Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӳксенех аманнӑ суранӗсем ыратнине тӳссе поезд иртсе кайиччен выртмалла пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Выртмалла…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах дзотран тӑватӑ пулемёт ҫумӑр ҫутарнӑ пек персе тӑнӑ пирки атака хӑвачӗ чарӑннӑ, малта пыракан ротӑн ирӗксӗрех каялла чакса выртмалла пулнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Иртерех ҫывӑрма выртмалла тата иртерех тӑмалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Амӑшӗ Серёжа ӳксе аманасран шикленчӗ, анчах Коростелев: — Сасартӑк пуйӑспа кайма тӗл килсен, ҫӳлти сентре ҫинче выртмалла пулсан, мӗнле? Ан тив, пысӑк ҫын пекех хӑнӑхса пытӑр, — терӗ.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫӳллӗ пӗлӗт айӗнче выртмалла.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Райтсен шучӗпе ҫапла тумалла пулнӑ: вӗҫес текен ҫынни машинӑран хытӑ тытса пӗр хушӑ сӑрт ҫинчен анаталла чупса анмалла пулнӑ, вара планер вӗҫмелӗх вӑй илсен, аялти ҫунат ҫине ӳпне выртмалла пулнӑ.
14. Икӗ минут хушши планер ҫинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Самолетсем ҫинчи чалӑш-чӗлӗш хатӗрсем пӗтсе ларчӗҫ, фюзеляж ҫавракаланчӗ, шассине шала кӗрсе выртмалла, кабинӑна витмелле турӗҫ, бомбӑсемпе пулеметсем те курӑнмаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Чуллӑ шыв хӗрне ҫӗр выртмалла кайрӑмӑр, — терӗ Гарик.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Анчах вӗҫе-вӗҫӗн сыпнӑ ҫавӑрма ҫук йывӑр пӗр тӑрӑх трубасене шӑратса сыпма тытӑнсан, сварщикӑн ҫӗр ҫине выртмалла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӑна револьверне тавӑрса панӑ чух Полина вӑл лайӑх пенипе пеменнине тӗрӗслесшӗн пулчӗ те Якова уҫӑ кӑмакана пеме ӳкӗтлерӗ; куна тума Яковӑн урайне ӳпне выртмалла пулчӗ, Полина та выртрӗ; Яков персе ячӗ, кӑмакаран вӗсем ҫине кӗл сирпӗнчӗ, Полина вара, ахлатса илсе, аяккалла йӑваланса кайрӗ, унтан, ывӑҫ тупанне ҫӗклесе, хуллен кӑна: — Кур! — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сывалса ҫитиччен вырӑн ҫинчех выртмалла…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Санӑн выртмалла, больницӑна ҫӳремелле мар, — терӗ Таня.— Тебе надо бы лежать, не ходить в больницу, — сказала Таня.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Тен виҫ-тӑват кун кӑна выртӑр, тен темиҫе эрне те выртмалла пулӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ыйӑхпа супнӑ, улӑп пек ҫиллес кӗлеткеллӗ тата кӑвакарнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ тухтӑр пирӗн сурансене питӗ тӗплӗн пӑхса тухрӗ, хӑех салтса ҫыхрӗ: — Выртмалла пулать сирӗн пӑртакҫах, — терӗ вӑл.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кольхаун пӗрмаях таҫта кайса ҫӳрет, апатланма лармалла е ҫывӑрма выртмалла чухне ҫеҫ килсе курӑнать.
LХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл пӗр-икӗ утӑм пусса пӑхнӑ та, унӑн ирӗксӗрех каялла выртмалла пулнӑ.Не разгибая спины, он попробовал сделать один-два шага, но принужден был снова лечь.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Техасри джунгли варринче чуллӑ ҫӗр ҫинче выртмалла.
ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Морис сывлӑхӗ пирки ӑраснах шикленмелли ҫук пулнӑ пулин те, ҫапах та унӑн выртмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн Ойерлофер патне гостиницӑна юлмалла пулса тӑнӑ, унта вара вӑл пӗр чаплӑ мар пӳлӗм йышӑннӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Йывӑр суранӗсем ӑна нумай хушӑ вырӑн ҫинчех выртмалла туса хунӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.