Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Неем 4

Раздел: Библи –> Неемия кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 19:11

Предложений: 22; Слово: 447

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Санаваллат, эпир хӳме туни ҫинчен илтсессӗн, тарӑхса талӑрсах кайнӑ. Иудейсене мӑшкӑлласа, 2. вӑл хӑйӗн тӑванӗсемпе Самарири ҫар ҫыннисем умӗнче ҫапла каланӑ: мӗн тӑваҫҫӗ-ха ҫак мӗскӗн иудейсем? тӑваҫҫех-ши? парне те кӳрӗҫ-ши? ӗҫне туса пӗтерӗҫ-ши? ишӗлчӗк купинчи чулсенчен, ҫуннӑ-ӗннӗ чулсенчен, ҫӗнӗ чулсем тӑвӗҫ-ши? тенӗ. 3. Унпа юнашар пулнӑ аммон ҫынни Товия тата ҫапла каланӑ: ан тив, туччӑрах; тилӗ сиксе хӑпарӗ те — вӗсен чул хӳми ишӗлсе те анӗ! тенӗ.

4. Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр, 5. вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ! 6. Эпир пӗрех ӗҫе пӑрахмарӑмӑр, ӗнтӗ пӗтӗм хӳмене ҫурри таран хӑпартнӑччӗ. Халӑхӑн ӗҫлес хастарлӑхӗ ҫителӗклехчӗ.

7. Санаваллатпа Товия, Арави ҫыннисемпе аммонсем тата Азот ҫыннисем, Иерусалим хӳмисене ҫӗнӗрен туни ҫинчен, юхӑннӑ-ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене питӗрни ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхнӑ. 8. Вара Иерусалим ҫине пурте пӗрле вӑрҫӑпа кайма, унти ӗҫе чарса лартма сӑмах татнӑ. 9. Эпир хамӑр Туррӑмӑра кӗлтурӑмӑр, вӗсенчен сыхланмашкӑн вӗсене хирӗҫ кунӗн-ҫӗрӗн хурал тӑратрӑмӑр. 10. Анчах иудейсем каларӗҫ: йӑтмарҫӑсен вӑй-халӗ чакрӗ, ванчӑк чул вара ытла та нумай; эпир хӳме тума пултараймастпӑр, терӗҫ. 11. Пирӗн тӑшмансем вара ҫапла каларӗҫ: вӗсем эпир хӑйсен хушшине сасартӑк пырса кӗнине, хӑйсене ҫӗмӗрсе тӑкнине пӗлмесӗрех-курмасӑрах юлӗҫ — ҫапла вӗсен ӗҫне чарса лартӑпӑр! терӗҫ. 12. Вӗсен ҫывӑхӗнче пурӑнакан иудейсем «сирӗн ҫине пур енчен те тапӑнаҫҫӗ» тесе пӗр вунӑ хут та каларӗҫ пире, 13. ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хула ҫумӗнчи айлӑм вырӑнсене, хӳме леш енне, уҫӑ вырӑнсене халӑха ӑрусем тӑрӑх, хӗҫсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе тӑратса тухрӑм. 14. Вара пӑхса ҫаврӑнтӑм та, тӑтӑм та аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене тата ытти халӑха ҫапла каларӑм: вӗсенчен ан хӑрӑр; аслӑ та хӑрушӑ Ҫӳлхуҫамӑра асра тытӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, хӑвӑр арӑмӑрсемпе килӗрсемшӗн ҫапӑҫӑр, терӗм.

15. Пирӗн тӑшмансем ӗнтӗ хӑйсен шухӑшӗ пирӗншӗн пӗтӗмпе паллӑ пулнине, Турӑ вӗсен тӗллевне путарнине ӑнкарса илнӗ; эпир вара пурсӑмӑр та хӳме патне, кашнийӗ хӑйӗн ӗҫӗ патне таврӑнтӑмӑр. 16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ. 17. Хӳме хӑпартакансемпе йӑтмарҫӑсем ӗнтӗ хӑрах алӑпа ӗҫ турӗҫ, тепӗринпе сӑнӑ тытсах тӑчӗҫ. 18. Хӳме тӑвакансем кашниех пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакса янӑччӗ, ҫапла ӗҫлерӗҫ вӗсем. Манпа юнашарах трупа кӑшкӑртакан тӑратчӗ. 19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм. 21. Ҫапла ӗҫлерӗмӗр эпир; ҫур халӑх мӗн шуҫӑмран пуҫласа ҫӑлтӑрсем курӑничченех сӑнӑпа тӑчӗ. 22. Ҫавӑн чухне эпӗ халӑха тата ҫапла каларӑм: кашниех хӑйӗн чури-тарҫипе пӗрле Иерусалимрах ҫӗр выртса тӑтӑр, — вӗсем ҫӗрле хуралта, кӑнтӑрла ӗҫре пулӗҫ, терӗм. 23. Эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, тарҫӑмсем те, манпа пӗрле ҫӳрекен хуралҫӑсем те ҫывӑрнӑ чухне те ҫири тумтире хывман, сылтӑм аллинчен хӗҫне яман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней