӗ. 8. Тӳпере ҫутатса тӑракан мӗнпур ҫутта сан тӗлӳнте тӗттӗмлетӗп, ҫӗрӳ ҫине сӗмлӗх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

9. Эсӗ пӗтни ҫинчен халӑхсене, ху пӗлмен ҫӗрсене пӗлтерӗп те тӗрлӗ халӑх чӗрине хӑратса пӑрахӑп. 10. Санӑн ятупа нумай халӑха сехӗрлентерӗп, вӗсен патшисен умӗнче Хамӑн хӗҫӗме силлесессӗн, сан ҫинчен илтсе, вӗсем ҫӳҫенсе илӗҫ те эсӗ пӗтес кун самантсерен хӑйсен чунӗшӗн чӗтресе тӑрӗҫ. 11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сан патна Вавилон патшин хӗҫӗ ҫитӗ. 12. Сан халӑху вӑйлисен хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗ; вӗсем пурте — халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, вӗсем Египет мӑнаҫлӑхне аркатӗҫ, унӑн пӗтӗм йышӗ тӗп пулӗ. 13. Унӑн аслӑ шывӗсем хӗрринчи пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, малашне ҫав шывсене этем ури пӑтратмӗ, вӗсене выльӑх чӗрни те пӑтратаймӗ. 14. Вара вӗсен шывӗсене канӑҫлӑх парӑп, вӗсен ҫырмисем ҫу пек юхма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 15. Эпӗ Египет ҫӗрне пушхир тусассӑн, ҫӗр хӑйӗн пӗтӗм тулӑхне ҫухатсассӑн, унта пурӑнакансем вилсе пӗтсессӗн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара. 16. Хӳхлев юрри ҫакӑ, йӗрсе юрлӗҫ ӑна; ӑна халӑхсен хӗрӗсем юрлӗҫ; Египет ҫинчен, унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ ҫинчен юрлӗҫ ӑна, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

17. Вуниккӗмӗш ҫулта, ҫав уйӑхрах, вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 18. этем ывӑлӗ! Египет халӑхӗшӗн хурланса макӑр та ӑна, ӑна тата чаплӑ халӑхсен хӗрӗсене виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле ҫӗр тӗпне ывӑт. 19. Камран чаплӑрах эс? Ан та ӳт кастарманнисемпе пӗрле вырт. 20. Лешӗсем хӗҫпе вӗлернисен хушшине ӳкӗҫ, ӑна та хӗҫ айне ӳксе пӗтме панӑ; сӗтӗрӗр ӑна, унӑн пӗтӗм йышне сӗтӗрӗр. 21. Ҫӗр тӗпӗнче ун ҫинчен тата унпа пӗр канашлӑ пулнисем ҫинчен малтанхи паттӑрсем калаҫӗҫ; вӗсем, хӗҫпе касӑлса ӳкнӗскерсем, унта ӳт кастарманнисем хушшинче выртаҫҫӗ.

22. Унта — Ассур тата унӑн пӗтӗм пысӑк эшкерӗ, унӑн тавра — эшкерӗн тупӑкӗсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ. 23. Унӑн тупӑкӗсене ҫӗр тӗпне чи аяла лартнӑ, унӑн эшкерӗ — унӑн тупӑкӗ тавра, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.

24. Унта — Елам, унӑн тупӑкӗ тавра унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ, вӗсем пурте — хӗҫ айне пулса вилнӗскерсем, ӳт кастармасӑр ҫӗр тӗпне аннӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халь ӗнтӗ вӗсем виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ. 25. Унпа унӑн пӗтӗм пысӑк йышне вилнисем хушшинче вырӑн панӑ; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне ӳксе пӗтнӗскерсем; чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халӗ виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе тан хурлӑх кураҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ вӗлернисем хушшине хунӑ.

26. Унта — Мешехпе Фувал хӑйсен пӗтӗм пысӑк йышӗпе; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне пулса пӗтнӗскерсем, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ. 27. Вӗсен те ӳт кастарман паттӑрсемпе выртмалла мар-и, лешӗсем ҫӗр тӗпне хӑйсен ҫар кӑралӗпе аннӑ, хӗҫне пуҫ айне хунӑ, кусен вара хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗ хӑйсен шӑммисем ҫине юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, вӑйлӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ. 28. Сана та ӳт кастарманнисем хушшинче аркатса тӑкӗҫ, эсӗ те, хӗҫ айне пулса, вилнисемпе пӗрле выртӑн.

29. Унта — Эдомпа унӑн патшисем, унӑн улпучӗсем, вӗсене, темле харсӑр пулнӑ пулин те, хӗҫпе пӗтернисем хушшине хунӑ, вӗсем ӳт кастарманнисемпе, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле выртаҫҫӗ. 30. Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.

31. Фараон вӗсене курӗ те хӗҫпе касӑлса ӳкнӗ пысӑк йышӗшӗн йӑпанӗ, фараонпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ йӑпанӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

32. Эпӗ чӗррисен ҫӗрне хӑратса ӳкерӗп те, фараонпа унӑн пӗтӗм йышне ӳт кастарманнисен, хӗҫпе пӗтнисен хушшине хурӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней