Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тух 21

Раздел: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 11:07

Предложений: 15; Слово: 647

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.

7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.

12. Кам та кам ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ӑна хӑйне те вӗлерччӗр; 13. анчах та ҫакна усал шухӑшпа туман пулсассӑн, вӑл Турӑ ирӗк панипе унӑн алли айне лекнӗ пулсассӑн, [вӗлерекеннине] тарса хӑтӑлмашкӑн Эпӗ сан патӑнта вырӑн кӑтартса хурӑп; 14. эхер те кам та кам ҫывӑх ҫыннине вӗлерес тесех ултавлӑн вӗлерет [унтан парне вырӑнӗ патне тарса пырать] пулсассӑн, ӑна Манӑн парне вырӑнӗ патӗнчен те вӗлерме тытса кай.

15. Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне ҫапать, ӑна вӗлерме тытса памалла.

16. Кам [Израиль ывӑлӗсен] ҫыннине вӑрласа, [ӑна чура туса] сутса ярать е ҫав ҫынни ун патӗнче тупӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла.

17. Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса памалла.

18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.

20. Эхер те кам та кам хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине патакпа ҫапас пулсассӑн, лешӗсем унӑн алли айӗнчех вилсе кайсассӑн, ӑна хаса памалла; 21. эхер те вӗсем пӗр кунран е икӗ кунран ура ҫине тӑрсассӑн ӑна хаса памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку унӑн кӗмӗлӗ.

22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.

26. Кам та пулин хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине куҫӗнчен ҫапса ӑна сиен тӑвать пулсассӑн, вӑл вӗсене куҫшӑн ирӗке кӑларса ятӑр; 27. хӑйӗн арҫын чурин е хӗрарӑм чурин шӑлне ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсассӑн, вӑл вӗсене шӑлшӑн ирӗке кӑларса ятӑр.

28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле. 31. Ывӑлне сӗксе вӗлерет-и, хӗрне сӗксе вӗлерет-и — ӑна ҫакӑ саккун тӑрӑхах айӑпламалла. 32. Вӑкӑр арҫын чурана е хӗрарӑм чурана сӗксе вӗлерес пулсассӑн, вӗсен хуҫине вӑтӑр сикль кӗмӗл тӳлемелле, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле.

33. Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн, 34. шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.

35. Эхер те камӑн та пулин вӑкӑрӗ кӳрши вӑкӑрне вӗлермеллех сӗксе пӑрахсассӑн, чӗрӗ вӑкӑрне сутчӑр та унӑн хакне ҫурмалла уйӑрччӑр; вӗлернине те ҫурмалла уйӑрччӑр; 36. анчах вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшни паллӑ пулнӑ пулсассӑн, унӑн хуҫи [ҫавна илтсе те] ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑл вӑкӑршӑн вӑкӑр тӳлеме тивӗҫлӗ, вилнӗ вӑкӑрӗ вара хӑйне пулӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней