Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019)

Автор: Михаил Игнатьев

Источник: http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Добавлен: 2018.01.18 14:02

Предложений: 458; Слово: 6920

Тип текста: Статья

По-русски Тема: Политика

Хаклӑ ентешсем! Хисеплӗ депутатсем!

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн эпӗ паян ҫиччӗмӗш хут Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӑм.

Ҫулран-ҫула эпир малалла аталануллӑн утатпӑр.

Хамӑр умри задачӑсене пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр.

Пирӗн тӗп тӗллев – патшалӑх тата граждансен интересӗсене хӳтӗлесси, саккунсен тата тӗрӗслӗх принципӗсене пӑхӑнса тӑрасси.

Шанса тӑратпӑр – обществӑра йӗркелӗх упранса пырӗ, Чӑваш Ен вӑйлӑ регионсен шутӗнче пулӗ!

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Кӑҫал эпӗ, регион ертӳҫи пулнӑ май, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн ҫиччӗмӗш хут Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсемпе тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программисене пурнӑҫланипе паллаштаракан Ҫырупа тухрӑм.

Эпир право патшалӑхӗнче пурӑнатпӑр. Мӗн пур шайри влаҫ органӗсен тата депутатсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, тӗп тӗллевӗ – патшалӑхпа граждансен интересӗсене хӳтӗлесси, саккуна тата тӗрӗслӗх принципӗсене пӑхӑнасси.

Пирӗн патшалӑх политикинче республика халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли ориентирсене уҫӑмлӑн палӑртнӑ. Эпир кулленхи тата стратегиллӗ тӗллевсене татса парса малалла ҫирӗппӗн утӑмлатпӑр!

Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене вӑйлӑ, хальхи вӑхӑтпа тан утакан, унта ӗҫлес тата пурӑнас килсе тӑракан республика туса хурасси!

Эпир кӑткӑс та курӑмлӑ тӗллевсене татса парас ӗҫри хамӑрӑн пултарулӑха тивӗҫлӗн кӑтартса патӑмӑр.

Пурнӑҫри чылай ҫул-йӗр енӗпе – экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, малтанхи тата пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвне, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе – республика ҫӗршывра малтисен шутӗнче. Ку вӑл пирӗн пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ.

Хаклав тӑрӑх, 2017 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе промышленноҫ производствин индексӗ 103,7 процентпа танлашнӑ; ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ – 101%; вак суту-илӗвӗн пӗтӗмӗшле ҫаврӑнӑшӗ – 102,8%. Уйӑхри малтан шутласа палӑртнӑ вӑтам ӗҫ укҫи 7,3% ӳснӗ, чӑн ӗҫ укҫи – 4,6%. 2011 ҫултанпа шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх шайӗ 2,4 хут чакнӑ.

Тулли информацие Ҫыру ҫумне хушса хунӑ материалсенче илсе кӑтартнӑ. Тӗрӗслесе тухнӑ цифрӑсемпе тата объективлӑ сведенисемпе усӑ курма сӗнетӗп.

Пирӗн тӳрӗ тивӗҫ – республика позицийӗсене экономикӑпа наукӑра тата социаллӑ сферӑра ҫирӗплетесси, ҫав хушӑрах тата хамӑрӑн культурӑпа хӑй евӗрлӗхе те сыхласа хӑварасси.

Хальхи самана хӑйӗн йӗркисене пӑхӑнма хистет, пирӗн ума ҫӗнӗ чӗнӳсем тата тӗллевсем кӑларса тӑратать. Ҫак конкурентлӑ хутлӑхра тӗрӗс ориентирсем суйласа илнисем, чӑн малтанах, шалти вӑй-хӑвата – ҫынна инвестицисем хывассине, ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх воспитани тата пахалӑхлӑ пӗлӳ парассине – тӗп вырӑна хурса малалла аталанма ҫирӗп никӗс хывнисем мала иртеҫҫӗ.

Паян кирек хӑш регион та ҫамрӑксен инновациллӗ вӑй-хӑвачӗпе усӑ курмасӑр малалла кайма, хӑйӗн пурнӑҫӗн мӗн пур сферине кал-кал аталантарма пултараймасть.

Чӑваш Енре республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗлӳ сфери валли уйӑраҫҫӗ. Ҫакӑ курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрать.

Чӑваш Ен шкулӗсемпе ача сачӗсем йӑлана кӗнӗ пекех Раҫҫейри чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсен шутне кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ педагогсемпе вӗренекенсен тата ашшӗ-амӑшӗн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ. Вӗсене тӑрӑшулӑхшӑн тата пултаруллӑ пулнӑшӑн тав сӑмахӗ каласа хӑварас тетӗп.

Пирӗн опытпа ҫӗршыври ытти регион та усӑ курать. Ҫав хушӑрах хальхи конкурентлӑ хутлӑхра пӗлӳ сферинче ҫӗнӗ лидерсем палӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та паян пахалӑхлӑ шкул хутлӑхне йӗркелесси ҫивӗч ыйтусен шутне кӗрсе пырать. Республикӑра шкулсене ҫӗнетмелли тата ҫӗнӗ шкулсем тумалли анлӑ программа пурнӑҫланать. 2025 ҫул тӗлне пирӗн пӗр сменӑпа вӗрентессине туллин тивӗҫтермелле, 16,5 пин ытла ҫӗнӗ вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелемелле.

Ачасемпе ҫул ҫитменнисене пысӑк технологисемпе тата инновацисемпе кӑсӑклантарма хавхалантарни те пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӗнӗ технологисен тытӑмӗн условийӗсенче экономикӑн наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрӗсем валли пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитменни ҫивӗчрен те ҫивӗч ыйту пек палӑрать. Ҫавна май чӑн малтанах шкул вӗренӗвӗн ҫӗнелсе улшӑнмалла, ҫав шутра ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсем енӗпе те.

2017 ҫулта эпӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин тата Чӑваш патшалӑх университечӗн «Ӑслӑлӑха – шкула» проекта пурнӑҫлас енӗпе тунӑ пӗрлехи пуҫарӑвне ырларӑм.

Никӗсри 11 шкул физика кабинечӗсем валли ку чухнехи лаборатори оборудованийӗ илчӗҫ те ӗнтӗ.

Яваплӑн пӗлтеретӗп: «ӐСЛӐЛӐХА – ШКУЛА» проект малалла та пурнӑҫланӗ кӑна мар, палӑрмаллах анлӑланӗ те.

Ун ӗҫне хутшӑнакан шкулсен йышӗ ӳсет; унта хими тата биологи предмечӗсем евӗр вӗрентӳ ӗҫӗнче ятарлӑ оборудовани ыйтакан ытти предмета та кӗртӗҫ. Проекта пурӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 85 шкул хутшӑнмалла, ку вӑл республикӑри кашни пиллӗкмӗш пӗлӳ ҫурчӗ.

Министрсен Кабинечӗн палӑртнӑ тӗллевсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле тухӑҫлӑн пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле.

Ҫак ӗҫӗн малаллахи витӗмлӗ тӑсӑмӗ – пысӑк технологиллӗ производствӑсем валли рабочисене вӗрентсе хатӗрлесси.

Вӗренӳ тытӑмӗшӗн приоритетлӑ шутланакан ҫакнашкал тӗллеве эпӗ темиҫе ҫул каяллах палӑртнӑччӗ. Ку тӗлӗшпе туса ирттернӗ пирӗн ӗҫе Санкт-Петербургра иртнӗ тӗнчери экономика форумӗнче пысӑка хурса хакларӗҫ. Вӗренӳ инфратытӑмӗн индексӗ енӗпе – республика вӑтам професси вӗренӗвӗн сферинче малтисенчен пӗри.

Малашне те ҫавӑн пекех лайӑх ӗҫлеме палӑртатпӑр. Республикӑра тӗнчери стандартсем тӑрӑх аккредитациленӗ компетенцисен специализациленӗ центрӗсен сетьне туса хумалла.

2018 ҫулта компетенцисен 3-рен кая мар специализациленӗ центрне аккредитацилес ӗҫе йӗркелемелле. Ҫакна тума Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине професси пӗлӗвӗ паракан тытӑмри учрежденисемпе пӗрле сертификациленӗ экспертсене вӗрентсе хатӗрлеме тата WorldSkills требованийӗсемпе килӗшӳллӗн пурлӑхпа техника никӗсне туса хурас ӗҫе пуҫӑнма хушатӑп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Паян вӗренӳ сферинчи патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне тивӗҫтерес ӗҫри хӑйсен пӗлтерӗшне ӑнланакан социаллӑ яваплӑ ҫамрӑк ҫынсене пӑхса ҫитӗнтересси пулса тӑрать.

Ҫав хушӑрах ачана тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтерессишӗн, чӑн малтанах, унӑн ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем яваплӑ пулнине те манмалла мар.

Республикӑра пур енлӗ патриот воспитанийӗ памалли тытӑм шайӗнче тӑвакан ӗҫ малалла тӑсӑлӗ.

Патриот юхӑмӗ вӑл – ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсене хӑйсен ӗҫне, вӑй-халӗпе пултарулӑхне Тӑван ҫӗршыва халалламалли пӗрлехи туртӑмпа пӗтӗҫтерекен хӑватлӑ вӑй.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «ЮНАРМИЯ» ачасемпе ҫамрӑксен ҫарпа патриотлӑхӑн общество юхӑмне хутшӑнакан регионсен шутне кӗчӗ. Ҫак юхӑм республикӑри мӗн пур районпа хулари 4 пин ҫамрӑк армееца пӗрлештерет.

Ҫамрӑксен хушшинче патриотизм туйӑмне, чыса, граждан тивӗҫлӗхне чӗртсе тӑратма пулӑшакан кадет юхӑмӗ воспитани парас тытӑмра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Чӑваш Енре пурӑнакан 4 пине яхӑн ача кадет пӗлӗвӗ илет.

Ҫамрӑк космонавтсен юхӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанать. Паян республикӑра ҫамрӑк космонавтсен 40 отрячӗ ӗҫлет, вӗсенче 1 пин ытла арҫын ачапа хӗрача хӑйӗн пултарулӑхне туптать.

Яшсене Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илмелли тата ӑсатмалли плана ҫуллен тултарни ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ӗҫ тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗсенчен пӗри шутланать. Раҫҫей ҫарӗнче паян республикӑра ҫуралса ӳснӗ 8 пин ытла ҫамрӑк контракт мелӗпе хӗсметре тӑрать.

Лайӑх пӗлӳ илнӗ, Раҫҫее парӑннӑ ҫынсем – ҫӗнӗ экономикӑна йӗркелемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫиллӗ пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем туса хумалли ҫирӗп никӗс.

Хуть хӑш ҫӗршыв экономикин никӗсӗ те промышленноҫ шутланать.

Паян республикӑн промышленноҫ комплексӗ пӗтӗм регион продукчӗн 30 ытла процентне, мӗн пур шайри бюджетсене пырса кӗрекен тӳлевсемпе пуҫтарусен 50 ытла процентне тивӗҫтерет.

«Тухӑҫлӑ экономика» проекта пурнӑҫлани промышленноҫ производствине ӳстерме, ҫӗнӗ производство площадкисене хута яма пулӑшать.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене «Хӗвел», «Каскад», «ЭКРА», «Химпром», Шупашкарти электроаппарат завочӗ евӗр предприятисем тата ытти организаци пурнӑҫлаҫҫӗ.

Чӑваш Ен электротехника кластерӗ республика бренчӗ тата Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин реестрӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчен пӗртен-пӗр представитель шутланать. Унсӑр пуҫне, «Россети» акционерсен обществи – Раҫҫейри тата тӗнчери чи пысӑк энергетика компанийӗ – республикӑн электротехника кластерне электротехника енӗпе федераци шайӗнчи эксперт площадки пек палӑртрӗ.

Асӑннӑ кластер «Energynet» Наци технологи пуҫарӑвне тата «Раҫҫейри ӑс-хакӑл энергетика тытӑмӗ» Наци проектне хутшӑнни 2020 ҫул тӗлне электротехника кластерӗн организацийӗсем туса кӑларакан продукци калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерме тата ӑна 106 миллиард тенке ҫитерме май парать. Тата ҫакӑ та чикӗ мар!

Умра питӗ курӑмлӑ, малтан шутласан пурнӑҫлама май ҫук пек туйӑнакан тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Анчах пур пек вӑй-хӑвата, ҫирӗп тӗллевлӗ, креативлӑ командӑсем пуррине шута илсен проектсене ӗҫе кӗртме пулатех.

Информаци технологийӗсен отрасльне аталантарас тӗллевпе Информаци технологийӗсене аталантарма пулӑшакан ассоциаци туса хунӑ.

Ассоциаци ӗҫӗн палӑртнӑ ҫул-йӗрӗсен шутӗнче – информаци технологийӗсен сферинчи продукцие тӗнчери рыноксене кӑларасси, ҫамрӑк IT-специалистсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫӗн пахалӑхне ӳстермелли тата вӗсене аталантармалли ӗҫе планпа килӗшӳллӗн туса пырассине йӗркелесси, «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» программӑра каланине пурнӑҫласси.

Ассоциацин 2018 ҫулхи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – «Ӑслӑ хула» технологийӗсене, вӗсем республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ, ӗҫе кӗртмелли тулли масштаблӑ проекта пурнӑҫлама тытӑнасси.

Хисеплӗ депутатсем!

2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 16 регион шутӗнче Чӑваш Республикине «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси» приоритетлӑ программӑна пурнӑҫлама пилотлӑ регион вырӑнне суйласа илчӗ. Унта республикӑра малта пыракан 11 предприяти хутшӑнать. Программӑпа ҫӗнӗ оборудовани туянма, управлени технологийӗсене лайӑхлатма, производствӑна йӗркелеме инвестицисем хывма палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствин, аталану институчӗсен, бизнес-пӗрлӗхӗн май пур таран ытларах предприяти асӑннӑ приоритетлӑ программӑна пурнӑҫлама хутшӑнассине тивӗҫтермелле. Ҫав программӑна Чӑваш Республикинчи 50-ран кая мар предприятие явӑҫтармалла.

Регион программине хутшӑнакан организацисенче эпир ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫулсерен 5 процентран, ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ 10-12 процентран кая мар пуласса кӗтетпӗр, ҫакӑ республикӑри вӑтам кӑтартуран 1,5-2 хут пысӑкрах.

2017 ҫулта Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд туса хунӑ. Мала иртмелли проектсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятие танк-контейнерсен производствине йӗркелемелли инвестици проектне пурнӑҫлама 100 миллион тенкӗ виҫепе пӗрремӗш ҫӑмӑллӑхлӑ заем уйӑрса панӑ. Пуҫламӑшне хывнӑ.

Кӑҫал Фонд промышленноҫпа агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсен чылай проектне пӑхса тухать. Вӗсем явӑҫтарнӑ инвестицисен палӑртакан калӑпӑшӗ 8 миллиард тенкӗ ытла пулмалла, вӗсенчен 700 миллион тенкӗрен кая мар – регион фондӗнчен.

Чӑваш Республикин тӗнче шайӗнчи ят-сумӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Пирӗн предприятисен ҫитӗнӗвӗсене чикӗ леш енчи компанисем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ӗҫтеш-ҫӗршывсен шучӗ ҫирӗппӗн хушӑнса пырать: 2012 ҫулта ҫак кӑтарту 74-па танлашнӑ пулсан, пӗлтӗр вӑл 95-е ҫитнӗ. Ку питӗ лайӑх!

Санкци йӗркине пӑхмасӑр, тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн калӑпӑшӗ пӗлтӗр, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 19% чухлӗ ӳснӗ тата 26 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

2018 ҫула Раҫҫей тата Япони ҫӗршывӗсен ылмаш ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне нумаях пулмасть 2018-2019 ҫулсенче Раҫҫей тата Китай ҫӗршывӗсен регионсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлемелли ҫулӗсене ирттересси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ.

Икӗ енлӗ туслӑ хутшӑнусене анлӑлатма ҫул уҫакан лайӑх майсемпе мӗн пур сферӑрах ӑнӑҫлӑ усӑ курмалла – суту-илӳпе экономика тӗлӗшпе кӑна мар, ҫавӑн пекех культура, вӗренӳ тата наука енӗпе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, туризм сферисенче те.

Хамӑрӑн производствӑна, чӑн малтанах, пысӑк технологиллӗ, ку чухнехи, конкуренцие юрӑхлӑ тата питех те кирлӗ таварсем туса кӑларма палӑртакан производствӑна, аталантармалли ҫул-йӗре малалла тӑсмалла.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви умне ӗҫ тӑвакан влаҫӑн интересленекен органӗсемпе тата организацисемпе пӗрле Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен Экспорт ӗҫ-хӗлне аталантарассине лайӑх майсемпе тивӗҫтермелли ӗҫ-хӗл стандартне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

2017 ҫулта Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи стратегине туса хатӗрлес ӗҫе тытӑннӑ. Стратегин регион экономикин конкуренци пултарулӑхне ӳстерме, инвестицисем явӑҫтарма, экологин лайӑх лару-тӑрӑвне тивӗҫтерме, этем капиталне аталантарма тӗллев лартакан мероприятийӗсем Чӑваш Республикин халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшӗҫ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Паянхи кун тӗллевӗсене татса парассишӗн кӑна ӗҫлемелле мар. Пирӗн, чӑн малтанах, малашлӑха курма пӗлмелле, хальхи тата килес ӑрусен интересӗсемшӗн вӑй хумалла. Хамӑрӑн пуласлӑха, чи курӑмлӑ тӗллевсене тӑван республикӑпа тата аслӑ Раҫҫейпе ҫыхӑнтарма пулнине тата ҫыхӑнтарма кирлине ҫирӗплетсе памалла.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн пӗлтӗрхи раштавӑн 27-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче Чӑваш Ене «инвестици сферинче пысӑк стандартсем палӑртакан» регион-лидерсен шутӗнче асӑнса хӑварчӗ.

Пирӗн наци лидерӗ ҫакна палӑртрӗ: «Ӗҫлӗ климата лайӑхлатас тесен тытӑмлӑн ӗҫлемелле... Саккунсенче палӑртнӑ нормӑсемпе усӑ курнине тӗрӗслесе тата асӑрхаса тӑни кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлӗ климата лайӑхлатма пулӑшакан ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсене тупса палӑртни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫитменнине тата вӗсен тухӑҫлӑхне бизнес хӑй хак пама тивӗҫ».

Регионти инвестици климатне республикӑри влаҫ органӗсем ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, предпринимательсем те йӗркелеҫҫӗ. Малалла каяс тесен пирӗн бизнесшӑн лайӑх майсем туса хума чӑрмантаракан системӑллӑ ҫивӗч ыйтусене татса памалла. Ҫав чӑрмавсем вырӑнти шайра уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ.

Республикӑра бизнеса тытса пымалли ансатлатнӑ тӗллевлӗ модельсене ӗҫе кӗртмелли «ҫул карттисен» пуххи пурнӑҫланать. Ҫавна пула регионта строительство ӗҫӗ валли ирӗк илмелли, ҫӗр лаптӑкӗсене тата куҫман пурлӑха харпӑрлӑхра тытмалли правӑна шута илмелли, электросетьсен ҫумне сыпӑнтармалли, газпа, ӑшӑпа, шывпа ҫыхӑнтармалли йӗркесем ансатланаҫҫӗ тата вӗсен срокӗсем пӗчӗкленеҫҫӗ, ҫавӑн пекех инвестицисем явӑҫтармалли тата инвесторсемпе ӗҫлемелли, предпринимательлӗхе пулӑшу памалли майсем анлӑланаҫҫӗ.

Цифра технологийӗсем аталанса пынӑ май вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне тӗллев лартатӑп:
пӗрремӗшӗ, муниципалитет паракан пулӑшу ӗҫӗсен вӑхӑтне кӗскетессине, ҫавӑн пекех вӗсене электрон мелӗпе парассине тивӗҫтерме;
иккӗмӗшӗ, хула строительствине проектламалли вырӑнти нормативсене, тӗп плансене, ҫӗрпе усӑ курмалли тата территорисенче ҫурт-йӗр лартмалли йӗркесене, территорисен чиккисене палӑртмалли проектсене саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе ҫитерме;
виҫҫӗмӗшӗ, территорие планламалли сферӑпа хула строительстви енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсене цифрӑлама, вӗсене хӑйсен информаци порталӗсене вырнаҫтарма.

Чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсем пур ӗнтӗ, ку вӑл Мускав, Тюмень облаҫӗсем пухнӑ паха опыт.

Ҫав хушӑрах ҫакна палӑртатӑп: инвестици аталанӑвӗнчи ӑнӑҫлӑх чылай чухне муниципалитетӑн ертсе пыракан командинчен килет. Вӑрнар, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски районӗсен ку тӗлӗшпе тӑрӑшарах ӗҫлемелле.

Чӑваш Республики виҫҫӗмӗш ҫул Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсен инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗн пӗрремӗш теҫеткинче тӑрать. 2017 ҫулта республика 85 субъект хушшинче улттӑмӗш вырӑнтан иккӗмӗш вырӑна хӑпарчӗ.

Бизнес представителӗсемшӗн инвестици климачӗн рейтингӗнчи иккӗмӗш вырӑн вӑл Чӑваш Ен статусӗ «шанчӑклӑ» пулни ҫинчен уҫҫӑн ҫирӗплетни шутланать.

Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗпе килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет. Ҫав килӗшӳ шайӗнче ҫулталӑкне 19 пин тонна ытла калӑпӑшпа пахча ҫимӗҫ туса илмелли пиллӗкмӗш ӑрури пысӑк технологиллӗ теплица комплексне тума палӑртнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗ «Хӗвел» завода техника тӗлӗшӗнчен пуянлатас ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫлерӗ ӗнтӗ. Унта 2,3 миллиард тенкӗ хывнӑ. Ҫавна пула хӗвел энергийӗпе усӑ курнӑ чухнехи усӑллӑ ӗҫ коэффициенчӗ икӗ хута яхӑн ӳснӗ. Предприятири вӑтам ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗ пӗлтӗр 90 пине яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав хушӑрах унта тӑрӑшакан ӗҫченсен тӗп пайӗ – 35 ҫулчченхи ҫамрӑк та креативлӑ ҫынсем.

Кӑҫал, проекта пурнӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑрта, инвестор тата 2 миллиард та 800 миллион тенкӗ хывма хатӗрленет.

Эпир инноваци проекчӗсене пурнӑҫлама, ҫӗнӗ производствӑсем уҫма, производство площадкисене анлӑлатма вырӑнлӑ йышӑнусем тума тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, Чӑваш Ен Правительствин йышӑнӑвӗпе «Букет Чувашии», «Бреслер», «Чӑвашторгтехника» организацисене тата Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятие ҫӗр лаптӑкӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗн аукционсем ирттермесӗрех уйӑрса панӑ.

Инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама хывнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 40 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла.

Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал тата 2 пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.

Эпир республика территорийӗнче вырнаҫнӑ «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвне тимлӗн сӑнаса тӑратпӑр.

Ӗҫ коллективӗсемпе эпир яланах уҫҫӑн та тӳррӗн калаҫнӑ, вӗсен интересӗсене халиччен те хӳтӗленӗ, малашне те хӳтӗлӗпӗр.

Раҫҫей Правительствине, Тулашэкономбанк тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ертӳлӗхне «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме пулӑшакан тӗп йышӑнусем тунӑшӑн чӗререн тав тӑвас тетӗп.

Концернӑн Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ малта пыракан 4 предприятийӗ «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «граждан дивизионӗ» предприятийӗсен списокне кӗнӗ. Ҫакӑ вӗсен производство хӑвачӗсене ӗҫлеттересси тата туса кӑларакан продукци калӑпӑшӗн ӳсӗмӗ ҫине витӗм кӳме ӗлкӗрчӗ те ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ предприятисенчи ҫирӗплетсе хӑварнӑ заказсен калӑпӑшӗ ултӑ миллиард ҫурӑ ытла тенкӗпе танлашать. Ҫакӑ заводсенче ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварассине тата лайӑх ӗҫ укҫи илессине гарантилет тата аталану валли лайӑх малашлӑх йӗркелет.

Ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни, производство оборудованине хастарлӑн ҫӗнетни, малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртни конкуренцие аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Республикинче Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче конкуренцие аталантармалли стандарта пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Регион пуҫлӑхӗсен конкуренцие аталантарма пулӑшнин шайне палӑртакан рейтингӗнче республика иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ малти теҫеткери лидерсен шутӗнче тата унта вӑл 6-мӗш вырӑнта тӑрать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Ен – уҫӑ регион!

Патшалӑх управленийӗн уҫӑлӑхӗ, инвестицисен конкурентлӑхне ӳстересси, инвестор пирӗн пата килтӗр тата унта хӑйне хӑтлӑ туйтӑр тесе ун валли ӗҫлеме лайӑх майсем, администраци ӗҫӗ тата налук енӗпе ӑнӑҫлӑ условисем туса парасси, – мӗн пур шайри влаҫ органӗсен тата гражданла обществӑн институчӗсен тӗп тӗллевӗсем.

Ӗҫ вӑйӗн, инвестицисен, таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗсенче регионсен хушшинчи конкуренци вӑйланать. Ытти регионӑн инфратытӑмӗн пахалӑхӗ лайӑхланать, ҫакӑ пурӑнма тата инвестицисем хывма вырӑн суйласа илессине витӗм кӳрет.

Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн ҫак ӗҫсене туса ирттермелле:
социаллӑ сферӑра, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика сферисенче патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗпе усӑ курмалли практикӑна анлӑлатмалла;
бизнеса аталантарма чӑрмантаракан административлӑ чӑрмавсене чакарас, калаҫса килӗшмелли йӗркесене ансатлатмалли тата вӗсен вӑхӑтне чакармалли малта пыракан чи лайӑх тӗслӗхсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсмалла.

Тепӗр хут палӑртатӑп: эпир конкурентлӑ хутлӑхра пурӑнатпӑр, инвесторсене явӑҫтарасси ҫине ҫӗршыври пӗтӗм регион питӗ тимлӗ пӑхать. Инвестици илӗртӳлӗхӗн шайӗ влаҫӑн мӗн пур органӗ тухӑҫлӑ тата кал-кал ӗҫӗнчен килет.

Эсир Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хак памалли виҫесен шутне икӗ хут ытла: 11-тен пуҫласа 24-а ҫити ӳстернине пӗлетӗр. Ҫӗнӗ виҫесен шутӗнче – пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма юрӑхлӑ пулни, пӗтӗм регион продукчӗн кал-кал аталанӑвӗ, регионӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн налук тупӑшӗсен калӑпӑшӗ.

Палӑртнӑ тӗллевлӗ кӑтартусене пурнӑҫлас тесен республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле тата та тухӑҫлӑрах йышӑнусем тумалла.

Республикӑри пӗчӗк бизнес чылай чухне экономика ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне, пӗтӗм регион продукчӗн тытӑмне палӑртать. Паян пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем республикӑри ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш яхӑн пайне ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Асӑннӑ секторӑн пӗтӗм регион продуктӗнчи тӳпи 32 процент ытла.

Эпир налук хумалли патент тытӑмӗн юрӑхлӑхне ӳстерессине, ӗҫе пуҫӑнакан предпринимательсем валли налук каникулӗсем палӑртассине пырса тивекен принциплӑ чылай йышӑну турӑмӑр. Предпринимательсен тупӑшран илекен пӗрлехи налукпа усӑ курма пултармалли правине сыхласа хӑварас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунӑ.

Эпир монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен производствисене ҫӗнетмелли программӑсене пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкине явӑҫтартӑмӑр, производство фончӗсене технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетмелли программӑсене малалла тӑсма республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑвартӑмӑр.

Пирӗн умра предпринимательсен ҫӗнӗ ӑрӑвне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм тӗллев тӑрать. Предприниматель ӗҫ-хӗлне хастар чунлӑ та ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксене явӑҫтармалла. Ҫак тӗллевпе «Предприниматель азбуки», «Паян студент – ыран предприниматель» вӗрентӳ программисем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Анчах ҫав вӑхӑтрах эпир кашниех предприниматель пулма пултарайманнине те лайӑх ӑнланатпӑр. Ҫакӑн валли йӑрӑлӑх, пултарулӑх, теветкелленме хатӗр пулни, хӑв ӗҫӳшӗн тата хӑв ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫынсемшӗн яваплӑха туйса тӑни кирлӗ.

Пысӑк компанисем пурнӑҫлакан туянусен ӗҫне пӗчӗк предприятисене те хутшӑнтарассине анлӑлатмалла, вӗсене экспорт таварӗсем туса кӑларассине йӗркелес тата туса кӑларас ӗҫре пулӑшмалла, кредитпа гаранти пулӑшӑвӗ парассине ӳстерсе пымалла, бизнес валли ӗҫлекен инфратытӑма, предпринимательсене патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе хӑйсем ӗҫлекен-пурӑнакан вырӑнтах усӑ курмалли майсем туса парса, лайӑхлатса пымалла.

Нумай функциллӗ центрсенче бизнес валли специализациленӗ чӳречесем туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла тӑсмалла, ҫавна тума малта пыракан финанспа кредит организацийӗсене явӑҫтармалла.

Бизнеса пусахлакан пусӑма чакарас тӗллевпе 2017 ҫулта Чӑваш Республики патшалӑх тӗрӗслевӗпе асӑрхавӗн тытӑмне реформӑлас ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Чӑваш предпринимателӗсем паян асӑннӑ сферӑра администра-тивлӑ санкцисемпе питех усӑ курманнине, ытларах профилактикӑпа тӗрӗслеве тимлӗх уйӑрнине туйса илчӗҫ те ӗнтӗ. Тӗрӗслекенӗн халӗ айӑпламалла кӑна мар, йӗркене пӑсасран мӗнлерех асӑрханма пулнине те ӑнлантармалла, ку тӗлӗшпе консультаци, канаш памалла.

Владимир Путин экономикӑри «сӑрӑ зонӑсенчен» хӑтӑлмаллине тата ҫакӑн валли хӗсӗрлев мерисемпе усӑ курмаллине кӑна мар, «тасалла» ӗҫлеме лайӑх условисем туса памаллине те палӑртрӗ. Ҫакӑ федераци, регион тата муниципалитет тытӑмӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫленинчен, кашни предпринимателӗн тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗнчен килет.

Кӑҫал бизнесран ытлашши ҫирӗп ыйтакан тата кивелнӗ требованисене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан сӗнӳсем туса хатӗрлемелле. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя хушатӑп тата ӑна хам тӗрӗслесе тӑма палӑртатӑп.

Чӑваш Ен Информаци политикин тата Экономика аталанӑвӗн министерствисен, хӑйсен енчен, Чӑваш Республикин территорийӗнче тӗрӗслевпе асӑрхав ӗҫ-хӗлне тытса пымалли информаци тытӑмне туса хурассипе тата ӑна хута ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе вӗҫлемелле.

Правительство бизнеса пур енлӗн пулӑшса пырать, ҫавна май предпринимательсем те социаллӑ яваплӑхлӑ пулассине шанать, уйрӑмах ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе.

Паллах, республикӑри экономикӑна илес пулсан, унта вӑтам шайран пысӑкрах, 30-40 пин тенкӗ шайӗнче, ӗҫ укҫи тӳлекен предприятисем те пур.

Унпа пӗрлех ӗҫ укҫине вӑрттӑн майпа, официаллӑ йӗркепе ӑна 10-12 пин шайӗнче кӑтартса, тӳлекен организаци, уйрӑм ӗҫ паракан та сахал мар. Пӗр шутласан, вӗсене айӑплама та пулмасть: саккун тӑрӑх чи пӗчӗк ӗҫ укҫине тӳлеҫҫӗ. Анчах ҫавнашкал предпринимательсем хӑйсен ӗҫченӗсемшӗн, патшалӑхшӑн тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хысна тивӗҫлӗ налуксемсӗр тӑрса юлать, ҫынсене вара малашлӑхра чи пӗчӗк пенси тивӗҫме пултарать.

Мӗн тумалла? Пӗрремӗшӗнчен, енсен ӗҫлев хутшӑнӑвӗсенче саккунсене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Иккӗмӗшӗнчен, влаҫ органӗсен должноҫри яваплӑ ҫыннисен ҫавнашкал предприятисене ҫирӗп асӑрхаса тӑмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхне тухӑҫлӑ тытса пыни кӑна республика бюджетне налукран кӗмен тупӑшсем йӗркеллӗн пырса тӑмалли лайӑх малашлӑх хывать.

Палӑртса хӑваратӑп: патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи объектсемпе усӑ курни пӗрлештернӗ бюджета ҫулсерен 2 миллиард ытла тенкӗ хывма май парать.

Чӑваш Енӗн ҫӗр лаптӑкӗсене кадастр учечӗ тӑвас енӗпе пухнӑ опытне ҫӗршыври чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, республика Раҫҫейри 5 регион-лидер шутне кӗрет.

Эпир «Ҫӗр лаптӑкӗсене тата куҫман пурлӑх объекчӗсене харпӑрлӑхра тытмалли правӑна шута илесси» тӗллевлӗ моделӗн кӑтар-тӑвӗсене 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ. Ку пирӗн вӑйлӑ ен!

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илес енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче малтисен ретне кӗчӗ. Республика опычӗпе Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗ те усӑ курать.

Паян асӑннӑ сферӑри ӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туллин пурнӑҫланӑ. Ҫакна пула, пӗрремӗшӗнчен, ял хуҫалӑх ҫӗрӗсемпе усӑ курасси йӗркене кӗрет, иккӗмӗшӗнчен, муниципалитетсем 200 пине яхӑн гектара ҫӗрсен харпӑрлӑхҫисем пулса тӑчӗҫ.

Пӗлтӗр «халӑх инвентаризацине» ирттернӗ вӑхӑтра усӑ курман тата ишӗлекен 983 объекта тупса палӑртнӑ, вӗсене ҫулталӑкра сутса тунӑ тупӑш 118 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

Ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе куҫман пурлӑх объекчӗсене Пӗрлехи информаци ресурсне кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗсене ҫаврӑнӑша кӗртнинчен илнӗ тупӑшсен шайӗ 455 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.

Курӑмлӑ кӑтарту ку, ҫавна май пирӗн малалла та ҫак ҫул-йӗрпех утмалла. Хамӑр пурӑнакан вырӑнта йӗрке тума пулӑшакан харсӑр чунлӑ мӗн пур ҫынна тав тӑватӑп!

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне ҫав ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп тата асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ куҫман пурлӑхӑн мӗн пур объектне хуҫалӑх тата налук ҫаврӑнӑшне кӗртмелле, кирлӗ пулсан вара – йӗркелесе ҫитермелле е пӑсмалла.

Пӗрлехи информаци ресурсне туса хуни республикӑри лайӑх инвестици климатне йӗркелеме пулӑшать, мӗншӗн тесен муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ирӗклӗ объектсем ҫинчен пӗлтерекен информаципе пурин те паллашма май пулать. Паян Чӑваш Ен асӑннӑ ресурса ӗҫлеттерес енӗпе пухнӑ опыта чи лайӑх тӗслӗх тесе йышӑннӑ тата унпа Раҫҫейӗн ытти регионӗ те усӑ курать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Хуть хӑш шайри бюджет тытӑмӗ те виҫӗ чӑнлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать, вӗсем – бюджет кӑтартӑвӗсен уҫӑлӑхӗ, бюджета тытса пырас ӗҫ пахалӑхӗ тата унӑн шайлашулӑхӗ.

Раҫҫей Финанс министерстви Чӑваш Енӗн регион укҫи-тенкине тытса пырас ӗҫне 1-мӗш пусӑмри пахалӑхпа хакланӑ.

Наукӑпа тӗпчев финанс институчӗн хаклавӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта республика бюджет кӑтартӑвӗсен уҫӑлӑхӗн шайӗ енӗпе ҫӗршыври малти теҫеткери регионсен йышне кӗнӗ.

Чӑваш Ен бюджет тытӑмӗн шайлашулӑхне пула юлашки ҫулсенче бюджет ҫине витӗм кӳрекен парӑм шайӗ палӑрмаллах чакрӗ. Сӑмахран, патшалӑх парӑмӗн шайӗ бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсен тӗлӗшпе иртнӗ ҫул вӗҫне 53 процента ҫити чакнӑ, 2010 ҫулта вӑл 70 процент чухлӗ пулнӑ. Ку факт!

Общество укҫи-тенкине тухӑҫлӑ тытса пыни пире республика бюджечӗн ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварма май пачӗ.

Ҫавна пула бюджет тӑкакӗсем, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, патшалӑх парӑмӗн шайӗ чакнипе пӗрлех 10 процент ытла ӳсрӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр депутат ҫынсен ӑс-тӑнне витӗм кӳме хӑтланать, пире те популистла йышӑнусем тума йыхравлать тата тӗслӗхе кивҫенсен калӑпӑшӗ хӑйсен тупӑшӗсен шайӗнчен те пысӑкрах регионсене илсе кӑтартать. Вӗсем ҫав парӑмсемшӗн пирӗн несӗлсен пӗр ӑрӑвӗн кӑна мар тӳлесе татӑлма тивессине те лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ыйтас килет: халӑх суйланӑ ҫав ҫынсен пирӗн ачасемпе мӑнуксем ҫине ҫавнашкал йывӑрлӑха тиеме мораль тӗлӗшӗнчи ирӗк пур-и? Ҫавнашкал депутатсен хӑйсен суйлавҫисен умӗнчи яваплӑх ӑҫта-ши тата?

Эпӗ шутлатӑп: пирӗн пӗрлехи тӗллев – бюджет ҫаврӑнӑҫулӑхне ӳстересси, бюджет тытӑмӗн шайлашусӑрлӑхӗ йӗркеленес хӑрушлӑха чакарасси, ҫавӑн пекех бюджет политикин вӑтам вӑхӑтлӑхри тата вӑрах вӑхӑтлӑхри малашлӑх приоритечӗсене палӑртасси.

Эпир бюджет сферинче тӑрӑшакан мӗн пур ӗҫченӗн ӗҫ укҫине гарантиленӗ майпа ӳстеретпӗр. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ тӳлевӗн фондне 12 процент ытла пысӑклатнӑ.

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пурӑнма кирлӗ виҫе шайне (11 163 тенке) ҫитермелле, урӑхла каласан, вӑл 2017 ҫулхи шайпа танлаштарсан, 43 процент чухлӗ пысӑкланать. Ҫакӑ Чӑваш Енре ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн 10 процентне е 30 пине яхӑн ҫынна пырса тивет.

Ҫав хушӑрах патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн пур организаципе предприяти ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи те ӳсмелле.

Ҫавӑнпа та Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе мӗн пур юридици сӑпачӗн тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ ресурсӗсене малтанах хатӗрлесе хумалла тесе шутлатӑп.

Ҫирӗп шайри финанс политики, бюджет пурнӑҫ чӑнлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни, унӑн шайлашулӑхӗ, патшалӑх парӑмӗ йӗркеллӗн чакса пыни – социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлассине ҫирӗплетекен шанчӑклӑ паллӑ, граждансем тата бизнес-пӗрлӗхӗ влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ тӗлӗшпе палӑртакан шанӑҫ никӗсӗ, лайӑх шайри ӗҫлӗ климата сыхласа хӑвармалли тӗп услови.

Паян республикӑра Чӑваш Республикин патшалӑх программисемпе пӗрлештернӗ 15 приоритетлӑ проектӑн тата стратеги ҫул-йӗрӗллӗ 8 программӑн портфельне йӗркелесе ҫитернӗ.

Республика экономикин апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе, импорта улӑштарассипе, сывӑ тата пахалӑхлӑ апатланупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пулӑшакан тӗп пайӗсенчен пӗри вӑл – агропромышленноҫ комплексӗ.

Ял хуҫалӑхӗ паян пысӑк технологиллӗ, инвестицисем хывма илӗртекен отрасль шутланать. Вӑл ҫирӗп те кал-кал аталанса пырать.

Чӑваш Енри тавар туса илекенсен экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукцие Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи рыноксенче пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Хӑйсене рынокра лайӑх енчен кӑтартса панӑ «АККОНД», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Етӗрнесӗт», «Букет Чувашии», «Ольдеевская» агрофирма, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑвашпотребсоюз» пек ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисен шучӗ ытларах пулмалла.

Ял хуҫалӑх производстви ӳссе пынӑ лару-тӑрура тирпейлекен отрасльти производство хӑвачӗсене малалла вӑйлатса пырасси, рынока «Сывӑ апатлану» брендпа туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫӗн ҫӗнӗ продукчӗсемпе тухасси ҫитес ҫулсенчех чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать.

Юлашки ҫулсенче республика фермерӗсем производствӑн кал-кал ӳсӗмне тивӗҫтерчӗҫ: тупӑшсем 5 ҫул хушшинче 11 хут, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ – 7 хут ытла, акса-лартса илекен ҫӗрсен лаптӑкӗ – 6,5 хут, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӗҫлекен ҫынсен шучӗ 4 хут ытла ӳснӗ.

Республикӑра ял хуҫалӑхӗн малашнехи аталанӑвне комплекслӑ майпа, пысӑк аграри комплексӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен кооперацине тивӗҫтерсе, йӗркелемелле тесе шутлатӑп. Ҫав хушӑрах ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӗп тӗллевӗ – тирпейлекенсене паха чӗр таварпа тивӗҫтересси.

Агропромышленноҫ комплексӗнче техника тӗлӗшӗнчен ҫӗнетес ӗҫе малалла тӑсмалла, ял хуҫалӑхӗнче энергипе тивӗҫтерессине ӳстермелле.

Ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен кашни гектарне ҫаврӑнӑша кӗртмелле. Ҫӗрсемпе усӑ курни кӑна мар, цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе, тӑпран агрохими тытӑмӗ ҫинчен калакан информацие пӗтӗмлетсе, ҫӗрсемпе усӑ курнин пахалӑхне хак парса пысӑк та пахалӑхлӑ тухӑҫ туса илни пӗлтерӗшлӗ.

Ҫывӑх ҫулсенчи чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев – ял ҫӗрӗнче кадрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парасси. Пурнӑҫ кӑтартнӑ тӑрӑх, специалистсене вӗрентсе хатӗрлемелли калӑпӑшсене ӳстерни кӑна агропромышленноҫ комплексне пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерме пулӑшаймасть.

Ял хуҫалӑх организацийӗсем кадрсем ҫитменнине ан туйччӑр тесен специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм туса хумалла, вӑл аграри вӗренӳ учрежденийӗсене хӑйсен професси ҫул-йӗрне малтанах ҫирӗппӗн палӑртса хунӑ ҫамрӑксене явӑҫтарма пулӑшӗ.

Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫлӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли лайӑх никӗс хывма пулать.

Ҫамрӑк ҫынсем ялта пурӑнма кӑсӑк, тупӑшлӑ тата хӑтлӑ пулнине ҫирӗппӗн туйса тӑмалла.

Ял ҫӗрӗнчи вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура тата спорт сферисенче конкурентлӑ специалистсем пулма, ял хуҫалӑх продукцийӗн тухӑҫлӑ производствине йӗркелеме ӗмӗтленекен ҫамрӑксем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла.

Министрсен Кабинечӗн умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле кадрсене яла явӑҫтарас тӗллевпе професси суйласа илме пулӑшас ӗҫ программине туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Пӗлтӗр эпӗ вырӑнти пуҫарусене тӗпе хуракан общество инфратытӑмне аталантармалли проектсене пурнӑҫласси ҫинчен калакан указа алӑ пусрӑм. Ӑна пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ пӗрремӗш ҫулах ҫакна тепӗр хут кӑтартса пачӗ: пирӗн ялсенче тӑван тӑрӑха тивӗҫлӗн аталантарас ӗҫе тухӑҫлӑн хутшӑнма хатӗр харсӑр та хастар чунлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна ҫирӗплетекенни – пӗлтӗрхи 103 проект. 2018 ҫул валли ял ҫыннисенчен ик ҫӗр ытла сӗнӳ килнӗ те ӗнтӗ.

Пуҫаруллӑ бюджет йӗркелӗвне чӑвашсен йӑлана кӗнӗ нимипе танлаштарма пулать, вӑл пулӑшнипе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене халӑхпа, пӗтӗм йышпа татса параҫҫӗ. Халӑха кирлине шута илсе, вырӑнти пуҫарусене эпир вӑрах вӑхӑтлӑх малашлӑхра та пулӑшма хатӗр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Хисеплӗ депутатсем!

2017 ҫул, ун умӗнхи пекех, ҫурт тӑвакан организацисемшӗн кӑткӑс пулчӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасси чакса кайнӑ условисенче иртрӗ.

Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, «Строительство» ӗҫ-хӗлӗ енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ, 2016 ҫулхи шайпа илсе пӑхсан, 95,3 процентпа танлашнӑ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярасси – 96 процент, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре ӗҫе кӗртесси пӗлтӗрхи шайран 0,8 процент иртнӗ, харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр строительствинче кӑтартусем 15 процент чакнине шута илнӗ.

Чӑваш Ен строительство отраслӗн малалла аталанма пысӑк вӑй-хӑват пур.

Пӗлтӗр 2013-2017 ҫулсем валли йышӑннӑ «Граждансене Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ ишӗлекен ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫарасси» республикӑн адреслӑ программине пурнӑҫлассине тулли калӑпӑшпа вӗҫленӗ.

Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑна пурнӑҫлама 5 миллиард тенке яхӑн тӑкакланӑ, 12 857 ҫын хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ.

Программӑна пурнӑҫланӑ, анчах ҫивӗч ыйту татӑлман. Паянхи кун тӗлне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑннӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсен шучӗ 190-па танлашать.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне граждансене, вӗсен социаллӑ статусне шута илсе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене ла-йӑхлатма патшалӑх пулӑшу парассине малалла тӑсма хушатӑп. Федераци шайӗнче тивӗҫлӗ йышӑнусем тунӑ хыҫҫӑнах 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне пӗтермелли программӑна туса хатӗрлемелле тата ҫирӗплетмелле.

Федераци центрӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула бюджет укҫи-тенкин пысӑк калӑпӑшне ку чухнехи социаллӑ объектсем тума, граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма яраҫҫӗ. Сӑмахран, 2017 ҫулта строительство енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 36 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутран чӗрӗке яхӑн пайӗ строительство организацийӗсемшӗн гарантиленӗ патшалӑх заказӗн тӳпи!

Ҫав хушӑрах, строительство ӗҫӗсем пынӑ тапхӑрта эпир час-часах проект докуменчӗсенче техника йышӑнӑвӗсене тӗплӗн ӗҫлесе ҫитерменнипе е кирлӗ пек шута илменнипе тӗл пулатпӑр. Ҫак ҫитменлӗхсем проект докуменчӗсене тӳрлетӳсем кӗртме хистеҫҫӗ, объектсен строительствине чарса тӑраҫҫӗ тата чылай чухне вӗсене хута ямалли вӑхӑт вӑраха тӑсӑлса каяс хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн хисеплӗ заказчикӗсем, строительство отраслӗн организацийӗсен ертӳҫисем, социаллӑ объектсене проектлас ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалла. Ку чухнехи меслетсемпе усӑ курмалла, вӗсем технологи йышӑнӑвӗсене те, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех ҫыхӑнса-шайлашса тӑрассине те малтанхи тапхӑртах тӗплӗн тишкерсе хак пама май параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пирӗн хуласен хӳхӗм сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварни те пӗлтерӗшлӗ.

Унсӑр пуҫне, ҫитес ҫулсенче пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстермелле. Ҫакӑн валли кирлӗ пек майсене туса хунӑ. 2010 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 2 пин гектар ытларах ҫӗре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ, ҫав шутран 40 процентне тӗллевлӗн усӑ курнӑ.

Асӑннӑ лаптӑксене усӑ курас енӗпе хӑйсен ҫине тивӗҫ илнӗ ҫурт-йӗр тӑвакансен пурӑнмалли ҫурт-йӗре, тата ытти объекта палӑртса хунӑ сроксенче хута ярас тесен строительство ӗҫне вӑхӑтра йӗркелемелле. Ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем пушӑ выртмалла мар, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла!

Халӑх пурӑнакан вырӑнсене тата общество хутлӑхӗсене тирпей-илем кӗртесси пурне те пырса тивекен кирлӗ ӗҫ шутланать. Хамӑр пурӑнакан картиш сӑн-сӑпачӗ, унта ҫутӑ та таса пулни, йывӑҫ-тӗм, чечек клумбисем, уҫӑлса ҫӳремелли тата ачасем валли канмалли вырӑнсем, меллӗ саксем, автомобиль тӑратмалли вырӑнсем пурри-ҫукки кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫынсен шухӑшне шута илсе эпир ку чухнехи хула хутлӑхне йӗркелес, картиш территорийӗсемпе общество хутлӑхӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе малалла тӑсатпӑр.

Министрсен Кабинетне министерствӑсемпе ведомствӑсен, вы-рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыма, программа мероприятийӗсене республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Пурнӑҫӑн хӑтлӑ условийӗсене лайӑх пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсемсӗр йӗркелеме май ҫук.

2017 ҫулта ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Ен историйӗнче халиччен пулман укҫа-тенкӗ калӑпӑшне уйӑрнӑ – 5 миллиард та 254 миллион тенкӗ.

Эпир федерацин ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫӗнчи программисене хастарлӑн хутшӑнатпӑр, вӗсен шайӗнче, сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперӗ юсанса ҫӗнелет, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫул тӑвас ӗҫ пурнӑҫланать.

Кӑҫал республика «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин аталанӑвӗн программисене хавхалантарасси» программӑна хутшӑнать. Халь тӑвакан микрорайонсенче 5 километр ытла ҫӗнӗ ҫулсем тумалла.

Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн приоритетлӑ проекчӗн шайӗнче кӑна республикӑра 95 километр тӑршшӗ автомобиль ҫулӗсене юсанӑ. Асӑннӑ пуҫарӑва Чӑваш Енре пурӑнакансем те ырласа йышӑнчӗҫ.

Кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» проект шайӗнче 143 километр тӑршшӗ автоҫула юсама тата юсаса ҫӗнетме 1 миллиард та 461 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен – 730 миллион тенкӗ. Пирӗн тӗллев – автомобиль ҫулӗсен тытӑмне тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрасси.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Хӑрушлӑхсӑр тата усӑ курма меллӗ общество транспорчӗ, ӑна ӗҫлеттерекен лайӑх шайри логистика – республикӑра пурӑнакан ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен пӗлтерӗшлӗ фактор. Паян пассажирсем турттарас ӗҫре малта пыракан предприятисенче – «Чӑвашавтотрансра» тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбус управленийӗсенче – кӑткӑс лару-тӑру йӗркеленнине палӑртмасӑр иртме ҫук.

Министрсен Кабинечӗн, асӑннӑ хуласен администрацийӗсен ҫивӗч ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ майсем тупмалла.

Транспорт пулӑшӑвне уйрӑм ҫынсем кӳрекен ӗҫре те йӗрке тумалла. Республикӑра пурӑнакансем маршруткӑсен водителӗсем ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑсни пирки ӳпкелешеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, вӗсем уйрӑм маршруткӑсенче ҫӳревшӗн укҫасӑр тӳлесе татӑлмалли терминалсем ҫуккишӗн кӑмӑлсӑр пулнине палӑртаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ пассажирсен правине хӗсӗрлет. Укҫасӑр татӑлу пассажирсемшӗн ансатрах та, пайталлӑрах та. Хулари маршруткӑсемпе ҫӳренӗшӗн укҫасӑр татӑлни, укҫалла тӳленипе танлаштарсан, 18 процент, хула ҫумӗнчи маршруткӑсенче вара – 25 процент йӳнерех ларать. Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, тӗрӗслев-асӑрхав ӗҫне пурнӑҫлакан органсемпе пӗрле хальхи лару-тӑрӑва комплекслӑн хак пама тата кӑҫалхи I квартал вӗҫне граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе татӑклӑ мерӑсем йышӑнма хушатӑп.

Кун йӗркинче – пысӑк та пӗлтерӗшлӗ, ҫав шутра инвестици илӗртӳлӗхӗ тӗлӗшӗнчен курӑмлӑ шутланакан проектсене пурнӑҫласси.

Паллӑ ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав – Хусан» чукун ҫул магистралӗ иртмелле. Республикӑра пурӑнакансене магистраль иртекен территорире урӑх объектсене вырнаҫтарни саккунсӑр ӗҫ пулнине, тунӑ килӗшӳсене вара – ниме тӑманнисем тесе йышӑнассине шута илме ыйтатӑп.

Чӑваш Республикин Правительствине Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле «Раҫҫей чукун ҫулӗсем», «Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистральсем» акционерсен обществисене республика территорийӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тумалли проекта пурнӑҫлас ӗҫре малашне те пулӑшса пыма хушатӑп.

Республикӑн транспорт комплексӗнчи вӑйсӑр сыпӑк вӑл – Шупашкар хулин сывлӑш хапхи.

Хальхи вӑхӑтра самолетпа вӗҫме кӑмӑллакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсрӗ. Пӗлтӗр эпӗ хамӑн Ҫырура авиапассажирсен шутне 200 пине ҫити ӳстерме пулни пирки палӑртнӑччӗ. Ҫак тӗллеве эпир пурнӑҫларӑмӑр. 2017 ҫул Шупашкар аэропорчӗшӗн рекордлӑ ҫулталӑк пулчӗ: 250 пин пассажира йышӑнса ӑсатнӑ. Анчах та кирлӗ чухлӗ турттару ӗҫне туллин пурнӑҫлас тесен пирӗн аэровокзал хальхи вӑхӑтри мӗн пур требование тивӗҫтермелле.

2020 ҫул тӗлне аэровокзала юсаса ҫӗнетессине вӗҫлеме тӗллев лартатӑп. Чӑваш Ен Транспорт министерствин Шупашкар хулин администрацийӗпе пӗрле кӑҫалхи III кварталта аэропортпа ҫуммӑн 250-300-тен кая мар автомобиль тӑратмалли вырӑн тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса памалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

2017 ҫулта эпир ҫул ҫинчи транспорт инкекне пула ҫын вилессин кӑтартӑвне 21,5 процент чухлӗ чакарма пултартӑмӑр. Ҫакна пӑхмасӑр, транспорт инкекӗсен йывӑрлӑхӗн пысӑк кӑтартӑвӗ ҫивӗч ыйту пулма пӑрахмасть. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт инкекӗнче шар курнӑ ҫынсен 76 проценчӗ, йывӑр сурансене пула, авари пулнӑ вырӑнтах вилет.

Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле ҫул ҫинчи транспорт аварилӗхӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатма тата автомобиль ҫулӗсен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушма мерӑсен комплексне туса хатӗрлеме хушатӑп.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин ҫул ҫинчи инкексенче аманнӑ ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ логистикӑна пахалӑхлӑн ҫӗнетсе йӗркелессине тивӗҫтермелле, унта инкек тӳснисене сиплев учрежденине май килнӗ таран хӑвӑртрах илсе ҫитерессине, ҫавӑн пекех вӗсене тулли шайпа реабилитаци ирттермелли тата йӗркеллӗ пурнӑҫ патне тавӑрма пулӑшмалли майсене пӑхса хӑвармалла.

Паян эпир халӑх сывлӑхӗн кӑтартӑвӗсене лайӑх енне улӑштартӑмӑр тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

Нумай пинлӗ врачсен ҫарӗн ӗҫне хак памалли тӗп виҫесенчен пӗри пурнӑҫ тӑршшӗн ӳсӗмӗ шутланать. Пӗлтӗр вӑл республикӑра халиччен сӑнаса-палӑртса тӑнӑ ҫулсенчи чи пысӑк кӑтартӑва ҫитрӗ тата 72 ҫултан кӑшт кӑна сахалрах шайпа танлашрӗ.

Юлашки вунӑ ҫулта 85 ҫултан аслӑрах ҫынсен шучӗ 1,7 хут ӳсрӗ, 100 ҫул урлӑ каҫнӑ вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ юлашки 5 ҫулта кӑна 2 хута яхӑн ӳссе 99 ҫынпа танлашрӗ. Ҫакӑ эпир тӗплӗ шутласа тытса пыракан демографи политикин кӑтартӑвӗ!

Нумай пурӑнаслӑха пирӗн хастарлӑ тата ӑнӑҫлӑ тума пулӑшмалла. Республика Правительствине ватӑ ҫынсене пурнӑҫра хӑйсене йӗркеллӗ туйма пулӑшакан майсене сыхласа хӑварма тата анлӑлатма кирлӗ инфратытӑм туса хумалли тата ӑна аталантармалли комплекслӑ ӗҫе йӗркелеме хушатӑп.

Паян пирӗншӗн хальхи вӑхӑт кӑларса тӑратнӑ тӗп чӗнӳсенчен пӗри ача ҫураласлӑх чакни пулса тӑрать. Ача ҫуратма пултаракан ӳсӗмри хӗрарӑмсен шучӗ сахалланса пырать. Ҫавӑнпа та паян пирӗн хамӑр вӑя ҫураласлӑх чакнине саплаштармалли пайӑр ӗҫсене, искусствӑлла майпа ача ҫуратассипе тата аборт тӑвассине асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, пурнӑҫлама ямалла.

Кашни хӗрарӑмах ача амӑшӗн савӑнӑҫне туллин туйтӑр тесе мӗн кирлине пурне те тумалла. Ачасем вӗсем – телей, нумай ачаллӑ ҫемье вара – питех те лайӑх!

Кунта эпӗ каллех воспитани теми патне таврӑнатӑп. Пирӗн хамӑрӑн ачасен ача ҫуратма пултармалли сывлӑхне сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентсе ӳстермелле.

Патшалӑх влаҫӗн мӗн пур органӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, общество институчӗсен демографи кӑтартӑвӗсене лайӑхлатма пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлемелле.

Палӑртса хӑварас тетӗп: Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республики пӗлтӗр федерацин Атӑлҫи округӗнче 1000 ҫын пуҫне тивекен уйрӑлусен чи пӗчӗк шайӗпе 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче республика ку тӗлӗшпе 8-мӗш вырӑнта тӑрать.

«Медицина кашнин валли» – ҫитес виҫӗ ҫула палӑртакан ҫӗнӗ проект, вӑл пациентсене лайӑх пахалӑхлӑ тата усӑ курма меллӗ медицина пулӑшӑвӗпе туллин тивӗҫтерме май парать!

Эпир Раҫҫейре пуҫласа пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсен анлӑ тытӑмне туса хутӑмӑр.

Ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсене тӑвас ӗҫ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать. Ҫавна пула пӗлтӗр кашни тӑваттӑмӗш фельдшерпа акушер пунктне ҫӗнетрӗмӗр.

Юлашки виҫӗ ҫулта кӑна пурӑнмалли вырӑнпа юнашарах вырнаҫнӑ ку чухнехи 11 ҫӗнӗ поликлиника уҫрӑмӑр.

Шупашкар хулин варринче нумай профильлӗ поликлиника тума тытӑнни те пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен шутӗнче.

Юлашки ҫулсенче медицина учрежденийӗсен сетьне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли виҫӗ шайлӑ тытӑм туса хунӑ.

Уйрӑм аудиторисенче мана больницӑсемпе поликлиникӑсене пӗрлештернине пула медицина ӗҫченӗсен шучӗ сахалланни пирки калаҫҫӗ. Палӑртса хӑваратӑп: администраципе управлени ӗҫченӗсен йышӗ кӑна чакать.

Унсӑр пуҫне, ҫу уйӑхӗнчи указсен шайӗнче медицина ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе палӑртнӑ тивӗҫсене эпир туллин пурнӑҫлатпӑр. 2018 ҫулта вӗсен ӗҫ укҫин шайӗ палӑрмаллах ӳсет. Сӑмахран, врачсен вӑл 41 процент чухлӗ пысӑкланса вӑтамран 48 пин тенке ҫитет, медсестрасен вара – 27,7 процент ӳссе 24 пин тенкӗрен ытларах пулать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ку чухнехи темле лайӑх инфратытӑм та хӑй кӑна, пысӑк ӑсталӑхлӑ медицина ӗҫченӗсемсӗр пуҫне, ниме те тӑмасть.

Пирӗн сывлӑх сыхлав сферине кадрсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе тӑтӑшах ӗҫлемелле. Уйрӑмах ҫак ыйту ял ҫӗрӗнчи сиплев учрежденийӗсенче ҫивӗч тӑрать.

Палӑртса хӑваратӑп: федерацин «Земство тухтӑрӗ» программине пурнӑҫлани ялти медицина организацийӗсене 371 врача явӑҫтарма май пачӗ.

Депутатсемпе пӗрле эпир «Земство тухтӑрӗ» программӑн мероприятийӗсене анлӑлатасси ҫинчен калакан пуҫарупа федераци шайне темиҫе хутчен те тухрӑмӑр. Ҫавна пула 2018 ҫулта программа вӑйӗ пӗчӗк хуласене те пырса тивмелле. Унсӑр пуҫне вӑл фельдшерсем валли те пулӑшу палӑртать, вӗсене 500 пин тенкӗлӗх тӳлев уйӑрса пама тытӑнаҫҫӗ. Палӑртса хӑваратӑп: ҫакӑ медиксене ялта ӗҫлеме хавхалантармалли витӗмлӗ сӑлтав!

Студентсене тӗллевлӗн вӗренме илни вара ҫак пулӑшӑвӑн тухӑҫлӑхне ӳстермелли лайӑх мел пулса тӑрӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн министерстви умне кадрсене суйласа илес ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлама тӗллев лартатӑп: пӗчӗк хуласене тата яла чи тивӗҫлисем ӗҫлеме килмелле!

Пӗлтӗр тытӑмлӑн, планпа килӗшӳллӗн ӗҫленине пула халӑх шыҫӑсенчен вилесси 8 процент чакрӗ. Ҫакӑ юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пулса иртрӗ!

Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗслесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла! Ку ыйтӑва хам тӗрӗслесе тӑма палӑртатӑп тата кӑҫал ядерлӑ медицина центрӗнче пӗрремӗш пациента йышӑнма тӗллев лартатӑп!

Чӑваш Енре медицина туризмӗ кал-кал аталанать. Килсе ҫӳремелли медицина туризмӗн кӑтартӑвӗ юлашки пилӗк ҫул хушшинче ҫирӗппӗн ӳссе пырать. Раҫҫейӗн ытти регионӗнчен килнӗ пациентсен шучӗ 7 процент чухлӗ пысӑкланнӑ.

Ытларах травматологипе ортопеди, офтальмологи, чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗ, онкологи, стоматологи енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсем хисепре. Ҫакӑ пирӗн медицина учрежденийӗсен, Чӑваш Ен медицина ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗн конкурентлӑхне тепӗр хут ҫирӗплетсе пани шутланать.

Паллӑ ӗнтӗ, медицинӑна миллиардшар тенкӗлӗх инвестицисем хывма, сиплевӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тата паха технологийӗсене ӗҫе кӗртме пулать, анчах та пурпӗрех чи кирли вӑл – ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулни. Ҫынсене хӑйсен сывлӑхне мӗн пӗчӗкренех типтерлӗн упрама вӗрентмелле.

Ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе шкул медицинин ҫӗнӗ профилактика модельне туса хуни пӗлтерӗшлӗ проектсен шутне кӗчӗ. «Шкул медицини» проект шкул ачисен сывлӑхне ҫирӗплетме, ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхпа ҫыхӑннӑ яваплӑхне ӳстерме пулӑшать. Проект хальлӗхе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр шкулта, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнче пурнӑҫланать. Каярахпа унӑн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе пӗтӗм республика территорийӗнче усӑ курма тытӑнӗҫ.

Паян физкультурӑпа спорт валли вӑхӑт уйӑрасси кашни ҫемьешӗн тенӗ пекех кулленхи пурнӑҫ йӗрки пулса тӑчӗ.

Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсен, общество организацийӗсен тӗллевӗ – массӑллӑ спорта малалла аталантарма майсем туса парасси, республикӑра пурӑнакансен спортпа ҫыхӑн-нӑ канӑвне йӗркелеме пулӑшасси. ГТО комплексӗ физкультурӑпа массӑллӑ спорта малалла аталантармалли тӗп проект шутланать.

Унсӑр пуҫне, хальхи хула инфратытӑмне, парк тӑрӑхӗсене физкультурӑпа туслашма пулӑшмалли майсемпе тивӗҫтермелле, ҫамрӑксен хушшинче хальхи вӑхӑтра хисепри спорт тӗсӗсене аталантарма условисем туса памалла.

Кӑҫал Раҫҫейре спорт тӗнчинчи чи паллӑ пулӑм – тӗнчери футбол чемпионачӗ – иртет. Шупашкарта ҫавна май «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать. Пирӗн тӗллев – спортра тата туризм енӗпе усӑ куракан мӗн пур инфратытӑм объектнех палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хатӗрлесе ҫитерессине тивӗҫтересси. Палӑртса хӑваратӑп: ҫав тӗнчери чи ҫӳллӗ стандартсене тивӗҫтерекен спорт сооруженийӗсемпе каярах республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усӑ курӗҫ.

Хисеплӗ депутатсем!

Республика Правительстви граждансене социаллӑ хӳтлӗх парассипе ҫыхӑннӑ мӗн пур тивӗҫе ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пырать.

2017 ҫулхи пирӗн тӗп ҫитӗнӳсенчен пӗри – нумай ачаллӑ ҫемьесенче ача ҫуралсан паракан укҫа тӳлевне ҫӗнӗрен памалла туни.

Эсир пӗлетӗр: ку ыйтӑва татса парассишӗн эпир сахал мар ӗҫлерӗмӗр. Пирӗн пӗр хутчен мар ыйтса ҫырнисене шута илчӗҫ. Укҫа-тенке пӗрле уйӑрмалли виҫесене улӑштарнине пула ҫемьесем виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем валли кашни уйӑхра паракан тӳлеве илме тытӑнаҫҫӗ.

Эпир шанатпӑр: Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пуҫарӑвӗсем демографи лару-тӑрӑвне тӗпрен улӑштарма май парӗҫ.

Вӗсен шутӗнче – амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен тӑсни; кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пӗрремӗш ача ҫуралсан кашни уйӑхра укҫа памалла туни.

Унсӑр пуҫне, кивӗ ача-пӑча поликлиникисене юсаса ҫӗнетме тата ҫӗннисене тума палӑртнӑ. Ача сачӗсенчи тата ясли ушкӑнӗсенчи черетсене пӗтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уйрӑмах тимлӗн тишкерме йышӑннӑ.

Ҫитес 5 ҫулта иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш ача ҫуралакан ҫемьесем ипотека кредичӗ тӗлӗшпе патшалӑх пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫулталӑкне 6 процентран ытларах процент ставкине тӳлеме субсиди уйӑрса параҫҫӗ.

Малтанхи хаклав тӑрӑх, пирӗн республикӑра патшалӑхӑн асӑннӑ пулӑшӑвӗпе 5,5 пине яхӑн ҫемье усӑ курма пултарать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

2017 ҫул Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗн паллипе иртрӗ. Чӑваш Енре «Таса ҫӗршыв» тата «Атӑла сыватасси» евӗр проектсем старт илчӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсен хупӑ, санкциленӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртмелли техника тапхӑрӗ вӗҫленет. Ҫав тӗллевсем валли 330 миллион тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ. Ку вӑл пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли тата вӗсене ӗҫе ямалли хупӑ цикллӑ, каяшсене чавса чикмелли калӑпӑшсене ҫулсерен чакарассине тата вӗсене тирпейлемелли калӑпӑшсене ӳстерессине тивӗҫтерекен тытӑм туса хума тӗллев лартатӑп.

Коммуналлӑ хытӑ каяшсене уйӑрса пуҫтарассине йӗркелемелле. Ҫакӑ экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас енӗпе палӑрмаллах мала иртме май парать.

Халӑха шывсен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлес тӗллевпе пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен виҫҫӗмӗш черетне тума тытӑннӑ.

Палӑртса хӑварас тетӗп: асӑннӑ проекта ӗҫе кӗртнине пула Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫурринчен ытларах пайӗн пурнӑҫри экологи тӑнӑҫлӑхӗ лайӑхланать.

2025 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрринче тата Етӗрнере биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелле тата тумалла, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫумӑр шывӗсемпе каяш шывсене тасатакан вырӑнти сооруженисене туса хута ямалла.

Хисеплӗ депутатсем!

Эпир хамӑрӑн историпе, культурӑпа тата йӑла-йӗркепе мӑнаҫланатпӑр. Ҫавна май вӗсене килес ӑрусемшӗн сыхласа хӑварас енӗпе мӗн кирлине йӑлтах тумалла. «Культура еткерлӗхӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑнмалла тесе шутлатӑп.

Культурӑпа кану учрежденийӗсен тытӑмне аталантарас тата культурӑпа искусство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес енӗпе анлӑ ӗҫ пырать те ӗнтӗ.

Ял ҫыннисем ыйтнипе «Пӗрле пурӑнмалла – пӗрле ӗҫлемелле!» халӑх программи шайӗнче ялти культура ҫурчӗсем тӑвассине палӑртса хӑварнӑ. Куратӑр ӗнтӗ, эпир хамӑр шантарнине пурнӑҫлатпӑр, юлашки ҫулсенче кӑна 9 клуб тунӑ. Ҫитес ҫулсенче тата 18 ялти культура ҫурчӗ туса хута ямалла, вӗсенчен 5-шне – кӑҫалах.

Эпир «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тумалли проекта хастарлӑн пурнӑҫлатпӑр. Пӗлтӗр «Амазония» аквапаркӑн ҫуллахи зонине уҫнӑ, Шупашкар хулинче аттракционсен паркне тунӑ.

«Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проект шайӗнче Мускав ҫыран хӗррине юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать. Палӑртса хунӑ пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн Атӑл шывӗн тирпей-илем кӗртнӗ ҫыран хӗррин – хула ҫыннисемпе тӗп хула хӑнисен юратнӑ вырӑнӗн – тӑршшӗ 5 ҫухрӑмпа танлашмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем тата туссем!

Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ.

Социологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра нацисен хушшинчи хутшӑнусене респондентсен 87 проценчӗ лайӑх хак параҫҫӗ. Ку хальхи вӑхӑтри саманашӑн хӑйне майлӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳ.

Кӑҫал чӑвашсен паллӑ ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет. Вӑл халӑх шкулӗсем йӗркелесе уҫнипе, чӑваш алфавитне туса хатӗрленипе, тӑван халӑхӗ валли чӑвашла тата вырӑсла вӗрентӳ кӗнекисем пичетлесе кӑларнипе историе кӗрсе юлнӑ.

Хаклӑ юлташсем! Ҫакна аса илес килет. Иван Яковлевич Яковлев пире вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнма, ӑна юратма чӗнсе каланӑ.

Пирӗн Конституцире вырӑс тата чӑваш чӗлхисене патшалӑх чӗлхисем тесе йышӑннӑ. Патшалӑх чӗлхисене вӗренме, вӗсемпе усӑ курма пурин те пӗтӗмӗшле майсем пур. Чӑваш чӗлхи, вырӑс чӗлхи пекех, пулнӑ, пур, пулать те!

Палӑртса хӑварас тетӗп: республикӑра пурӑнакан ҫынсен ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тата пӑхса ҫитӗнтернӗ чухне чӗлхене ирӗклӗн суйласа илмелли правине тивӗҫтерме кирлӗ мӗн пур майсене йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхене, вӑйра тӑракан саккунсене шута илсе, хӑй ирӗкӗпе вӗренмелли Конституцире палӑртса хӑварнӑ правӑна туллин пурнӑҫлама майсем пурри пирки те никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар.

2019 тата 2020 ҫулсенче Чӑваш Республики Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пирӗн ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ историллӗ пулӑмсене ҫӳллӗ шайра, общественноҫа анлӑн явӑҫтарса, ытти регионтан хӑнасене чӗнсе анлӑн та савӑнӑҫлӑн паллӑ тумалла.

Хаклӑ юлташсем, туссем!

Ятарласа тытӑнсан, ӗҫ пулатех, тенӗ ваттисем.

Эпӗ ҫак сӑмахсене ӗненетӗп! Ырӑ енне туртӑнакан ырӑ ҫул ҫине тухатех!

Тӗп ыйтусене пурнӑҫа кӗртес тесен пирӗн вӑйсене пӗрлештермелле, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тавралла чӑмӑртанмалла.

Эпир пӗлетпӗр – вӑл ертсе пынипе Раҫҫей ҫӗршывӗ тӗнче шайӗнче аслӑ патшалӑх пулса ҫӗнӗрен ҫӗкленчӗ!

Ҫак ҫитӗнӳсене хамӑрӑн ачасем валли упраса хӑвармалла!

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Хаклӑ туссем!

Йышпа, Турӑ пулӑшнипе эпир пур ӗҫе те тума пултаратпӑр. Чӑваш Ен халӑхӗ пултаруллӑ ӗҫлеме пӗлнипе, ытларах тума ӑнтӑлнипе палӑрса тӑрать.

2018 ҫула Раҫҫейре Ырӑ ӗҫ тӑвакансен (волонтерсен) ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Эпӗ шанатӑп: ҫак ҫул шайӗнче вӑй илекен хисеп, шанӑҫ тата пулӑшу принципӗсем пире хамӑр умра тӑракан социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӗлӗшӗнчи кӑткӑс тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса пама май парӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ, Чӑваш Ен граждансем харпӑр хӑйӗн тата пурлӑхӗн интересӗсен хӳтлӗхне шаннин шайне палӑртакан рейтингра ҫӗршыври чи лайӑх регионсен шутне кӗрет.

Обществӑри ҫирӗплӗхӗн, ҫӗршывӑмӑрӑн кисренӳсемсӗр кал-кал аталанӑвӗн гаранчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пулса тӑрать! Паян Раҫҫей тӗнчери аслӑ та хӑватлӑ патшалӑх пулнине уҫҫӑн кӑтартса пачӗ. Вӑл тӗнчери чи паллӑ ҫӗршывсемпе пӗр ретре тӑрать.

Хамӑрӑн гражданла хастарлӑха эпир пуш уйӑхӗнче иртекен Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче уҫҫӑн кӑтартма пултаратпӑр.

Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, эпир ҫитес суйлавӑн саккунлӑхне мӗнле шайра тивӗҫтерме пултараятпӑр – ҫӗршыв тата политика тытӑмӗ ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех, тӑнӑҫлӑрах пулаҫҫӗ.

Эпӗ республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах суйлав участокне ҫитсе пирӗн пӗрлехи пуласлӑхшӑн, хамӑр ачасен пуласлӑхӗшӗн, пирӗн юратнӑ Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн яваплӑха туйса сасӑлама ыйтатӑп.

Шанатӑп: тухӑҫлӑ ӗҫлекен вӑйлӑ та пӗр шухӑшлӑ команда, – хамӑрӑн республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн малашнехи кал-кал аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ.

Итленӗшӗн тав.

Сирӗн Михаил Игнатьев.

Сайт:

 

Статистика

...подробней