Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 4

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:25

Предложений: 15; Слово: 376

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер; 2. ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух; 3. ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна. Ҫакӑ Израиль килӗшӗн пӗлтерекен паллӑ пулӗ.

4. Эсӗ вара сулахай аяку ҫине вырт та хӑвӑн ҫине Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне хур: ҫапла миҫе кун аяку ҫинче выртӑн, ҫавӑн чухлӗ вӗсен йӗркесӗрлӗхне тӳсӗн. 5. Эпӗ сана вӗсенӗн кашни йӗркесӗрлӗх ҫулӗшӗн пӗр кун картнӑ: Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун тӳсӗн. 6. Ҫакна тусассӑн иккӗмӗш хут аяку ҫине вырт, ку хутӗнче сылтӑм аяку ҫине вырт, хӗрӗх кун хушши хӑвӑн ҫинче Иуда килӗн йӗркесӗрлӗхне чӑт, Эпӗ сана пӗр ҫулшӑн — пӗр кун, пӗр ҫулшӑн пӗр кун картнӑ. 7. Хупӑрласа илнӗ Иерусалим ҫине пӑх, ҫара сылтӑм аллуна ун ҫине тӑс, вара ӑна хирӗҫ кала, малашне мӗн пулассине пӗлтер. 8. Акӑ Эпӗ сан ҫине тӑлӑ хутӑм, эсӗ ӗнтӗ хулана хупӑрласа тӑнӑ кунусем иртиччен тепӗр аяку ҫине ҫаврӑнаймӑн.

9. Хӑвӑн валли тулӑпа урпа ил, тата лапчӑк пӑрҫа, тата ясмӑк, тата вир, тата пӑри ил, ҫакна пурне те пӗр савӑта яр, ҫакӑнтан ху валли ҫӑкӑр пӗҫер, миҫе кун аяку ҫинче выртмалла санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӑкӑр пӗҫер; ӑна эсӗ виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун ҫийӗн. 10. Тӑранса пурӑнмалли апатна виҫепе, кунне ҫирӗм сикль чухлӗ, ҫи; ҫакна вӑхӑтран вӑхӑта ҫи. 11. Шыва та виҫепе ӗҫ, гинӑн улттӑмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫ; ҫапла вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӗҫ. 12. Урпа пашалӑвӗ пек туса ҫи, вӗсене халӑх умӗнче ҫын каяшӗ ҫинче пӗҫер, терӗ. 13. Ҫӳлхуҫа тата ҫапла каларӗ: Эпӗ Израиль ывӑлӗсене халӑхсем хушшине хӑваласа ярӑп та вӗсем унта ҫакӑн пек таса мар ҫӑкӑр ҫисе пурӑнӗҫ, терӗ. 14. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! манӑн чунӑм нихӑҫан та ирсӗрленменччӗ, ачалӑхӑмран пуҫласа халиччен те эпӗ виле таврашӗ е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫисе курманччӗ; манӑн ӑшӑма нимӗнле таса мар аш та кӗменччӗ, терӗм. 15. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ҫын каяшӗ вырӑнне ӗне тислӗкӗ илме ирӗк паратӑп, ҫӑкӑрна ҫавӑн ҫинче пӗҫерсе ҫи, терӗ. 16. Тата каларӗ мана: акӑ Эпӗ Иерусалимра ҫӑкӑр тӗрекне аркатӑп та, вара ҫӑкӑра виҫепе те хуйхӑра-хуйхӑра ҫийӗҫ, шыва та виҫепе те куляна-куляна ӗҫӗҫ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӑкӑрӗ те, шывӗ те ҫителӗксӗр пулӗ: вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сехӗрленсе пӑхӗҫ, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсем пирки типсе ларӗҫ, терӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней