Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ; 17. ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Даниил хирӗҫ хуравланӑ: эпӗ алӑпа ӑсталанӑ йӗрӗхсене пуҫҫапмастӑп, чӗрӗ Турра — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, мӗнпур чӗрӗ чуна тытса тӑракан Турра — пуҫҫапатӑп, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ, 45. ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кайран эсӗ акӑ мӗскер курнӑ: алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннӑ та ҫав кӗлеткене пырса ҫапнӑ, унӑн тимӗрпе тӑмран тунӑ урисем ҫине ӳкнӗ те вӗсене аркатса тӑкнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уҫӑ сӑрт ҫинче ялав ҫӗклӗр, сассӑра вӑйлатӑр; вӗсене алӑпа сулӑр — мӑнаҫлисенӗн хапхи енне утчӑр.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа ан пыр: йӗрке тӑрӑх ҫапла пулмалла.4. Не являйся пред лице Господа с пустыми руками, ибо все это - по заповеди.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12. Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Алӑпа тунӑскерӗ вара хӑй те, ӑна тӑваканӗ те ылханлӑ, ҫавна тунӑшӑн, ҫӗрес япалана турӑ тенӗшӗн ылханлӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ.9. Вдов ты отсылал ни с чем и сирот оставлял с пустыми руками.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ: 19. вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ; 20. унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӳме хӑпартакансемпе йӑтмарҫӑсем ӗнтӗ хӑрах алӑпа ӗҫ турӗҫ, тепӗринпе сӑнӑ тытсах тӑчӗҫ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ; 7. ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Руфь вара хунямӑшне ҫав ҫын мӗн тунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: 17. вӑл мана ҫак ултӑ виҫе урпана парса ячӗ, хуняму патне пушӑ алӑпа ан таврӑн терӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь# тесе ан чӗнӗр, мана Мара# тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ; 21. кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.