Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ис 13

Раздел: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 10:15

Предложений: 20; Слово: 328

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Вавилонпа мӗн пуласси ҫинчен Амос ывӑлӗ Исаия пророкла каласа пӗлтерни. 2. Уҫӑ сӑрт ҫинче ялав ҫӗклӗр, сассӑра вӑйлатӑр; вӗсене алӑпа сулӑр — мӑнаҫлисенӗн хапхи енне утчӑр. 3. Эпӗ Хам суйласа илнӗскерсене хушрӑм, Хамӑн ҫиллӗме пурӑнӑҫламашкӑн чи паттӑррисене, Эпӗ мӗн хушнине савӑнсах тӑвакансене, чӗнсе илтӗм. 4. Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет. 5. Пӗтӗм ҫӗре аркатмашкӑн Ҫӳлхуҫапа Ун ҫиллийӗн кӑралӗ инҫетри ҫӗршывран, тӗнче хӗрринченех, килеҫҫӗ. 6. Кӑшкӑрсах йӗрӗр — Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхрах, Пурне те Пултараканӑн аркатакан хӑвачӗ пекех килет вӑл. 7. Ҫавна пула пурин те алли усӑннӑ, кашни этемӗн чӗри ирӗлсе кайнӑ. 8. Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать. 9. Акӑ ҫӗртен пушхир тумашкӑн, ун ҫинчен ҫылӑхлӑ ҫыннисене пӗтермешкӗн хаяр та вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫиллипе Ҫӳлхуҫанӑн хӑрушӑ кунӗ килет. 10. Тӳпери ҫӑлтӑрсемпе ҫутӑсем текех ҫутатмаҫҫӗ; хӗвел те тухнӑ чухнех тӗттӗмленет, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ялкӑшмасть. 11. Тӗнчене Эпӗ усаллӑхӗшӗн, ҫылӑхлисене йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн хаса парӑп, мӑнкӑмӑллисем ӑсчахланнине, хӗсӗрлекенсем мӑнаҫланнине чарса лартӑп; 12. ҫынсене таса ылтӑнран та хаклӑрах, арсене Офир ылтӑнӗнчен те хаклӑрах пулмалла тӑвӑп.

13. Ҫавӑнпах ӗнтӗ тӳпене тытса силлӗп, вара Саваоф Ҫӳлхуҫа хаярлӑхне пула Унӑн ҫунса тӑракан ҫилли ҫитнӗ кун ҫӗр хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалӗ. 14. Вара кирек кам та, шуйханнӑ ту качаки пек, пӑрахса хӑварнӑ сурӑхсем пек, хӑй халӑхӗ енне ҫаврӑнӗ, кирек кам та хӑйӗн ҫӗрне чупса кайӗ. 15. Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ. 16. Кӑкӑр ачисене вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫапса салатӗҫ; килӗ-ҫурчӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, вӗсен арӑмӗсене мӑшкӑлласа пусмӑрлӗҫ.

17. Акӑ вӗсене хирӗҫ Эпӗ Миди ҫыннисене ҫӗклӗп, вӗсем кӗмӗле хакламаҫҫӗ, ылтӑншӑн хыпса ҫунмаҫҫӗ. 18. Вӗсен уххисем ҫамрӑксене пӗтерӗҫ, варти тӗвве те шеллесе тӑмӗҫ: вӗсен куҫӗ ача-пӑчана та хӗрхенмӗ.

19. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ, 20. унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ. 21. Пушхир кайӑкӗсем ҫеҫ пурӑнӗҫ унта, ҫурчӗсене ӳхӗ-тӑмана сӑрӑнӗ; страуссем пырса иленӗҫ унта, ҫӑмламассисем сиккелесе ҫӳрӗҫ унта. 22. Вӗсен керменӗсенче шакалсем, пашнисенче гиенӑсем ӳлӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней